Петĕр Яккусен (П.Я.Яковлев) поэт, ăсчах, тăлмачă çуралнăранпа 70 çул çитнине паллă туса ирттернĕ «Поэзирен чăнрах тĕнче эп тупаймарăм çĕр çинче...» инçет викторина хуравĕсем тата пĕтĕмлетÿ протоколĕ
Петĕр Яккусен (Петр Яковлевич Яковлев) 1950 çулхи çурла уйăхĕн 26-мĕшĕнче Красноармейски районĕнчи Упаçырми ялĕнче çуралнă. Ку тӑрӑхри ялсем сахалран та 300-400 ҫул лараҫҫӗ. Халапсем тăрăх, ку вырăнта Упаç ятлă тĕне кĕмен чăваш пурăнни паллă, çавăнпа ку яла çапла ят панă теççĕ. Ку вырăнта упа шăтăкĕ пулни çинчен калакан халапсем те пур. Хальхи Упаçырма унччен Тăмсар ятлă пулни те паллă.
Вăл нумай ачаллă çемьере ÿснĕ, вуннăмĕш ача пулнă. Ашшĕ, Яков Иванович 1900 ҫулта ҫуралнӑскер, революци саманине курнӑ, Граждан вӑрҫи витӗр утса тухнӑ, коллективизаци хӑрушлӑхне курнӑ, Аслӑ аттелӗх вӑрҫине хутшӑннӑ. Петӗршӗн вӑл ĕмĕр тăршшĕпех ырă тĕслĕх пулнă. Амӑшӗ Элӗк районне кӗрекен Мартынкасси ялӗнчен пулнӑ. Коллективизаци вӑхӑтӗнче вӗсен ӑраттине пӗтӗмпех Ҫӗпӗре янӑ. Унта та вӗсем ҫирӗп хуçалăхпа пурӑнса кайнӑ. Кунта вӗсен п
... Малалла вула »
Миçе çын пăхнă: 510 | | Комментарисем (0)|
Хăш кун хушнă: 13.12.2020
| Рейтинг: