Хисеплĕ вĕрентекенсем тата педагогика ĕçĕн ветеранĕсем! Хаклă шкул ачисемпе студентсем!
Сире паллӑ уяв – Пӗлӳ кунӗ – ячӗпе пӗтӗм чунтан саламлатӑп. Календарьте авӑн уйӑхӗн 1-мӗшне уяв кунӗ пек палӑртман, анчах та вӑл пирӗншӗн пуриншӗн те – шкулпа студент ҫулӗсем тахҫанах хыҫа юлнисемшӗн те, ачисемпе мӑнукӗсене шкула ӑсатакансемшӗн те, пурнӑҫне ҫӗнӗ ӑрӑва воспитани парса ӳстерес ӗҫе халалланӑ ҫынсемшӗн те – чи пӗлтерӗшлӗ кунсенчен пӗри. Хӑйсен кун-ҫулӗнче пӗлӳ ҫурчӗн алӑкне пуҫласа уҫакан пултаруллӑ та ҫирӗп тӗллевлӗ пин-пин арҫын ачапа хӗрачашӑн вара пушшех те. Пирӗн тӗллев – вӗренме чи лайӑх майсем тӑвасси, ҫамрӑк ӑрӑва ҫирӗп пӗлӳ парасси тата Тӑван ҫӗршыва чунтан юратма вӗрентсе ҫитӗнтересси, хӑйсен пултарулӑхӗпе туллин усӑ курма пултаракан Раҫҫейӗн тивӗҫлӗ гражданӗсене пӑхса ӳстересси. Паха пӗлӳ тата малта пыракан наука – патшалӑхӑмӑра экономика тӗлӗшӗнчен ҫирӗппӗн аталантармалли тата унӑн гражданӗсен пурнӑҫӗн ырлӑхне ӳстерсе пымалли шанчӑклӑ никӗс. Хаклӑ туссем! Пӗлӳпе воспитани парас ӗҫре вӗрентекенпе воспитатель тата преподаватель тӗп вырӑнта тӑраҫҫӗ. Ҫамрӑксене тарӑн та тулли пӗлӳ илме кӑна мар, ҫав
...
Малалла вула »