Аслă Çĕнтерĕве халалласа Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕ, Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕ, «Хыпар» хаçат, Чăваш наци радиовĕ, Чăваш наци телевиденийĕ, Чăваш наци конгресĕ, И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕ тата И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕ «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ - 2015» акци ирттереççĕ. Вăл чăвашсем пурăнакан пур хулапа ялта 2015 çулхи ака уйăхĕн 24-мĕшĕнче, эрне кун, иртмелле.
Çак акцин тĕп тĕллевĕ – чĕремĕрсене çÿçентерекен вăрçă тематикисĕр пуçне пурнăç тÿпинчи чăваш чĕлхин пĕлтерĕшĕпе сумне тата малашлăхĕпе кирлĕлĕхне тепĕр хут аса илтересси, çак илемлĕ те арпашуллă тĕнчен кисревĕнче тăван чĕлхемĕре малалла упраса аталантарасси.
Задачисем:
− чăвашла çырма пĕлнине тĕрĕслесси;
− чăвашла пĕлекен кашни çынна хăй тĕрĕс çырма пултарнине тĕрĕслеме майсем туса парасси.
Хальхи вăхăтра асăннă диктант тексчĕн конкурсĕ пырать. Аса илтеретпĕр: иртнĕ çулсенчи диктант тексчĕсене Чăваш халăх поэчĕ Юрий Сементер тата ЧР искусствăсен тава тивĕçлĕ деятелĕ Марина Карягина хатĕрленĕччĕ.
Хатĕр текстсене Чăваш патшалăх гумани
...
Малалла вула »