2015-мĕш çултан Раççейре пенси страховани тытăмĕнчи граждансен прависене тата пенси виçине шутлассине çĕнĕлле йĕркелеме тытăнаççĕ. Çĕнĕ саккунсем вăйа кĕриччен çур çултан та сахалрах юлчĕ. Паян пенси шутламалли çĕнĕ йĕрке çинчен Раççей Пенси фончĕн Чăваш Республикинчи уйрăмĕн управляющийĕ Роза Алексеевна Кондратьева каласа парать.
-Роза Алексеевна, 2015-мĕш çултан страховани тата пухăнса пыракан пенсисене хăйтĕллĕн тÿлеве уйăраççĕ. Страховани пенсине тивĕçмели условисем мĕнлерех улшăнаççĕ;
2015-мĕш çултан пенсисене «Страховани пенсийĕсем çинчен» саккунпа шутлама тытăнаççĕ. Унпа килĕшÿллĕн пенси çине хĕрарăмсем малтанхи пекех 55 çула çитсен, арçынсем 60 çитсен тухма пултараççĕ. Ĕç стажĕн тата официаллă ĕç укçин пĕлтерĕшĕ пенсие тивĕçме çĕнĕлле тĕп условисем шутланаççĕ - страховани стажĕ 15 çултан кая мар пулмалла (халĕ 5 çултан кая мар), ĕçленĕшĕн пĕтĕм тапхăрти пенси коэффиценчĕ 30-тан кая мар пулмалла. Çакăн чухлĕ коэффицента кашни çын ĕç укçине икĕ чи пĕчĕк шалу шайĕнче илсе 15 çул хушшинче пухма пултарать.
...
Малалла вула »