Иртнĕ эрнекун, авăнăн 13-мĕшĕнче, Ĕпхӳре «Раççей халăхĕсен чĕлхисенчи диалектологин çивĕч ыйтăвĕсем» (выр. Актуальные проблемы диалектологии языков народов России) тĕнче шайĕнчи конференци иртнĕ. Унта пурĕ 200 ытла ăсчах хутшăннă — çав шутра Чăвашран та.
Вырăнти калаçусене сӳтсе явнисĕр пуçне ăслăлăх канашлăвĕнче вак халăхсен вĕренӳ ыйтăвне те тишкернĕ. Конференци йышăннă резолюцинче Раççейри халăхсен чĕлхисем пысăк хăрушлахра пулнине палăртнă — тăван чĕлхене пĕлекенсен йышĕ çулран çул чакса пыни, хăйсене тăван халăх тымарĕнчен уйăракансен йышĕ ӳсни ăсчахсене пăшăрхантарнă. Çак пулăм малашне те çаплах юлсан Раççейре хăш-пĕр халăхсем çухалма та пултарнине асăрхаттарнă.
Лару-тăрăва çăмăллатас тĕлĕшпе ăсчахсем темиçе сĕнӳ панă: РФ Патшалăх Думине регионсемпе пĕчĕк халăхсен чĕлхин Еропа хартине алă пусса пурнăçа кĕртессине хăвăртлатмалла; РФ Регионминĕн «Раççей халăхĕсен чĕлхисем» (выр. «Языки народов России») патшалăх программине хатĕрлесе йышăнмалла; Раççей тăрăхĕсенчи лару-тăрăва кăтартакан чĕлхесен пĕлĕм пухмачне (даннăйсен базине) йĕркелемелле; федераллă округсен шайĕнче вак халăхсен чĕлхисене пулăшу кĕрекен программăсем йышăнмалла (хальхи вă
...
Малалла вула »