Илле Иванов журналист пĕлтернĕ тăрăх паян каçхине çут тĕнчерен Борис Борлен сăвăç уйрăлса кайнă. Сывпуллашу çу уйăхĕн 14-мĕшĕнче, ытларикун, унăн килĕ патĕнче 9 сехет ирхине иртĕ — Шупашкар, Иван Яковлев проспекчĕ, 8 çурт, 185 хваттер. Ваçлей Митта премийĕн лауриатне (ытти чыслă ятсене паман ăна) тăван ялĕнче, Елчĕк районĕнчи Кивĕ Арланкассинче пытарĕç. Борлен Борис Леонтьевич 1934 çулхи раштавăн 20-мĕшĕнче çуралнă. Аслă пĕлĕвне Чăваш педагогика институтĕнче илнĕ. Пушкăрт Республикин шкулĕсенче ачасене вĕрентнĕ, «Хыпар» хаçатăн Пушкăртстанри ятарлă корреспонденчĕ вырăнĕнче самай хушă тăрмашнă. Хусанта тухакан «Сувар» хаçат редакторĕн çумĕ пулса ĕçленĕ. Борис Леонтьевич тăрăшнипех Пушкăртри Стерлĕ хулинче чăваш ачисем валли ятарлă курссем, педагогика училищинче чăваш уйрăмĕ уçалнă. Унăн çак кĕнекесем пичетленсе тухнă: «Асатте ялĕнче» (П. Çăлкуçпа пĕрле, 1994); «Пăрттас патшапа Сăвар Турханĕ» (1998); «Кĕсменрен тăкаççĕ кĕмĕл» (1999); «Çĕнĕ ĕмĕр, çĕнĕ ĕмĕт, çĕнĕ самана» (2001) тата ыттисем.
|
Иртнĕ çул республика Элтеперĕ Михаил Игнатьев 2,9712 миллион тенкĕ ĕçлесе илнĕ. Сăмах май, унăн пĕлтĕрхи тупăшĕ виçĕм çулхинчен 15,3% ӳснĕ. Чăваш Ен Элтеперĕн харпăрлăхри пуянлăх шучĕ унчченхиллех юлнă: унăн 50 599 тăваткал метр çĕр, пурăнмалли икĕ пӳрт — пĕри 216,2 тăваткал метр пысăкăш, тепри — 95,4 тăваткал метр пур. Кунсăр пуçне мăшăрĕпе иккĕшĕн харпăрлăхĕнче — виçĕ çĕр лаптăкĕ, вĕсем 2 000, 623 тата 5 000 тăваткал метрлăскерсем. Унсăр пуçне Михаил Игнатьев 129,5 тăваткал метрлă хваттерĕн пĕрре виççĕмĕш пайĕн хуçи. Республика Элтеперĕн харпăрлăхĕнче машина тавраш çук. Михаил Васильевичăн мăшăрĕ вара хăйĕн тĕп вырăнĕнче 220,3 пин тенкĕ ĕçлесе илнĕ. Ытти тупăш та пур унăн. Вăл 4,174 миллион тенкĕпе танлашнă. Сăмах май, Чăваш Ен Элтеперĕн мăшăрĕ 88,4 тăваткал метр пысăкăш хваттерне сутса 282,6 тăваткал метрлине туяннă. Кунсăр пуçне унăн 25 300 тăваткал метр çĕр, «Мерседес Бенц В 170» автомашина, гараж боксĕ пур.
|
|