Пĕтĕмĕшле пĕлÿ
паракан учрежденисенче вĕренекенсен пултарулăхне аталантарас, тăван чăваш
чĕлхене вĕренес кăмăлне ÿстерес, чĕлхе пĕлĕвĕпе культура тĕлĕшĕнчен çивĕч ăслă
ачасене пулăшма майсем туса парас тĕллевпе çакăн пек хушатăп:
1.
9-11 классенче
вĕренкенсен Регионсем шайĕнчи чăваш чĕлхи тата литератури олимпиадине 2013
çулхи нарăсăн 6-мĕшĕнче Федерацин аслă професси пĕлĕвĕ паракан «И.Я. Яковлев
ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕ» патшалăх бюджет вĕренÿ
учрежденийĕнче ирттерес (килĕшсе татăлнипе).
2.
Çакна çирĕплетес:
2.1. Регионсем
шайĕнчи чăваш чĕлхи тата литератури олимпиадин йĕрки-шывне (малалла -
олимпиада)(1-мĕш хушăм).
2.2. Йĕркелÿ
комитечĕн йышне (2-мĕш хушăм).
2.3. Жюри йышне
(3-мĕш хушăм).
2.4. Олимпиада
ирттерессипе çыхăннă тăкаксен сметине (4-мĕш хушăм).
3.
Регионсем шайĕнчи
чăваш чĕлхи тата литератури олимпиадине ирттерессипе çыхăннă тăкаксене «Чăваш Республикинчи
чĕлхесем çинчен» калакан саккуна ĕçе кĕртмелли программăпа палăртнă
укçа-тенкĕпе министерство бухгалтерийĕ урлă саплаштарас.
4.
Олимпиадăна
пĕтĕмĕшле ертсе пырассине Регионсем шайĕнчи чăваш чĕлхи тата литератури
олимпиадин йĕрки-шывне тĕпе хурса йĕркелесе пымалла.
5.
Олимпиада ĕçĕсене
хатĕрлеме Федерацин аслă професси пĕлĕвĕ паракан «И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш
патшалăх педагогика университечĕ» патшалăх бюджет вĕренÿ учрежденийĕнчи чăваш
филологи факультечĕн деканне Е.А. Андреевăна хушас (килĕшсе татăлнипе).
6.
Шанса парас:
6.1. Олимпиадăна
хатĕрленсе ирттерессине йĕркелÿ комитечĕпе жюри членĕсене, Чăваш
Республикин вĕренÿ тата çамрăксен политикин министерствин шкулчченхи тата
пĕтĕмĕшле пĕлÿ пайне.
6.2. Олимпиадăна хутшăнакансене вырнаçтарассине,
пурăнтарассине, апатлантарассине Федерацин аслă професси пĕлĕвĕ паракан «И.Я.
Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕ» патшалăх бюджет вĕренÿ
учрежденине.
6.3. Информаци хăрушсăрлăхĕпе тивĕçтерессине жюри
председательне.
6.4. Комисси членĕсен ĕçне, олимпиада хыççăн ĕçсене
хаклассине, апелляци йĕркелессине, комисси членĕсен ĕçне кăтартакан табеле,
олимпиадăна пĕтĕмлетекен отчета, комисси ларăвĕсен протоколĕсене,
çĕнтерÿçĕсемпе призёрсен базине, çĕнтерÿçĕсем валли дипломсем хатĕрлессине жюри
председательне.
6.5.
Олимпиадăна
информаци тĕлĕшĕнчен йĕркелесе пырассине министерствăн йĕркелÿ тата информаци
пайне (Столярова М.Г.).
7.
Çак хушу
пурнăçланнине тĕрĕслесе тăма Чăваш Республикин вĕренÿ тата çамрăксен политикин
министрĕн çумне С.В. Петровăна хушас.
Чăваш Республикин вĕренÿ тата çамрăксен политикин министрĕ В.Н.Иванов
Çыпăçтарнисем: |