19.05.2011
"Хыпар" Алина ЛУКИЯНОВА Чăваш Ен вĕренÿпе çамрăксен политикин министрĕ Владимир Иванов Пичет çуртĕнче журналистсем валли пресс-конференци ирттерчĕ. Вăл яваплă çак ĕçе тытăннăранпа çĕр кун çитнĕ май хăш-пĕр пĕтĕмлетÿ тума, малашлăх тĕллевсемпе паллаштарма вăхăт çитнине палăртрĕ.
- Вĕренÿ тытăмĕн аталанăвĕпе çыхăннă пысăк калăпăшлă ĕçсене нумай çуллăх ятарлă программăсенче çырса хунă. Эпĕ сире çитес çур çулта мĕн-мĕн тума хатĕрленни çинчен каласа парасшăн, - терĕ Владимир Николаевич. - Пирĕн вĕренÿ ĕçĕнче çирĕпленсе çитнĕ паха йăла-йĕркене упраса, çав вăхăтрах вĕсене инноваци мелĕсемпе пуянлатса пымалла. Кунта татăклă, революциллĕ улшăнусем вырăнлă мар. Пĕлÿ пахалăхне лайăхлатас, анлă тавра курăмлă специалистсем хатĕрлес, вĕсене ĕçпе тивĕçтерес тĕлĕшпе тĕрлĕ тытăмăн алла-аллăн ĕçлемелле. Вĕренÿ министерстви çакна шута илсе аслă шкулсемпе, пуçламăш тата вăтам професси вĕрентĕвĕн учрежденийĕсемпе, суту-илÿпе промышленноç палатипе тытакан çыхăнăва çирĕплетсех пырать. Пĕлетĕр ĕнтĕ, паянхи куна специалистсем хатĕрлессипе ĕç рынокĕ хушшинче шайлашу çук. Шел те, аслă пĕлÿ дипломĕ хăйĕн хакне çухатрĕ, вăл ĕç те параймасть, лайăх пурнăç та
...
Малалла вула »