Чăваш кĕнеке издательствинче тин кăна çĕнĕ паха кĕнеке пичетленсе тухрĕ — Никифор Наумовăн «Халăх çӳпçинчен: этнографи ăнлавĕсен пуххи».
Кĕнекере 19 пай — чăвашсен пурăнмалли вырăнĕсем, ял тавралăхĕ, кил-çурт таврашĕнчи хӳтлĕх-хуралтă, кăмака тумалли хатĕрсем, чӳлмек тумалли ĕç хатĕрĕсем, савăт-сапа, катка-пичке, ял хуçалăхĕ, урапа-çуна пайĕсем, пулă тытмалли ĕç хатĕрĕсем, сунар хатĕрсем, апат-çимĕç, тумтир, эреш, пир-авăр, тирçĕ ĕçĕ, музыка инструменчĕсем, авалхи теттесем. Хăшĕ-пĕри вĕсемпе паллашнă та ĕнтĕ — хăй вăхăтĕнче вĕсем «Хыпарта» пичетленсе пычĕç.
«Халăх çӳпçинчен...» кĕнекере — тăван халăхăмăрăн тĕрлĕ енлĕ ăс-хакăлĕ, пурлăх пуянлăхĕ, чăваш аталанăвĕ. Вĕсемсĕр пирĕн пурнăçăмăр тулли мар, аваллăхран килекен çыхăну татăлать.
Статьясен содержанине туллинрех уçра парас тĕллевпе кĕнекене ӳкерчĕксемпе пуянлатнă. Чылайăшне журналсемпе справочниксенчен илнĕ. Çак ĕçре ăна чи çывăх çыннисем — мăшăрĕ Евгения Петровна, ывăлĕ Петр — пулăшнă.
Чăваш халăх академииĕн хисеплĕ президенчĕ Виталий Станьял кĕнеке пĕлтерĕшĕ пирки çапла çырать: «...ĕç хатĕрĕ, музыка инструменчĕ, тумпа тĕрĕ, халăх кухни тата ытти пирки кирек хăш вулаканăн та хăйĕн шухăшĕ пу
...
Малалла вула »