Виталий Михайловăн чăвашла сайчĕ


Чăваш кĕвви

Кĕмелли форма

Категорисем
Шырав
    ЧĂВАШ ЧĔЛХИ ЯЧĔПЕ ПУРТЕ ПĔР ПУЛАР!
Вĕрентÿ хыпарĕсем
Кун тăрăм
«  Çĕртме 2017  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
   1234
567891011
12131415161718
19202122232425
2627282930
free clock for website часы для сайта
Архив

2019 Çул - ГЕННАДИЙ АЙХИ (ЛИСИН) çУЛĕ

Геннадий Айхи


Ыйтăм

Паянхи шкул ачин ятарлă тум-тир пулмалла-и?
Пурĕ миçе ответ: 15
Чат

Сайт тусĕсем
  • Сайт ту
  • Пĕтĕмпех веб-маçтăр валли
  • Пурне те кирлĕ программăсем
  • Санкт-Петербург чăвашĕсен сайчĕ
  • Рунетри чи лайăх сайтсем
  • Кулинари рецепчĕсем
  • Раççей уявĕсен календарĕ
  • Чăваш наци радиовĕ
  • ЧĂВАШ ЭСТРАДИН ФАН-КЛУБĔ
  • Чăваш эстрада юррисем
  • Виталий Михайловăн шкул сайчĕ
  • Чăваш чĕлхи вĕрентекенĕн музейĕ
  • Вĕрентекенсен порталĕ
  • Виртуаллă вĕренÿ пÿлĕмĕ
  • Калиниград чăвашĕсен сайчĕ
  • Самар чăвашĕсен сайчĕ
  • Красноярск чăвашĕсен сайчĕ
  • Раççей шкулĕсем

  • Чăваш ен телерадиокомпанийĕ
    Трак Ен сайчĕ
    Нестер Янкас пĕрлĕх сайчĕ
    Чăваш ачисем валли
    Тутар чăвашĕсен хаçачĕ
    "Кăмăл" веренÿ пĕрлешĕвĕ
    Чăваш халăх сайчĕ
    Красноармейски район сайчĕ


    GanGstA
    Статистика



    Паян çак сайтра пулнă юзерсем:
    Праздники России
    Çанталăк
    Красноармейски ялĕ
    rp5.ru

    noscript>>

    Виталий Михайлов

    Раççей символики
              Чăваш патшалăх ялавĕ

    Хапăл тăватăр-и,       ырă тăванăмăрсем! Эпĕ ялан хавас Сире курмашкăн хамăн сайтра

    Эрнекун, 26.04.2024, 11:20
    Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх хыпарĕсем

    Чăваш чĕлхи. Электронлă пособи
    Тĕп страница » 2017 » Çĕртме » 22 » Кĕл çинче те тымар яма пултарнă чăваш, е Республика кунĕ умĕн пуçа килнĕ шухăшсем
    Кĕл çинче те тымар яма пултарнă чăваш, е Республика кунĕ умĕн пуçа килнĕ шухăшсем
    21:23
    Материал сăн ÿкерчĕкĕ

    Мĕн тума килет çын, этем тени çĕр çине? Малашлăхшăн ĕçлес, тăван халăха усă кÿрес, йăх тымарне çирĕплетсе малала аталантарас, килес ăрусем валли çул уçса парас тесе пурăнма е хăй ырлăхĕшĕн кăна тăрăшас-ĕçлес, ыранхи пирки пуç ватмасăр пурăнма кăна? Темле пулсан та, тăванăмăрсем, ентешĕмĕрсем, кашни çын çак çут тĕнчене усăллă ĕçсем пурнăçлама, телей курма килет тесе шухăшлар.

    Вăйсăр-и, мĕскĕн-и мĕн чăвашăм? Çук, паллах. Атăлçи Пăлхар патшалăхне темиçе хутчен çунтарса ярса çĕр пичĕ çинчен çухатасшăн тем пек тăрăшнă тăшмансем. Анчах кĕл çинче те çирĕп тымар яма пултарнă чăваш. Çапла, хĕсĕрленĕ, кам кăна чура тăвасшăн пулман ăна! Вăл вара, тĕрлĕ кÿренÿ-тарăхăва, йывăрлăхсене çĕнтерсе, пурпĕрех ура çинче тытăнса юлнă, авăннă тен, анчах хуçăлман. Паян, акă, чăваша тĕнче пĕлет, хисеплет, унăн ĕçĕ-хĕлне пысăка хурса хаклать.

    Чухăн-и, укçа тума пĕлмест-и мĕн чăвашăм? Хăш-пĕр регионти пек çĕр айĕнче нумай пуянлăх çук пирĕн. Эппин, мĕнрен, ăçта тумалла укçа тенине? Ытларах, чăн та, Çĕр-Аннемĕр, çын ăс-хакăлĕ, унăн шалтан тапса тăракан вăй-хăвачĕ çине шанма тивет пирĕн.

    Маттур та хăшĕ-пĕри! Хăюллăраххисем, мал шухăшлăраххисем, нимĕнле кризис, санкци таврашĕнчен хăрамасăр, хăйсен ĕçне никĕслеме тăрăшаççĕ _ фермер хуçалăхĕсем йĕркелеççĕ, выльăх-чĕрлĕх тытаççĕ кăна мар, çĕр туянса тĕрлĕ пахча çимĕç ÿстерсе тупăш илеççĕ, халăха чăваш çĕрĕ çинче çитĕнтернĕ çимĕçпе тивĕçтереççĕ, лавккасем, пĕчĕк заводсем, пекарньăсем, эртелсем уçаççĕ, кÿршĕллĕ регионсенче кăна мар, пĕтĕм çĕршыва чăваш таварĕпе тĕлĕнтереççĕ. Тен, тем пек пысăк укçа тăваймаççĕ, юмахри пек керменсенче канаймаççĕ те пулĕ вĕсем, пурĕпĕр алă усса, ютран килсе пулăшасса, пĕтĕм тĕнчене кÿренсе лармаççĕ.

    Айван ăслă-и мĕн чăвашăм? Çук, паллах. Анлă тавра курăм, ăс-тăн республикăра тĕп пуянлăх шутланать. Çавна пулах ют çĕршывсем те пирĕнпе ĕçлĕ çыхăнусем йĕркелеме васкаççĕ. Республикăн тĕп вĕренÿ заведенийĕ кăна - И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕ тĕнчери вун-вун фондпа, вĕренÿ заведенийĕпе килĕштерсе ĕçлесси çинчен килĕшÿ тунă, пĕр-пĕрин патне кайса, ылмашăнса ĕçлессине ырă йăлана кĕртнĕ. Сăмах май, асăннă аслă шкулта кăна 44 ют çĕршывран килнĕ 1011 студент пĕлÿ илет.

    Талантсăр-и мĕн чăвашăм? Ăслăлăхĕ унăн паян та иксĕлми, хавшамасть, ĕмĕртен ĕмĕре куçса пырать. Паллă сиплевçĕ, космос паттăрĕ, ÿнерçĕ, артист, ташă ăсти, спортсмен, çар çынни... _ кам кăна çук чăвашăн!

    Шел, паллах, чылайăшĕ пирĕнпе юнашар çук вĕсем паян. Андриян Николаев космос паттăрĕ-кăйкăрăмăр, Кĕçтенттин Иванов, Çеçпĕл Мишши, Петĕр Хусанкай, Ухсай Яккăвĕ поэтăмăрсем, Мефодий Денисов, Виталий Петров, Виталий Гордеев, Тамара Чумакова юрăçсем, Иван Тенюшев, Георгий Краснов, Герман Желтухин, Константин Петров, Александр Волков çыравçă-журналистсем, Василий Димитриев, Иван Андреев, Михаил Федотов ăсчахсем... Валерий Важоров, Василий Давыдов-Анатри, Ефим Никитин - Кĕлпук мучи, Хĕветĕр Уяр, Геннадий Айхи, Элли Юрьев, Авенир Петровский, Геннадий Архипов тата... Наци политикинчи, Чăваш тĕнчи аталанăвĕнчи пĕлтерĕшĕ чăннипех те пысăк вĕсен.

    Çав вăхăтрах вара пĕтĕмĕшле ÿкерчĕкĕн тепĕр енĕ те пур. Чăн та, Виталий Гордеевăн "Чечексем", Виталий Петровăн "Пирĕн урам анаталла" юррисене малашне кам та пулсан вĕсем пек мăнаçлă та чуна пырса тивмелле шăрантарма пултарайĕ-ши? Е тата "Хăмла пахчине" Мефодий Денисов пек кам та пулин тек юрлĕ-ши? Астăватăп-ха, Мефодий Денисов пурăннă, чĕрĕ-сывă чухнех хăйĕн ĕç-хĕлĕпе пултарулăхĕ пирки çырнă хатĕр кĕнекен ал çырăвĕпе паллаштарнăччĕ, ăна кун çути кăтартма укçа-тенкĕ çитменни çинчен хурланса калаçнăччĕ. Тухрĕ кĕнеке! Шел те, Мефодий Иванович пурăннă чухне кураймарĕ ăна, пиртен яланлăхах уйрăлса кайрĕ. Темшĕн-çке пурăннă чухнех хаклама-хисеплеме, пулăшма манатпăр эпир хамăрăн паллă çынсене. Кăмăл-сипетĕмĕр йÿнелсе, ăс-хакăлăмăр шĕвелсе пынипе çыхăннă-ши çакă? Акă, Кирилл Кириллов критик сарăмсăр вилчĕ те вăйлă критиксăр тăрса юлтăмăр. Театрсен ĕçĕ-хĕлне тĕпчекен-тишкерекен çын çук та вĕт паян. Ялан "лайăх, маттур, саламлатпăр..." тени мĕн патне илсе çитерессине ăнланатпăр пулин те. Е тата çÿлерех асăннă Авенир Петровские ас тăватăн-ши, вулаканăм? 

    Лидия Михайлова

    Çыпăçтарнисем:
    Категори: | Миçе çын пăхнă: 429 | Кам хушнă: mixaj_58 | Тегисем: | Рейтинг: 5.0/1 |
    Пĕтĕмпе миçе комментари: 0


    Copyright © Аксар Чунтупай Cайт тăваканни: Михайлов Алексей (alex-net)