Виталий Михайловăн чăвашла сайчĕ


Чăваш кĕвви

Кĕмелли форма

Категорисем
Шырав
    ЧĂВАШ ЧĔЛХИ ЯЧĔПЕ ПУРТЕ ПĔР ПУЛАР!
Вĕрентÿ хыпарĕсем
Кун тăрăм
«  Çĕртме 2017  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
   1234
567891011
12131415161718
19202122232425
2627282930
free clock for website часы для сайта
Архив

2019 Çул - ГЕННАДИЙ АЙХИ (ЛИСИН) çУЛĕ

Геннадий Айхи


Ыйтăм

Сирĕн шкулта Интернет мĕнле ĕçлет?
Пурĕ миçе ответ: 13
Чат

Сайт тусĕсем
  • Сайт ту
  • Пĕтĕмпех веб-маçтăр валли
  • Пурне те кирлĕ программăсем
  • Санкт-Петербург чăвашĕсен сайчĕ
  • Рунетри чи лайăх сайтсем
  • Кулинари рецепчĕсем
  • Раççей уявĕсен календарĕ
  • Чăваш наци радиовĕ
  • ЧĂВАШ ЭСТРАДИН ФАН-КЛУБĔ
  • Чăваш эстрада юррисем
  • Виталий Михайловăн шкул сайчĕ
  • Чăваш чĕлхи вĕрентекенĕн музейĕ
  • Вĕрентекенсен порталĕ
  • Виртуаллă вĕренÿ пÿлĕмĕ
  • Калиниград чăвашĕсен сайчĕ
  • Самар чăвашĕсен сайчĕ
  • Красноярск чăвашĕсен сайчĕ
  • Раççей шкулĕсем

  • Чăваш ен телерадиокомпанийĕ
    Трак Ен сайчĕ
    Нестер Янкас пĕрлĕх сайчĕ
    Чăваш ачисем валли
    Тутар чăвашĕсен хаçачĕ
    "Кăмăл" веренÿ пĕрлешĕвĕ
    Чăваш халăх сайчĕ
    Красноармейски район сайчĕ


    GanGstA
    Статистика



    Паян çак сайтра пулнă юзерсем:
    Праздники России
    Çанталăк
    Красноармейски ялĕ
    rp5.ru

    noscript>>

    Виталий Михайлов

    Раççей символики
              Чăваш патшалăх ялавĕ

    Хапăл тăватăр-и,       ырă тăванăмăрсем! Эпĕ ялан хавас Сире курмашкăн хамăн сайтра

    Шăматкун, 20.04.2024, 17:36
    Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх хыпарĕсем

    Чăваш чĕлхи. Электронлă пособи
    Тĕп страница » 2017 » Çĕртме » 3 » Çимĕкре çĕр çине ăшă анать...
    Çимĕкре çĕр çине ăшă анать...
    13:01
    Материал сăн ÿкерчĕкĕ

    Çимĕк… Çитмĕл те çичĕ курăк, çитмĕл те çичĕ çулçă, çитмĕл те çичĕ тымар уявĕ… Çу Çимĕкрен вăй илет, вăйă-кулă, савăнăç вăхăчĕ пуçланать. «Çимĕкре татнă курăк сиплĕ», «Çимĕк иртсен пахча çимĕçе вăй кĕрет», - тенĕ ваттисем. Çимĕкре кашни çыннах чунĕ çуралнă тăрăхалла туртать. Хăйĕн тăван кĕтесне çулталăкĕпех ура ярса пусман çын та çак кун тĕлне хыпалансах çула тухать.

    «Çимĕк кунĕнче çил пулсан тырра тăкать: кăнтăрлаччен пулсан - ыраша, кăнтăр хыççăн пулсан - çур тыррине», - çапла палăртать халăх сăнавĕ. Маншăн вара Çимĕк тесенех Константин Ивановăн «Нарспи» поэминчи сыпăк аса килет: Хĕвел тухнă-тухманах Тĕтĕм кайрĕ ял çине. Куçне уçнă-уçманах Чăваш ларать мунчинче. Çимĕк кунĕ йăлипе Çынсем мунча кĕреççĕ, Те ял çийĕн сарăлакан тĕтĕм шăршине, те мунчине, те тĕрлĕ курăка кăмăлланăран - çак йĕркесене çав тери килĕштеретĕп. Чăвашсем Çимĕкре хĕвел тухнă-тухманах мунча хутма пултарнинчен, куçне уçнă-уçманах мунчара ларнинчен ача чухнех тĕлĕнеттĕм. «Пушкăрт чăвашĕсем пирĕнтен те маттуртарах», - пĕтĕмлететтĕм ăшăмра. Пирĕн енче, Трак тăрăхĕнче, халăх ир-ирех мунча хутнине курман та… Ытларахăшĕ каç кÿлĕм çăвăнса тасалать. Çимĕкре чăвашсем мĕн авалтан кил-çурта, хапхана пилеш, вĕрене турачĕсемпе капăрлатнă. Иртнĕ ĕмĕрĕн 70-80-мĕш çулĕсенче хурăнпа çăкана та тиркеместчĕç. Çимĕк кун ирхине арçынсем вăрмана кайса турат касса килетчĕç. Килĕшетчĕ çак йăла-йĕрке, çут çанталăкпа çывăх пулнăн туйăнатчĕ. Шел те, çулсем иртнĕçемĕн манăçрĕ йăла. Сăнатăп та - çынсем халĕ вăрмана та сахал çÿреме тытăнчĕç. Канма, шашлăк пĕçерме кăна каяççĕ. Курăк пуçтарма мар. Шел те, йывăç лартасси те хистенипе кăна пулса пырать. Çапла, самана улшăнать, унпа пĕрлех - этем те. Çимĕк… Кĕçнерникун ир-ирех хутнă, çичĕ тĕрлĕ курăкпа тутлăлантарнă, çĕнĕ хурăн милĕкĕ пĕçернĕ мунчапа асра юлнă вăл ман- шăн. Çулталăкĕпе те мунча унашкал тутлă пулмасть! Йывăç-курăк шăрши сăмсана кăтăклать! Çапăннă хыççăн çенĕке тухатăн та курăк шывне астиветĕн: акă вăл - çут çанталăк ырлăхĕ! Курăк тенĕрен… Мăн асаннепе эпир çу, çĕртме уйăхĕсенче ар- мутие, вĕлтĕрене, шĕпĕн курăкне, хăлха çакки курăкне, хупаха, ама хупаххине, хурлăханпа хăмла çырлин çулçисене пухаттăмăр. Армутирен пĕчĕк милĕк те хатĕрлеттĕмĕр. Унпа мунчара çапăнсан ÿт-пÿ сывласа яратчĕ, çан-çурăм çăмăлланатчĕ. Çимĕкре ку- рăкăн хăвачĕпе сиплĕхĕ çичĕ хут ÿсни тĕрĕсех-тĕр. Мăн асанне вĕрентсе хăварнине халĕ те çу уйăхĕнче армутипе вĕлтĕрене пухса хĕлле валли типĕтетĕп. Чылай курăка кăмăллатăп, çапах армути - чи юратни. Унăн шăрши кăмăла çĕклет, ăс-тăна çивĕчлетет пек туйăнать… Вăййа тухнă Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи Шăхачра паянхи кунчченех Çимĕкре вăрмана кайса хурăн касса килеççĕ. Ăна хăюсемпе капăрлатса ял тăрăх йăтса утаççĕ. Çимĕкре хĕрсемпе хĕрарăмсем юрăшăрантараççĕ. Патăрьел районĕнчи Люляра, Йĕпреç районĕнчи Ирçе Çармăсра хĕрсем пуç кăшăлĕ туса шыва пăрахаççĕ… Курăк йăл илнĕ вăхăта, Троицăна вырăссем Симĕс çветке, Симĕс вырсарникун тенĕ. Белгород облаçĕнче Çимĕке - Семик, Çĕпĕрте - Хурăн кунĕ, Украинăра - Симĕс Эрне, Сербире - Çу вăхăчĕ /Летница/, Румынире Русалия теççĕ. Вырăссем авал пÿртсене кăна мар, урам хушшине те чечексемпе, туратсемпе капăрлатнă. Пÿрт урайне хурăн турачĕсем, сиплĕ курăк хурса тухнă. Курăк-чечеке чиркÿре сăвапланă, килте çулталăкĕпех упранă. Чирлесен унран чей вĕретсе ĕçнĕ. Константин Ивановăн поэминче Çимĕк курăкне асăнни пур. Несĕлĕмĕрсем хăшĕсене Çимĕк курăкĕ шутне кĕртнĕ- ши? Армутие, вĕлтĕрене, шĕпĕн курăкне, чăпăл курăкне тата ыттине. Мăн-мăн асаннесем курăка питĕ хисепленĕ. Пултăран, серте, вĕлтĕрен ярса салма яшки пĕçернĕ. Хĕлле валли типĕтсе хунă. Унсăр пуçне кĕпçе нумай çинĕ: майра кĕпçи, кушак кĕпçи, ут кăшкарĕ… Хальхи ачасем вĕсене çиме мар, палламаççĕ те. Чăн та, Çимĕк тĕрлĕ йăла-йĕркерен пуян пулнă. Çак праçникре ĕлĕк расна кĕпе тăхăннă. Шăматкун - хĕрлипе, вырсарникун - пиртен çĕлетнипе, шуррипе, тунтикун лавккаран туяннипе çÿренĕ. Пуçа чечексемпе курăкран çыхнă пуç кăшăлĕ тăхăннă. Хĕрсем пĕр-пĕрне хитре хăю парнеленĕ, çĕрĕсемпе ылмашăннă. Çимĕкрен çамрăксем вăййа тухма пуçланă. Халĕ те ĕлĕкхине аса илсе хăш-пĕр ялта фольклор ушкăнне çÿрекенсен пуçарăвĕпе Çимĕкре вăййа тухаççĕ. Анчах вăл, килĕшсемĕр, ĕлĕкхи вăйă карти мар. Тумĕсем те çĕнĕлле, вăйăçисем те ватăлнă. Çамрăк пикесем чăваш кĕпи тăхăнса чăвашла пит юрласа çÿресшĕнех мар халĕ… Çимĕкре вилнисене асăнаççĕ. Тĕрлĕ ялта тĕрлĕ кун каяççĕ масар çине: хăшĕсем - кĕçнерникун, ытларахăшĕ - шăматкун, теприсем вырсарникун. Етĕрнесемпе Хĕрлĕ Чутайсем вара Мăнкун эрни иртнĕ хыççăн тăххăрмĕш кунхине те, ытларикун, çăва çине каяççĕ. Çимĕкре чылай çĕрте Ял кунне те уявлаççĕ. Нумайăшĕ çак кун шкулта пĕрле вĕреннисемпе тĕлпулу каçĕсем ирттерет. Çавăнпа Çимĕ- кре ял кĕрлесе, шавласа тăрать. Чăнласах, Çимĕке Ял кунĕ теме те пулать. Енчен те ялăн чунĕ пулнă тăк çак кун вăл чăннипех хĕпĕртĕччĕ - ара, тинех вăл çамрăксен, ача-пăча сассипе тулать- çке… Пăнчă лартиччен тата çакна та калас килет: Çимĕкрен çĕр çине ăшă анать, чăн-чăн çу пуçланать. Çапла пултăрччĕ те! Кăçал пире ăшă уйрăмах нумай кĕттерет.

    Роза Власова ("Хыпар")

    Çыпăçтарнисем:
    Категори: | Миçе çын пăхнă: 675 | Кам хушнă: mixaj_58 | Тегисем: | Рейтинг: 5.0/1 |
    Пĕтĕмпе миçе комментари: 0


    Copyright © Аксар Чунтупай Cайт тăваканни: Михайлов Алексей (alex-net)