Виталий Михайловăн чăвашла сайчĕ


Чăваш кĕвви

Кĕмелли форма

Категорисем
Шырав
    ЧĂВАШ ЧĔЛХИ ЯЧĔПЕ ПУРТЕ ПĔР ПУЛАР!
Вĕрентÿ хыпарĕсем
Кун тăрăм
«  Ака 2017  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
     12
3456789
10111213141516
17181920212223
24252627282930
free clock for website часы для сайта
Архив

2019 Çул - ГЕННАДИЙ АЙХИ (ЛИСИН) çУЛĕ

Геннадий Айхи


Ыйтăм

Мĕн вăл Çĕнĕ Çул парни?

Пурĕ миçе ответ: 94
Чат

Сайт тусĕсем
  • Сайт ту
  • Пĕтĕмпех веб-маçтăр валли
  • Пурне те кирлĕ программăсем
  • Санкт-Петербург чăвашĕсен сайчĕ
  • Рунетри чи лайăх сайтсем
  • Кулинари рецепчĕсем
  • Раççей уявĕсен календарĕ
  • Чăваш наци радиовĕ
  • ЧĂВАШ ЭСТРАДИН ФАН-КЛУБĔ
  • Чăваш эстрада юррисем
  • Виталий Михайловăн шкул сайчĕ
  • Чăваш чĕлхи вĕрентекенĕн музейĕ
  • Вĕрентекенсен порталĕ
  • Виртуаллă вĕренÿ пÿлĕмĕ
  • Калиниград чăвашĕсен сайчĕ
  • Самар чăвашĕсен сайчĕ
  • Красноярск чăвашĕсен сайчĕ
  • Раççей шкулĕсем

  • Чăваш ен телерадиокомпанийĕ
    Трак Ен сайчĕ
    Нестер Янкас пĕрлĕх сайчĕ
    Чăваш ачисем валли
    Тутар чăвашĕсен хаçачĕ
    "Кăмăл" веренÿ пĕрлешĕвĕ
    Чăваш халăх сайчĕ
    Красноармейски район сайчĕ


    GanGstA
    Статистика



    Паян çак сайтра пулнă юзерсем:
    Праздники России
    Çанталăк
    Красноармейски ялĕ
    rp5.ru

    noscript>>

    Виталий Михайлов

    Раççей символики
              Чăваш патшалăх ялавĕ

    Хапăл тăватăр-и,       ырă тăванăмăрсем! Эпĕ ялан хавас Сире курмашкăн хамăн сайтра

    Эрнекун, 26.04.2024, 08:01
    Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх хыпарĕсем

    Чăваш чĕлхи. Электронлă пособи
    Тĕп страница » 2017 » Ака » 25 » Амăшĕпе Ашшĕн çулталăкне халалланă литература конкурсĕн çĕнтерỹçисем паллă
    Амăшĕпе Ашшĕн çулталăкне халалланă литература конкурсĕн çĕнтерỹçисем паллă
    19:28
    Материал сăн ÿкерчĕкĕ

    Красноармейски район администрацийĕн социаллă аталанупа архив ĕçĕн пайĕ, Трак енри Н. Янкас ячĕллĕ литературăпа искусство тата культура пĕрлĕхĕ, Чăваш наци конгресĕн районти уйрăмĕ тата районти “Ял пурнăçĕ” хаçат редакцийĕ Амăшĕпе Ашшĕн çулталăкне халалласа шкул ачисемпе аслисем хушшинче сăвă çыракансен “Чи юратнă çыннăмсем” конкурсне ирттерчĕ. Чăваш чĕлхи кунĕ умĕн унăн çĕнтерỹçисене палăртнă. “Чи юратнă çыннăмсем” районти конкурса пĕтĕмпе 21 çын хутшăннă, вĕсем 25 ĕç тăратнă. Тупăшăва Трак енри шкулсенчи 3—11 классенче вĕренекенсем (вĕсене виçĕ ушкăна уйăрнă) тата поэзие кăмăллакансем хутшăннă. Кĕçĕн ушкăнра Чатукасси шкулĕн 4-мĕш класĕнче вĕренекен Альберт Андреев çĕнтернĕ. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсенче — “Юратнă анне” сăвăсемпе Красноармейски вăтам шкулĕн 5-мĕш класс вĕренекенĕсем Дмитрий Филипповпа Максим Богданов (вĕрентекенĕ — В. М. Михайлов). Богдан Андреев (Чатукасси)Тав хутне тивĕçнĕ. Вăтам ушкăнта “Хаклă çыннăмăрсем”, “Мĕнле сăмах тупам-ши?” сăвăсемпе Упи вăтам шкулĕн 6-мĕш класс вĕренекенĕ Александра Димитриева (ертỹçи — В. В. Васильева) çĕнтернĕ. Иккĕмĕш вырăнта — Упи шкулĕн 7-мĕш класĕнче вĕренекен Ярослав Савельев (“Атте-анне”, “Тавах сире, атте-анне”, ертỹçи — В. Васильева) тата Красноармейски вăтам шкулĕн 6-мĕш класс вĕренекенĕ Ксения Андреева (“Юрататăп атте-аннене”, З. П. Михайлова). Виççĕмĕшĕнче — Красноармейски вăтам шкулĕн вĕренекенĕсем — Ксения Викторова (5 кл.,”Манăн анне”, З. П. Михайлова), Анастасия Григорьева (6 кл., “Атте-анне — чи хакли!”, В. М. Михайлов), Ксения Федотова (6 кл., “Аттепе анне çĕр çинче пĕрре!”, В. М. Михайлов). Красноармейски вăтам шкулĕн вĕренекенĕсем Александра Прокопьева (6 кл., “Аттепе анне пулсан”), Давид Федоров (6 кл., “Пулăшатăп аннене”), Юлия Афанасьева (6 кл., “Юратнă атте-анне”), Дмитрий Алексеев (6 кл., “Тен, “пиллĕк” те илеттĕм”), Екатерина Васильева (6 кл., “Ырлăх çеç сунас килет”), Анастасия Александрова (6 кл., “Анне”), Николета Копту (6 кл., “Аннеçĕм”) Тав хучĕсене тивĕçнĕ. Вĕренекенсене тупăшăва Виталий Михайловичпа Зинаида Петровна Михайловсем хатĕрленĕ. Аслă ушкăнра малти виçĕ вырăна Марина Емельянова (Алманч, 9 кл., "Ытарми атте-анне", "Чи юратнă çыннăмсем", "Анне", Г. Н. Димитриева), Зинаида Петрова (Упи, 10 кл., "Тавах, аттем, тавах, аннем!", В. В. Васильева), Сергей Анисимов (Пикшик, 9 кл., "Чи юратнă çыннăмсем", Л. Тихонова). Аслисем хушшинче Упи шкулĕн вĕрентекенĕ Вера Вениаминовна Васильевапа (“Ытарайми çыннăмсем”) Алманч шкулĕн педагогĕ Галина Николаевна Димитриева палăрнă.

    Н. Ершов.

    Çыпăçтарнисем:
    Категори: | Миçе çын пăхнă: 704 | Кам хушнă: mixaj_58 | Тегисем: | Рейтинг: 5.0/1 |
    Пĕтĕмпе миçе комментари: 0


    Copyright © Аксар Чунтупай Cайт тăваканни: Михайлов Алексей (alex-net)