Виталий Михайловăн чăвашла сайчĕ


Чăваш кĕвви

Кĕмелли форма

Категорисем
Шырав
    ЧĂВАШ ЧĔЛХИ ЯЧĔПЕ ПУРТЕ ПĔР ПУЛАР!
Вĕрентÿ хыпарĕсем
Кун тăрăм
«  Çу 2024  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
  12345
6789101112
13141516171819
20212223242526
2728293031
free clock for website часы для сайта
Архив

2019 Çул - ГЕННАДИЙ АЙХИ (ЛИСИН) çУЛĕ

Геннадий Айхи


Ыйтăм

Сирĕн шкулта Интернет мĕнле ĕçлет?
Пурĕ миçе ответ: 13
Чат

Сайт тусĕсем
  • Сайт ту
  • Пĕтĕмпех веб-маçтăр валли
  • Пурне те кирлĕ программăсем
  • Санкт-Петербург чăвашĕсен сайчĕ
  • Рунетри чи лайăх сайтсем
  • Кулинари рецепчĕсем
  • Раççей уявĕсен календарĕ
  • Чăваш наци радиовĕ
  • ЧĂВАШ ЭСТРАДИН ФАН-КЛУБĔ
  • Чăваш эстрада юррисем
  • Виталий Михайловăн шкул сайчĕ
  • Чăваш чĕлхи вĕрентекенĕн музейĕ
  • Вĕрентекенсен порталĕ
  • Виртуаллă вĕренÿ пÿлĕмĕ
  • Калиниград чăвашĕсен сайчĕ
  • Самар чăвашĕсен сайчĕ
  • Красноярск чăвашĕсен сайчĕ
  • Раççей шкулĕсем

  • Чăваш ен телерадиокомпанийĕ
    Трак Ен сайчĕ
    Нестер Янкас пĕрлĕх сайчĕ
    Чăваш ачисем валли
    Тутар чăвашĕсен хаçачĕ
    "Кăмăл" веренÿ пĕрлешĕвĕ
    Чăваш халăх сайчĕ
    Красноармейски район сайчĕ


    GanGstA
    Статистика



    Паян çак сайтра пулнă юзерсем:
    Праздники России
    Çанталăк
    Красноармейски ялĕ
    rp5.ru

    noscript>>

    Виталий Михайлов

    Раççей символики
              Чăваш патшалăх ялавĕ

    Хапăл тăватăр-и,       ырă тăванăмăрсем! Эпĕ ялан хавас Сире курмашкăн хамăн сайтра

    Вырсарникун, 19.05.2024, 15:13
    Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх хыпарĕсем

    Чăваш чĕлхи. Электронлă пособи
    Тĕп страница » Хыпарсен архивĕ
    Материал сăн ÿкерчĕкĕ
    Етĕрне районĕнчи Ачак ялĕнче 30 çул каялла йăл илнĕ ушкăнăн ячĕ-чапĕ таврана анлă сарăлнă. «Вирьяла» пуçарса янă купăсçă Михаил Долгов вара хăй çак çĕр çинче çур ĕмĕр пурăннине паллă турĕ.

    - Эпĕ Тури Ачак ялĕнчи 11 ачаллă çемьере чи кĕçĕнни – ытарлăн каласан юман савăл - пулнă. Купăс вăйĕпе хакне пĕлнĕ атте мана ача чухнех музыка çак хатĕрне илсе пачĕ. Ерипен хам тĕллĕнех илемлĕ çемĕсем калама вĕрентĕм. Ферма ертÿçинче тăрăшнă аттепе тата ĕне сăваканра ĕçленĕ аннепе пĕрле ир-ирех сукмак пайлаттăм: кашни кун тенĕ пекех выльăх-чĕрлĕх пăхма пулăшаттăм. Ăшă сĕт шăрши халĕ те асрах. Шкулта ăс пухма пуçласан музыка предметне вĕрентекен Евдокия Алексеевна Пчелкина ман туртăма асăрхаса аталантарма пуçларĕ. 6-мĕш класра алла аккардеон тытрăм, концертсенче хам пеккисене юрлаттарса ташлаттартăм. Ÿсерехпе хĕрсем вăййа чĕнме пуçларĕç. Кÿршĕ урамра вăйă картине пухăннă çамрăксене кăмăлĕсем туличченех савăнтараттăм. Эх, çамрăклăх, аллăмри купăса айккине хурса чун çырлахиччен ташлас килетчĕ те, анчах та таврара урăх ăста пулманнипе шăла çыртса чăтаттăмччĕ. Хĕрсем ушкăнăн-ушкăнăн алран ал тытса урам тăрăх чăваш юррисене шăрантарса васкамасăр утатчĕç. Купăс çемми ыйха пу ... Малалла вула »
    Миçе çын пăхнă: 547 | | Комментарисем (0)| Хăш кун хушнă: 14.03.2010 | Рейтинг:

    Материал сăн ÿкерчĕкĕ
    Миф 1. 8 марта – Международный женский день

    На самом деле Женский день отмечают в очень немногих странах. В основном только в республиках бывшего СССР. И то Прибалтика уже откололась, Узбекистан переиначил праздник в День матери, а Армения – в День материнства и красоты. Еще вместе с нами 8 марта поминают несколько стран, куда мы в свое время экспортировали социализм и «наши» праздники – Ангола, Буркина-Фасо, Гвинея-Бисау, Камбоджа, Китай, Конго, Лаос, Македония, Монголия, Непал, Северная Корея и Уганда. Этим «восьмимартовская зона» и ограничивается.

    Миф 2. Праздник придумали Клара Цеткин и Роза Люксембург

    Это не так. Роза Люксембург тут вообще ни при чем и попала в «родительницы» 8 марта, видимо, только за свое цветочное имя. Вторая революционерка, Клара Цеткин, к нынешнему весеннему дню отношение имеет, но весьма косвенное. Да, в начале XX века именно она предложила вспомнить «Марш пустых кастрюль», который американские женщины устроили в 1857 году, требуя равных с мужчинами прав и зарплат.

    Пламенную Клару поддержали – так появился Международный день солидарности женщин в борьбе за экономическое, социальное и политическое равно ... Малалла вула »
    Миçе çын пăхнă: 513 | | Комментарисем (0)| Хăш кун хушнă: 07.03.2010 | Рейтинг:

    Материал сăн ÿкерчĕкĕ
    Кăçал февраль уйăхĕнчен пуçласа Раççей çарĕсенче пачăшкăсем ĕçлеме пуçлаççĕ. Вырăс православи чиркĕвĕ унта каймашкăн тăват çĕре яхăн чиркӳ çыннине уйăрма шантарнă. Кун пирки Мускавра иртнĕ Архиерейсен пухăвĕнче Мускав тата Пĕтĕм Руç Патриархĕ Кирилл сăмах хускатнă.
    Хĕсмете, паллах, вăй питти, кĕрнеклĕ, хăйсем те салтак пăтти çисе курнă чиркӳ çыннисем каймалла.
    Малашне, Патриарх сăмахĕсемпе, çамрăк священниксене, диаконсене, кĕлĕ вулакансене виçĕ уйăхлă программăпа ятарласа хĕсмете каймашкăн хатĕрлеме тытăнаççĕ.
    Пачăшкăсен должноçĕ вара Турра шанакан çар çыннисемпе ĕçлекен командир пулăшуçи ятлă пулать. Ĕç укçи те сахалах мар, 25 пин тенкĕрен сахал илмĕç.
    Хальлĕхе чиркӳ çыннисем пĕтĕм çар подразделенийĕсенче пулмасан та, çулталăк вĕçĕнче кашнинчех тенĕ пек хĕрес çакнă, священник тумĕ тăхăннă çынна курма пулĕ.
    ■ Светлана ЭЛШЕЛ.

    Миçе çын пăхнă: 514 | | Комментарисем (0)| Хăш кун хушнă: 02.03.2010 | Рейтинг:

    Материал сăн ÿкерчĕкĕ
    ТР Президенчĕ февралĕн 17-мĕшĕнче Хусан Кремлĕнче чи-чи пултаруллă çынсене Раççей Федерацийĕн тата Тутарстан Республикин патшалăх наградисене пачĕ. Президент аллинчен награда илекен 55 çын хушшинче çак кун Раççейре кăна мар, тĕнчере те паллă юрăç, «Эксклюзив-Арт» ХАО илемлĕх ертӳçи Алсу Абрамова та пулчĕ. Ăна Минтимер Шарипович «Тутарстан Республикин халăх артисчĕ» ят пани çинчен пĕлтерчĕ, çамрăк юрăçа телей тата ăнăçу сунчĕ.
    – Паян манăн творчествăлла пурнăçри чи хумхануллă кунсенчен пĕри, – терĕ Алсу. – Çак хисеплĕ ятпа эпĕ яланах мăнаçланăп. Минтимер Шарипович, Сире хамăн пысăк çемье тата пĕтĕм тĕнчипех пурăнакан тутар халăхĕ ятĕнчен чĕререн хисеплесе тав тăватăп. Турă çирĕп сывлăх патăр Сире! Пысăк тав тата тайма пуç!
    Миçе çын пăхнă: 616 | | Комментарисем (0)| Хăш кун хушнă: 02.03.2010 | Рейтинг:

    Материал сăн ÿкерчĕкĕ
    Нарăсăн 25-мĕшĕнче Красноармейскинче (Тракра) Халăх пултарулăх çурчĕн ларусен залĕнче Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх 20 çул тултарнине халалласа уяв каçĕ иртрĕ. Уяв кĕрекинче - район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ Н.И.Антонов, район администрацийĕн культура, спорт тата çамрăксемпе ĕçлекен пай пуçлăхĕ А.Лебедев, Шупашкарти "Трак ен" ентешлĕх ертÿçи А.Н.Львов, Нестер Янкас ячĕллĕ Преми лауреачĕ Ăсан Уçăпĕ çыравçă, Нестер Янкас шăллĕн ывăлĕ Валерий Кириллов, пĕрлĕх ертÿçи Георгий Тусли, тĕрлĕ çулсенче пĕрлĕхе ертсе пынă А.А.Раськин, В.М.Михайлов, В.З.Константинов, Н.Г.Ершов-Янкер юлташсем тата 2008 тата 2009 çулсемшĕн пĕрлĕх Премине илме тивĕçлĕ пулнă А.Яковлев журналист, Ю.Степанов-Листопад журналист тата П.Федоров юрăçă. Уява ертсе пыраканĕ - районти тĕп вулавăш ĕçченĕ С. ... Малалла вула »
    Миçе çын пăхнă: 660 | | Комментарисем (0)| Хăш кун хушнă: 02.03.2010 | Рейтинг:

    Материал сăн ÿкерчĕкĕ
    "СМИ завуч.инфо" пĕлтерет: Устремления РПЦ ввести вновь в школах преподавание Закона Божьего можно еще понять. Но то, как на поводу у РПЦ действует министр образования и науки, превращаясь во всеобщее посмешище, достойно удивления и внимательного анализа.
    Церковь понимает, что Закон Божий в том виде, как его преподавали в старое доброе время батюшки, сегодня будет вызывать только смех у детей.
    Сей столь важный предмет необходимо слегка видоизменить, чтобы министр образования и науки, то есть представитель науки, принял Закон Божий в виде «основ православной культуры». Что же это еще предмет - православная культура, можно бы задаться вопросом? У старообрядцев это понятно, у мусульман это понятно, но христианская культура, католическая или православная, - это уже явление в Новое и Новейшее время весьма специфическое, узко религиозное, мало связанное с жизнью, которая носит в большей мере чисто светский характер.
    Словом, православная культура - это Закон Божий, мифология и мораль. Поэтому и возникает там, где речь исключительно о особенностях религий, предмет - «основы светской этики». И тут все запут ... Малалла вула »
    Миçе çын пăхнă: 800 | | Комментарисем (2)| Хăш кун хушнă: 23.02.2010 | Рейтинг:

    Материал сăн ÿкерчĕкĕ
    Ĕнер, нарăсăн 21-мĕшĕнче, пĕтĕм тĕнче тăван чĕлхе кунне паллă турĕ. Ку уява ЮНЕСКО 1999 çулта иртнĕ 30-мĕш Генераллă канашлăва пĕтĕмлетнĕ май çирĕплетнĕ, 2000 çулхи нарăсăн 21-мĕшĕнче вара пĕрремĕш хут уявланă. Уява чĕлхесен тата культурăсен нумайенлĕхне упраса хăвармашкăн йĕркеленĕ. Ку уява йышăннине ПНО-н Тĕп Ассамблейи те ырланă, хăйĕн шутне кĕрекен пайташ-патшалăхсене тĕнчери пур чĕлхесене те хÿтĕлеме тата вĕсене упраса хăварма чĕнсе каланă.
    ЮНЕСКО ку уява тунă май тĕнчери çухалма пултаракан чĕлхесем епле пурăннине тишкерме тата вĕсене пĕтесрен пулăшма шутлать.
    ЮНЕСКО шучĕпе çитес вăхăтра тĕнчери 6 пин чĕлхерен çурри таран çухалма пултарать — чĕлхене пĕлекен, калаçакан юлашки çынсем вилме пултараççĕ.
    2009 çулхи пĕтĕмлетÿпе ЮНЕСКО Раççейри 136 чĕлхен пуласлăхĕ япăххине палăртнă, вăл шутра — чăваш чĕлхин те.
    Чăваш чĕлхине çăласси, ăна аталантарасси — кашни чăвашăн тивĕçĕ. Чăваш ята илнĕ çыннăн хăйĕн чĕлхине май килнĕ таран упраса хăварма тăрăшмалла (аха, ачисене чăвашла вĕрентме майсем тупмалла, тăрăшмалла), ăна аталантарассипе ĕçлемелле. Вара эпир пĕтмĕпĕр, вырăссем хушшинче сапаланса каймăпăр, хамăр ята XXII ĕмĕре те çитерĕпĕр.
    Миçе çын пăхнă: 916 | | Комментарисем (2)| Хăш кун хушнă: 22.02.2010 | Рейтинг:

    Материал сăн ÿкерчĕкĕ
    Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх хăйĕн сайчĕ урлă ирттернĕ «Ачасен пултарулăхĕ» инçет литература конкурсĕ вĕçленчĕ. Ăна Красноармейски районне туса хунăранпа 75 çул тата Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх йĕркеленнĕренпе 20 çул çитнине халалланă. Унта районти шкулсенче вĕренекенсем хăйсен проза, поэзи тата тата драма жанрĕсемпе çырнă  50 яхăн ĕçне тăратнă. Шкул ачисемпе вĕрентекенсем ытларах Красноармейски иккĕмĕш шкулĕнчен (30 ĕç, вĕрентекенĕсем З.П.Михайловăпа В.М.Михайлов), Пикшик шкулĕнчен (14 ĕç, вĕрентекенĕ – Л.А.Тихонова),  Упи шкулĕнчен (4 ĕç, вĕрентекенĕ – В.В.Васильева) тата Карай шкулĕнчен (3 ĕç, вĕрентекенĕ – А.Ю.Никандрова)  хастар пулчĕç.  Тавах вĕсене!

    Çĕнтерÿçĕсемпе малти вырăна йышăннисене тата вĕсен ертÿçисене Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕхĕн 20 çулхи юбилей каçне уявламашкăн пыма йыхравлатпăр. Унта вĕсене чаплă лару-тăрура чыслĕç.

    ... Малалла вула »

    Миçе çын пăхнă: 694 | | Комментарисем (0)| Хăш кун хушнă: 21.02.2010 | Рейтинг:

    Материал сăн ÿкерчĕкĕ
    "Параппан - туй илемĕ, юрă - çын илемĕ”, - теççĕ. Шыв юххи пек шăнкăр-шăнкăр саслă çын юрă шăрантарнине итленĕ май чуна тăвăлтаракан хуйхă манăçать. Сăмахсене тимленĕçемĕн ешĕл курăклă улăх-çарана лекетĕн, сап-сарă хĕвел ытамĕпе киленетĕн. Юнашарти вăрманта чĕвĕлтетекен кайăксем кăмăла çÿл тÿпене çĕклеççĕ. Ăнсăртран сасă шăпланать те куçа уçатăн. Сцена çинчи чăваш хĕрĕ куракансен умĕнче пуç таять те чаршав хыçне кĕрсе çухалать. Ун хыççăн: "Чим-ха, ан кай”, - тесе чупмастăн, мĕншĕн тесен часах тепĕр маттур тухĕ. "Кĕмĕл сасă” фестиваль чăвашăн чи пултаруллă ывăл-хĕрне пуçтарнă. Кăçалхипе вăл XI хут иртрĕ. Малтанхи çулсемпе танлаштарсан ăмăртуçăсем те, йĕркелÿçĕсем те тĕплĕн хатĕрленни палăрчĕ. Сцена çине чăн-чăн ăстасем тухрĕç тесе çирĕплетме те пулать. 

    Диаспорăра е тăван тăрăхран аякра тĕпленнĕ тăван-хурăнташăн чунĕнчи туйăмсем Чăваш Енре пурăнаканшăн ют. Эпир, ялта чăвашла пуплесе ÿснисем, Балаково хулинчен çитнĕ Андрей Анисимова ăнламастпăр. Каччă ятарласа фестивале хутшăнас тесе ... Малалла вула »
    Миçе çын пăхнă: 833 | | Комментарисем (0)| Хăш кун хушнă: 19.02.2010 | Рейтинг:

    Материал сăн ÿкерчĕкĕ
    2010 çула çамрăк ăрăва пурнăç çулĕ çине кăларакансене халалланă май, Чăваш Республикин Вĕрентÿ тата çамрăксен политикин министерствипе "Тантăш" хаçат редакцийĕ учительсен хушшинче "Ырă кăмăллăх педагогики" ФОТОКОНКУРС ирттересси çинчен пĕлтереççĕ.
    Фотоконкурс тĕллевĕ: кăмăл-сипет, педагогика, çемье ыйтăвĕсене, вăтам, аслă классенче вĕренекен яшсемпе хĕрсен хутшăнăвĕсене, çамрăк ăру пурнăçне курăмлă информаци мелĕпе çутатасси.
    Фотоконкурс икĕ ушкăнпа иртет: тематика тата жанр. Тематика номинацийĕн ушкăнĕсем: "Учителĕм ăсатрĕ хурланса”, "Ик хут иккĕ – тăваттă”, "Педагог тĕлĕнтермĕшĕсем”, "Шкул чÿречи кăвак тÿпере...”, "Шкул: çунатлă çамрăклăх”, "Тунти кунччен пурăнар”, "Пирĕн Нестор Петрович”. Жанр номинацийĕн ушкăнĕсем: портрет, ушкăн портречĕ, производство портречĕ, фоторепортаж, фотоочерк, пейзаж, натюрморт, фотоэтюд, интерьер, экстерьер, фотофильм, фотоколлаж. 
    Фотоконкурс 2010 çулхи раштав уйăхĕн 31-мĕшĕччен пырать.

    Конкурс условийĕ: жюри 10х15, 15х21 форматпа пичетленĕ сăн ÿкерчĕксене пăхса тухать, вĕсен çумне СD-R, DVD-R дисксем çине çырнă фотохайлавсен электронлă варианчĕсем пулмалла. Авторсен çавăн пекех номинаци тата ушкăн ячĕсене палăр ... Малалла вула »
    Миçе çын пăхнă: 650 | | Комментарисем (0)| Хăш кун хушнă: 19.02.2010 | Рейтинг:

    Материал сăн ÿкерчĕкĕ
    Кăрлачăн 15-мĕшĕнчен пуçласа нарăсăн 14-мĕшĕччен Красноармейски 2-мĕш шкулĕн интернет сайчĕ урлă Красноармейски районĕ - Трак ен тăрăхĕ 75 çул тултарнине халалласа тăван ен историйĕпе культурин инçет олимпиади иртрĕ. Ăна йĕркелекенĕ тата ертсе пыраканĕ Красноармейски иккĕмĕш шкулĕнче чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекен В.М.Михайлов пулчĕ. Олимпиадăна пĕтĕмпе 62 ача хутшăнчĕ. Вĕсенчен ытларахăшĕ – Красноармейски иккĕмĕш шкулĕнчен. Çак шкултан пурĕ 33 ача хутшăнма кăмăл тунă. Упи шкулĕнчен 15 ача, Именкасси шкулĕнчен – 5, Мăн Шетмĕ шкулĕнчен – 4, Чатукасси шкулĕнчен – 1, Шывпуç шкулĕнчен – 2. Çакă савăнтарать: олимпиадăна район тулашĕнчи шкул ачисем те хутшăннă. Вĕсем – Шупашкарти пĕрремĕш номерлĕ пуçламăш шкулĕн вĕренекенĕсем. Çак ырă ĕçе хăнăхтараканни – пирĕн район хĕрĕ Ефимова Светлана Георгиевна (Георгий Тусли журналист çемйинчен вăл.)

    Çĕнтерÿçĕ ятне 50 балран 49 балл пухса 23 вĕренекен çĕнсе илме пултарчĕ. Иккĕмĕш вырăна 48-46 балл пухса 2 ача тухрĕ, виççĕмĕш вырăна вара 6 ача тивĕçрĕ. Çĕнтерÿçĕсенчен 15-шĕ Упи шкулĕнчен (вĕрентекенĕ - Васильева В.В.), 8- ... Малалла вула »
    Миçе çын пăхнă: 549 | | Комментарисем (0)| Хăш кун хушнă: 17.02.2010 | Рейтинг:

    Материал сăн ÿкерчĕкĕ
    "Кризис кÿнĕ сиене пĕтерес енĕпе çеç ĕçлени çителĕксĕр. Малалла та талпăнмалла, çак тĕллевпе кашни ертÿçĕн çĕнĕ ресурссемпе усă курмалла”, - ЧР Министрсен Кабинечĕн кĕçнерни кун иртнĕ ларăвне Николай Федоров Президент çак сăмахсемпе пуçланиех тишкерекен ыйтăвăн пысăк пĕлтерĕшне палăртрĕ-тĕр. Сăмах Чăваш Республикин 2010 çулхи тата планпа пăхнă 2011 тата 2012 çулсенчи бюджечĕ çинчен калакан саккуна улшăнусем кĕртесси тавра пычĕ.

    Улшăнусен сăлтавĕ кăмăллă: бюджет палăрмаллах пысăкланать - 2,2 млрд тенкĕлĕх. Президент палăртнă тăрăх, лару умĕн хушма укçана мĕнле тĕллевсемпе ярасси пирки Правительство пуçлăхĕпе, финанс министрĕпе самай çивĕч калаçу пулнă. Çапла ĕнтĕ, укçа тавлаштарать.

    Хушма укçа çăл куçĕсем ăçтан тупăннă-ха? Николай Васильевич малтанах промышленноç производстви ерипен çĕнĕрен вăй илме тытăннине палăртрĕ. Çакă предприятисен тупăшне те пысăклатать, бюджета та пуянлатать. Çапах тĕп тĕрев - кăрлач уйăхĕнчи пулăмсем. Тĕрĕсрех, кăрлачăн 25-мĕшĕнчи... Çав кун Шупашкара Раççей Правительствин пуçлăхĕ Владимир Путин килсе кайрĕ. Çавна май федераци бюджетĕнчен хушма укçа илмелли майсем çуралнă. "Çакна В.Путин пирĕн ĕçе тивĕçлипе хаклани те çир ... Малалла вула »
    Миçе çын пăхнă: 583 | | Комментарисем (0)| Хăш кун хушнă: 17.02.2010 | Рейтинг:

    Материал сăн ÿкерчĕкĕ
    МУСКАВ, 17, нарăс — РИА Новости. Раççейре çыннăн вăтам ĕмĕр тăршшĕ 2009 çулта 69 çулпа танлашнă. Çакă вăл малтанхи çулхипе танлаштарсан 1,2 çул ытларах иккен.

    «На протяжении уже нескольких лет продолжается рост средней продолжительности жизни в России. За 2009 год этот показатель вырос более, чем на один год (1,2 года) и составил в среднем у мужчин и женщин более 69 лет», — тенĕ Раççей Правительствин вице-премьерĕ Жуков. Вăл каланă тăрăх, миграцие шута илнипе пĕрле, Раççейре пурăнакан çынсен шучĕ  юлашки 15 çул хушшинче тинех ÿсме пуçланă. Пĕтĕмпе Раççейре халĕ 141 миллион та 927 пин çын пурăнать иккен.

    Тĕплĕнрех: http://news.mail.ru/politics/3398578/
     
    Миçе çын пăхнă: 576 | | Комментарисем (0)| Хăш кун хушнă: 17.02.2010 | Рейтинг:

    Материал сăн ÿкерчĕкĕ

    Фоторепортаж

    Нарăсăн 13-14-мĕшĕсенче Красноармейски вăрманĕ çывăхĕнче Пĕтĕм Раççейри "Йĕлтĕр йĕрĕ - 2010" чупăвĕн районти  XXVIII тапхăрĕ иртрĕ. Пĕрремĕш кунне чупăва районти шкул ачисем тухрĕç. Пĕтĕмпе 300 яхăн çамрăк йĕлтĕрçĕ тухрĕ старта. Вырсарникун вара, нарăсăн 14-мĕшĕнче, тĕрлĕ дистанциллĕ старта районти 40 предприятипе организацирен 200 ытла йĕлтĕрçĕ тăчĕ. Вĕсенчен 20 проценчĕ - ертÿçĕсем, çав шутра ял тăрăхĕсен 4 пуçлăхĕ тата 7 шкул директорĕ. Чи пысăк ушкăнсем Упири ятарлă шкул коллективĕпе район администрацийĕн йышĕ пулчĕç. 

    Спортсменсене спорт уявĕ пуçланнă ятпа район пуçлăхĕ  С. А. Николаев (сăмах май, Станислав Андреевич хăй те VIP-чупăва хутшăнчĕ), Чăваш Республикин Президенчĕн представителĕ А. Д. Грицай, Çеçмер ялĕнчен килнĕ спорт ветеранĕ П. А. Шумилов саламларĕç.

    Малтанах старта хĕрсемпе каччăсем тухрĕç. Вĕсем 3 километра чупрĕç. Çакăн пек дистанциех 39 çула çитмен арçынсем чупса тухрĕс. Унтан - 39 çула çитмен хĕрарăмсем тата 40-49 çулсенчи арçынсем 2 километра чупса ăмăртрĕç. 40-49 çулхи хĕрарăмсем тата 50 ç ... Малалла вула »
    Миçе çын пăхнă: 616 | | Комментарисем (0)| Хăш кун хушнă: 15.02.2010 | Рейтинг:

    Материал сăн ÿкерчĕкĕ
    Ванкуверта ĕнер (вырăнти вăхăтпа — виçмине, 18 сехетре) 5 сехет ирхине хĕллехи XXI олимпиадăна уçрĕç. Дэвид Пирс çырнă кĕвĕ янранă май мероприятие Канадăн генерал-губернаторĕ Микаэль Жан, Пĕтĕм тĕнчери олимп комитечĕн президенчĕ Жак Рогге тата 4 индей йăхĕсен ертӳçисем тухрĕç. Индей йăхĕсен пуçлăхĕсене çак олимпиадăна ирттерме туса лартнă çуртсемпе сооруженисем вĕсен çĕрĕ çинче ларнăран чĕннĕ.
    Чи малтан хăнасене йышăнакан патшалăхăн гимнĕ янрарĕ, унтан вара индей йăхĕсен ертӳçисем хăйсен сăмахне каларĕç. Кайран вара, йăлана кĕнĕ йĕркепе, стадион çулĕ çине чи малтан Греци сборнăйĕ тухрĕ. Вĕсем хыççăн ыттисем.
    Раççей сборнăйăн ялавне хоккей ушкăнĕн капитанĕ Алексей Морозов тытса пычĕ. Ванкуверти олимпиадăна Раççейрен 179 спортсмен хутшăнĕ. Малтанхи олимпиадăпа танлаштарсан — пĕр çын ытларах. Раççей спортсменĕсем 75 награда пуххишĕн тупăшасшăн. Ылтăн медальшĕн 100 пин евро, кĕмĕлшĕн — 60 пин евро, пăхăршăн — 40 пин евро пама шантарнă.
    Чăваш Енрен олимпиадăна хутшăнакан çук. Çавах та çак спортсменсене асăнса хăварма пулать: Нкеирука Хилариевна Езех (кукамайĕ Шупашкар çывăхĕнчи ялта пурăнать), Максим Александрович Чудов (амăшĕ — чăваш, Пушкăртстанран), Лили ... Малалла вула »
    Миçе çын пăхнă: 584 | | Комментарисем (0)| Хăш кун хушнă: 14.02.2010 | Рейтинг:

    Материал сăн ÿкерчĕкĕ

    Виталий Станьяла пĕлмен чăваш çуках: пĕрисемшĕн вăл киремет вырăнĕнче, иккĕмĕшсемшĕн - поэт, виççĕмĕшсем ăна паллă публицист-тишкерÿçĕ пек пĕлеççĕ, тăваттăмĕшĕсем, сăмахсăрах, ăна вĕрентÿçĕ пек хаклаççĕ, сума сăваççĕ, пиллĕкмĕшсемшĕн Виталий Петрович тавра пĕлÿçĕсен турри, ЧНК хастарĕ... Çак сăнчăра тата та тăсма пулать. Кам-ха вăл Станьял? Юлташ-и? Хăспатин-и? Мистер-и?

    2010 çулăн пĕрремĕш кунĕнче, кăрлачăн 1-мĕшĕнче ĕнтĕ, ирхине ирех Шупашкарти Мускав проспектĕнчи пĕр çуртăн хваттерне почтальон пырса шакканă. Республика ертÿçи Н.В.Федоров янă саламлă телеграммăна тыттарса хăварсан пуçне кăтăрт-кăтăрт! хыçнă Виталий Петрович. "Ун патне 17 çул тултарнă ятпа янă ăшă çав салама”, - терĕ И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн чăваш филологи факультечĕн деканĕ Евдокия Андреева шахвăртарах.

    Литератор, критик, публицист, меслетçĕ, вĕрентÿçĕ пек пĕлетĕп Станьяла. Çавăнпа унăн кун-çул йĕрне хам пĕлнĕ пек тишкерсе тухас терĕм.

    Романтик
    Пултаруллă та Станьял.
    Ун пек чăрсăр çын сахал.
    Ĕçе сÿрĕккĕн тусан
    Вĕçтерет çĕртен тусан.
    Миçе çын пăхнă: 714 | | Комментарисем (0)| Хăш кун хушнă: 10.02.2010 | Рейтинг:

    Материал сăн ÿкерчĕкĕ
    Нарăсăн 4-мĕшĕнче професси пĕлĕвĕн Çĕрпÿри аграри-технологи техникумĕнче пысăк уяв пулчĕ: асăннă учрежденин çĕнĕ корпусне уçрĕç. Хĕрлĕ хăйăва Чăваш Республикин Президенчĕ Н.В.Федоров, Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕ П.В.Семенов, техникум директорĕ Г.А.Калашникова касрĕç

    - Эпир сирĕнпе техникумăн çĕнĕ корпусне уçрăмăр, - терĕ Н.В.Федоров студентсене. - Эсир лайăх вĕренсе хальхи пурнăç ыйтакан специалистсем пулма ăнтăлăр, диплом илсен хăвăр пурнăçăра йĕркелесе ярăр, аçăр-аннĕре пулăшма тăрăшăр. Республика тата Раççей Федерацийĕн экономикине аталантарма хастар хутшăнăр.

    Президент техникум валли çĕнĕ оборудовани туянма 734 пин тенкĕлĕх сертификат парнелерĕ.

    Вĕрентÿ корпусне 1992 çултах тума пуçланă. 18 çул хушшинче тĕп подрядчик улшăннă. Строительствăна малалла тăсма Шупашкарти "Чĕрĕлÿ” корпораци килĕшнĕ, ĕçе вăл вĕçленĕ. Объекта тума 2005 çулччен федераци бюджетĕнчен 15 миллион тенкĕ уйăрнă, 2006 çултан пуçласа республика бюджетĕнчен 65,2 миллион тенкĕ килнĕ. Курăнать ĕнтĕ, çурта тума ытларах Чăваш Ен панă. Строительствăна чылай предприяти, çав шутра "Жилремстрой” унитари предприятийĕ те, хутшăннă.

    Техникумра хальхи вăхăтра ... Малалла вула »
    Миçе çын пăхнă: 625 | | Комментарисем (0)| Хăш кун хушнă: 10.02.2010 | Рейтинг:

    Материал сăн ÿкерчĕкĕ
    В Чувашии индекс потребительских цен на товары и услуги в январе 2010 года по отношению к предыдущему месяцу составил 102, 1%. Базовый индекс потребительских цен (БИПЦ), исключающий краткосрочные неравномерные изменения цен под влиянием отдельных факторов, которые носят административный, событийный, а также сезонный характер, за месяц составил 100, 9%. Как сообщили ИА REGNUM Новости в Чувашстате, в январе 2010 года индекс потребительских цен на продовольственные товары составил 101, 6%. Более всего подорожали сахар - на 13, 7%, плодоовощная продукция, включая картофель - на 9, 9%, а также молоко и молочная продукция, сыр, алкогольные напитки - на 2, 7 - 1, 7%. Подорожали также безалкогольные напитки, общественное питание, консервы фруктово-ягодные, яйца, мороженое, рыбопродукты, кондитерские изделия, соль, соус, специи, концентраты, чай, кофе, хлеб и хлебобулочные изделия - на 1, 4 - 0, 01%. Снизились цены на масло и жиры, консервы овощные, мясопродукты, муку, макаронные и крупяные изделия - на 0, 3 - 3, 2%.

    Стоимость минимального набора продуктов питания на конец января составила 1865, 37 рубля в расчете на одного человека на месяц и по сравнению с пред ... Малалла вула »
    Миçе çын пăхнă: 717 | | Комментарисем (0)| Хăш кун хушнă: 07.02.2010 | Рейтинг:

    « 1 2 ... 32 33 34 35 36 ... 43 44 »

    Copyright © Аксар Чунтупай Cайт тăваканни: Михайлов Алексей (alex-net)