Виталий Михайловăн чăвашла сайчĕ


Чăваш кĕвви

Кĕмелли форма

Категорисем
Шырав
    ЧĂВАШ ЧĔЛХИ ЯЧĔПЕ ПУРТЕ ПĔР ПУЛАР!
Вĕрентÿ хыпарĕсем
Кун тăрăм
«  Нарăс 2010  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
1234567
891011121314
15161718192021
22232425262728
free clock for website часы для сайта
Архив

2019 Çул - ГЕННАДИЙ АЙХИ (ЛИСИН) çУЛĕ

Геннадий Айхи


Ыйтăм

Паянхи шкул ачин ятарлă тум-тир пулмалла-и?
Пурĕ миçе ответ: 15
Чат

Сайт тусĕсем
  • Сайт ту
  • Пĕтĕмпех веб-маçтăр валли
  • Пурне те кирлĕ программăсем
  • Санкт-Петербург чăвашĕсен сайчĕ
  • Рунетри чи лайăх сайтсем
  • Кулинари рецепчĕсем
  • Раççей уявĕсен календарĕ
  • Чăваш наци радиовĕ
  • ЧĂВАШ ЭСТРАДИН ФАН-КЛУБĔ
  • Чăваш эстрада юррисем
  • Виталий Михайловăн шкул сайчĕ
  • Чăваш чĕлхи вĕрентекенĕн музейĕ
  • Вĕрентекенсен порталĕ
  • Виртуаллă вĕренÿ пÿлĕмĕ
  • Калиниград чăвашĕсен сайчĕ
  • Самар чăвашĕсен сайчĕ
  • Красноярск чăвашĕсен сайчĕ
  • Раççей шкулĕсем

  • Чăваш ен телерадиокомпанийĕ
    Трак Ен сайчĕ
    Нестер Янкас пĕрлĕх сайчĕ
    Чăваш ачисем валли
    Тутар чăвашĕсен хаçачĕ
    "Кăмăл" веренÿ пĕрлешĕвĕ
    Чăваш халăх сайчĕ
    Красноармейски район сайчĕ


    GanGstA
    Статистика



    Паян çак сайтра пулнă юзерсем:
    Праздники России
    Çанталăк
    Красноармейски ялĕ
    rp5.ru

    noscript>>

    Виталий Михайлов

    Раççей символики
              Чăваш патшалăх ялавĕ

    Хапăл тăватăр-и,       ырă тăванăмăрсем! Эпĕ ялан хавас Сире курмашкăн хамăн сайтра

    Юнкун, 17.04.2024, 01:50
    Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх хыпарĕсем

    Чăваш чĕлхи. Электронлă пособи
    Тĕп страница » 2010 » Нарăс » 10 » Тепĕр вĕрентÿ объекчĕ хута кайрĕ. Хальхинче - Çĕрпÿре ("Хыпар")
    Тепĕр вĕрентÿ объекчĕ хута кайрĕ. Хальхинче - Çĕрпÿре ("Хыпар")
    21:32
    Материал сăн ÿкерчĕкĕ
    Нарăсăн 4-мĕшĕнче професси пĕлĕвĕн Çĕрпÿри аграри-технологи техникумĕнче пысăк уяв пулчĕ: асăннă учрежденин çĕнĕ корпусне уçрĕç. Хĕрлĕ хăйăва Чăваш Республикин Президенчĕ Н.В.Федоров, Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕ П.В.Семенов, техникум директорĕ Г.А.Калашникова касрĕç

    - Эпир сирĕнпе техникумăн çĕнĕ корпусне уçрăмăр, - терĕ Н.В.Федоров студентсене. - Эсир лайăх вĕренсе хальхи пурнăç ыйтакан специалистсем пулма ăнтăлăр, диплом илсен хăвăр пурнăçăра йĕркелесе ярăр, аçăр-аннĕре пулăшма тăрăшăр. Республика тата Раççей Федерацийĕн экономикине аталантарма хастар хутшăнăр.

    Президент техникум валли çĕнĕ оборудовани туянма 734 пин тенкĕлĕх сертификат парнелерĕ.

    Вĕрентÿ корпусне 1992 çултах тума пуçланă. 18 çул хушшинче тĕп подрядчик улшăннă. Строительствăна малалла тăсма Шупашкарти "Чĕрĕлÿ” корпораци килĕшнĕ, ĕçе вăл вĕçленĕ. Объекта тума 2005 çулччен федераци бюджетĕнчен 15 миллион тенкĕ уйăрнă, 2006 çултан пуçласа республика бюджетĕнчен 65,2 миллион тенкĕ килнĕ. Курăнать ĕнтĕ, çурта тума ытларах Чăваш Ен панă. Строительствăна чылай предприяти, çав шутра "Жилремстрой” унитари предприятийĕ те, хутшăннă.

    Техникумра хальхи вăхăтра 985 вĕренекен, çав шутра çĕнĕ корпусра пĕр харăсах 360 студент пĕлÿ илет. Кунта çĕвĕçсене, закройщиксене, тумтир ăстисене, çĕвĕ техникин операторĕсене, каменщиксене, механиксене хатĕрлеççĕ. Тĕпрен илсен вĕренекенсем хамăр республикăран.

    Н.В.Федоров вĕрентÿ класĕсемпе паллашнă май студентсемпе калаçу йĕркелерĕ, "çавра сĕтелте” вĕсен ĕç-хĕлĕпе паллашрĕ. Çĕвĕç профессине алла илекен пикене нанотехнологи пуласлăхĕ кăсăклантарчĕ. "Шупашкар пир-авăрĕ”, "Атăлçи пир-авăр компанийĕ” обществăсем нанотехнологие ĕçе кĕртмелли оборудовани илсе килнĕ иккен. Çывăх вăхăтрах çĕнĕ йышши продукци туса кăларма палăртаççĕ.

    - "Çамрăк çемье” программа кăçал вĕçленмест-и? Эпир унпа усă курма пултаратпăр-и? - ыйтрĕ çемье çавăрнă студентка.

    - Вĕçленмест, - терĕ Президент. - Малаллах тăсăлать. Унпа усă курса пурăнмалли вырăна ялсенчи çамрăк çемьесем кăна мар, хуларисем те лайăхлатма пултараççĕ. Çурт-йĕр тунă çĕрти тăкакăн 70 процентне патшалăх саплаштарать. Пирĕн вăхăтра çавнашкал çăмăллăх паман. Çурт-йĕр тăвас, хваттер илес ыйтăва татса парасси çамрăк çемьесенчен хăйсенчен нумай килет. Çĕнĕ урамсене электрификацилеме кăçал республика бюджетĕнчен тепĕр 340 миллион тенкĕ уйăрма палăртатпăр.

    - Манăн упăшка Мускавра уйăхне 50 пин тенкĕ ĕçлесе илет. Пĕр енчен, çемьешĕн лайăх ку. Тепĕр енчен, мăшăрăм çемьепе сахал пулни кулянтарать. Республикăра ĕçлесех çавăн чухлĕ шалу илмелле тума çук-ши? - пулчĕ тепĕр ыйту.

    Паллах, Мускаври ĕç укçине пирĕн республикăрипе танлаштараймăн. Танлаштарни тĕрĕсех те мар пулĕ. Регионсенче ĕç укçи Мускавринчен темиçе хут пĕчĕкрех пулни объективлă тата субъективлă сăлтавсемпе çыхăннă. Тĕп хулара шалу малашне те пирĕннинчен пысăкрах пулĕ. Çав вăхăтрах пирĕн республикăра та укçа аван ĕçлесе илекен предприятисем пур. Сăмахран, "Акконд” обществăра: аякри хуласене тавар леçекен водительсем уйăхне 20-25 пин тенкĕ илеççĕ.

    - Шалу Мускавринчен нумайрах паракан хуласем тĕнчере пайтах, - терĕ Н.В.Федоров. - Анчах ку вĕсенче, калăпăр, медицина пулăшăвĕ лайăх панине пĕлтермест. Эпĕ хам та Мускавра çемьепе чылай хушă пурăннă, унти халăха сиплессине çителĕксĕр йĕркеленине асăрханă. Тÿлевлĕ поликлиникăсенче питĕ хаклă. Пирĕн республикăра вара самай йÿнĕрех.

    Ял хуçалăхĕнче ĕçлеме хатĕрленекен студентсем йăлари тата промышленноçри каяшсене пуçтарса тирпейлемелли полигонсем тăвас ĕç мĕнлерех пынине пĕлесшĕн пулчĕç.

    Çак ыйту вырăнти хăй тытăмлăха чи малтан пырса тивнĕрен ăна Çĕрпÿ район пуçлăхĕ Ю.М.Николаев хуравларĕ. Вăл пĕлтернĕ тăрăх, каяш вырнаçтармалли полигон районта çĕнĕрен тума палăртнă, проектне хатĕрлеççĕ. Н.В.Федоров полигонсем тума федераци бюджетĕнчен темиçе миллиард тенкĕ уйăрасси пирки РФ Правительствин Председателĕпе В.В.Путинпа калаçу пулнине тепре çирĕплетрĕ.

    - Тĕнче кризисĕ хăçан вĕçленĕ? - пулчĕ тепĕр ыйту.

    - Ку ыйтăва тĕрĕс хуравлакан Нобель премине те илме тивĕçлĕ, - терĕ Н.В.Федоров. - Хăçанне калаймастăп. Апла пулин те пирĕн, сирĕн, республика халăхĕн тĕнче кризисĕ вĕçленет те тинех лайăх пурăнма тытăнатпăр тесе шухăшламалла мар. Кашнин хăйĕн вырăнĕнче ăна çĕнтерме ăнтăлмалла. Эпĕ хам, сăмахран, çапла пулма тăрăшатăп. Кăçал Канаш хулинче Европа шайне тивĕçтерекен вакунсем хатĕрлекен конвейер ĕçе кĕмелле. Çĕнĕ Шупашкарта хĕвел энергийĕпе ĕçлекен батарейăсем тума пуçламалла. Иккĕшĕ те çулталăкра темиçе миллиард тенкĕлĕх продукци кăларма май парĕç. Кризис пурне те лайăхрах ĕçлеме хавхалантартăр.

    Çакнашкал калаçу йĕркеленчĕ республика ертÿçипе студентсен хушшинче. Вăл ирĕклĕн, уççăн иртрĕ, пĕлтерĕшĕпе палăрса юлчĕ.
    Çыпăçтарнисем:
    Категори: | Миçе çын пăхнă: 620 | Кам хушнă: mixaj_58 | Тегисем: | Рейтинг: 1.7/14 |
    Пĕтĕмпе миçе комментари: 0


    Copyright © Аксар Чунтупай Cайт тăваканни: Михайлов Алексей (alex-net)