Виталий Михайловăн чăвашла сайчĕ


Чăваш кĕвви

Кĕмелли форма

Категорисем
Шырав
    ЧĂВАШ ЧĔЛХИ ЯЧĔПЕ ПУРТЕ ПĔР ПУЛАР!
Вĕрентÿ хыпарĕсем
Кун тăрăм
«  Пуш 2010  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
1234567
891011121314
15161718192021
22232425262728
293031
free clock for website часы для сайта
Архив

2019 Çул - ГЕННАДИЙ АЙХИ (ЛИСИН) çУЛĕ

Геннадий Айхи


Ыйтăм

Паянхи шкул ачин ятарлă тум-тир пулмалла-и?
Пурĕ миçе ответ: 15
Чат

Сайт тусĕсем
  • Сайт ту
  • Пĕтĕмпех веб-маçтăр валли
  • Пурне те кирлĕ программăсем
  • Санкт-Петербург чăвашĕсен сайчĕ
  • Рунетри чи лайăх сайтсем
  • Кулинари рецепчĕсем
  • Раççей уявĕсен календарĕ
  • Чăваш наци радиовĕ
  • ЧĂВАШ ЭСТРАДИН ФАН-КЛУБĔ
  • Чăваш эстрада юррисем
  • Виталий Михайловăн шкул сайчĕ
  • Чăваш чĕлхи вĕрентекенĕн музейĕ
  • Вĕрентекенсен порталĕ
  • Виртуаллă вĕренÿ пÿлĕмĕ
  • Калиниград чăвашĕсен сайчĕ
  • Самар чăвашĕсен сайчĕ
  • Красноярск чăвашĕсен сайчĕ
  • Раççей шкулĕсем

  • Чăваш ен телерадиокомпанийĕ
    Трак Ен сайчĕ
    Нестер Янкас пĕрлĕх сайчĕ
    Чăваш ачисем валли
    Тутар чăвашĕсен хаçачĕ
    "Кăмăл" веренÿ пĕрлешĕвĕ
    Чăваш халăх сайчĕ
    Красноармейски район сайчĕ


    GanGstA
    Статистика



    Паян çак сайтра пулнă юзерсем:
    Праздники России
    Çанталăк
    Красноармейски ялĕ
    rp5.ru

    noscript>>

    Виталий Михайлов

    Раççей символики
              Чăваш патшалăх ялавĕ

    Хапăл тăватăр-и,       ырă тăванăмăрсем! Эпĕ ялан хавас Сире курмашкăн хамăн сайтра

    Шăматкун, 20.04.2024, 07:46
    Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх хыпарĕсем

    Чăваш чĕлхи. Электронлă пособи
    Тĕп страница » 2010 » Пуш » 2 » Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх - 20 çулта
    Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх - 20 çулта
    22:25
    Материал сăн ÿкерчĕкĕ
    Нарăсăн 25-мĕшĕнче Красноармейскинче (Тракра) Халăх пултарулăх çурчĕн ларусен залĕнче Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх 20 çул тултарнине халалласа уяв каçĕ иртрĕ. Уяв кĕрекинче - район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ Н.И.Антонов, район администрацийĕн культура, спорт тата çамрăксемпе ĕçлекен пай пуçлăхĕ А.Лебедев, Шупашкарти "Трак ен" ентешлĕх ертÿçи А.Н.Львов, Нестер Янкас ячĕллĕ Преми лауреачĕ Ăсан Уçăпĕ çыравçă, Нестер Янкас шăллĕн ывăлĕ Валерий Кириллов, пĕрлĕх ертÿçи Георгий Тусли, тĕрлĕ çулсенче пĕрлĕхе ертсе пынă А.А.Раськин, В.М.Михайлов, В.З.Константинов, Н.Г.Ершов-Янкер юлташсем тата 2008 тата 2009 çулсемшĕн пĕрлĕх Премине илме тивĕçлĕ пулнă А.Яковлев журналист, Ю.Степанов-Листопад журналист тата П.Федоров юрăçă. Уява ертсе пыраканĕ - районти тĕп вулавăш ĕçченĕ С.А.Гурьева.

    Уяв аса илÿсенчен пуçланчĕ. Чи малтанах пĕрлĕх епле йĕркеленни çинчен Нестер Янкас ячĕллĕ Преми лауреачĕ В.М.Михайлов тухса калаçрĕ. Вăл пĕрлĕх йĕркеленнин кун-çулне тĕпĕ-йĕрĕпе çутатса пачĕ. Ун хыççăн Нестер Янкас ячĕллĕ Преми лауреачĕ, пĕрлĕхĕн хисеплĕ ертÿçи Н.Г.Ершов поэт хăй аса илĕвĕпе паллаштарчĕ. Сăмах май, вăл çак пĕрлĕх тилхепине 11 çула яхăн тытса пынă. Вĕсем хыççăн хăйсен салам сăмахне район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ Н.И.Антонов, Шупашкарти "Трак ен" ентешлĕх ертÿçи А.Н.Львов, Нестер Янкас тăванĕсен ячĕпе Нестерăн шăллĕн ывăлĕ Валерий Кириллов каларĕç. Пĕрлĕхĕн пĕрремĕш ертÿçи пулнă А.А.Раськин тата район администрацийĕн культура пайĕн пуçлăхĕ пулнă В.С.Серафимов янкасçăсем те хăйсен сăмахĕнче пĕрлĕх тунă чылай ырă ĕçе аса илчĕç. Хăйсен сăмахĕсенче вĕсем Нестер Янкас пĕрлĕхĕ Н.К.Ефимов-Янкас вилĕмсĕр поэтăн ятне çĕклес, унăн пултарулăхне халăх хушшинче сарас тĕлĕшпе нумай ĕç тунине палăртрĕç. Пĕрлĕх, Раççейри демократи юхăмĕпе тата 20 ĕмĕрти 90-мĕш çулсенче чăваш наци аталанăвĕпе чĕрĕлĕвĕн кăмăл-туртăмĕпе тĕрекленсе вăй илнĕскер, ытти пĕрлĕхсемпе танлаштарсан, чылай сумлăрах ĕçсем тунине палăртрĕç. Пĕрлĕх ку таранчченех тĕрĕс-тĕкел упранса юлни, Нестер Янкас ырă сăнарне халалласа 50 уйрăм çынна тата 16 пултарулăх коллективне Нестер Янкас ячĕллĕ Преми лауреачĕн ятне пани - историлле пулăм терĕç вĕсем. Малашне те çак пархатарлă ĕçе ăнăçлă туса пыма пĕрлĕх ертÿçисене тата вĕсене пулăшакансене ăнăçу тата пултарулăх сунчĕç, пĕрлĕх ĕçĕ-хĕлне çĕнĕ вăй кĕртмешкĕн влаç тытăмĕсемпе таччăнрах çыхăнса ĕçлеме ыйтрĕç.

    Уява пухăннисем Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх ĕçĕ-хĕлĕнче тăрăшса ĕçленĕшĕн пĕрлĕх правленийĕн Хисеп хучĕпе А.А.Раськин рентгенолога, В.З.Константинов таврапĕлÿçĕне, В.С.Серафимова тата А.Алексеев концертмейстера чысларĕç. Район администрацийĕ хăй енчен çак ĕçре палăрнисене çитес Акатуйра чыслама палăртнă.

    Уяв каçĕнче 2009 çулшăн панă Нестер Янкас ячĕллĕ Преми лауреачĕсене чысларĕç. Çак хисеплĕ ята «Хыпар» хаçат журналисчĕ, пирĕн ентеш, Çирĕклĕ ял çынни Юрий Петрович Степанов (Листопад) тата районти Халăх пултарулăх çурчĕ çумĕнчи ветерансен хорĕн солисчĕ Пимен Никифорович Федоров тивĕçрĕç. Вĕсене Нестер Янкас ячĕллĕ Преми лауреачĕн кăкăр çине çакмалли паллипе тата çакна ĕнентерекен Дипломпа хисеп турĕç.

    Кун хыççăн Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх сайчĕн администраторĕ В.М.Михайлов сайт урлă пĕрлĕх 20 çул тултарнине тата Трак районне туса хунăранпа 75 çул çитнине халалласа ирттернĕ "Ачасен пултарулăхĕ" инçет литература конкурсĕн пĕтĕмлетĕвĕпе паллаштарчĕ. Конкурса электронлă çыхăну мелĕпе районти шкулсенче вĕренекенсем хăйсен проза, поэзи тата тата драма жанрĕсемпе çырнă 50 яхăн ĕçне ярса панă. Шкул ачисемпе вĕрентекенсем ытларах Красноармейски иккĕмĕш шкулĕнчен (30 ĕç, вĕрентекенĕсем З.П.Михайловăпа В.М.Михайлов), Пикшик шкулĕнчен (14 ĕç, вĕрентекенĕ – Л.А.Тихонова), Упи шкулĕнчен (4 ĕç, вĕрентекенĕ – В.В.Васильева) тата Карай шкулĕнчен (3 ĕç, вĕрентекенĕ – А.Ю.Никандрова) хастар пулнă. Çĕнтерÿçĕсемпе малти вырăна йышăннисене тата вĕсен ертÿçисене Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕхĕн 20 çулхи юбилей каçне уявламашкăн пыма йыхравланă. Вĕсене уяв сцени çине хăпартса пĕрлĕхĕн Дипломĕсемпе тата Хисеп хучĕсемпе чысларĕç.

    Уяв тĕрлĕ çулсенче Нестер Янкас ячĕллĕ Премие тивĕçнĕ лауреатсен пултарулăх концерчĕпе вĕçленчĕ.
    Çыпăçтарнисем:
    Категори: | Миçе çын пăхнă: 656 | Кам хушнă: mixaj_58 | Тегисем: | Рейтинг: 3.4/20 |
    Пĕтĕмпе миçе комментари: 0


    Copyright © Аксар Чунтупай Cайт тăваканни: Михайлов Алексей (alex-net)