Виталий Михайловăн чăвашла сайчĕ


Чăваш кĕвви

Кĕмелли форма

Категорисем
Шырав
    ЧĂВАШ ЧĔЛХИ ЯЧĔПЕ ПУРТЕ ПĔР ПУЛАР!
Вĕрентÿ хыпарĕсем
Кун тăрăм
«  Нарăс 2010  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
1234567
891011121314
15161718192021
22232425262728
free clock for website часы для сайта
Архив

2019 Çул - ГЕННАДИЙ АЙХИ (ЛИСИН) çУЛĕ

Геннадий Айхи


Ыйтăм

Паянхи шкул ачин ятарлă тум-тир пулмалла-и?
Пурĕ миçе ответ: 15
Чат

Сайт тусĕсем
  • Сайт ту
  • Пĕтĕмпех веб-маçтăр валли
  • Пурне те кирлĕ программăсем
  • Санкт-Петербург чăвашĕсен сайчĕ
  • Рунетри чи лайăх сайтсем
  • Кулинари рецепчĕсем
  • Раççей уявĕсен календарĕ
  • Чăваш наци радиовĕ
  • ЧĂВАШ ЭСТРАДИН ФАН-КЛУБĔ
  • Чăваш эстрада юррисем
  • Виталий Михайловăн шкул сайчĕ
  • Чăваш чĕлхи вĕрентекенĕн музейĕ
  • Вĕрентекенсен порталĕ
  • Виртуаллă вĕренÿ пÿлĕмĕ
  • Калиниград чăвашĕсен сайчĕ
  • Самар чăвашĕсен сайчĕ
  • Красноярск чăвашĕсен сайчĕ
  • Раççей шкулĕсем

  • Чăваш ен телерадиокомпанийĕ
    Трак Ен сайчĕ
    Нестер Янкас пĕрлĕх сайчĕ
    Чăваш ачисем валли
    Тутар чăвашĕсен хаçачĕ
    "Кăмăл" веренÿ пĕрлешĕвĕ
    Чăваш халăх сайчĕ
    Красноармейски район сайчĕ


    GanGstA
    Статистика



    Паян çак сайтра пулнă юзерсем:
    Праздники России
    Çанталăк
    Красноармейски ялĕ
    rp5.ru

    noscript>>

    Виталий Михайлов

    Раççей символики
              Чăваш патшалăх ялавĕ

    Хапăл тăватăр-и,       ырă тăванăмăрсем! Эпĕ ялан хавас Сире курмашкăн хамăн сайтра

    Эрнекун, 26.04.2024, 02:34
    Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх хыпарĕсем

    Чăваш чĕлхи. Электронлă пособи
    Тĕп страница » 2010 » Нарăс » 19 » “Кĕмĕл сасă”: ят-сумĕ ан чактăр ("ÇХ" 19.02.2010 Ольга НЕСТЕРОВА)
    “Кĕмĕл сасă”: ят-сумĕ ан чактăр ("ÇХ" 19.02.2010 Ольга НЕСТЕРОВА)
    20:10
    Материал сăн ÿкерчĕкĕ
    "Параппан - туй илемĕ, юрă - çын илемĕ”, - теççĕ. Шыв юххи пек шăнкăр-шăнкăр саслă çын юрă шăрантарнине итленĕ май чуна тăвăлтаракан хуйхă манăçать. Сăмахсене тимленĕçемĕн ешĕл курăклă улăх-çарана лекетĕн, сап-сарă хĕвел ытамĕпе киленетĕн. Юнашарти вăрманта чĕвĕлтетекен кайăксем кăмăла çÿл тÿпене çĕклеççĕ. Ăнсăртран сасă шăпланать те куçа уçатăн. Сцена çинчи чăваш хĕрĕ куракансен умĕнче пуç таять те чаршав хыçне кĕрсе çухалать. Ун хыççăн: "Чим-ха, ан кай”, - тесе чупмастăн, мĕншĕн тесен часах тепĕр маттур тухĕ. "Кĕмĕл сасă” фестиваль чăвашăн чи пултаруллă ывăл-хĕрне пуçтарнă. Кăçалхипе вăл XI хут иртрĕ. Малтанхи çулсемпе танлаштарсан ăмăртуçăсем те, йĕркелÿçĕсем те тĕплĕн хатĕрленни палăрчĕ. Сцена çине чăн-чăн ăстасем тухрĕç тесе çирĕплетме те пулать. 

    Диаспорăра е тăван тăрăхран аякра тĕпленнĕ тăван-хурăнташăн чунĕнчи туйăмсем Чăваш Енре пурăнаканшăн ют. Эпир, ялта чăвашла пуплесе ÿснисем, Балаково хулинчен çитнĕ Андрей Анисимова ăнламастпăр. Каччă ятарласа фестивале хутшăнас тесе ĕçрен тухса кайма ыйту çырнă. Пуçлăхсем ĕçченĕ черетлĕ кану илесшĕн пулнине ырламан. Тĕрлĕ çулта ăмăртăвăн Гран-прине паллă юрăç Лариса Васильева, Михаил Федоров, Ирина Сафандеева /Тутар Республики/, Галина Якупова /Самар облаçĕ/, Алена Лебедева /Муркаш районĕ/, Татьяна Данилова /Тюмень хули/, Ольга Кузьмина /Канаш районĕ/, Наталья Ермолаева /Саратов облаçĕ/ тивĕçнĕ. Фестиваль тахçанах уяв шайĕнче иртет. Çитĕнĕвĕпе юрăçсем кăна мар, поэтсемпе композиторсем те паллаштараççĕ. Вĕсем те хумханаççĕ. Конкурсантсем Пушкăрт, Тутар республикисенчен, Саратов, Чĕмпĕр, Оренбург облаçĕсенчен çитнĕ. Пухăннисене ЧНК президенчĕ, ЧР тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Геннадий Архипов саламларĕ.

    - Кăçал Чăваш наци конгресĕ йĕркелекен мероприяти йышлă. Çакă юпа уйăхĕнче иртекен Раççей халăхĕн Çыравĕпе те çыхăннă. Кашни артистăн аякри тăвансем патне çитмелле, чăвашлăх туйăмне вăратмалла. "Кĕмĕл сасă” фестивальте ăмăртакансен пулăшăвне шанатăп. Эсир культурăна, конкурса аталантаракансем. Кăçал çĕнтереймесен ан пăшăрханăр, çитес çул та сире хапăл туса кĕтсе илĕпĕр.

    Жюри комиссийĕн председателĕ ЧР искусствăсен тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Вячеслав Оринов яш-кĕрĕмпе хĕр-упраçа лăплантарма тăрăшрĕ.

    - Чăваш эстради вăй илет. Çакна фестиваль те çирĕплетет. Çулсерен эсир тăрăшнипе çĕнĕ сăвăç, композитор ятне илетпĕр. Хăрама кирлĕ мар. Сире пурте ырă сунаççĕ, - терĕ вăл. Конкурс яланхи пекех фестиваль гимнĕпе пуçланчĕ. Сцена çине тухнă пĕрремĕш ăмăртуçă, Саратов облаçĕнчен çитнĕ Эмилия Акчурина, ыттисен унăн юррипе çивĕч тупăшма тивессине систерчĕ. Юрăсенче юратупа савнисене халалланă темăна, Тăван çĕршывпа атте-анне пирки хайланисене сирчĕ. Ку йĕркеллĕ пулăмах-ши? Хăш-пĕр конкурсантăн юрăри рифма палăрманни, уйрăм сăмахсем çеç илтĕнни вара ĕçе вĕçне çитерменнине яр! уççăн кăтартрĕ. Маттурсем çав-çавах нумайрах пулчĕç. Тĕслĕхрен, Тăвай районĕн пики Виктория Захарова юрă сăввине те, кĕввине те хăех çырнă. Пĕрремĕш кун куракансем ăмăртакансен ĕçĕсемпе паллашрĕç.

    Гала-концерт умĕн пухăннисен чăтăмсăрлăхĕ час-часах алăри сехете пăхнинчен палăрчĕ. Тинех чаршав уçăлчĕ те ертÿçĕсем пурне те саламларĕç, сцена çине конкурсантсемпе жюри членĕсене тухма ыйтрĕç.

    - Ĕнер çав тери пысăк ĕç турăмăр, çур çĕр çитеспе çеç салантăмăр. Çĕнтерÿçĕсене палăртма йывăр пулчĕ. Ас тăвăр, пурнăç - кĕрешÿ. Çакна пурте лайăх чухлатпăр. Акă Тутар каччи Александр Шуркин тăваттăмĕш çул фестивале хутшăнать. Ирина Сафандеевăна манман-и-ха? Çав-çавах Гран-прие илсе кайрĕ вĕт. Пурте лауреатпа дипломат пулаймĕç. Лев Толстой: "Пултарулăхăн 5% - Турă пани, 95% - тар тăкни”, - тенĕ. Вячеслав Христофоров та тÿрех паллă юрăçă пулса çуралман. Музыка училищине, консерваторие пĕтернĕ. Айккинче тăрса юлтăм тесе ан кулянăр. Сирĕн, хăвăр хака пĕлекенсен, савăнмалла та çанă тавăрса ĕçлемелле, - терĕ Вячеслав Оринов. Конкурсантсене "Янташ” эстрада ушкăнĕ, пĕлтĕрхи "Кĕмĕл сасă” лауреачĕ Ирина Стешко, Николай Столяров, Ян Шредер тата ыттисем саламларĕç. Çапла фестивалĕн дипломанчĕсем Валентина Кобякова /Пушкăрт Республики/, Оксана Ласточкина /Комсомольски районĕ/, Татьяна Леонтьева /Вăрнар районĕ/, Олеся Николаева /Шупашкар районĕ/, Надежда Самарцева /Оренбург облаçĕ/, Александр Шуркин /Тутар Республики/ пулса тăчĕç. Лауреат ятне Анастасия Михайлова /Элĕк районĕ/, Алина Кудрявцева /Патăрьел районĕ/, Эльмира Акчурина /Саратов хули/, Елена Васильева /Ульяновск облаçĕ/, Екатерина Семенова /Çĕмĕрле районĕ/, Алиса Чайникова /Канаш районĕ/ тивĕçрĕç. Ятарлă премисене "Чи илемлĕ чăваш юрришĕн” Андрей Анисимов /Саратов облаçĕ/, "Чăваш наци конгресĕн президенчĕн парнине” Анатолий Печников /Комсомольски районĕ/, Оксана Ласточкина /Комсомольски районĕ/, Елена Васильева /Чĕмпĕр облаçĕ/, "Янра, юрă” ушкăнăн тата унăн ертÿçин Вячеслав Христофоровăн парнине” Татьяна Леонтьева /Вăрнар районĕ/, "Тÿлевсĕр аранжировка” Алина Кудрявцева /Патăрьел районĕ/, Чăваш эстрада артисчĕсен парнине Константин Рязанов /Çĕмĕрле хули/, Дмитрий Иванов /Вăрнар районĕ/ илчĕç. "Чи лайăх композитор” - Виктория Захарова /Тăвай районĕ/, "Чи тарăн туйăмлă юрăç” - Дмитрий Иванов /Вăрнар районĕ/, "Куракансем килĕштернĕ юрăç” - Константин Рязанов /Çĕмĕрле хули/, Гран-прие те Константин Рязанов тивĕçрĕ. 

    Çĕнтерÿçĕ И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн чăваш филологийĕпе культура факультечĕн 1-мĕш курсĕнче вĕренет. Конкурс çинчен ăна юлташĕ пĕлтернĕ. "Тавах, сире, атте-анне” юрра вăл ахальтен суйламан. Чи çывăх тăванĕсене вăл чунĕнче çынлăх туйăмĕн вăрлăхне акнăшăн хисеплет. Çĕмĕрле районĕнче çуралнăскер "Адрес детства - Россия” конкурсри çĕнтерĕвĕпе мăнаçланать. Республикăри тапхăрта пĕрремĕш вырăна тухнăскер Мускавра малтисен ретне тăма пултарнă. Пултарулăх çулĕнче пуçламăш утăмсем тума пулăшнăшăн Костя Çĕмĕрлери 8-мĕш гимназин педагогне Светлана Кочеренковăна тав тăвать. Конкурса хатĕрленме 17 çулти çамрăкпа ЧПУн экономикăпа менеджмент институтĕнче пĕлÿ пухакан Аня та хавхалантарнă. Пике чăвашла та тĕшмĕртет иккен. Час-часах: "Эпĕ сана юрататăп”, - тет. Çак сăмахсен пĕлтерĕшĕ тăван чĕлхепе витĕмлĕрех илтĕнет тесе шухăшлать вăл. Костя "Кĕмĕл сасă” фестивальти çĕнтерÿ эстрада алăкне уçма пулăшасса шанать. Ялти культура çуртĕнчен тухма пĕлмесĕр юрланăскер халĕ тĕп хуламăр сценисене парăнтарасшăн. Кăçалхи ăмăртуçăсен шайĕ пысăк пулнине йĕркелÿçĕсем те, куракансем те асăнчĕç. Фестиваль ят-сумĕ çулсерен ÿсессе шанас килет.
    Çыпăçтарнисем:
    Категори: | Миçе çын пăхнă: 830 | Кам хушнă: mixaj_58 | Тегисем: | Рейтинг: 3.5/8 |
    Пĕтĕмпе миçе комментари: 0


    Copyright © Аксар Чунтупай Cайт тăваканни: Михайлов Алексей (alex-net)