Виталий Михайловăн чăвашла сайчĕ


Чăваш кĕвви

Кĕмелли форма

Категорисем
Шырав
    ЧĂВАШ ЧĔЛХИ ЯЧĔПЕ ПУРТЕ ПĔР ПУЛАР!
Вĕрентÿ хыпарĕсем
Кун тăрăм
«  Çу 2024  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
  12345
6789101112
13141516171819
20212223242526
2728293031
free clock for website часы для сайта
Архив

2019 Çул - ГЕННАДИЙ АЙХИ (ЛИСИН) çУЛĕ

Геннадий Айхи


Ыйтăм

Мĕн вăл Çĕнĕ Çул парни?

Пурĕ миçе ответ: 94
Чат

Сайт тусĕсем
  • Сайт ту
  • Пĕтĕмпех веб-маçтăр валли
  • Пурне те кирлĕ программăсем
  • Санкт-Петербург чăвашĕсен сайчĕ
  • Рунетри чи лайăх сайтсем
  • Кулинари рецепчĕсем
  • Раççей уявĕсен календарĕ
  • Чăваш наци радиовĕ
  • ЧĂВАШ ЭСТРАДИН ФАН-КЛУБĔ
  • Чăваш эстрада юррисем
  • Виталий Михайловăн шкул сайчĕ
  • Чăваш чĕлхи вĕрентекенĕн музейĕ
  • Вĕрентекенсен порталĕ
  • Виртуаллă вĕренÿ пÿлĕмĕ
  • Калиниград чăвашĕсен сайчĕ
  • Самар чăвашĕсен сайчĕ
  • Красноярск чăвашĕсен сайчĕ
  • Раççей шкулĕсем

  • Чăваш ен телерадиокомпанийĕ
    Трак Ен сайчĕ
    Нестер Янкас пĕрлĕх сайчĕ
    Чăваш ачисем валли
    Тутар чăвашĕсен хаçачĕ
    "Кăмăл" веренÿ пĕрлешĕвĕ
    Чăваш халăх сайчĕ
    Красноармейски район сайчĕ


    GanGstA
    Статистика



    Паян çак сайтра пулнă юзерсем:
    Праздники России
    Çанталăк
    Красноармейски ялĕ
    rp5.ru

    noscript>>

    Виталий Михайлов

    Раççей символики
              Чăваш патшалăх ялавĕ

    Хапăл тăватăр-и,       ырă тăванăмăрсем! Эпĕ ялан хавас Сире курмашкăн хамăн сайтра

    Кĕçнерникун, 09.05.2024, 01:46
    Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх хыпарĕсем

    Чăваш чĕлхи. Электронлă пособи
    Тĕп страница » Хыпарсен архивĕ
    Материал сăн ÿкерчĕкĕ
    Кăрлач уйăхĕн 17-мĕшĕнче Чăваш наци библиотекин "Чăваш кĕнеки" вулав пÿлĕмĕнче пирĕн сумлă ентешĕн тата Чăваш халăх поэчĕн Юрий Сементерĕн поэзи каçĕ иртрĕ. Унта Вĕренÿ институтĕнче пĕлĕвне ÿстерекен чăваш чĕлхи учителĕсем (çав шутра çак йĕркесен авторĕ те), Чăваш ялхуçалăх академийĕн студенчĕсем, Шупашкарти ентешлĕх тата тĕрлĕ ÿнер çыннисем хутшăнчĕç. 
    Уяв каçĕнче сăвăçă хăй сăввисене вуласа пачĕ. Пĕрремĕш сăвва вара вăл шкулта чăваш чĕлхи вĕрентекенсене халалларĕ. Ун хыççăнхи сăввине - хăйшĕн пурнăç тĕслĕхĕ пулса тăнă Петĕр Хусанкая. Хусанкайпа чи малтан тата ĕçе пула тĕл пулнă самантсене те аса илчĕ поэт.
    Кунсăр пуçне çыравçă Филипп Лукинпа килĕштерсе ĕçлени, унпа пĕрле халăхра анлă сарăлнă юрăсем çырни çинчен каласа кăтартрĕ. Уйрăмах "Уçланкăри палан" юрă кун-çулĕ çинчен каласа пани кăсăклă пулчĕ пухăннисене.
    Наци вулавăшĕн ĕçченĕсем поэзи каçĕ тĕлне пысăк п ... Малалла вула »
    Миçе çын пăхнă: 662 | | Комментарисем (0)| Хăш кун хушнă: 25.01.2013 | Рейтинг:

    Материал сăн ÿкерчĕкĕ

    2013-мĕш çулхи нарăс уйăхĕн 21−22-мĕшĕсенче Чăваш Республикин вĕренÿ институтĕн чăваш филологийĕпе этнокультура вĕренĕвĕн кафедрипе лабораторийĕ чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсен «Уçă урок» пĕрремĕш фестивальне ирттерет.
    Фестиваль пĕтĕмĕшле тĕп (вăтам) тата професси паракан вĕренÿ учрежденийĕсен тăван чĕлхепе литература учителĕсен квалификацине ÿстермелли традицие кĕмен мелĕ пулса тăрать.
    Фестиваль тĕллевсем: педагогикăри тата методикăри çĕнĕ (тухăçлă) мелсемпе тата меслетсемпе ĕçлекен учительсене тупса палăртасси; ик чĕлхелĕх е тĕрлĕ халăх культури хушшинчи çыхăну концепцине тĕпе хурса творчествăллă тата пултаруллă ĕçлекен учительсене суйласа илесси. Тĕплĕнрех фестиваль положенийĕпе chrio.cap.ru адреспа кĕрсе паллашма пулать.

    http://gov.cap.ru/list4/news/rec.aspx?gov_id=13&link=&preurl=.&FKey=F_JURL_ID&id=1565428
    Миçе çын пăхнă: 714 | | Комментарисем (0)| Хăш кун хушнă: 25.01.2013 | Рейтинг:

    Материал сăн ÿкерчĕкĕ
    Кирек мĕнле ĕçĕн те йĕрки пур. Чăваш алфавитĕнчи мĕн пур сас паллисемпе усă курса çырмалли предложенисен конкурсне та пĕтĕмлетме вăхăт. Чи малтанах пĕр-ик сăмах конкурс пирки каламалла. Пурте ку конкурса мĕнле шутласа тупни пирки ыйту параççĕ. Алфавитри пур сас паллипе те усă курса çырнă предложение панграмма теççĕ, вырăсла хитререх каласан „разнобуквица” тени пулать ĕнтĕ. Кунашкал тĕслĕхсем вырăс, украин, акăлчан, нимĕç, француз, чех, пăлхар, грек, латыш, корей, яппун, эсперанто тата ытти халăхсен чĕлхипе тупса вулама пулать. Хăй вăхăтĕнче типографи валли сас паллисем шăратса шрифтсем епле çапăннине курма кирлĕ пулнă-ха ку япала. Çĕнĕрен те çĕнĕ шрифтсем шутласа тупаççĕ: вĕсен ячĕсем те тĕрлĕрен – пурне пуçра асра тытса пĕтереймĕн! Анлă сарăлнă Съешь [же] ещё этих мягких французских булок, да выпей чаю предложение Microsoft 1990 çултанпа усă курать. Артемий Лебедев (http://www.artlebedev.ru/kovodstvo/sections/) панграммăсене чылай çул хушши пухнă, ун патне çынсем хăйсен предложенийĕсене яра-яра панă.
    Чăваш çырулăхĕн хăйĕн историйĕ пур. Тĕрлĕ вăхăтра тĕрлĕ улшăнусем пулнине те вулакан аванах пĕлет пулĕ. Шкулта чĕрĕк ĕмĕр ĕçлетĕп, ачасене чăвашла вĕрентетĕп. ... Малалла вула »
    Миçе çын пăхнă: 652 | | Комментарисем (0)| Хăш кун хушнă: 12.01.2013 | Рейтинг:

    Материал сăн ÿкерчĕкĕ
    1. Чи пĕчĕк ĕç укçи 4630 тенкĕрен 5205 тенке çитрĕ
    2. Ача амăшĕн капиталĕ (çуратнă иккĕмĕш ачашăн) 408 пин те 960 тенке çитрĕ
    3. Ача амăшне ача 3 çула çитиччен 5 пинрен кая мар пособи тÿлеме пуçлаççĕ (кăрлачра вăл 5504 тенкĕ пулĕ)
    4. Автотранспорт налукĕ пĕр лаша вăйĕшĕн 12 тенкĕрен пуçласа (малтан 7 пулнă)  25 тенке (малтан 20 пулнă) çитрĕ; 70 лаша вăйĕччен вара пĕр пус та илмеççĕ
    5. Пурлăхшăн илекен налук (300 пинччен 0,1 процентах юлать) 0,2 процентран пуçласа 0,75 процентчен ÿсет
    6. Лавккари эрех хакĕ (çур литршăн) 125 тенкĕрен 170 тенке çити ÿсет
    7. Тĕрлĕ тÿре-шара ĕç укçине мĕнле расхутланине деклараци урлă тĕрĕслесе тăма пуçлаççĕ
    8. Çул-йĕр правилисене пăснăшăн штраф виçисем ÿсеççĕ (пиçиххи çыхмасăр çÿресен - 1000 тенкĕ, хирĕç килекен транспорт çулĕ çине тухнăшăн - 5000 тенкĕ...)
    9. Алкоголь продукцине çул çитмен çамрăксене ваккăн сутнăшăн штрафсем 10 хутчен хăпарчĕç

    Миçе çын пăхнă: 450 | | Комментарисем (0)| Хăш кун хушнă: 04.01.2013 | Рейтинг:

    Материал сăн ÿкерчĕкĕ
    2013 çул Хĕвел тухăç гороскопĕпе – хура Çĕлен çулĕ. Вĕçленсе пыракан çулăн хуçи – Аçтаха – власть тилхепине ăна февралĕн 10-мĕшĕнче кăна парать пулин те, эпир Çĕнĕ çула декабрĕн 31-мĕшĕнче çĕрле кĕтсе илетпĕр, апла-тăк – Çĕлен çулне те.
    Çĕлен çулĕнче пысăк улшăнусем пулаççĕ тесе систереççĕ астрологсем. Çапах та иртсе пыракан Аçтаха çулĕпе танлаштарсан, Çĕлен çулĕ лăпкăрах тата аркатусăртарах пулма тивĕç. Культура, эстетика, илем патне туртăнасси ӳсет. Тибет астрологийĕпе килĕшӳллĕн, 2013-мĕш – шыв Çĕленĕн çулĕ, апла-тăк унăн тĕсĕ – кăвак. Шыв Çĕленĕ пуян фантазипе, артистлăхпа, искусствăпа музыкăна юратнипе уйрăлса тăрать.
    Ăс-тăнпа çыхăннă ĕçре тăрăшакансен ĕçĕ ăнать ку çул. Китай гороскопĕнче ахальтен-им Çĕлен ăс-тăн, шухăшлав, ирĕклĕх палли? Çавăнпа тĕплĕн шутлакансене Çĕлен пулăшусăр хăвармастех эппин. 2013 çул пĕр-пĕрне чăнах та юратакансемшĕн мăшăрланма ăнăçлă. «Пĕр каçлăх юратупа» аппаланакансене вара çулталăк хуçи килĕштермест.
    Укçа-тенкĕ тĕлĕшĕнчен çакна каламалла: хăйĕн вăйĕпе тата ăс-тăнĕпе ĕçлесе илекенсен кĕсйи самаях хулăнланма тивĕç. Укçа çăмăллăн кĕрессе кĕтмелле мар.
    2013 çулта çуралакан ачасем ăнăçуллă çынсем пулĕç, пысăк çитĕнӳ ... Малалла вула »
    Миçе çын пăхнă: 672 | | Комментарисем (0)| Хăш кун хушнă: 29.12.2012 | Рейтинг:

    Материал сăн ÿкерчĕкĕ
    Миçе çын пăхнă: 657 | | Комментарисем (0)| Хăш кун хушнă: 26.12.2012 | Рейтинг:

    Материал сăн ÿкерчĕкĕ
    Хаклă ентешĕмĕрсем! Сире Çĕнĕ çул тата Раштав уявĕсен ячĕпе саламлатăп!

    Çĕнĕ çул умĕн вĕçленекен çулталăк кăтартăвĕсене пĕтĕмлетесси, мĕн тунине хакласси, малашлăх валли плансем тăвасси йăлана кĕнĕ.
    Тулли кăмăлпа палăртатăп: тĕп макроэкономика кăтартăвĕсемпе Чăваш Ен каллех çĕр-шывăн чи ăнăçлă регионĕсен шутне кĕчĕ. 2012 çулта эпир бюджет укçипе тухăçлă усă курас, пĕчĕк бизнес аталанăвĕ валли лайăх условисем йĕркелес, экономикăра тата бюджет сферинче ĕç укçине ÿстерес, нумай ачаллă тата çамрăк çемьесене, пĕчĕк тупăшлисене, ветерансене патшалăх енчен пулăшассине вăйлатас тĕллевлĕ политика тытса пытăмăр. Обшествăпа администраци енчен çирĕп тĕрĕслесе тăнине, вăхăтра комплекслă мерăсем йышăннине пула социаллă пĕлтерĕшлĕ таварсен хакĕсене сăлтавсăр ÿстерме памарăмăр.
    Ĕç стажĕ 40 тата 45 çула çитнĕ аслă çулсенчи 20 пин ытла çын «Чăваш Республикин ĕç ветеранĕ» ят тата хушма çăмăллăхсемпе усă курмалли право илчĕ.
    2012 çулхи кăрлачран тытăнса виççĕмĕш тата ун хыççăнхи ачасем çуралнă çемьесене республикăн 100 пин тенкĕпе танлашакан амăшĕн капиталне тÿлетпĕр, ăна кăçал 1,5 пине яхăн çемье илнĕ. 2013 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕнчен тытăнса вара виççĕмĕш е ун хыçç ... Малалла вула »
    Миçе çын пăхнă: 659 | | Комментарисем (1)| Хăш кун хушнă: 26.12.2012 | Рейтинг:

    Материал сăн ÿкерчĕкĕ
    Тюркологи пĕлĕвĕнче хăйĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ наука ĕçĕсемпе паллă йĕр хăварнă И.А. Андреев профессор пурнăçран уйрăлса кайнине ĕненме тата хаклă çыннăмăр пирĕн хушăра çуккине хăнăхма йывăр. Вилнĕренпе çулталăк çитрĕ пулин те вăл çаплах республикăри наука тата патшалăх учрежденийĕсенче − хăй ĕçленĕ Чăваш патшалăх университетĕнче, гуманитари тата вĕренÿ институчĕсенче çÿренĕ пек, ĕçлĕ канашлăва е диссертаци канашĕн ларăвне хутшăннă çĕрте пулнă пек туйăнса тăрать. Шăпах çакна палăртрĕç раштавăн 18-мĕшĕнче учёнăйăн Чăваш патшалăх гуманитари институтне пухăннă вĕренекенĕсемпе ĕçтешĕсем. Институтра И.А. Андреева асăнса курав уçăлчĕ. Илемлĕ калăпланă стенд çинче И.А. Андреев тĕрлĕ çулта ĕçтешĕсемпе, студентсемпе, çемйипе, пĕччен ÿкерттернĕ сăн ÿкерчĕксене курма пулать. Мероприятие куравăн кураторĕ, Гуманитари институчĕн учёнăй секретарĕ Л.П. Петров уçрĕ. Курава уçнă çĕрте Иван Андреевичăн юратнă мăшăрĕ Евгения Яковлевна пулчĕ. Курава йĕркелекенсене тата пухăннисене тав тунă май Евгения Яковлевна упăшкин килти библиотекине гуманитари институтне парнелени çин ... Малалла вула »
    Миçе çын пăхнă: 533 | | Комментарисем (0)| Хăш кун хушнă: 26.12.2012 | Рейтинг:

    Материал сăн ÿкерчĕкĕ
    Нумай пулмасть Чăваш кĕнеке издательствинчен пысăк вырăсла-чăвашла сăмах пуххи пичетленсе тухнă. Икĕ кĕнекерен тăракан словаре паллă чăваш чĕлхи тĕпчевçи Михаил Скворцов хатĕрленĕ.
    Ку пысăк ĕçе пурĕ 32 пин çурă сăмах кĕнĕ. Хушма пайра кĕскен вырăс грамматики çинчен çырса кăтартнă. Вулакан çавăн пекех унта çын ячĕсемпе географи ячĕсене, кĕскетӳсене тупма пултарать — вĕсене вырăсла тата чăвашла илсе панă.
    Словаре çывăх вăхăтра «СУМ» лавккара туянма май пулĕ.

    Миçе çын пăхнă: 586 | | Комментарисем (0)| Хăш кун хушнă: 24.12.2012 | Рейтинг:

    Материал сăн ÿкерчĕкĕ
    Вопрос повышения зарплаты бюджетникам обсуждали в Доме Правительства. Образование, культура и спорт — отрасли, где темпы роста доходов пока не очень высоки. Однако в декабре все должно измениться. Готовы ли бюджеты муниципалитетов к дополнительным расходам, выяснял Михаил Игнатьев на видеоконференции с главами районов и городов. 
     В министерстве финансов уверяют: деньги на повышение зарплаты, а это более 118 миллионов, направлены в муниципалитеты. Теперь задача глав — подготовить всю документацию и сработать оперативно. К примеру, у министра образования Чувашии есть вопросы к руководителям Новочебоксарска, Шумерли и Шумерлинского района. Там возникли некоторые проволочки. У министра культуры республики тоже вызывает опасение положение в Шумерлинском районе. Главу призвали к ответу. 
     К концу этого года средняя зарплата в отрасли культуры должна составить 8453 рубля. По сравнению с декабрем прошлого года, она вырастет почти на 30 процентов. Но до сих пор в 17 муниципалитетах, а это больше половины республики, зарплата сейчас ниже средней. 
     Вадим Ефимов, министр культуры, по делам национальностей и архивного дела ЧР: «Самая ... Малалла вула »
    Миçе çын пăхнă: 575 | | Комментарисем (0)| Хăш кун хушнă: 23.12.2012 | Рейтинг:

    Материал сăн ÿкерчĕкĕ
    Обсуждение этого многострадального закона растянулось на несколько лет. С того времени, как он поступил из правительства в Госдуму, в комитет с поправками обратились 600 тысяч граждан и поступило 40 тысяч коллективных обращений. В итоге законопроект существенно менялся, но принципиальные позиции остались теми же, что в первой версии, например, отсутствие начального профессионального образования, гарантии негосударственным учебным заведениям, сочетание государственного и договорного регулирования, возможность дистанционного и семейного образования.
    В законопроекте появились новые важные понятия, такие, например, как "конфликт интересов педагогического работника". Это, к слову, ситуация, когда у педагога появляется заинтересованность в получении материальной выгоды при выполнении своей работы. Например, когда учитель ведет и уроки, и платные занятия у одних и тех же учеников.
    Дошкольное образование отделено от "присмотра и ухода" за детьми. Проект разъясняет, что "присмотр и уход" - это меры по организации питания и хозяйственно-бытового обслуживания. А дошкольное образование предполагает получение элементарных знаний и умений. В законопроекте отдельно про ... Малалла вула »
    Миçе çын пăхнă: 629 | | Комментарисем (3)| Хăш кун хушнă: 21.12.2012 | Рейтинг:

    Материал сăн ÿкерчĕкĕ
    Паян, раштавăн 14-мĕшĕнче, вĕренӳ министерствинче Чăваш чĕлхин пĕрлехи комиссийĕн черетлĕ ларăвĕ иртрĕ.
    Чи малтанах Чăваш Республикин «Чăваш Республикинчи чĕлхесем çинчен» саккуна культура министерствине пăхăнакан учрежденисене епле пурнăçа кĕртнине пăхса тухрĕç. Докладшăн яваплă Казакова Т.В. ĕçсем мĕнле пыни пирки кĕскен каласа пачĕ: кĕнекесем туянни çинчен, халăх ушкăнĕсенчи ĕçсем çинчен, фестивальсемпе юрă-ташă ăмăртăвĕсем пирки. Çитменлĕхсем çинчен калаçма пуçласан вулашăври кĕнеке куравĕсен ячĕсем вырăсла пулнине асăнчĕ. Пачах вырăсла мар ĕнтĕ — кăнтăрти районсенче ку тĕлĕшĕнчен питĕ лайăх — стендсен ячĕсене чăвашла та вырăсла та çыраççĕ, Шупашкара çывхарнă май вара çак йăла япăхланса пырать. Çакна асра тытса ĕнтĕ килес çул ятсене чăвашла та вырăсла та çыртарассипе акцентласа ĕçлеме пуçлĕç. Докладăн тулли тексчĕпе кунта паллашма пулать. Доклада сӳтсе явнă май ытти учрежденисене те чĕлхесен саккунне пурнăçлама ыйтмалли пирки, уйрăмах ятсене чăвашла çыртармалли пирки калаçрĕç.
    Иккĕмĕш ыйтура культура учрежденийĕсен чăвашла ячĕсене çирĕплетесси пулчĕ. Кунта тавлашу нумай пулмарĕ («орленлĕ» е «орденĕллĕ» çырасси çинче çеç кăшт чарăнчĕç), сĕннĕ куçарусем ... Малалла вула »
    Миçе çын пăхнă: 550 | | Комментарисем (1)| Хăш кун хушнă: 14.12.2012 | Рейтинг:

    Материал сăн ÿкерчĕкĕ
    Вчера, 12 декабря, в Георгиевском зале Кремля президент Российской Федерации Владимир Путин выступил с Посланием к Федеральному Собранию - первым после избрания в марте 2012 года на пост Президента. Во время своего выступления Владимир Владимирович обратился к собравшимся парламентариям, министрам, общественным деятелям - всего около тысячи человек. В частности, касаясь социальной сферы и системы образования, он сказал:
    Отдельно хочу сказать о социальной сфере. За специалистами, работающими здесь, закрепилось казённое определение «бюджетники». Это, однако, те люди, которые имеют высокое образование, квалификацию; по содержанию своего труда, по культурным потребностям, по социальной активности они часть так называемого креативного класса. Креативный класс, а если использовать традиционное слово, интеллигенция – это прежде всего врачи, учителя, преподаватели вузов, работники науки, культуры, и такие люди работают в каждом регионе, в каждом посёлке, в каждом городе. В то же время по уровню доходов они пока не дотягивают до среднего класса, вынуждены отказывать себе и в нормальном отдыхе, и в жизненном комфорте, и в профессиональном развитии, искать постоянно д ... Малалла вула »
    Миçе çын пăхнă: 557 | | Комментарисем (0)| Хăш кун хушнă: 13.12.2012 | Рейтинг:

    Материал сăн ÿкерчĕкĕ
    1. Три ребенка — норма, детсады — без очереди и нервотрепки
    2. Полная деоффшоризация
    3. Налогу на роскошь да, «прогрессивке» — нет
    4. Счетную палату ограничить в сроках
    5. Временная дисквалификация для чиновников
    6. Кодекс политической конкуренции
    7. Паспорта потомкам, наказание незаконным мигрантам, въезд по ОЗП
    8. Героям Первой мировой — памятник, армии — семеновцы и преображенцы
    9. Нет возврату к лихим 90-М в приватизации
    10. Догнать и перегнать продовольственных лидеров и совершить дорожный прорыв
    Миçе çын пăхнă: 551 | | Комментарисем (0)| Хăш кун хушнă: 12.12.2012 | Рейтинг:

    Материал сăн ÿкерчĕкĕ
    В 1236 году, огромные полчища кочевников нахлынули на нашу Родину – Волжскую Болгарию. Вёл захватчиков старый полководец Чингисхана-Темучина – Субедей. Тогда он был уже полководцем и опекуном внука Темучина – Батыя, сына Джучи. Огромная армада, по оценкам некоторых исследователей достигавшая 300 тысяч воинов, разорила богатую и мирную страну гуннов на Волге. С тех горестных событий в 2013 году станет 777 лет.
    777 лет – три печальных Чувашских семёрки. Чуваши – последний осколок хунну-болгарских языков. Современная Чувашия начинается с тех лет. Остатки Волжских - Болгар, Сувар, Аскил (Эсгил), Барсил, Баранджар пяти основных царств составлявших Волжскую Болгарию, вынуждены были искать спасения на другой стороне Камы и Волги. Часть Болгар ушла за Каму, найдя спасение в лесах Аров (Удмуртов и Коми). Современный Арск – опорный пункт этой части Болгар, в основном исламского толка.
    Часть этих закамских Болгар по инерции-спасения продвинулась дальше по Вятке и Каме. Они со временем смешались с Удмуртами, дав начало особой удмуртской подгруппе Бесермены. Так на Руси называли Волжских Болгар.
    Другая часть, в основном не очень исламизированных Сувар, спасал ... Малалла вула »
    Миçе çын пăхнă: 457 | | Комментарисем (0)| Хăш кун хушнă: 12.12.2012 | Рейтинг:

    Материал сăн ÿкерчĕкĕ
    Ку конкурса йĕркелӳçĕсем чăвашсен пĕрремĕш букварĕ пичетленсе тухнăранпа 140 çул çитнине халалланă. Унта пур ӳсĕмри çын та хутшăнма пултарать: шкул ачисем те, мăннисем те. Ушкăнпа çырнă ĕçсене те йышăнаççĕ.
    «Съешь же ещё этих мягких французских булок, да выпей чаю» предложенире вырăс алфавичĕн мĕн-пур саспаллийĕ вырнаçнă. Кам та кам чăваш алфавитĕнчи мĕн-пур саспаллипе (37) усă курса чăвашла предложени çырса парать, çавна пысăк ПАРНЕ кĕтет. 

    Ăмăрту йĕрки:

    1) Предложенире чăваш алфавичĕн пур саспаллийĕ те пулмалла.
    2) Камăн илемлĕрех предложени пулать тата сас паллисен шучĕ чи сахалли (50-55 сас паллирен ытла мар!) — çав çĕнтерӳçĕ пулать.
    3) Предложенисене (Word 2007 форматпа çырнă) çирĕплетнĕ файлпа çак адреспа ярса памалла: Majkl67@mail.ru

    Хăвăр çинчен пĕлтерме ан манăр — хушамат, ят, ашшĕ ячĕ, миçе çултине кăтартăр, ăçтан пулнине те туллин çырăр. Хăвăрпа çыхăнмалли телефона кăтартма ан манăр.
    Конкурс пĕтĕмлетĕвĕ — 2012 çулхи раштавăн 25-мĕшĕ. 

    Пурне те ăнăçу сунатпăр. Васкăр!
    Ыйтса пĕлмелли телефон — 8-927-860-72-05 Евгений Александрович Майков
    Шупашкар районĕ, Кăшавăшри вăтам шкул.
    Миçе çын пăхнă: 534 | | Комментарисем (2)| Хăш кун хушнă: 11.12.2012 | Рейтинг:

    Материал сăн ÿкерчĕкĕ
    Миçе çын пăхнă: 750 | | Комментарисем (0)| Хăш кун хушнă: 07.12.2012 | Рейтинг:

    « 1 2 ... 14 15 16 17 18 ... 43 44 »

    Copyright © Аксар Чунтупай Cайт тăваканни: Михайлов Алексей (alex-net)