Виталий Михайловăн чăвашла сайчĕ


Чăваш кĕвви

Кĕмелли форма

Категорисем
Шырав
    ЧĂВАШ ЧĔЛХИ ЯЧĔПЕ ПУРТЕ ПĔР ПУЛАР!
Вĕрентÿ хыпарĕсем
Кун тăрăм
«  Раштав 2012  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
     12
3456789
10111213141516
17181920212223
24252627282930
31
free clock for website часы для сайта
Архив

2019 Çул - ГЕННАДИЙ АЙХИ (ЛИСИН) çУЛĕ

Геннадий Айхи


Ыйтăм

Хисеплĕ вĕрентекенĕмĕр! Эсир шкулта ĕçлесе илнĕ тупăшăрпа çăмăл машина туянма пултарятăр-и?
Пурĕ миçе ответ: 27
Чат

Сайт тусĕсем
  • Сайт ту
  • Пĕтĕмпех веб-маçтăр валли
  • Пурне те кирлĕ программăсем
  • Санкт-Петербург чăвашĕсен сайчĕ
  • Рунетри чи лайăх сайтсем
  • Кулинари рецепчĕсем
  • Раççей уявĕсен календарĕ
  • Чăваш наци радиовĕ
  • ЧĂВАШ ЭСТРАДИН ФАН-КЛУБĔ
  • Чăваш эстрада юррисем
  • Виталий Михайловăн шкул сайчĕ
  • Чăваш чĕлхи вĕрентекенĕн музейĕ
  • Вĕрентекенсен порталĕ
  • Виртуаллă вĕренÿ пÿлĕмĕ
  • Калиниград чăвашĕсен сайчĕ
  • Самар чăвашĕсен сайчĕ
  • Красноярск чăвашĕсен сайчĕ
  • Раççей шкулĕсем

  • Чăваш ен телерадиокомпанийĕ
    Трак Ен сайчĕ
    Нестер Янкас пĕрлĕх сайчĕ
    Чăваш ачисем валли
    Тутар чăвашĕсен хаçачĕ
    "Кăмăл" веренÿ пĕрлешĕвĕ
    Чăваш халăх сайчĕ
    Красноармейски район сайчĕ


    GanGstA
    Статистика



    Паян çак сайтра пулнă юзерсем:
    Праздники России
    Çанталăк
    Красноармейски ялĕ
    rp5.ru

    noscript>>

    Виталий Михайлов

    Раççей символики
              Чăваш патшалăх ялавĕ

    Хапăл тăватăр-и,       ырă тăванăмăрсем! Эпĕ ялан хавас Сире курмашкăн хамăн сайтра

    Шăматкун, 20.04.2024, 05:12
    Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх хыпарĕсем

    Чăваш чĕлхи. Электронлă пособи
    Тĕп страница » 2012 » Раштав » 14 » Чăваш чĕлхи комиссийĕн ларăвĕ иртнĕ
    Чăваш чĕлхи комиссийĕн ларăвĕ иртнĕ
    23:20
    Материал сăн ÿкерчĕкĕ
    Паян, раштавăн 14-мĕшĕнче, вĕренӳ министерствинче Чăваш чĕлхин пĕрлехи комиссийĕн черетлĕ ларăвĕ иртрĕ.
    Чи малтанах Чăваш Республикин «Чăваш Республикинчи чĕлхесем çинчен» саккуна культура министерствине пăхăнакан учрежденисене епле пурнăçа кĕртнине пăхса тухрĕç. Докладшăн яваплă Казакова Т.В. ĕçсем мĕнле пыни пирки кĕскен каласа пачĕ: кĕнекесем туянни çинчен, халăх ушкăнĕсенчи ĕçсем çинчен, фестивальсемпе юрă-ташă ăмăртăвĕсем пирки. Çитменлĕхсем çинчен калаçма пуçласан вулашăври кĕнеке куравĕсен ячĕсем вырăсла пулнине асăнчĕ. Пачах вырăсла мар ĕнтĕ — кăнтăрти районсенче ку тĕлĕшĕнчен питĕ лайăх — стендсен ячĕсене чăвашла та вырăсла та çыраççĕ, Шупашкара çывхарнă май вара çак йăла япăхланса пырать. Çакна асра тытса ĕнтĕ килес çул ятсене чăвашла та вырăсла та çыртарассипе акцентласа ĕçлеме пуçлĕç. Докладăн тулли тексчĕпе кунта паллашма пулать. Доклада сӳтсе явнă май ытти учрежденисене те чĕлхесен саккунне пурнăçлама ыйтмалли пирки, уйрăмах ятсене чăвашла çыртармалли пирки калаçрĕç.
    Иккĕмĕш ыйтура культура учрежденийĕсен чăвашла ячĕсене çирĕплетесси пулчĕ. Кунта тавлашу нумай пулмарĕ («орленлĕ» е «орденĕллĕ» çырасси çинче çеç кăшт чарăнчĕç), сĕннĕ куçарусемпе килĕшнипе вĕçленчĕ.
    Виççĕмĕш ыйтура чăваш чĕлхин орфографине сӳтсе яврĕç. Пĕтĕмпех мар — тахçантанпах тавлаштаракан пĕр ыйтăва çеç: пĕрле е уйрăм çырасси пирки. Алексей Леонтьевпа Юрий Виноградов çак ыйтăва тахçанах татса пани, ун патне тепĕр хут таврăнма кирлĕ мар пирки калаçрĕç пулин те комиссин ытти пайташĕсене итленĕ хыççăн вĕренӳ министрĕ Иванов Владимир Николаевич çак ыйтупа уйрăм канашлу пухса тĕрлĕ шухăшсене пуçтарса пĕр тĕпе çитермелли пирки протокола кĕртрĕ. Тавлаштараканни пур пулсан ăна сӳтсе явмалли çинчен пĕлтерчĕ. Уйрăм канашлăва ирттерме гуманитари институчĕн директорне Ю.Н. Исаева сĕнчĕ.
    Тăваттăмĕш ыйтура Раççей Федерацийĕпе Чăваш Республикин хисеплĕ ячĕсемпе çыравçăсен псевдонимĕсене çирĕплетесси пулчĕ. Ку ыйтусем малтанхи ларуранах пулин те хальхинче вĕсене самай çĕнетнĕ. Якатнă хыççăн та килĕшменнисем тупăнчĕç. Уйрăмах хисеплĕ ятсем тавлашуллă пулчĕç. Министр пĕтĕмлетнĕ тăрăх малтанхи ларура килĕшмен самантсем мĕнле пулнă, халĕ те çаплипех юлнă мĕн. Пĕтĕмĕшле вара икĕ список тума йышăнчĕç — комисси пайташĕсем пĕтĕмĕшле хирĕçлемен йыш тата тавлашуллисен йышĕ. Пĕтĕмĕшле хирĕçлеменнисене йышăнса ыттисене каярах тепре пĕрле сӳтсе явма калаçса татăлчĕç. Çыравçăсен псевдонимĕсемпе те килĕшменнисем пулчĕç. Юрий Михайлович вĕсенче калăплану пĕрпеклĕхне курас килчĕ пулсан псевдонимсен йышне хатĕрлекенсем вара псевдонимсен авторĕсен шухăшне тĕпе хурса тунă иккен. Çапах та тавлашусем вĕçленнĕ хыççăн псевдонимсем йышне хальхинче йышăнас терĕç.
    Комисси йышăннă докуменсем çитес вăхăтра ун сайтĕнче вырнаçĕç.

    Çыпăçтарнисем:
    Категори: | Миçе çын пăхнă: 546 | Кам хушнă: mixaj_58 | Тегисем: | Рейтинг: 5.0/1 |
    Пĕтĕмпе миçе комментари: 1
    1 Migulaj   (29.12.2012 20:39) [Материал]
    Чăваш чĕлхин пĕрлехи комиссийĕн черетлĕ ларăвĕ мĕнле чĕлхепе иртрĕ?


    Copyright © Аксар Чунтупай Cайт тăваканни: Михайлов Алексей (alex-net)