Виталий Михайловăн чăвашла сайчĕ


Чăваш кĕвви

Кĕмелли форма

Категорисем
Шырав
    ЧĂВАШ ЧĔЛХИ ЯЧĔПЕ ПУРТЕ ПĔР ПУЛАР!
Вĕрентÿ хыпарĕсем
Кун тăрăм
«  Кăрлач 2013  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
 123456
78910111213
14151617181920
21222324252627
28293031
free clock for website часы для сайта
Архив

2019 Çул - ГЕННАДИЙ АЙХИ (ЛИСИН) çУЛĕ

Геннадий Айхи


Ыйтăм

Мĕн вăл Çĕнĕ Çул парни?

Пурĕ миçе ответ: 94
Чат

Сайт тусĕсем
  • Сайт ту
  • Пĕтĕмпех веб-маçтăр валли
  • Пурне те кирлĕ программăсем
  • Санкт-Петербург чăвашĕсен сайчĕ
  • Рунетри чи лайăх сайтсем
  • Кулинари рецепчĕсем
  • Раççей уявĕсен календарĕ
  • Чăваш наци радиовĕ
  • ЧĂВАШ ЭСТРАДИН ФАН-КЛУБĔ
  • Чăваш эстрада юррисем
  • Виталий Михайловăн шкул сайчĕ
  • Чăваш чĕлхи вĕрентекенĕн музейĕ
  • Вĕрентекенсен порталĕ
  • Виртуаллă вĕренÿ пÿлĕмĕ
  • Калиниград чăвашĕсен сайчĕ
  • Самар чăвашĕсен сайчĕ
  • Красноярск чăвашĕсен сайчĕ
  • Раççей шкулĕсем

  • Чăваш ен телерадиокомпанийĕ
    Трак Ен сайчĕ
    Нестер Янкас пĕрлĕх сайчĕ
    Чăваш ачисем валли
    Тутар чăвашĕсен хаçачĕ
    "Кăмăл" веренÿ пĕрлешĕвĕ
    Чăваш халăх сайчĕ
    Красноармейски район сайчĕ


    GanGstA
    Статистика



    Паян çак сайтра пулнă юзерсем:
    Праздники России
    Çанталăк
    Красноармейски ялĕ
    rp5.ru

    noscript>>

    Виталий Михайлов

    Раççей символики
              Чăваш патшалăх ялавĕ

    Хапăл тăватăр-и,       ырă тăванăмăрсем! Эпĕ ялан хавас Сире курмашкăн хамăн сайтра

    Шăматкун, 20.04.2024, 12:34
    Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх хыпарĕсем

    Чăваш чĕлхи. Электронлă пособи
    Тĕп страница » 2013 » Кăрлач » 12 » Конкурс вĕçленчĕ! Çĕнтерÿçĕсем паллă
    Конкурс вĕçленчĕ! Çĕнтерÿçĕсем паллă
    19:24
    Материал сăн ÿкерчĕкĕ
    Кирек мĕнле ĕçĕн те йĕрки пур. Чăваш алфавитĕнчи мĕн пур сас паллисемпе усă курса çырмалли предложенисен конкурсне та пĕтĕмлетме вăхăт. Чи малтанах пĕр-ик сăмах конкурс пирки каламалла. Пурте ку конкурса мĕнле шутласа тупни пирки ыйту параççĕ. Алфавитри пур сас паллипе те усă курса çырнă предложение панграмма теççĕ, вырăсла хитререх каласан „разнобуквица” тени пулать ĕнтĕ. Кунашкал тĕслĕхсем вырăс, украин, акăлчан, нимĕç, француз, чех, пăлхар, грек, латыш, корей, яппун, эсперанто тата ытти халăхсен чĕлхипе тупса вулама пулать. Хăй вăхăтĕнче типографи валли сас паллисем шăратса шрифтсем епле çапăннине курма кирлĕ пулнă-ха ку япала. Çĕнĕрен те çĕнĕ шрифтсем шутласа тупаççĕ: вĕсен ячĕсем те тĕрлĕрен – пурне пуçра асра тытса пĕтереймĕн! Анлă сарăлнă Съешь [же] ещё этих мягких французских булок, да выпей чаю предложение Microsoft 1990 çултанпа усă курать. Артемий Лебедев (http://www.artlebedev.ru/kovodstvo/sections/) панграммăсене чылай çул хушши пухнă, ун патне çынсем хăйсен предложенийĕсене яра-яра панă.
    Чăваш çырулăхĕн хăйĕн историйĕ пур. Тĕрлĕ вăхăтра тĕрлĕ улшăнусем пулнине те вулакан аванах пĕлет пулĕ. Шкулта чĕрĕк ĕмĕр ĕçлетĕп, ачасене чăвашла вĕрентетĕп. Çакăн пек шухăш пуçра çуралчĕ: чăваш алфавитĕнчи пур сас паллипе усă курса хитре предложени тăвасчĕ. Хăтланса пăхма пулать. Кун пекки хальччен пулман вĕт. Тата иртнĕ çул И.Я.Яковлевăн чăваш букварĕ (1872 ç.) пичетленсе тухнăранпа 140 çул тултарчĕ. Çак пулăма епле те пулин палăртас тесе çак конкурса Интернет урлă ирттерме шутларăмăр. Чăваш радиовĕ пĕлтерчĕ, чăваш халăх сайтĕнче, „Ирĕклĕ сăмах” интернет хаçатра, Виталий Михайлов сайтĕнче тата „Тантăшра” хыпар пулчĕ. Вăхăтне те икĕ эрне çеç патăмăр, тен, сахал та пулчĕ пулĕ. Предложенисем килме пуçларĕç, шăнкăравлаççĕ. Тĕлĕнмелле интереслĕ конкурс, анчах пĕрре те çăмăл мар иккен теççĕ. Тата конкурс çĕнтерÿçине пысăк парне шантарнă-çке эпир. Пĕрисем тата парни мĕн пулать, питĕ пĕлес килет тесе ыйтаççĕ, эп вĕсене малтан ĕçне тăвăр-ха тетĕп. Мускаври пĕр хĕр журналист, хитре саслăскер, телефонпа шăнкăравласах интервью илчĕ – вĕсем те илтнĕ пирĕн конкурс çинчен!
    Халĕ вара конкурса килнĕ ĕçсем пирки. Пурĕ вĕсем 13 районтан, 3 хуларан 18 предложени. Тутарстанти Нăрлат хулинчи С.В.Пятаковран килчĕ конкурса пĕр тăпăл-тăпăл предложени. Конкурс йĕркипе килĕшÿллĕн ушкăнпа, тĕрлĕ ÿсĕмрисем хутшăнма пултарнă. Амăшĕпе хĕрĕ А.Н.Ивановăпа Ю.В.Соловьева (Йĕпреç районĕ), Красноармейскинчи Зинаида Петровнăпа Виталий Михайлович Михайловсем маттур, пĕр шкулта тăрăшакан Т.Н.Атлашкинăпа П.А.Семёнова (Куславкка районĕ, Тĕрлемес) тата Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Хуракассинчи Т.Г.Кудряшова конкурса сăвăласа шăрçаланă ĕç ярса панă. Шăмăршă районĕнчи Пуянкассинчи Л.П.Красновăран харăсах виçĕ предложени килчĕ вĕт – çывăрман. Чи çамрăк- ки – 14 çулхи Салмина Кристина (Патăрьел районĕ, Кивĕ Ахпÿрт) та маттур пулчĕ.
    Предложенисенче нумай пĕр йышши членсене çырса кайни ĕç хакне чакарать. Конкурса кăткăслатаканни-йывăрлатаканни – б, г, д, ж, з, щ, ц, ф, ъ, о сас паллисем вырăс чĕлхи урлă кĕнĕ сăмахсенче çеç тĕл пулни. Вырăслинех танлаштарăр – предложенисем тума ансатрах. Апла пулин те 3-мĕш вырăнта Яруткина Светлана Вячеславовна, чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенĕ (Хĕрлĕ Чутай районĕ, Хусанушкăнь) – Эх, бриджи йĕмлĕ чи вăрăм цыган шофёр подъездра щит çине пăхса сÿрĕккĕн „у!” юрласа ярать. 2-мĕш вырăнта – Иванова Людмила Петровна, пуçламăш классене вĕрентекенĕ (Шупашкар районĕ, Апаш) – Подъезд умĕнчи гараж çывăхне Бонифаций шÿтлесе щётка, этюдник таянтарать. Конкурс çĕнтерÿçи – Павлова Ольга Яковлевна, чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенĕ (Çĕрпÿ хули) – Эх, ÿлĕм съездра çав Лёня Щербатый офицер жаргонĕ шыв юхнă пек чул касать! 
    Конкурса хутшăннисене пурне тав сăмахĕ калатпăр, пурнăçра çирĕп сывлăх, телей, ăнăçу сунатпăр. Конкурса хутшăнни çинчен ĕнентерекен сертификатсене ăçта парассине çывăх вăхăтра пĕлтĕрĕпĕр, малти вырăнсене тухнисене диплом, çĕнтерÿçе дипломпа парне кĕтет.

    Çыпăçтарнисем:
    Категори: | Миçе çын пăхнă: 649 | Кам хушнă: mixaj_58 | Тегисем: | Рейтинг: 5.0/1 |
    Пĕтĕмпе миçе комментари: 0


    Copyright © Аксар Чунтупай Cайт тăваканни: Михайлов Алексей (alex-net)