Виталий Михайловăн чăвашла сайчĕ


Чăваш кĕвви

Кĕмелли форма

Категорисем
Шырав
    ЧĂВАШ ЧĔЛХИ ЯЧĔПЕ ПУРТЕ ПĔР ПУЛАР!
Вĕрентÿ хыпарĕсем
Кун тăрăм
«  Кăрлач 2013  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
 123456
78910111213
14151617181920
21222324252627
28293031
free clock for website часы для сайта
Архив

2019 Çул - ГЕННАДИЙ АЙХИ (ЛИСИН) çУЛĕ

Геннадий Айхи


Ыйтăм

Ĕмĕр пурăн, ĕмĕр вĕрен тенине эсир епле ăнланатăр?
Пурĕ миçе ответ: 34
Чат

Сайт тусĕсем
  • Сайт ту
  • Пĕтĕмпех веб-маçтăр валли
  • Пурне те кирлĕ программăсем
  • Санкт-Петербург чăвашĕсен сайчĕ
  • Рунетри чи лайăх сайтсем
  • Кулинари рецепчĕсем
  • Раççей уявĕсен календарĕ
  • Чăваш наци радиовĕ
  • ЧĂВАШ ЭСТРАДИН ФАН-КЛУБĔ
  • Чăваш эстрада юррисем
  • Виталий Михайловăн шкул сайчĕ
  • Чăваш чĕлхи вĕрентекенĕн музейĕ
  • Вĕрентекенсен порталĕ
  • Виртуаллă вĕренÿ пÿлĕмĕ
  • Калиниград чăвашĕсен сайчĕ
  • Самар чăвашĕсен сайчĕ
  • Красноярск чăвашĕсен сайчĕ
  • Раççей шкулĕсем

  • Чăваш ен телерадиокомпанийĕ
    Трак Ен сайчĕ
    Нестер Янкас пĕрлĕх сайчĕ
    Чăваш ачисем валли
    Тутар чăвашĕсен хаçачĕ
    "Кăмăл" веренÿ пĕрлешĕвĕ
    Чăваш халăх сайчĕ
    Красноармейски район сайчĕ


    GanGstA
    Статистика



    Паян çак сайтра пулнă юзерсем:
    Праздники России
    Çанталăк
    Красноармейски ялĕ
    rp5.ru

    noscript>>

    Виталий Михайлов

    Раççей символики
              Чăваш патшалăх ялавĕ

    Хапăл тăватăр-и,       ырă тăванăмăрсем! Эпĕ ялан хавас Сире курмашкăн хамăн сайтра

    Кĕçнерникун, 25.04.2024, 05:10
    Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх хыпарĕсем

    Чăваш чĕлхи. Электронлă пособи
    Тĕп страница » 2013 » Кăрлач » 25 » Юрий Сементер: "Чунра хӗмленнӗ йӗркесем..."
    Юрий Сементер: "Чунра хӗмленнӗ йӗркесем..."
    22:47
    Материал сăн ÿкерчĕкĕ
    Кăрлач уйăхĕн 17-мĕшĕнче Чăваш наци библиотекин "Чăваш кĕнеки" вулав пÿлĕмĕнче пирĕн сумлă ентешĕн тата Чăваш халăх поэчĕн Юрий Сементерĕн поэзи каçĕ иртрĕ. Унта Вĕренÿ институтĕнче пĕлĕвне ÿстерекен чăваш чĕлхи учителĕсем (çав шутра çак йĕркесен авторĕ те), Чăваш ялхуçалăх академийĕн студенчĕсем, Шупашкарти ентешлĕх тата тĕрлĕ ÿнер çыннисем хутшăнчĕç. 
    Уяв каçĕнче сăвăçă хăй сăввисене вуласа пачĕ. Пĕрремĕш сăвва вара вăл шкулта чăваш чĕлхи вĕрентекенсене халалларĕ. Ун хыççăнхи сăввине - хăйшĕн пурнăç тĕслĕхĕ пулса тăнă Петĕр Хусанкая. Хусанкайпа чи малтан тата ĕçе пула тĕл пулнă самантсене те аса илчĕ поэт.
    Кунсăр пуçне çыравçă Филипп Лукинпа килĕштерсе ĕçлени, унпа пĕрле халăхра анлă сарăлнă юрăсем çырни çинчен каласа кăтартрĕ. Уйрăмах "Уçланкăри палан" юрă кун-çулĕ çинчен каласа пани кăсăклă пулчĕ пухăннисене.
    Наци вулавăшĕн ĕçченĕсем поэзи каçĕ тĕлне пысăк парне хатĕрленĕ. Вĕсем Ю.С.Семенов - Сементер поэтăн пурнăçĕпе пултарулăхне халалланă "Чунра хӗмленнӗ йӗркесем" электронлă кăларăм пуçтарнă. Унта "Кун-çулăм", "Литература пултарулăхĕ", "Пурнăçăм тата ĕçĕм", "Пурнăç саманчĕсен фотогалерейи" тата "Библиографи" пайсене вырнаçтарнă. Мультимеди кăларăмне кунсăр пуçне 71 сăвă тексчĕ (вырăсла тата чăвашла), поэтăн сăввисемпе çырнă 25 юррăн кĕвĕ файлĕ кĕнĕ.
    Вулавăш ĕçченĕсем поэзи каçĕ тĕлне поэтăн вулавăшра упранакан кĕнекисен выставкине йĕркеленĕ.
    Пухăннисем тата тухса калаçакансем поэта ырлăх-сывлăх сунчĕç, малашне те поэзи анинче çĕнĕ шедеврсем çураласса шаннине палăртрĕç.
    Малашнехи ĕç планĕпе те паллаштарчĕ çыравçă. Халĕ вăл тутар поэзийĕн анталогине (унта 71 тутар поэчĕн пултарулăхĕ кĕрет) чăвашла куçарассипе тимлет иккен. Юлашкинчен поэт хăй сăмахне çапла вĕçлерĕ: "Чăваш чĕлхине пĕтме парар мар...". Çапла пултăрах, чăвашсем калашле.
    Çыпăçтарнисем:
    Категори: | Миçе çын пăхнă: 658 | Кам хушнă: mixaj_58 | Тегисем: | Рейтинг: 5.0/1 |
    Пĕтĕмпе миçе комментари: 0


    Copyright © Аксар Чунтупай Cайт тăваканни: Михайлов Алексей (alex-net)