Виталий Михайловăн чăвашла сайчĕ

Чăваш кĕвви

Кĕмелли форма

Категорисем
Шырав
    ЧĂВАШ ЧĔЛХИ ЯЧĔПЕ ПУРТЕ ПĔР ПУЛАР!
Вĕрентÿ хыпарĕсем
Кун тăрăм
«  Çу 2020  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
    123
45678910
11121314151617
18192021222324
25262728293031
free clock for website часы для сайта
Архив

2019 Çул - ГЕННАДИЙ АЙХИ (ЛИСИН) çУЛĕ

Геннадий Айхи

Ыйтăм

Мĕн вăл Çĕнĕ Çул парни?

Пурĕ миçе ответ: 94
Чат

Сайт тусĕсем
  • Сайт ту
  • Пĕтĕмпех веб-маçтăр валли
  • Пурне те кирлĕ программăсем
  • Санкт-Петербург чăвашĕсен сайчĕ
  • Рунетри чи лайăх сайтсем
  • Кулинари рецепчĕсем
  • Раççей уявĕсен календарĕ
  • Чăваш наци радиовĕ
  • ЧĂВАШ ЭСТРАДИН ФАН-КЛУБĔ
  • Чăваш эстрада юррисем
  • Виталий Михайловăн шкул сайчĕ
  • Чăваш чĕлхи вĕрентекенĕн музейĕ
  • Вĕрентекенсен порталĕ
  • Виртуаллă вĕренÿ пÿлĕмĕ
  • Калиниград чăвашĕсен сайчĕ
  • Самар чăвашĕсен сайчĕ
  • Красноярск чăвашĕсен сайчĕ
  • Раççей шкулĕсем

  • Чăваш ен телерадиокомпанийĕ
    Трак Ен сайчĕ
    Нестер Янкас пĕрлĕх сайчĕ
    Чăваш ачисем валли
    Тутар чăвашĕсен хаçачĕ
    "Кăмăл" веренÿ пĕрлешĕвĕ
    Чăваш халăх сайчĕ
    Красноармейски район сайчĕ

    GanGstA
    Статистика

    Паян çак сайтра пулнă юзерсем:
    Праздники России
    Çанталăк
    Красноармейски ялĕ
    rp5.ru

    noscript>>

    Виталий Михайлов

    Раççей символики
              Чăваш патшалăх ялавĕ

    Хапăл тăватăр-и,       ырă тăванăмăрсем! Эпĕ ялан хавас Сире курмашкăн хамăн сайтра

    Ытларикун, 05.11.2024, 02:24
    Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх хыпарĕсем

    Чăваш чĕлхи. Электронлă пособи
    Тĕп страница » 2020 » Çу » 13 » Виноградов Ю.М.: Кĕнеке, статья çырмасăр малашне епле пурăнăп?
    Виноградов Ю.М.: Кĕнеке, статья çырмасăр малашне епле пурăнăп?
    00:15
    Материал сăн ÿкерчĕкĕ

    Эпĕ пырса чăрмантарнă чухне те ĕçлĕччĕ вăл. Вĕрентекен шăнкăравлать - сăмах пĕлтерĕшне уçăмлатасшăн. Кун йышши шăнкăравсене кун каçа темиçе те йышăнать чун киленĕçне ĕçре куракан Юрий Виноградов чĕлхеçĕ.

    Пушкăрт Республикин Ишимбай районĕнчи Васильевка ялĕнче тăватă ачаллă çемьере çитĕннĕ, Пелепей педучилищинче, ЧППИре, ЧПУра, аспирантурăра вĕреннĕ, хĕсметре тăнă. Наука тĕпчев институтĕнче, ЧПУра, Вĕренÿ институчĕн чăваш чĕлхи кафедрин ертÿçинче ĕçленĕ. Вăл - 150 ытла ăслăлăх, вĕрентÿпе методика ĕçĕсен, шкул учебникĕсен авторĕ, филологи наукисен кандидачĕ, Чăваш Республикин вĕрентĕвĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Социализм ăмăртăвĕн 1979 çулхи çĕнтерÿçи. Ăна «Педагогикăри çитĕнÿсемшĕн» кăкăр паллипе чысланă.

    БИОГРАФИРЕН: Пушкăрт Республикин Ишимбай районĕнчи Васильевка ялĕнче тăватă ачаллă çемьере çитĕннĕ, Пелепей педучилищинче, ЧППИре, ЧПУра, аспирантурăра вĕреннĕ, хĕсметре тăнă. Наука тĕпчев институтĕнче, ЧПУра, Вĕренÿ институчĕн чăваш чĕлхи кафедрин ертÿçинче ĕçленĕ. Вăл - 150 ытла ăслăлăх, вĕрентÿпе методика ĕçĕсен, шкул учебникĕсен авторĕ, филологи наукисен кандидачĕ, Чăваш Республикин вĕрентĕвĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Социализм ăмăртăвĕн 1979 çулхи çĕнтерÿçи. Ăна «Педагогикăри çитĕнÿсемшĕн» кăкăр паллипе чысланă.

    - Юрий Михайлович, Чăваш çĕрĕ çине мĕнле çул илсе çитернĕ сире?

     - Атте Михаил Степанович шкулта географи, зоологи, хими, ботаника вĕрентрĕ, директорта чылай ĕçлерĕ. Мана шкула кайичченех вулама-çырма вĕрентрĕ. Хамăр ял шкулĕнче 7 класс пĕтерсен Пелепей хулине кайрăм. Педучилищĕрен пирĕн яла çамрăк учительница килнĕччĕ, юрă урокĕсенче мандолина калатчĕ. Çав инструмента калама манăн та хăнăхас килчĕ. Училищĕне ялта питĕ мухтатчĕç. Тăван чĕлхене унта Чăваш патшалăх педагогика институтне пĕтернĕ Алексей Иванов вĕрентрĕ. Питĕ хитре калаçатчĕ, ăслăччĕ. Занятисенче унăн кашни сăмахне çырса пыма тăрăшаттăмăр. Вĕренмелли учебник сахалччĕ. Алексей Иванович Шупашкартан 1957 çулта пичетленнĕ «Материалы по грамматике современного чувашского языка» кĕнекене, М.Сироткин профессор редакцилесе кăларнă Чăвашла-вырăсла словаре илсе килчĕ. Преподаватель Шупашкар çинчен сайра каласа кăтартатчĕ, шÿтлетчĕ: «Таса, тирпейлĕ хула, унта халĕ лашасемпе çÿремеççĕ», - тетчĕ. Ун чухне Пелепейре лавсемпе çÿретчĕç-ха. Шупашкар асамлă хула пек туйăнатчĕ.

     - Училище хыççăн Шупашкара çул тытрăр-и вара?

     - Пĕр çул хамăр ял шкулĕнче ачасене вĕрентрĕм те Чăваш патшалăх педагогика институтне кĕрес тесе çула тухрăм. Экзаменсене ăнăçлă тытса историпе филологи факультечĕн вырăс тата чăваш чĕлхи уйрăмĕн студенчĕ пулса тăтăм. Шупашкара çитсенех ун чухнехи Ял хуçалăх институчĕн чарăнăвĕнче ансан пысăк сас паллисемпе «ялхуçалăх» тесе пĕрле çырни тĕлĕнтерчĕ. Уйрăм çырмаллине Пелепейре чухнех пĕлеттĕм. 1-мĕш курсра вĕреннĕ чухне орфографи правилисене улăштарчĕç. Алексей Иванович пире пĕрле-уйрăм çырассин йĕркине пĕрре каласах ăнлантарчĕ. Çавăнпа маншăн орфографи нихăçан та йывăрлăх пулман. - Çапла, орфографие улăштарнипе паллă эсир. - Студент чухнех тавлашуллă пухура пултăм. Ăна 1961 çулхи орфографие пăрахăçлас тесе йĕркеленĕччĕ. Пирвайхи курс ĕçĕ манăн «Чăваш орфографийĕн историйĕ» ятлăччĕ. Ĕçе И.Павлов доцент ертсе пычĕ. Вăл каланипе мана аспирантурăра вĕренме сĕнчĕç. Унта мана И.Андреев профессор чĕлхе пĕлĕвĕпе 30 ытла кĕнеке-статья списокне пачĕ. Вуларăм, тĕпчерĕм. Андреев вĕрентĕвне хальхи вĕрентÿ тесе йышăнтăм. Диссертацие те çĕннине шута илсе çыртăм.

    – Университетра экзаменсен вăхăтĕнче студентсене каçхи 8-9 сехетчен лартаттăр.

     - Экзамен - тĕрĕслев кăна мар. Педучилищĕре чухнех урокпа пĕрлех экзамен та вĕрентÿ мелĕ пулнине калатчĕç. Студентсем кайран синтаксиса ятарласа вĕренес çуккине туяттăм. Вĕренсе çитерейменнисене кĕске вăхăтра та пулин ăнлантарас килетчĕ. Шкул пуласлăхĕ эпĕ вĕрентекен çынсенчен килнине аван ăнланаттăм. Студент патшалăх экзаменĕнче кăтартнă пĕлÿ тăрăх манăн ĕçе хакланине те асра тытаттăм.

    - Эсир - çемьеллĕ çын. Ун чухне ачăрсем те пĕчĕк пулнă. Мăшăр кÿренместчĕ-и каçа юлса таврăннăшăн?

    - Кÿреннĕ те пулĕ. Вăрçатчĕ тепĕр чухне: «Мĕн тума киле таврăнтăн? Унтах çывăрмаллаччĕ», - тетчĕ. Канмалли кун çемьепе пулма тăрăшаттăм. Икĕ ывăлпа пĕр хĕр çитĕнтертĕмĕр. Ача çитĕнтерессин пысăк пайĕ мăшăрăм çине тиенчĕ. Халĕ мăнукăмсем пур, улттă – кашни ачан икшер ача. Миша ывăлăмăн çемйипе пĕрле пурăнатпăр. Ачисем, йĕкĕреш, 3 çул тултарман-ха. Аслă хĕрĕмĕн Люсьăн ачисем пысăкланчĕç. Асли Мускавра вĕренет, кĕçĕнни – 46-мĕш шкулта. Аслă хĕрĕмĕн ĕмĕрĕ кĕске пулчĕ, Люсьăна пирĕнтен тăхăр çул каялла усал шыçă уйăрса кайрĕ. Кĕçĕн ывăл Аксар Çĕнĕ Шупашкарта пурăнать. Инженер, пай пуçлăхĕ. - Вĕренÿ институтĕнче те ĕçлерĕр. Хăвăра ăçта кирлĕрех туяттăр? - Студентсемпе нумай вăхăт иртетчĕ: хăнăхтарусем хатĕрлемелле, текст тупмалла... Ĕçĕ Вĕренÿ институтĕнче те сахал пулмарĕ.

    - Сирĕнпе калаçатăп та - ĕçе пуçĕпех путнă эсир. Кану валли вăхăт пур-и?

    - Ĕçе тĕплĕ тума хăнăхтарнă пире. Çав йĕркепех пурăнатăп. Пысăк е пĕчĕк ĕç ăнсан савăнăç çитет, чун юрлать, ăнмасан пăшăрхану килет, çĕр çывăрайми шухăшлатăн. Кĕнеке, статья çырмасăр малашне епле пурăнăп? Кун çинчен шухăшлама та хăратăп. - Халĕ мĕнпе канăçсăрланатăр? - 500 страницăллă Чăваш орфографи словарьне хатĕрлесе кĕнеке издательствине 2019 çулта патăм. Пичетленмеллеччĕ – тытăнса тăрать-ха. 9-мĕш класс вĕренмелли учебнике те пĕлтĕрех патăмăр. Ку кĕнекепе иртнĕ вĕренÿ çулĕнче ĕçлеме пуçламаллаччĕ. Халĕ 10-11-мĕш классен учебникне хатĕрлетĕп. - Ялсенче те ачасем вырăсланса пыни сисĕнет. - Пăшăрхантаракан пулăм. Чăвашăн хăйĕн ачипе чăвашлах калаçмалла та. Ача садĕнчех чăвашла вĕрентмелле. Ялта та, хулара та. Вĕренÿ институчĕ садиксенче ĕçлеме кирлĕ материал хатĕрлет, воспитательсене вĕрентет. Ĕç усса каясса шанатăп.

    Çыпăçтарнисем:
    Категори: | Миçе çын пăхнă: 702 | Кам хушнă: mixaj_58 | Тегисем: | Рейтинг: 0.0/0 |
    Пĕтĕмпе миçе комментари: 0

    Copyright © Аксар Чунтупай Cайт тăваканни: Михайлов Алексей (alex-net)