Виталий Михайловăн чăвашла сайчĕ


Чăваш кĕвви

Кĕмелли форма

Категорисем
Шырав
    ЧĂВАШ ЧĔЛХИ ЯЧĔПЕ ПУРТЕ ПĔР ПУЛАР!
Вĕрентÿ хыпарĕсем
Кун тăрăм
«  Çу 2019  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
  12345
6789101112
13141516171819
20212223242526
2728293031
free clock for website часы для сайта
Архив

2019 Çул - ГЕННАДИЙ АЙХИ (ЛИСИН) çУЛĕ

Геннадий Айхи


Ыйтăм

Шкул директорĕсене демократиллĕ майпа вĕренекенсемпе вĕсен ашшĕ-амăшĕсем суйланине ырлатăр-и?
Пурĕ миçе ответ: 15
Чат

Сайт тусĕсем
  • Сайт ту
  • Пĕтĕмпех веб-маçтăр валли
  • Пурне те кирлĕ программăсем
  • Санкт-Петербург чăвашĕсен сайчĕ
  • Рунетри чи лайăх сайтсем
  • Кулинари рецепчĕсем
  • Раççей уявĕсен календарĕ
  • Чăваш наци радиовĕ
  • ЧĂВАШ ЭСТРАДИН ФАН-КЛУБĔ
  • Чăваш эстрада юррисем
  • Виталий Михайловăн шкул сайчĕ
  • Чăваш чĕлхи вĕрентекенĕн музейĕ
  • Вĕрентекенсен порталĕ
  • Виртуаллă вĕренÿ пÿлĕмĕ
  • Калиниград чăвашĕсен сайчĕ
  • Самар чăвашĕсен сайчĕ
  • Красноярск чăвашĕсен сайчĕ
  • Раççей шкулĕсем

  • Чăваш ен телерадиокомпанийĕ
    Трак Ен сайчĕ
    Нестер Янкас пĕрлĕх сайчĕ
    Чăваш ачисем валли
    Тутар чăвашĕсен хаçачĕ
    "Кăмăл" веренÿ пĕрлешĕвĕ
    Чăваш халăх сайчĕ
    Красноармейски район сайчĕ


    GanGstA
    Статистика



    Паян çак сайтра пулнă юзерсем:
    Праздники России
    Çанталăк
    Красноармейски ялĕ
    rp5.ru

    noscript>>

    Виталий Михайлов

    Раççей символики
              Чăваш патшалăх ялавĕ

    Хапăл тăватăр-и,       ырă тăванăмăрсем! Эпĕ ялан хавас Сире курмашкăн хамăн сайтра

    Юнкун, 18.12.2024, 21:20
    Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх хыпарĕсем

    Чăваш чĕлхи. Электронлă пособи
    Тĕп страница » 2019 » Çу » 15 » «Улăп-2019: Эпир Улăп йăхĕнчен!» VII инçет викторина хуравĕсем
    «Улăп-2019: Эпир Улăп йăхĕнчен!» VII инçет викторина хуравĕсем
    00:25
    Материал сăн ÿкерчĕкĕ

    Чăвашсен паллă поэчĕ Нестер Янкас (Н.К. Ефимов) çуралнăранпа 110 çул çитнине паллă туса ирттернĕ «Асран кайми юрăç пулам-и?» инçет викторина хуравĕсем тата пĕтĕмлетÿ протоколĕ

    Нестер Янкас ăçта тата хăçан çуралнă? Янкас сăмах (псевдоним) мĕне пĕлтерет? Поэт-çыравçăн ытти псевдонимĕсене калăр.

    Нестер Кириллович Ефимов (Янкас) 1919 çулхи нарăсăн 20-мĕшĕнче Хусан кĕпĕрнин Етĕрне уесĕн Упи вулăсĕн Янкас ялĕнче (халĕ – Чăваш Республикин Красноармейски районне кĕрет) вăтам хресчен çемйинче çуралнă.

    Янкас сăмах Н.И. Ашмарин словарĕнче «юмахри сăнара» е «йăх ятне» пĕлтерет тесе çырнă. Тĕрĕк чĕлхине илес пулсан, термин «çĕнĕ ял», çĕнĕ касă» тенине çывăх тăрать.

    Нестерăн псевдонимĕсем (хушма ячĕсем): Вируй, Шантимир Неçукĕ, Кантимĕр Неçукĕ, Кирилл Неçукĕ (шкулти стена хаçатĕнче чи малтан усă курнисем) тата Нестер Янкас (официаллă литература псевдонимĕ).

    Унăн ачалăхĕ çинчен мĕн пĕлетĕр? Сăвă çырма ăна мĕн хистенĕ? Вăл ăçта-ăçта вĕреннĕ тата ĕçленĕ, мĕнле пултарулăхпа палăрнă?

    Унăн ачалăхĕ 20-мĕш ĕмĕр пуçламăшĕнчи пăлхавăрлă саманара иртнĕ. Сакăр çулта шкула кайнă, ашшĕн вăтам хресчен хуçалăхĕнче çĕр ĕçĕпе тимленĕ. Шкулта юратнă предмечĕсем литературăпа истори пулнă. Вулама, сăвăсене пăхмасăр калама, шÿтлеме, мыскара тума юратнă.

    Нестер Янкас амăшĕ Çĕньял Карай ялĕнчен пулнă. Нестерăн кукашшĕ пÿртсем тума çÿренĕ, сĕтел-пукан, чÿрече рамисем ăсталанă. Ырă кăмăллă кукамăшĕпе шÿтлеме юратакан кукашшĕ ачасене питĕ юратнă, иккĕшĕ те юмах ăстисем пулнă. Нестер ача чухне вĕсен асамлă юмахĕсене итлеме юратнă. Юмахсем ачасене пĕрре савăнтарса култарнă, тепре кулянтарса тарăн шухăша янă. Çапла майпа халăх сăмахлăхне тата литературăна юратни ăна сăвă-калавсем çырма хистенĕ.

    Ялти шкулта ăс пухнисĕр пуçне Нестер Упири 6 çул вĕренмелли шкулта, Çĕрпÿри икĕ сыпăклă шкулта тата Шупашкарти типографи çумĕнчи фабрикăпа завод (ФЗО) шкулĕнче наборщика вĕреннĕ.

    Шупашкарти типографире наборщикра, Самар хулинче Мяги ячĕллĕ типографире кĕнеке калăплакан редакторта тимленĕ тата «Колхозник» хаçат çумĕнчи литература пĕрлешĕвĕн ĕçне хастар хутшăннă, Шупашкарта «Сунтал» литература журналăн литература сотрудникĕнче тата яваплă секретарĕнче ĕçленĕ.

    Унăн литературăри пултарулăхĕ питĕ анлă пулнă. Сăвăсем çырнисĕр пуçне 7 поэма, 9 калав калăпланă, ытти халăхсен литературине чăвашла куçарнă. Апла пулсан Нестер Янкас поэт кăна мар, писатель-çыравçă та, тăлмачă та.

    Нестер Янкас хăйĕн пĕрремĕш сăввисене ăçта-ăçта тата хăçан пичетленĕ? Пĕрремĕш сăвă кĕнеки мĕн ятлă тата хăçан пичетленнĕ?

    Нестер Янкас хăйĕн пĕрремĕш сăввисене Янкасри пуçламăш шкулта вĕреннĕ вăхăтра Вируй псевдонимпа стена хаçатĕнче пичетленĕ. Малтанхи сӑввисем 1928 ҫулта «Сунтал» журналта, «Канаш» тата «Çамрăк хресчен» хаҫатсенче пичетленнĕ («Отпуск хыççăн», «Çурхи хĕвелпе «калаçни», «Аппа юрри», «Шăллăм пионер çырăвĕ»). Пĕрремĕш сăвă кĕнеки «Сăвăсем» ятлă, вăл 1930 çулта кун çути курнă. Ун чухне Нестер çирĕм пĕррере кăна пулнă-ха.

    Нестер Янкас поэта Сталин самани мĕншĕн репрессиленĕ? Унăн айăпсăр «айăпĕ» мĕнре пулнă? Унăн айăпне хăçан реабилитациленĕ? Поэтăн айăпне сирес тесе кам ытларах тăрăшнă?

    Нестер Янкасăн кун-çулĕ Сталин вăхăтĕнчи синкерлĕ саманапа çыхăннă. Нумай енлӗ талант вĕресе тӑнӑ Янкас чун-чӗринче. Тӗрӗссипе, ҫынна хаклама пĕлекен, Тăван ҫĕр-шыва чунтан парăннӑ ҫын пулнӑ. Каварлӑ элеке пула хур тӳснӗскер, хӑҫан та пулин чӑнлӑх суяпа ултава ҫӗнтерессе ҫирӗп шаннӑ. Ҫав тӗрӗслӗх ҫӗнтерчӗ-ҫĕнтерчех. 1956 ҫулта Сталин репрессине сирсе, айăпсăррисен таса ятне каялла тавӑрасси пирки йышăну тухнӑ. Унпа килӗшӳллӗн, Нестер Янкас ячӗ те 1957 çулта тепӗр хут тивӗҫлӗ вырӑна ларнӑ. Ҫакна ӗнентерекен хут унӑн тӑван шӑллӗнче Г. К. Кирилловра паян кунчченех упраннă. Пĕрле ĕçленĕ юлташĕсем, çав шутра паллă сăвăçсем те, вăл питĕ хăвăрт чап илесрен кĕвĕçме пуçланă, мĕнле те пулин «шăйрăк» тупса, ăна тĕп тума шутланă. Суд материалĕсене илсен: «Н. К. Ефимов-Янгас 7 мая 1941 года в связи с назначением Сталина председателем СНК СССР говорил: «В Германии правительство и партия находятся в одних руках – Гитлера. И у нас то же самое – в руках Сталина. «Это так и должно быть. Вот, например, в Германии власть сосредоточена в руках Гитлера, в Италии – в руках Муссолини, у нас тоже правительство и партия будет в руках Сталина... (С. А. Шумков). На предварительном следствии А.А. Эсхель заявил, что он не доверяет Янгасу, потому что тот жалуется на плохую жизнь и отсутствие в стране свободы творчества. По этой причине у него получаются плохие стихи. Будто Нестер Янгас говорил: «Какая же эта жизнь, когда колхозники сидят без хлеба? А сами кричим, что у нас счастливая, культурная жизнь. Смешно». Или «Попробуйте написать так (как Некрасов) о современной жизни. Так покажут, не то что печатать». На предварительном следствии А.А. Эсхель заявил, что он не доверяет Янгасу, потому что тот жалуется на плохую жизнь и отсутствие в стране свободы творчества. По этой причине у него получаются плохие стихи.
    Çакăн йышши элексене пула, ăна «халăх тăшманĕ» тесе айăпланă. Унăн айăпсăр « айăпĕсем»:

    Кулак ывăлĕ пулни тата хăйне суйлав прависĕр хăварнине комсомола тата партине кĕнĕ чух каламанни

    Совет влаçне хирĕç сăмахсем калани

    Патриотла сăвăсем çырассинчен пăрăнма хăтланни

    Парти кандидачĕн вăхăчĕ иртсен партие кĕме заявлени паманни

    Сталина Халăх комиссарĕсен Канашĕн председателĕ пулма çирĕплетнине çынсем умĕнчех хирĕçлени

    Çамрăксене çул памасть, юриех тиркешет тенĕ

    Буржуалла националистпа, Мĕтри Юманпа, çыхăну тытни тата социализмшăн кĕрешме чĕнекен хайлавсем çырманни

    Çапла вара, 1941 çулхи çĕртме уйăхĕн вĕçĕнче ăна арестлеççĕ – тăватă уйăх хушши тăтăш чĕнтерсе тĕпчеççĕ, юлашкинчен суд туса вунă çула хупса лартма йышăну тăваççĕ. Пĕр вăхăт Янкас Улатăр тĕрминче ларать, кĕçех Анат Тагила лекет, ăна кирпĕч çапакан заводра ĕçлеттереççĕ. 1942 çулхи февралĕн 27-мĕшĕнче унăн пурнăçĕ татăлать… Диагноз: «Причина смерти – упадок сердечной деятельности». Григорий Кириллов, Янкас шӑллӗ, синкер самана серепине лексе айӑпсăр айӑпланнӑ поэтӑн таса ятне тавӑрас тӗлӗшпе нумай тӑрӑшнӑ, хăрушсăрлăх органĕсене çыру хыççăн çыру ăсатнă. Унӑн еткерлӗхне сыхласа хӑварассишӗн те пайтах тимленӗ. Унпа ҫыхӑннӑ мӗн пур документсене, сӑн ÿкерчӗксене, ҫырусене, хаҫат-журналсенчен касса илнӗ материалсене пухас тӗлӗшпе куллен ӗҫленӗ. Нестер Янкаспа ҫыхӑну тытнӑ, тӗрмере пӗрле пулнӑ ҫынсемпе тӗл пулнӑ, аса илÿсем илсе юлнӑ. Хӑй те "Асран кайми Нестер пичче", "3254-мĕш ӗҫ" аса илӳсен ярӑмӗсене «Ялав» журналта пичетленӗ.

    Поэтăн çемйи çинчен мĕн пĕлетĕр? Ашшĕ-амăшĕ, тăванĕсем, мăшăрĕпе ачисем çинчен тĕплĕнрех çырса парăр. Поэтăн вилес умĕн каланă юлашки сăмахĕ мĕнле пулнă?

    Нестер Янкасăн ашшĕ Кирилл Ефимович Ефимов (1879-1933), амăшĕ Акулина Захаровна (1880-1928) пулнă. Вĕсен 6 ача çуралнă: Митраппан (1906-1938), Нестер (1909-1942), Григорий (1919-2010), Анна (1911-паллă мар), Михаил (çуралсанах вилнĕ) тата Лиза (1916-1938). 1938 çулта Митраппанпа Лиза йывăр чире пула вилеççĕ. Нестер Янкасăн ашшĕпе амăшĕ хăй пурăннă чухнех вилнĕ. Амăшĕ 1928 çулта, 48 çула çитсен вилнĕ. Ашшĕ, «кулак» тесе репрессине лекнĕскер, ссылкăран тарса килнĕ хыççăн 1933 çулхи çĕртме уйăхĕнче Çĕрпÿ тĕрминче 54 çулта чухне вилнĕ.

    Нестер Янкас 1935 çулта филармони артисткипе Анна Малышкинăпа çемье çавăрнă, вĕсен умлă-хыçлă виçĕ ача çуралнă: Сетнер, Валерий тата Роза. Анчах та Нестер Янкаса репрессиленĕ çулах, 1941-мĕш çулхи сивĕ кĕркунне 6 çула пуснă «халăх тăшманĕн» ачисен – 6 çула пуснă Сетнерĕн, 4 çулхи Валерин, 2-ри Розăн кун-çулĕсем татăлнă: влаçсем хушнипе хула хваттерĕнчен вут сарайне хăваласа кăларнăскерсен выçăпа тата сивĕпе вăйĕсем чакнă, сывлăхĕсем хавшанă, больницăна хуни те çăлайман. Арăмне вара ĕç прависĕр хăварнă, унăн ирĕксĕрех упăшкинчен – «халăх тăшманĕнчен» уйрăлма тивнĕ. Кайран вăл филармонии артисчĕпе Валерий Комиссаровпа çĕнĕ çемье çавăрнă, унпа Толя ятлă ывăл ача çуратса ÿстернĕ.

    Поэтăн Сталин лагерĕнче вилес умĕнхи сăмахĕсем çапла пулнă: «Мана, пĕр айăп çук çынна, хамăн юлташсемех халăх тăшманĕ тесе сутрĕç, тĕрмене ячĕç. Эпĕ айăплă мар! Эпĕ халăх тăшманĕ мар! Эпĕ совет поэчĕ!»

    Поэт хăш халăх поэчĕсен сăввисене чăвашла куçарнă? А.С. Пушкин хайлавне чăвашла куçарса мĕн ятлă кĕнеке кăларнă?

    Нестер Янкас ăста тăлмачă пулнă. Вăл А.С. Пушкин, М.Ю. Лермонтов, А.В. Кольцов, Н.А. Некрасов, Т.Г. Шевченко, Джамбул Джабаев, Павло Тычина, Микола Бажан сăввисене, Мажит Гафури, Антон Чеховпа Максим Горький калавĕсене чăвашла куçарнă. М.Ю. Лермонтовăнне «Пирĕн вăхăтри герой» тата «Тамань» произведенийĕсен сыпăкĕсене те чăвашла куçарнă. Хăй пурăннă чух куçарусен икĕ кĕнекине кун çути кăтартнă, çав шутра Пушкинăн хайлавĕсене «Пĕчĕк трагедисем» ятпа пухса кăларнă.

    Н.К. Янкасăн прозăпа çырнă хайлавĕсене асăнса тухăр. Вĕсенчен хăшĕ паллăраххи тата пултаруллăраххи шутланать?

    Вăл проза жанрĕпе вунна яхăн калав-очерк çырса пичетленĕ. Вĕсенчен паллăраххисем: «Катя», «Сăрнаев», «Праскипе Петĕр», «Телейлĕ çул», «Тыткăнра». Вĕсенчен чи пахи – «Катя» калав. «Катя» калавра этемĕн ăш-пиллĕхĕпе ҫынлăх туртăмĕсене ытла та ĕнентерӳллĕ кăтартса панă. Юратупа чун тасалăх ыйтăвĕсене чуна пырса тивмелле ҫутатнă. Тĕп геройсем йывăрлăхсем витĕр тухса юратăва ҫăлса хăварма май тупаççĕ. Катьăпа Гриша сăнарĕсем юратура ҫирĕп чун хаваллă пулма вĕрентеҫҫĕ.

    «Тухăçлă та ăнăçлă ĕçленĕ сăвăç. Унăн «Чапаев вилĕмĕ», «Тимĕрçĕ хĕрĕ», «Мавзолей» тата ытти сăввисене шкулта вĕренеттĕмĕр, сцена çинче калаттăмăр», - тесе кам каланă?

    «Тухăçлă та ăнăçлă ĕçленĕ сăвăç. Унăн «Чапаев вилĕмĕ», «Тимĕрçĕ хĕрĕ», «Мавзолей» тата ытти сăввисене шкулта вĕренеттĕмĕр, сцена çинче калаттăмăр». Çак сăмахсене Чăваш халăх поэчĕ Георгий Ефимов каланă. Вăл 1928 çулхи утă уйăхĕн 9-мĕшĕнче Канаш районĕнчи Малти Ăнтавăшра çуралнă. Чăваш кĕнеке издательствинче редакторта, Чăваш писателĕсен союзĕнче консультантра тата ответлă секретарьте, «Ялав» журналăн тĕп редакторĕнче, «Коммунизм ялавĕ» (халĕ «Хыпар») хаçатра пай пуçлăхĕнче, Чăваш кĕнеке издательствинче редакцисен заведующийĕнче, унтан каллех «Ялав», «Тăван Атăл» журналсен редакцийĕсенче вăй хунă. Георгий Ефимовăн малтанхи сăввисем 1946 çулта «Ялав» журналта пичетленнĕ. Пĕтĕмĕшпе илсен, чăвашла 30 кĕнеке кун çути кăтартнă. Унăн сăввисене вырăсла куçарса Мускаври «Советский писатель», «Советская Россия», «Современник», «Молодая гвардия», «Малыш» издательствăсенче 30 кĕнеке кăларнă.

    Поэт хăй пурăннă чух пурĕ миçе кĕнеке кăларма пултарнă? Каярахри тапхăрта тата мĕнле кĕнекесем тухнă? Ячĕсене тата пичетленнĕ çулĕсене çырса парăр.

    Нестер Янкас хăй пурăннă чух пурĕ 9 кĕнекере пичетленнĕ: «Сăвăсем» (1930), «Викторпа шăнкăрч» (1931), «Ирхи йĕрсем» (1931), «Кĕркунне» (1935), «Çул çинче» (1938), «Чăваш поэзийĕн анталогийĕ» ( 1939), «Ӗç кĕввисем» (1940), «Парне» (1940), «Михаç» (1940), «Иккĕмĕш парне» (1941). Кунсăр пуçне икĕ кĕнеке – куçарусем. Вилнĕ хыççăн тĕрлĕ вăхăтра тата 5 кĕнеке тухнă: «Катя» (1958), «Лирика» (1961), «Телейлĕ çул» (1985), «Улăх кĕвви» (1991, «Ял пурнăçĕ» хаçат), «Халал» (1999, «Ял пурнăçĕ» хаçат).

    Нестер Янкас пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ çинчен юлашки вăхăтра тухнă литературăпа публицистика кĕнеки çинчен каласа парăр. Ăна кам пухса кăларнă?

    2010 çулта Осип Алексеев (Ăсан Уçăпĕ) çыравçă-журналист ертсе пынипе Шупашкар хулинчи «Трак ен» ентешлĕх тата Нестер Янкас ячĕллĕ культура тата искусствăпа литература пĕрлĕхĕпе пĕрле «Çĕнĕ вăхăт» типографире «Нестер Янкас пурнăçĕпе пултарулăхĕ» ятпа кĕнеке кăларнă. Ку кĕнекене поэтăн сăввисемпе поэмисем, эпиграммисем, тĕрлĕ авторăн вырăс чĕлхинчен чăвашла куçарнă сăввисем, унăн кĕвве хывнă сăввисем, калавĕсем, публицистика статйисем, çырăвĕсем, чăваш поэчĕсемпе шкул ачисем Нестер Янкаса халалланă сăввисем, ăна хакласа каланисем, сăвăçа тĕрĕс мар айăплани çинчен, Нестер Янкас пĕрлĕхĕ çинчен статьясем кĕртнĕ. Ум сăмахне Юрий Сементер поэт çырса хатĕрленĕ.

    Пĕтĕмлетÿ протоколĕ

    Çыпăçтарнисем:
    Категори: | Миçе çын пăхнă: 511 | Кам хушнă: mixaj_58 | Тегисем: | Рейтинг: 5.0/1 |
    Пĕтĕмпе миçе комментари: 0


    Copyright © Аксар Чунтупай Cайт тăваканни: Михайлов Алексей (alex-net)