Пĕтĕмлетÿ протоколĕ
- Геннадий Федорович Юмарт (Трофимов) 1938 çулхи çу уйăхĕн 5-мĕшĕнче Чăваш Республикин Красноармейски районĕнчи Кайри Карăк ялĕнче çуралнă. Юмарт псевдоним пĕлтерĕшĕ: кăмăллă, вашават, тарават, уçă, явăк, чеелĕхсĕр, ăшпиллĕ, чун-чĕреллĕ. Юмартăн ашшĕ колхозра бухгалтерта ĕçленĕ. Амăшĕ ахаль колхозница пулнă. Çемьере виçĕ ача ÿснĕ: 2 хĕр те пĕр ывăл - Геннадий.
- «Эпĕ ачаранпах поэзипе кăсăкланма пуçланă. Мана хавхалантараканнисем иккĕмĕш сыпăкри пиччемсем – Виталипе Герман пулчĕç. Вĕсем кĕнеке вулама юрататчĕç, илемлĕ ÿкеретчĕç, сăвă çыратчĕç. Вĕсен витĕмĕпе эпĕ те сăвă çырма пуçларăм. Астăватăп-ха, тăваттăмĕш класра чухне хамăн кĕсье блокнотĕнче çуркунне пăр кайни, Мускав еннелелле вĕçекен тÿпери самолёт шавĕ çинчен пĕрремĕш йĕркесем çырăнчĕç. Кĕске вăхăтрах çав пĕчĕк блокнот лирикăлла хайлавсемпе тулса ларчĕ. Паллах, вĕсем ытларах чĕрчунсем çинчен, çут çанталăк çинчен пулнă. Кĕçех хам пеккисемпе пĕрле стена хаçачĕ кăларма пуçларăмăр. Çеçпĕл Мишши тĕслĕхĕпе ăна «Çăлтăр» (Звездочка) ят патăмăр. Аслă классенче (9-мĕш класран) район хаçачĕпе («Ял пурнăçĕпе») туслашрăм...» («Юмарт Г.Ф. Вопросы чувашского литературоведения, перевода и фольклористики: тезисы, статьи, рецензии, обзоры / сост. И.В. Софронова. Чебоксары: Изд-во Чуваш. ун-та, 2013. 290 с.» кĕнекерен). «Эпĕ хама тĕпчевçĕ пуласса шутламан. Мана журналист ĕçĕ ытларах кăсăклантарнă» («Хыпар» хаçатри В. Егоров илнĕ интервьюран). 1955 çулта вăтам шкултан вĕренсе тухнă хыççăн Шупашкарта И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институтĕнче пĕлӳ илнĕ. 1961-1965 çулсенче вăл Самар облаçĕн Исаклă районĕнчи малтан Аслă Микушкелти, кайран Кĕçĕн Микушкелти чăваш шкулĕсенче чăваш тата вырăс чĕлхипе литератури вĕрентнĕ. 1965-1970 çулсенче Чăваш кĕнеке издательствинче корректорта, редакторта ĕçленĕ. 1970-2000, 2004-2009 çулсенче — Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн литература пĕлĕвĕпе фольклористика пайĕн ĕçтешĕ. 2001-2006 çулсенче Г.Ф. Юмарт доцент И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче «Ача-пăча литератури» дисциплина вĕрентнĕ тата «Текстологи» специализаци ертсе пынă.Г.Ф. Юмарт — вĕрентекен, корректор, редактор, текстолог, сăвăç, куçаруçă, фольклорист, тĕпчевçĕ.
- Геннадий Юмарт хăйĕн малтанхи сăввине 1954 çулта «Коммунизм ялавĕ» (халĕ – «Хыпар») хаçатра (вăл ун чухне 9-мĕш класра пулнă) пичетленĕ. Каярах – «Ялав», «Тăван Атăл» журналсенче, «Çамрăк коммунист», «Тантăш» хаçатсенче. Пĕрремĕш сăвă кĕнеки 1969 çулта «Тивĕç» («Долг») ятпа кун çути курнă. Вăл ун чухне 31 çулта пулнă.
- Чăнах, Юмарт псевдонимлă авторсем чăваш литературинче тата пур. Вĕсем – Валерий Егоровпа Виталий Чекушкин, педагогика институтĕнче пĕрле вĕренсе туслашнă юлташсем. Туслăх çирĕплĕхне кăтартас тесе вĕсем пурте пĕр псевдоним – Юмарт хушăм ята йышăннă. Егоров Валерий Петрович (1937, раштав, 1, Чăваш Республикин Шупашкар районĕнчи Çĕньял ялĕ ‒ 2003, авăн, 13, Самар облаçĕн Клевлĕ районĕнчи Йĕкер сали) — литература тишкерӳçи, публицист. Чăваш патшалăх педагогика институтĕнче вĕреннĕ хыççăн 1960-2003 çулсенче Самар облаçĕнче чăваш чĕлхипе литератури вĕрентнĕ, шкул директорĕн вĕрентÿ енĕпе ĕçлекен çумĕнче, директорта тăрăшнă. Юмарт Виталий Семёнович (чăн хушамат Чекушкин) (1938, нарăс, 6 Чăваш Республикин Патăрьел районĕнчи Сăкăт ялĕ – 2013) ‒ чăваш сăвăçи, литература тишкерÿçи, вĕрентÿçĕ. Чăваш патшалăх педагогика институтĕнче вĕреннĕ хыççăн Ульяновск облаçĕнчи Чăнлă районĕнче 40 çул ытла шкул ĕçĕнче тăнă. «РФ çут ĕç отличникĕ» паллине, РФ тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ ятне илме тивĕç пулнă.
- Поэт А. Пушкин, А. Блок, С. Есенин, Н. Рерих, К. Чуковский, А. Барто тата китай, япони, иран, латви, латыш, пăлхар, серби, эстони, украин, финн, польша, венгри, азербайджан, тутар, удмурт, коми тата ытти (пурĕ 30 ытла) халăх поэчĕсен сăввисене чăвашла куçарнă. Унăн хăйĕн сăввисене тутарла, удмуртла, пăлхарла, латышла, акăлчанла, ытти чĕлхене куçарнă. А.С. Пушкин сăввисене чăвашла куçарса «Пушкин чăвашла янăрать» (2004) ятлă кĕнеке кăларнă. Унăн Александр Лайко куçаруçăпа «Шла синица в гости к птицам» кĕнеки Мускаври «Малыш» издательствăра 1 миллион экземплярпа пичетленсе тухнă.
- Геннадий Юмартăн наукăри тата фольклористикăри ĕçĕсем: Илле Тăхтин, Çеçпĕл Мишшин, Константин Ивановăн, Гаврил Кореньковăн, Митта Ваçлейĕн тата ытти çырнисен пуххисене хатĕрлекенсенчен пĕри. “Чăваш литература пĕлĕвĕн, куçару ĕçĕн тата фольклористика ыйтăвĕсем”, "Халăх эпосĕ" (2004), 6 томлă «Чăваш халăх сăмахлăхĕ» (1973-1987), "Улăп халапĕсем", «Чăваш юмахĕсем» фольклор пуххисен авторĕ те. Чăваш патшалăх кĕнеке палатинче унăн 37 кĕнеки, 100 ытла куçарăвĕ, 230 наука статйи упранать.
- Г.Ф. Юмартăн вĕренÿ кĕнекисем: пуçламăш шкулсенчи килти вулав кĕнеки тата ача сачĕ валли «Пĕчĕккисен кĕнеки» хрестоматисем, 2 томлă «Революцичченхи чăваш литератури».
- Поэтăн 60 çулхи юбилейĕ тĕлне Геннадий Айхи телеграмма янă. Унта пĕр шухăш – Юмарт пултарулăхĕ Чăваш Ен культурине витĕм кÿрет тенĕ. Г.Айхи Франци, Венгри тата Польша поэзийĕн антологийĕсене пухса кăларнă. Вăл çавăн пекех «Чăваш поэзийĕн антологине» итальянла, венгрла, акăлчанла тата французла уйрăмшар кĕнекен кăларнă, антологин хăш-пĕр пайне чикĕ леш енчи ытти чĕлхепе те пичетленĕ. Ăна Чăваш халăх поэчĕ ятне панă, Чăваш патшалăх премине парса чысланă. Çавăн пекех вăл — Раççейри тата Европăри тĕрлĕ çĕршыври литература премийĕсен лауреачĕ. 2005 çулта ăна литература енĕпе паракан Пĕтĕм тĕнчери Нобель премине илме тăратнă.
- Поэт пурĕ 17 поэма çырнă. Юлашки вăхăтра çырса хатĕрленĕ поэзи кĕнеки "Мерчен кайăк йĕрĕпе" ятлă. Унта "Асаттесем», "Аттил", "Рожанский", "Державин", "Бичурин", "Яковлев", "Çеçпĕл Мишши", "Трубина Мархви" тата ытти поэмăсем кĕнĕ.
- Г.Ф. Юмарт – Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ. Ăна «Çерем çĕрсене уçнăшăн» медальпе чысланă. Чăваш Республикин К.В.Иванов ячĕллĕ Патшалăх премийĕн, Петĕр Хусанкай, Митта Ваçлейĕ тата Нестер Янкас ячĕллĕ премисен лауреачĕ.
Çыпăçтарнисем: |