Виталий Михайловăн чăвашла сайчĕ


Чăваш кĕвви

Кĕмелли форма

Категорисем
Шырав
    ЧĂВАШ ЧĔЛХИ ЯЧĔПЕ ПУРТЕ ПĔР ПУЛАР!
Вĕрентÿ хыпарĕсем
Кун тăрăм
«  Çу 2014  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
   1234
567891011
12131415161718
19202122232425
262728293031
free clock for website часы для сайта
Архив

2019 Çул - ГЕННАДИЙ АЙХИ (ЛИСИН) çУЛĕ

Геннадий Айхи


Ыйтăм

Ĕмĕр пурăн, ĕмĕр вĕрен тенине эсир епле ăнланатăр?
Пурĕ миçе ответ: 34
Чат

Сайт тусĕсем
  • Сайт ту
  • Пĕтĕмпех веб-маçтăр валли
  • Пурне те кирлĕ программăсем
  • Санкт-Петербург чăвашĕсен сайчĕ
  • Рунетри чи лайăх сайтсем
  • Кулинари рецепчĕсем
  • Раççей уявĕсен календарĕ
  • Чăваш наци радиовĕ
  • ЧĂВАШ ЭСТРАДИН ФАН-КЛУБĔ
  • Чăваш эстрада юррисем
  • Виталий Михайловăн шкул сайчĕ
  • Чăваш чĕлхи вĕрентекенĕн музейĕ
  • Вĕрентекенсен порталĕ
  • Виртуаллă вĕренÿ пÿлĕмĕ
  • Калиниград чăвашĕсен сайчĕ
  • Самар чăвашĕсен сайчĕ
  • Красноярск чăвашĕсен сайчĕ
  • Раççей шкулĕсем

  • Чăваш ен телерадиокомпанийĕ
    Трак Ен сайчĕ
    Нестер Янкас пĕрлĕх сайчĕ
    Чăваш ачисем валли
    Тутар чăвашĕсен хаçачĕ
    "Кăмăл" веренÿ пĕрлешĕвĕ
    Чăваш халăх сайчĕ
    Красноармейски район сайчĕ


    GanGstA
    Статистика



    Паян çак сайтра пулнă юзерсем:
    Праздники России
    Çанталăк
    Красноармейски ялĕ
    rp5.ru

    noscript>>

    Виталий Михайлов

    Раççей символики
              Чăваш патшалăх ялавĕ

    Хапăл тăватăр-и,       ырă тăванăмăрсем! Эпĕ ялан хавас Сире курмашкăн хамăн сайтра

    Шăматкун, 14.12.2024, 15:25
    Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх хыпарĕсем

    Чăваш чĕлхи. Электронлă пособи
    Тĕп страница » 2014 » Çу » 18 » "Улăп-2014: Эпир Улăп йăхĕнчен" вăйă конкурс пĕтĕмлетĕвĕ
    "Улăп-2014: Эпир Улăп йăхĕнчен" вăйă конкурс пĕтĕмлетĕвĕ
    23:14
    Материал сăн ÿкерчĕкĕ

    Ака уйăхĕн 15-30-мĕшĕсенче (ăна, хутшăнакансем ыйтнипе, çу уйăхĕн 12-мĕшĕччен тăсма тиврĕ) Пĕтĕмĕшле вăтам пĕлÿ паракан Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхипе литератури тата тăван ен культури вĕрентекенсем В.М.Михайловпа З.П.Михайлова пуçарнипе, Красноармейски район администрацийĕн вĕрентÿ пайĕ, Чăваш Наци Конгресĕн  Красноармейски районĕнчи уйрăмĕ тата Чăваш патшалăх символĕсен авторĕн Э.М.Юрьев ÿнерçĕн Красноармейски районĕнчи Кĕçĕн Шетмĕ ялĕнчи музейĕ йĕркеленипе республикăмăрти районсем хушшинче "Улăп – 2014: Эпир - Улăп йăхĕнчен!" уçă инçет вăйă конкурс иртрĕ.

    Ăна Чăваш чĕлхи кунне, Раççей тата Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артисчĕ В.Е.Петров çуралнăранпа 60 çул çитнине халалланă.

    Конкурса пурĕ 70 ытла ача ыйтса çырни ярса панă. Вăйă конкурс ыйтăвĕсене пур ача та ăнăçлă хуравлама пултарнă. Ачасен ĕçĕсенчи тĕп çитменлĕхсем çаксем: факт тата орфографи йăнăшĕсем, хуравсене вырăсла çырни (ку вара вăйă конкурс йĕркипе килĕшсе тăмасть). Кунсăр пуçне пĕр пек тата йĕкĕреш хуравсем те пурччĕ (вăйă конкурс ушкăнпа хуравламалли маррисен йышши пулин те). Пĕтĕмĕшле илсен, çак районсен вĕрентекенĕсемпе вĕренекенĕсем хастар пулчĕç:

    Красноармейски районĕ – 54 ача (Упи шкулĕ – 18, Трак шкулĕ – 14, Красноармейски шкулĕ – 7, Кĕçĕн Шетмĕ шкулĕ – 3, Чатукасси шкулĕ – 8, Именкасси шкулĕ – 4)

    Муркаш районĕ – 4 ача

    Елчĕк районĕ 4 ача 

    Çĕрпÿ районĕ 3 ача

    Комсомольски районĕ – 2 ача

    Сĕнтĕрвăрри районĕ – 2 ача

    Тăвай районĕ 1 ача

    Шупашкар хули – 1 ача 

    Пĕтĕмпе 8 районпа хула хутшăнчĕ вăйă конкурса. Вăйă конкурс ыйтăвĕсен хуравĕсене тупма йывăртарах пулчĕ пулин те, вăл ăнăçлă иртрĕ теме пулать. Ачасем чаплă юрăçа халалласа сăвă та çырчĕç (Красноармейски шкулĕнчи Надежда Козловăпа Аня Васильева, Çĕрпÿ районĕн Тавăшкасси шкулĕнчи Анастасия Федорова, Ольга Паневина тата Ольга Андреева). Презентаци те тума ÿркенмерĕç вĕсем (Елчĕк районĕн Шăмалак шкулĕнчи Марта Печкова). Чăннипех маттур вĕсем.
    Вăйă конкурс оргкомитечĕ 23 ачан ĕçне (хутшăннисен 30% ытла) тивĕçлипе хакларĕ. 1-мĕш вырăна 3 ача çĕнсе илме пултарчĕ, 2-мĕш вырăна 7 ача тухрĕ, 3-мĕш вырăна вара 13 ача йышăнчĕ.

    Çĕнтерÿçĕсемпе мала тухнисене тата вĕсен вĕрентекенĕсене Красноармейски район администрацийĕн ларусем ирттермелли пĕчĕк залĕнче кĕçнерникун, çу уйăхĕн 22-мĕшĕнче, 14 сехетре чыслаççĕ. Сертификатсене вара çак страницăран уçласа илмелле те тĕрлĕ тĕслĕ принтерпа пичетлемелле.

    Пĕтĕмлетÿ протоколĕ

    Сертификат

    Тĕрĕс хуравсем

    Халал сăввисем

    Презентаци

    Çыпăçтарнисем:
    Категори: | Миçе çын пăхнă: 1141 | Кам хушнă: mixaj_58 | Тегисем: | Рейтинг: 5.0/1 |
    Пĕтĕмпе миçе комментари: 0


    Copyright © Аксар Чунтупай Cайт тăваканни: Михайлов Алексей (alex-net)