Тĕп страница » 2017»Ака»8 » Трак ен вĕрентекенĕсем - Çĕрпÿ тăрăхĕнче, фестиваль-конференцире
Трак ен вĕрентекенĕсем - Çĕрпÿ тăрăхĕнче, фестиваль-конференцире
18:38
Ака уйӑхӗн 5-мӗшӗнче, Ҫӗрпӳри 1-мӗш шкулта республика пĕлтерĕшлĕ чӑваш чӗлхи вӗрентекенсен фестиваль-конференцийĕ иртнӗ. Ăна Чăваш наци конгресĕ, Çĕрпÿ район администрацийĕ тата Чăваш чĕлхи вĕрентекенсен республикăри ассоциацийĕ йĕркеленĕ. Унта Шупашкар, Красноармейски тăрăхĕнчи тата Çĕрпÿ енри шкулсенче ĕçлекен вĕрентекенсем пуçтарăннă. Фестивале хутшăнакансем Çĕрпÿ хулин 1-мĕш шкулĕнче наукăпа практика конференцийĕнче "Чăваш чĕлхи тата культури" темăпа докладсем итленĕ. Ҫӗрпӳри шкулти мероприятире Ҫӗрпӳ районӗнчи чӑваш чӗлхи вӗрентекенсен ертӳҫи Татьяна Петрова ку тӑрӑхри чӑваш чӗлхипе культурин аталанӑвӗ пирки тухса калаҫнӑ. Красноармейски районӗнчен ҫитнӗ чӑваш чӗлхипе литературин вӗрентекенӗсем те докладсене тӗплӗн хатӗрленӗ. Сăмахран, Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхи вĕрентекен В.М.Михайлов "Чăваш кĕреки" темăпа тухса калаçнă. Конференцие Çĕрпÿ районĕнчи чăваш чĕлхи вĕрентекенсен методика пĕрлешĕвĕн ертÿçи Т.Н.Петрова ертсе пынă. Конференци хыççăн вĕрентекенсем Тихвин мăнастирĕн чиркĕвне тата Çĕрпÿ хулин музейне кĕрсе курнă.Тавӑшкасси шкулӗнче вĕрентекенсем «Чӑвашсен пурнӑҫӗпе йӑли йӗрки декораципе ӳнерӗнче» куравпа паллашнă. Куравпа çак шкулти историпе географи вĕрентекенĕ А.П.Смирнов паллаштарнă. Паваркасси шкулӗнче «Иртнӗ пурнӑҫа манакан — паянхи пурнӑҫран юлакан» уяв каҫӗ иртнӗ. Унта çын пурнăçĕн кун-çулне йăла-йĕрке сценкисем урлă Паваркасси шкулĕнче вĕрентекенсемпе вĕренекенсем кăтартса панă.