Виталий Михайловăн чăвашла сайчĕ


Чăваш кĕвви

Кĕмелли форма

Категорисем
Шырав
    ЧĂВАШ ЧĔЛХИ ЯЧĔПЕ ПУРТЕ ПĔР ПУЛАР!
Вĕрентÿ хыпарĕсем
Кун тăрăм
«  Юпа 2019  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
 123456
78910111213
14151617181920
21222324252627
28293031
free clock for website часы для сайта
Архив

2019 Çул - ГЕННАДИЙ АЙХИ (ЛИСИН) çУЛĕ

Геннадий Айхи


Ыйтăм

Раççейри чăвашсен хăйсен ирĕклĕ патшалăхне йĕркелеме ирĕк пур-и?
Пурĕ миçе ответ: 18
Чат

Сайт тусĕсем
  • Сайт ту
  • Пĕтĕмпех веб-маçтăр валли
  • Пурне те кирлĕ программăсем
  • Санкт-Петербург чăвашĕсен сайчĕ
  • Рунетри чи лайăх сайтсем
  • Кулинари рецепчĕсем
  • Раççей уявĕсен календарĕ
  • Чăваш наци радиовĕ
  • ЧĂВАШ ЭСТРАДИН ФАН-КЛУБĔ
  • Чăваш эстрада юррисем
  • Виталий Михайловăн шкул сайчĕ
  • Чăваш чĕлхи вĕрентекенĕн музейĕ
  • Вĕрентекенсен порталĕ
  • Виртуаллă вĕренÿ пÿлĕмĕ
  • Калиниград чăвашĕсен сайчĕ
  • Самар чăвашĕсен сайчĕ
  • Красноярск чăвашĕсен сайчĕ
  • Раççей шкулĕсем

  • Чăваш ен телерадиокомпанийĕ
    Трак Ен сайчĕ
    Нестер Янкас пĕрлĕх сайчĕ
    Чăваш ачисем валли
    Тутар чăвашĕсен хаçачĕ
    "Кăмăл" веренÿ пĕрлешĕвĕ
    Чăваш халăх сайчĕ
    Красноармейски район сайчĕ


    GanGstA
    Статистика



    Паян çак сайтра пулнă юзерсем:
    Праздники России
    Çанталăк
    Красноармейски ялĕ
    rp5.ru

    noscript>>

    Виталий Михайлов

    Раççей символики
              Чăваш патшалăх ялавĕ

    Хапăл тăватăр-и,       ырă тăванăмăрсем! Эпĕ ялан хавас Сире курмашкăн хамăн сайтра

    Юнкун, 18.12.2024, 19:42
    Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх хыпарĕсем

    Чăваш чĕлхи. Электронлă пособи
    Тĕп страница » 2019 » Юпа » 1 » Телефон ачана вĕренме чăрмантарать-и?
    Телефон ачана вĕренме чăрмантарать-и?
    20:41
    Материал сăн ÿкерчĕкĕ

    Асăннă ыйту Çĕнĕ Шупашкарти шкулшăн кăна мар, ыттисемшĕн те çивĕч паян. Мĕншĕн тесен Федераци Канашĕн спикерĕ Валентина Матвиенко авăн уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне шкулсенче мобильлĕ телефонсемпе усă курма чармашкăн ыйтса Роспотребнадзора тухнă. «Ача урок вăхăтĕнче телефонпа ларсан кирлĕ чухлĕ вĕренеет-и? Парта айĕнче вăл мĕн те пулсан пăхать, вулать е кампа та пулсан çыру çÿретет», - палăртнă вăл. Тĕрĕссипе, ку ыйту мĕншĕн сиксе тухнă-ха? Валентина Ивановна ăнлантарнă тăрăх, нумай педагогпа ашшĕ-амăшĕ урок вăхăтĕнче телефонпа усă курни ачасене вĕренÿ процесĕнчен пăрни, учителе урок ирттерме кансĕрлени çинчен каланă. Унсăр пуçне тăхтав вăхăтĕнче гаджета алăран яманни ачасене пĕр-пĕринпе хутшăнма кансĕрлет, сывлăха хавшатать. Юлашки вăхăтра ачасен хушшинче куç чирĕсемпе аптăракан нумайланнă. Вĕренекенсем вăтам тата аслă классене çитнĕ тĕле аякрине начар курма тытăнаççĕ. Лару-тăрупа тĕплĕнрех паллашас тесе химиксен хулинчи шкула çитрĕм, тăхтав вăхăтĕнче классене кĕрсе тухрăм. Тăхтавра вĕренекенсенчен ытларахăшĕ телефон тытса ларать. Пĕрисемвăйă выляççĕ, иккĕмĕшĕсем соцсетьсенче юлташĕсемпе çыру çÿретеççĕ, виççĕмĕшĕсем видео кураççĕ. Ачасем пĕрпĕринпе калаçмаççĕ, вылямаççĕ, ытлашши хускалмаççĕ. Никам та тăхтав вăхăтĕнче килти ĕçе аса илмест, урока хатĕрленмест. Тетрадьсемпе учебниксене портфельтен урока йыхравлакан шăнкăрав янăранă хыççăн тин кăлараççĕ. Анчах шкулсенче гаджетсемпе усă курма чармаллах-ши? Ку ыйтăва кам татса парĕ? Технологисем аталаннă вăхăтра ачасене карас телефонĕ чиксе çÿреме чараймăн. Шкултан тухсан ачан ашшĕ-амăшĕпе çыхăнмаллах. Кĕçĕн класри нумай ачана ашшĕ-амăшĕ шкула пырса илет.

    Паллах, ачасем урок вăхăтĕнче телефонпа усă курма юраманнине пĕлеççĕ. Çапах вăрттăн та пулсан ăна алла тытаççĕ. Чĕркуççи çинче выртакан телефонран юлташĕсем патне СМС-çыру вĕçтереççĕ е тĕрĕслев ĕçне çырса илеççĕ. Уроксем умĕн ачасене телефонсене пĕр вырăна хумалла тутарас - шкулта хаклă япаласене упрама май çук. Хăш-пĕр ачан гаджечĕ 50 пин тенкĕрен те хаклăрах. Класс ертÿçине парас? Анчах мĕнле педагог кун пек яваплăха хăй çине илĕ? Управ валли ятарлă шкап туянас - хакла ларать. Роспотребнадзорта Валентина Матвиенко сĕнĕвне асăрханса йышăннă. Федераци службин ертÿçи Анна Попова каланă тăрăх, ку ыйтăва тĕпчеме Раççейри вĕренÿ надзорĕпе тата Раççей вĕрентÿ академийĕпе пĕрле ятарлă ушкăн тумалла. Вырăнсенче ачасен телефонĕсене пуçтармалли, упрамалли тата тавăрса памалли тытăма йĕркелемелле. Çÿлерех асăннине пурнăçа кĕртсен те хăйсен телефонне управа пама килĕшмен ачасемпе мĕн тумалла? Ара, шкулта йĕркене пăсакансене явап тыттармалли йĕрке çук-çке… Çапла, ку ыйту паян чăннипех çивĕч. Вăл нумай ашшĕ-амăшĕпе вĕрентекене канăç памасть. «Интернет ăслишĕн - лайăх, усă курма пĕлменнине сиен кÿрет. «Компьютер ачана пăсать», - тени тĕрĕсех. Мĕншĕн тесен пĕрре пуссах пĕтĕм информаци тухать. Анчах интернетри информаци тĕрĕс-и е йăнăш-и - ăна никам та тĕрĕслемест. Ачасем, шел те, ăна тĕрĕс тесе йышăнаççĕ. Вĕреннĕ çынсем çеç интернетра мĕн лайăххине, мĕн начаррине уйăрма пултараççĕ. Тĕрлĕ сайта, соцсетьсене кĕретпĕр-и - ачасем тÿнсе каймалла çыраççĕ: йăнăш çине йăнăш, чарăну паллисем çук. Интернета пулах ачасем вулама чарăнчĕç. Пĕлÿ шайне ÿстерессишĕн тăрăшмаççĕ. Хăш-пĕр урокра ачасене телефон кирлĕ мар тесе шухăшлатăп. Кун пирки эпир вĕрентекенсемпе канашлусенче калаçатпăр, Вĕрентÿ министерствин хушăвĕсемпе сĕнĕвĕсене сÿтсе яватпăр. Юпа уйăхĕн пуçламăшĕнче ку ыйтупа ашшĕ-амăшĕн пухăвне ирттересшĕн. Вĕсем пирĕн тата Вĕрентÿ министерствин сĕнĕвĕсемпе килĕшсен хăш-пĕр класра вĕренекенсене мобильлĕ телефонпа усă курма чарасшăн. Анчах аслă классенче физика, астрономи, информатика предмечĕсене вĕреннĕ чухне телефон кирлĕ», - хăйĕн шухăшне палăртрĕ Вăрмар шкулĕн директорĕ Петр Алексеев.

    Йĕпреç районĕн тĕп больницинче ĕçлекен Анна Куприянова педиатр каланă тăрăх, 2 çулти ачасен аллинче те паян - кĕсье телефонĕ. Учительсемпе ашшĕ-амăшĕн шухăшне пĕтĕмлетсе калас тăк, интернет чылай çăмăллăх кÿрет пулсан та ачасен хăйсен вăхăтне смартфонсемпе, планшетсемпе аппаланса пĕтермелле мар. Соцсетьсемпе, компьютер вăййисемпе уйрăлми туслашсан ÿсекен ăрăвăн ашшĕ-амăшĕпе калаçма, килти ĕçсене тума, юлташсемпе выляма тата спорт валли вăхăт сахал юлать. Манăн шухăшпа, вĕренекенсене мобильлĕ телефонпа усă курма чарни тĕрĕсех мар. Шкулăн тĕп тĕллевĕсенчен пĕри - ачасене цифра обществинче пурăнма хатĕрлесси. Кашни шкул вĕренекенсемпе пĕрле гаджетсемпе епле усă курмалли харпăр концепци тусан лайăхрах.

    Роза ВЛАСОВА

    Светлана ТИМОФЕЕВА, Вăрмар шкулĕн физика вĕрентекенĕ: - Вĕренекенсем шкула 1-мĕш класранах телефон илсе килеççĕ. Ашшĕ-амăшĕ тĕпренчĕкĕсене мĕн пĕчĕкренех çыхăну хатĕрĕ туянса парать. Кун пек вĕсене хăйсене лăпкăрах: кирек хăш вăхăтра та шăнкăравласа çыхăнма пултараççĕ. Манăн шухăшпа, аслă классенче вĕренекенсене шкулта телефон кирлĕ. Мĕншĕн тесен вĕсем урокра справка материалĕсемпе усă кураççĕ. Вăтам тата кĕçĕн классенче вĕренекенсене вăл кирлех мар. Урок вăхăтĕнче чăрмантарать кăна. Илĕртекен япаларан хăпма вăй-хăват çитеймест вĕсен. 10-11-мĕш классенче вĕренекенсем интернетра хăйсене кирлĕ материал тупма пултараççĕ. Калăпăр, физикăпа задача шутланă чухне: «Ачасем, справка материалне пăхса илер-ха», - тетĕп. Вĕсем ыйтнине наччас пурнăçлаççĕ. Киле ĕç панă чухне те меллĕ: сăмахпа каласа çыртарса вăхăта ирттерместĕп, вĕсем кирлине ÿкерсе илеççĕ, соцсетьри «ушкăна» вырнаçтараççĕ. Вăтам классенче вĕренекенсем вара урокра телефонпа выляса кăна лараççĕ.

    Валерия ВАСИЛЬЕВА, Çĕнĕ Шупашкарти 3-мĕш шкул вĕренекенĕ: - Пурнăç пĕр вырăнта тăмасть. Технологисем аталаннă ĕмĕрте, манăн шухăшпа, çĕнĕ техникăна ăса хывмаллах. Телефонпа та усă курмалла. Шкула телефонпа кайнишĕн нимех те пулмасть. Урок вăхăтĕнче эпир ăна сÿнтеретпĕр. Кирлĕ чухне кăна çутатпăр. Телефонсăр алăсăр пекех туйăнать. Мобильниксĕр ачана пĕр класра вĕренекенсем те хисеплемеççĕ. Çавăнпа атте-аннене çи-пуç илтериччен телефон туянса пама ыйтатăп. Пĕлÿшĕн çунакан ачана телефон пурри кансĕрлемест, пулăшать кăна. Вĕренменнине шкула телефонсăр янин те, чаплă гаджетпа çÿретнин те усси çук. Ку йăлтах ачаран хăйĕнчен килет.

    Герман БОРЕДСКИЙ, Вăрмар районĕнчи Пинер шкулĕн директорĕ: - Ачасене урок вăхăтĕнче телефон кирлĕ мар, мĕншĕн тесен вĕсем унпа выляса кăна лараççĕ. Çавăнпа эпир ку ыйтăва пĕлтĕрех ашшĕ-амăшĕн пухăвĕнче сÿтсе яврăмăр. Вĕсене лару-тăрупа тĕплĕн паллаштартăмăр. Вĕсем урок вăхăтĕнче телефонсене пуçтарса пĕр вырăна хунине хирĕçлемерĕç. Карас телефонĕсене хума ятарлă ячейка турăмăр. Унта кашни вĕренекенĕн хушаматне çырнă. Ачасем урок пуçланнă чухне телефонĕсене çав ячейкăсене чикеççĕ. Ун пек тумасăр учитель урока пуçламасть. Вĕренекенсен аллинче телефон пулсан урок ирттерме питĕ йывăр. Ача интернета кĕрсен учитель мĕн каланине итлемест. Хальхи вăхăтра ачасем питĕ маттур, темĕн те пĕлеççĕ. Манăн мăнуксем Шупашкарти шкулта вĕренеççĕ. Вĕсен те класĕнче урок пуçланас умĕн телефонсене пĕр çĕре хуртараççĕ. Вĕренекенсене паян шкула телефонсăр килме чармашкăн май çук. Мĕншĕн тесен ашшĕ-амăшĕн ачи ăçтине, мĕнлине пĕлес пулать. Пĕтĕмлетсе калас тăк, телефон урок вăхăтĕнче кирлĕ мар, шкула телефонпа çÿреме чармастпăр.

    Светлана ИЛЬИНА, 8-мĕш класра вĕренекен ачан амăшĕ: - Паянхи ачасем пĕр-пĕринпе телефон урлă çыхăну тытаççĕ. Тен, çавăнпа шкул ачисен калаçу чĕлхи начар аталанать. Мĕн вуланине, кĕске содержанине каласа пама юратмаççĕ. Ачасем килте чухне те урама уçăлма тухасшăн мар, ролик те, коньки те, йĕлтĕр те интереслентермест вĕсене. Телефон, компьютер кăна пултăр. Вăхăта вĕсемпе ытларах ирттереççĕ. Çакă мана пăшăрхантарать те. Пĕрре сывлăхĕ хавшать, тепре çынпа хутшăнма пĕлмеççĕ. Çавăнпа, манăн шухăшпа, ачасене уроксем тата тăхтав вăхăтĕнче телефон кирлех мар. Телефона вĕсене уроксем вĕçленсен тин памалла.

    Çыпăçтарнисем:
    Категори: | Миçе çын пăхнă: 523 | Кам хушнă: mixaj_58 | Тегисем: | Рейтинг: 5.0/1 |
    Пĕтĕмпе миçе комментари: 0


    Copyright © Аксар Чунтупай Cайт тăваканни: Михайлов Алексей (alex-net)