Виталий Михайловăн чăвашла сайчĕ


Чăваш кĕвви

Кĕмелли форма

Категорисем
Шырав
    ЧĂВАШ ЧĔЛХИ ЯЧĔПЕ ПУРТЕ ПĔР ПУЛАР!
Вĕрентÿ хыпарĕсем
Кун тăрăм
«  Кăрлач 2018  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
1234567
891011121314
15161718192021
22232425262728
293031
free clock for website часы для сайта
Архив

2019 Çул - ГЕННАДИЙ АЙХИ (ЛИСИН) çУЛĕ

Геннадий Айхи


Ыйтăм

Ĕмĕр пурăн, ĕмĕр вĕрен тенине эсир епле ăнланатăр?
Пурĕ миçе ответ: 34
Чат

Сайт тусĕсем
  • Сайт ту
  • Пĕтĕмпех веб-маçтăр валли
  • Пурне те кирлĕ программăсем
  • Санкт-Петербург чăвашĕсен сайчĕ
  • Рунетри чи лайăх сайтсем
  • Кулинари рецепчĕсем
  • Раççей уявĕсен календарĕ
  • Чăваш наци радиовĕ
  • ЧĂВАШ ЭСТРАДИН ФАН-КЛУБĔ
  • Чăваш эстрада юррисем
  • Виталий Михайловăн шкул сайчĕ
  • Чăваш чĕлхи вĕрентекенĕн музейĕ
  • Вĕрентекенсен порталĕ
  • Виртуаллă вĕренÿ пÿлĕмĕ
  • Калиниград чăвашĕсен сайчĕ
  • Самар чăвашĕсен сайчĕ
  • Красноярск чăвашĕсен сайчĕ
  • Раççей шкулĕсем

  • Чăваш ен телерадиокомпанийĕ
    Трак Ен сайчĕ
    Нестер Янкас пĕрлĕх сайчĕ
    Чăваш ачисем валли
    Тутар чăвашĕсен хаçачĕ
    "Кăмăл" веренÿ пĕрлешĕвĕ
    Чăваш халăх сайчĕ
    Красноармейски район сайчĕ


    GanGstA
    Статистика



    Паян çак сайтра пулнă юзерсем:
    Праздники России
    Çанталăк
    Красноармейски ялĕ
    rp5.ru

    noscript>>

    Виталий Михайлов

    Раççей символики
              Чăваш патшалăх ялавĕ

    Хапăл тăватăр-и,       ырă тăванăмăрсем! Эпĕ ялан хавас Сире курмашкăн хамăн сайтра

    Юнкун, 18.12.2024, 20:23
    Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх хыпарĕсем

    Чăваш чĕлхи. Электронлă пособи
    Тĕп страница » 2018 » Кăрлач » 15 » «СĂВАПЛĂ ЯТ »ВИКТОРИНА (Митта Ваçлейĕн пултарулăхĕ тăрăх)
    «СĂВАПЛĂ ЯТ »ВИКТОРИНА (Митта Ваçлейĕн пултарулăхĕ тăрăх)
    22:59
    Материал сăн ÿкерчĕкĕ

    Поэт, прозаик, куçаруçă тата критик Митта Ваçлейĕ (1908-1957) чăваш литературинче паллă йĕр хăварнă. Унăн пултарулăх еткерĕ пуян. Сăмах ăстин паха хайлавĕсене шкулта вĕренеççĕ, тишкереççĕ. Сăввисем ачасене шухăшлама, тăван чĕлхене юратма, илемлĕхе туйма, таса чун-чĕреллĕ пулма пулăшаççĕ.

    Чăвашсен аслă ăру поэчĕ Митта Ваçлейĕ çуралнăранпа 2018 çулхи пуш уйăхĕн 5-мĕшĕнче 110 çул çитет. Хисеплĕ çыравçăн çуралнă кунне паллă тума пĕтĕм чăваш тĕнчи хатĕрленет. Юратнă поэта сума суса эпир те «Сăваплă ят» викторина йĕркелес терĕмĕр. Ăна ирттерекенсем: «Чăваш наци конгресĕ» регионсен хушшинчи общество организацийĕн вĕренÿ комитечĕ, Чăваш Республикин наци библиотеки, «Хыпар» Издательство çурчĕн литературăпа культура тата искусство «Тăван Атăл» журналĕпе чăваш ачисен «Тантăш» хаçачĕ. Литература вăййине Чăваш Республикин тата Раççей Федерацийĕн тăрăхĕсен шкул ачисене, профессипе техника училищĕсенче, колледжсемпе техникумсенче вĕренекенсене, аслă шкул студенчĕсене, çамрăксене, учительсемпе библиотека ĕçченĕсене, Митта Ваçлейĕн пултарулăхне юратакансене пурне те хутшăнма чĕнетпĕр.

    Викторина хуравĕсене компьютерпа А4 форматлă шурă хут листи çине Alt пусмалли Times NewRoman шрифтпа, 12 №-лĕ пысăкăшĕпе, 1,5 йĕрке хушшипе, пур енчен те хĕррисене (поля)2 см хăварса пичетлесе 2018 çулхи нарăс (февраль) уйăхĕн 28-мĕшĕччен «Митта Ваççлейĕн конкурсне» паллăпа çак адреспа йышăнаççĕ: электрон почти: congress21@maill.ru

    428032, Чăваш Республики, Шупашкар хули, Воробьев композиторсен урамĕ, 10 çурт, Чăваш наци конгресĕ. Телефонсем: 62-35-61, 62-82-05

    Вăйă ăмăртăва хутшăнакансем! Ыйтусене хуравласа çырнă ĕçĕрте хăвăрăн хушамата, ята, аçу ятне, ăçта тата миçемĕш класра (курсра) вĕреннине е ĕçленине, шкул е кил адресне чăвашла тата вырăсла çырма ыйтатпăр.Çĕнтерÿçе тата призерсене чи тĕрĕс те туллии хуравланисенчен палăртăпăр, вĕсене Чăваш Республикин наци библиотекин дипломĕпе чыслăпăр,хушамачĕпе ячĕсене «Тăван Атăл» журналпа «Тантăш» хаçатра пичетлĕпĕр. Викторинăна хутшăннисене Чăваш наци конгресĕ хатĕрленĕ сертификата парăпăр.

    Пĕтĕмлетÿпе чыслав Чăваш Республикин наци библиотекинче иртĕ. Чыслава хăçанирттерессине ятарласа пĕлтерĕпĕр.

    Геронтий НИКИФОРОВ,Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учителĕ, викторина йĕркелекен комитет пайташĕ

    Ыйтусем:

    1. Василий Егорович Митта мĕнле кил-йышра ÿссе çитĕннĕ?

    2. Литература тĕпчевçисем Митта Ваçлейĕн пултарулăхĕн çулне темиçе тапхăра уйăрса пăхаççĕ. Геннадий Юмарт поэт тĕпчевçĕ Митта Ваçлейĕн пултарулăхĕн çулне миçе тапхăра уйăрнă?

    3. 18 çулхи Митта Ваçлейĕ çывăх тусĕ патне янă çырура: «Эпĕ çав ĕçе, чăваш халăхне малалла ярас йĕркене, нихăçан та, хамăр ĕмĕр иртсе каймасăр та пăрахас çук»,– тесе каланă. Çамрăк поэт çак тупа сăмахĕсемлĕ çырăва кам патне яма пултарнă?

    4. Василий Митта чăваш ялĕсенче пĕрлешÿллĕ хуçалăхсем – колхозсем – йĕркелени çинчен поэма çырнă. Ăна автор 1930 çулта «Сунтал» журналта мĕнле ятпа пичетленĕ? 1932 çулта çав хайлав тепĕр хут урăх ятпа çапăнса тухнă. Поэмăн иккĕмĕш ятне те калăр.

    5. «Чăваш çыравçин Митта Ваçлейĕн ырă сăнарне мĕн ĕмĕрĕм тăршшĕнче те манса каймашкăн тивĕçĕм çук. Митта хама пирĕшти пек тĕл пулнă чух манна тÿсме çук йывăрччĕ, кун-çулăм татăлас вĕçнех çитнĕччĕ. Ваçлей манна шăпах выçă вилесрен хăтарчĕ...», – тенĕ культ тапхăрĕнче,Тăван çĕр-шывăн аслă вăрçи вăхăтĕнче Миттапа пĕр лагерьте пулнă пĕр паллă çын. Василий Егоровичăн çынлăхне хакласа калаканăн ятне, вăл хăш халăх çынни пулнине калăр.

    6. Культ самани çинчен чăваш çыравçисем чылай çырнă. Вĕсен йышĕнчи пĕр хисеплĕ çыравçă Митта Ваçлейĕн шăпине тĕпе хурса паллă хайлав пичетлесе кăларнă. Унта репрессии вăхăтĕнчи лару-тăрăва сăнласа кăтартнă. Ĕç-пуç 1937-1947 çулсенче Чăвашра тата Çĕпĕр çĕрĕнче пулса иртет. Хайлав ятне тата авторне калăр.

    7. Митта Ваçлейĕ пĕр сăвăра поэзие ырă сунакан виçĕ хăват пурине каланă. Поэтăн сăвввин ятне тата виçĕ хăват ячĕсене çырăр.

    8.Вырăссен аслă поэчĕн Александр Пушкинăн пĕр сăввине Николай Шупуççынни, Аркадий Ĕçхĕл, Митта Ваçлейĕ – пурте уйрăммăн куçарнă. Митта Ваçлейĕ куçарнин чăвашла ятне калăр.

    9. Шупашкарта тата Чăваш Республикинче Митта Ваçлейĕ ячĕпе çыхăннă вырăнсем, ятсем пур. Вĕсен шучĕ ултта яхăн. Поэт пурăннă тата ун ячĕпе хисепленекен вырăнсене калăр.

    10.Василий Егорович Митта 1957 çулхи çĕртме уйăхĕн 10-мĕшĕнче вилнĕ, 12-мĕшĕнче çĕре кĕнĕ. Поэта хăш ял çăвине (масарне) пытарнă? Унăн вил тăпри çине лартнă палăк çине çырса хунă тăватă йĕркеллĕ сăвă çаврăмне çырăр, ăна мĕн ятлă хайлавран илнине калăр.

    Çыпăçтарнисем:
    Категори: | Миçе çын пăхнă: 1888 | Кам хушнă: mixaj_58 | Тегисем: | Рейтинг: 5.0/1 |
    Пĕтĕмпе миçе комментари: 0


    Copyright © Аксар Чунтупай Cайт тăваканни: Михайлов Алексей (alex-net)