Нарăс уйăхĕн 21-мĕшĕнче – Тĕнче халăхĕсен тăван чĕлхе кунĕнче Чăваш Республикин вĕренÿ институтĕнче чăваш чĕлхи учителĕсен II конкурсĕн юлашки тапхăрĕ иртрĕ. Конкурса ирттерекенсем Чăваш Республикин Вĕренÿ тата çамрăксен политикин министерстви, Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕ тата Чăваш наци конгресĕ пулчĕç. Конкурс, тĕпрен илсен, халăхра чăваш чĕлхин пĕлтерĕшне çĕклес, ачасене чăваш чĕлхине вĕренме хавхалантарас, чăваш чĕлхи учителĕн пархатарлă ĕçне халăх умне кăларас тата çынсене чăваш чĕлхи учителĕн профессине хаклама чĕнес тĕллевпе пычĕ. Конкурсăн пĕтмĕш тапхăрне Вăрнар, Елчĕк, Канаш, Муркаш районĕсенчен тата Шупашкар, Çĕнĕ Шупашкар, Куславкка хулисенчен 8 учитель хутшăнчĕ. Çĕнтерÿçĕ ятне Муркаш районĕн Калайкасси шкулĕнче ĕçлекен Александр Марсович Степанов учитель тивĕçрĕ. Ăна Вĕренÿ тата çамрăксен политикин министерстви чăваш чĕлхи кабинетĕнче усă курма компьютер парнелерĕ. «Ăстаçă урокĕ» номинацире Канаш районĕн Сухайкасси шкулĕн чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенĕ Валентина Михайловна Иванова çĕнтерчĕ. «Паллаштару карточки» номинацире чи лайăххи тесе Куславкка хулин 3-мĕш шкулĕнче чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекен Валентина Павловна Ефимова учительницăна палăртрĕç. «Манăн педагогикăри тĕп шухăш» эссе çырас тата ăна халăх умне ăста кăларас енĕпе чи лайăххи Вăрнар районĕн Нурăс шкулĕн учительници Алиса Вячеславовна Яшнова пулчĕ. Çĕнтерÿçĕсене пурне те грамотăсем, тав хучĕсем тата кĕнекесем парса чысларĕç. Мĕн пур çĕнтерÿçе тата конкурс ларуреатне илнĕ ытти учительсене чĕререн саламлатпăр, çирĕп сывлăх, ĕçре тата пурнăçра ăнăçу сунатпăр!
Çыпăçтарнисем: |