Чăваш Енри Аннепе Атте çулталăкне тата Чăваш чĕлхи кунне халалланă "Пĕтĕм чăваш диктанчĕ-2017" акцин йĕркелÿ комитетне çирĕплетнĕ. Унта ЧНК Вĕренÿпе ăслăлăх комитечĕн председателĕ Геронтий Никифоров тата унăн çумĕ Юлия Анисимова та пур.
Кăçалхи Пĕтĕм чăваш диктантне Геннадий Волков этнопедагога халалалласа çырнă.
Аса илтерер: тăван чĕлхен пĕлĕвне ака уйăхĕн 24-мĕшĕнче 13 сехетре тĕрĕслеме пултарăпăр. Конкурс комиссине пĕлтĕр сакăр ĕç çитнĕ, кăçал - иккĕ. Икĕ автор та Геннадий Волков этнопедагога сума сунине палăртнă. Диктант çырма юрăхлă текста ака уйăхĕн 13-мĕшĕнче 15 сехетре суйлĕç. Ун чухнех ăна кам вулассине татса парĕç.