Виталий Михайловăн чăвашла сайчĕ


Чăваш кĕвви

Кĕмелли форма

Категорисем
Шырав
    ЧĂВАШ ЧĔЛХИ ЯЧĔПЕ ПУРТЕ ПĔР ПУЛАР!
Вĕрентÿ хыпарĕсем
Кун тăрăм
«  Нарăс 2019  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
    123
45678910
11121314151617
18192021222324
25262728
free clock for website часы для сайта
Архив

2019 Çул - ГЕННАДИЙ АЙХИ (ЛИСИН) çУЛĕ

Геннадий Айхи


Ыйтăм

Паянхи шкул ачин ятарлă тум-тир пулмалла-и?
Пурĕ миçе ответ: 15
Чат

Сайт тусĕсем
  • Сайт ту
  • Пĕтĕмпех веб-маçтăр валли
  • Пурне те кирлĕ программăсем
  • Санкт-Петербург чăвашĕсен сайчĕ
  • Рунетри чи лайăх сайтсем
  • Кулинари рецепчĕсем
  • Раççей уявĕсен календарĕ
  • Чăваш наци радиовĕ
  • ЧĂВАШ ЭСТРАДИН ФАН-КЛУБĔ
  • Чăваш эстрада юррисем
  • Виталий Михайловăн шкул сайчĕ
  • Чăваш чĕлхи вĕрентекенĕн музейĕ
  • Вĕрентекенсен порталĕ
  • Виртуаллă вĕренÿ пÿлĕмĕ
  • Калиниград чăвашĕсен сайчĕ
  • Самар чăвашĕсен сайчĕ
  • Красноярск чăвашĕсен сайчĕ
  • Раççей шкулĕсем

  • Чăваш ен телерадиокомпанийĕ
    Трак Ен сайчĕ
    Нестер Янкас пĕрлĕх сайчĕ
    Чăваш ачисем валли
    Тутар чăвашĕсен хаçачĕ
    "Кăмăл" веренÿ пĕрлешĕвĕ
    Чăваш халăх сайчĕ
    Красноармейски район сайчĕ


    GanGstA
    Статистика



    Паян çак сайтра пулнă юзерсем:
    Праздники России
    Çанталăк
    Красноармейски ялĕ
    rp5.ru

    noscript>>

    Виталий Михайлов

    Раççей символики
              Чăваш патшалăх ялавĕ

    Хапăл тăватăр-и,       ырă тăванăмăрсем! Эпĕ ялан хавас Сире курмашкăн хамăн сайтра

    Вырсарникун, 17.11.2024, 18:14
    Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх хыпарĕсем

    Чăваш чĕлхи. Электронлă пособи
    Тĕп страница » 2019 » Нарăс » 7 » Педагог, тĕпчевçĕ, знциклопедист, халăх академикĕ
    Педагог, тĕпчевçĕ, знциклопедист, халăх академикĕ
    20:03
    Материал сăн ÿкерчĕкĕ

    Красноармейски ялĕнче пурăнакан Виталий Михайлович Михайлов иртнĕ çулта хăйĕн çавра çулне паллă турĕ. Ăна эпир ку чаплă уявпа ăшшăн саламлатпăр, малашне те ырă кун-çул сунатпăр, унăн пурнăçĕнчи паллă самантсемпе паллаштаратпăр. В.М. Михайлов 1958 çулхи авăн уйăхĕн 3-мĕшĕнче хамăр районти Карай ял тăрăхне кĕрекен Çырмапуç ялĕнче çуралнă. Карай шкулĕнче вăтам пĕлỹ илнĕ. Шкулта тăрăшса вĕреннисĕр пуçне ялти тата шкулти çĕнĕлĕхсене, çитĕнỹсене, ырă пулăмсене массăллă информаци хатĕрĕсенче çутатса тăнă. Акă еплерех аса илет Виталий Михайлович çав вăхăтри самантсене: “Шкулта вĕреннĕ хушăрах юнкор ĕçне туса пыраттăм. Эпĕ çырнă заметкăсем, очерксемпе тĕрленчĕксем районпа республикăри “Ял пурнăçĕ”, “Коммунизм ялавĕ”, “Пионер сасси” тата “Молодой коммунист” хаçатсенче пичетленетчĕç. Пĕр çулхине “Пионер сасси” хаçатăн лауреачĕ те пулса тăтăм. Мана алăпа йăтса çỹремелли радиоприемник парнелерĕç”. Çамрăк корреспондента хаçатсен ĕçченĕсем пулăшса пынă, ырă сĕнỹсем панă. Чăваш чĕлхине юратса вĕреннĕскерĕн, чăваш тата вырăс литературине кăмăлласа вуланăскерĕн, педагог-журналист пулас ĕмĕчĕ пысăк пулнă. Шкулта вĕреннĕ чухнех Карай шкулĕнчи стена хаçачĕн редакторĕ, литература кружокĕ кăларса тăракан альманах редакторĕ, шкулти тата ялти драма кружокĕсен артисчĕ пулнă. Çав вăхăтрах хастар пионер та, комсомолец та... Комсорга та суйланă ăна. 1976 çулта шкултан вĕренсе тухсан, малтан тăван “Россия” колхозра вăй хунă, унтан икĕ çул Совет çарĕнче службăра тăнă. Çарта ун чухне питĕ вăрттăн та кăткăс оборудованипе — компьютерпа ĕçлеме, Казахстан çĕрĕнче ракетăсем вĕçтерме вĕреннĕ. Çĕршыв умĕнче салтак тивĕçне пурнăçланă хыççăн И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн историпе филологи факультечĕн чăваш уйрăмне вĕренме кĕнĕ. Студент чухне те вăл питĕ хастар пулнă: чăваш уйрăмĕн комсомол секретарĕнче ĕçленĕ, парти ретне тăнă, пĕр курсра вĕренекенсем хушшинче йĕркеленнĕ “Кашăкçăсем” ансамбле çỹренĕ, студентсен “Вутчуль” театрĕнче тĕп рольсене вылянă. Çак ансамбльпе театр тĕрлĕ ял-хуласенче хăйĕн пултарулăхне кăтартнă, Раççейри конкурссенче çĕнтернĕ. Çуллахи вăхăтра стройотрядра вăй хунă вăл, студентсен “Сăвар” строительство отрячĕн командирĕ пулнă, Красноармейскинчи “Сельхозтехника” юсавпа техника предприятийĕн территорийĕнче çулталăкра 500 çăмăл автомобиль юсама пултаракан цеха (халĕ — “Чесла” предприяти) çĕкленĕ çĕре хутшăннă. 1984 çулта аслă шкултан вĕренсе тухнă хыççăн Вăрнар районĕнчи Вăрманкас шкулĕнче директорăн вĕренỹпе воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕнче тимленĕ. 1987-1988 çулсенче хамăр район ĕçтăвкомĕн халăха вĕрентес ĕç пайĕн методистĕнче, 1988-1990 çулсенче парти райкомĕн идеологи уйрăмĕн инструкторĕнче, 1990-1992 çулсенче каллех халăха вĕрентес ĕç пайĕн методистĕнче тăрăшнă. 1992 çулта Красноармейскинчи 2-мĕш вăтам шкула вырăс чĕлхи, чăваш чĕлхипе литератури тата тăван ен культури вĕрентме куçнă. Каярахпа кунтах географи, професси суйласа илмелли предметсене вĕрентет. Çавăнтанпа вăл педагогра вăй хурать. Шкулта ĕçленĕ вăхăтрах заочнăй майпа Чулхулари Атăлпа Вятка тăрăхĕнчи кадрсен центрĕнче (Раççей Президенчĕ çумĕнчи Патшалăх службин академийĕнче, халĕ РАНХИГС филиалĕ) “Патшалăха тата муниципалитета ертсе пырасси” специализаци енĕпе менеджер-правоведа вĕренет, иккĕмĕш аслă пĕлỹ илет. Вара шкулта тăван чĕлхепе тăван ен культури çеç мар, обществознани, экономика, право урокĕсене те ирттерме тытăнать. Шкулта ĕçленĕ май, Виталий Михайлович ачасене тарăн пĕлỹ парас, вĕсен тавра курăмне анлăлатас, пултарулăхĕпе ăсталăхне ỹстерес, тăван чĕлхене, атте-аннене, тăван çĕре, тăван халăха юратса хисеплес туйăмне аталантарас тесе ырми-канми тăрăшать. Çак тĕллеве пурнăçлас тесе, урокра та, класс тулашĕнчи ĕçсенче те тĕрлĕ мелсемпе усă курать, çĕнĕрен çĕнĕ технологисене алла илсе пырать. Чăваш чĕлхипе, тăван ен культурипе интересленекен шкул ачисем хушшинче маларахри çулсенче инçет майпа “Çамрăк ăсчах” вăйă-конкурс, юлашки çулсенче “Улăп” Интернет-викторина йĕркелесе ирттерет. Ку таранччен 10 хут ытла ирттернĕ вăл вĕсене. Трак енре çуралса ỹснĕ пултаруллă ентешсен пурнăçĕпе пултарулăхне халалланă викторинăна çулсерен районти вĕренекенсем çеç мар, республикăпа ун тулашĕнчи шкул ачисем те хастар хутшăнаççĕ. Унăн вĕренекенĕсем вăл пĕлỹ паракан предметсемпе районта, республикăра, Раççейре, тĕнче шайĕнче иртекен тĕрлĕрен олимпиадăсене, конкурс-фестивальсене хутшăнса малти вырăнсене çĕнсе илеççĕ. Алексей Михайлов вĕренекенпе экологи темипе сайт йĕркелесе, республикăра, Раççейре пĕрремĕш вырăн йышăнса, Мускавра иртнĕ тĕнче шайĕнчи экологи форумне хутшăнма тивĕç пулнă, унтан Дипломпа тата парнепе таврăннă. Ăста педагог ачасене тĕпчев ĕçне те явăçтарать. Вĕсене шыравпа тĕпчев ĕçĕсем, проектсем, бизнес-плансем çыртарать. Ăслăлăхпа тĕпчев ĕçĕсен ертỹçи пулнă май, ачасене кĕнекесемпе, словарьсемпе, Интернет çăл куçсемпе, сайтсемпе ĕçлеме вĕрентет. Паянхи кунпа тан утса хăй те çĕнĕрен те çĕнĕ чăвашла сайтсем уçать. Унта вĕрентекенсене те, çыравçăсене те, шкул ачисене те, ашшĕ-амăшĕсене те кирлĕ материалсем вырнаçтарать. Унăн паянхи кун чăвашла 5 сайчĕ (“Виталий Михайловăн чăвашла сайчĕ”, “Трак ен”, “Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх сайчĕ”, “Чăваш ачисем валли”, “Такмаксем”) ăнăçлă ĕçлет, çĕнĕ материалсемпе, методика хатĕрĕсемпе, ырă сĕнỹсемпе пуянланса пырать. Виталий Михайлов — 16 кĕнеке авторĕ. Николай Карай ентеш-поэтăн “Ял-йыш саламĕ”, Зинаида Михайловăн “Уçă урок планĕсем” методика пособийĕн, “Патмар вулавĕсем” тата “Александр Пăртта — пултаруллă ентеш-çыравçă” брошюрăсен редакторĕ. Вăл пичетлесе кăларнă автор программисемпе, методика кăтартăвĕсемпе, чăваш чĕлхипе, литературипе тата экономикăпа право енĕпе çырнă вĕренỹ тесчĕсен, сочиненисен тата такмаксен пуххисемпе Чăваш Ен çыннисем кăна мар, тулай чăвашĕсем те усă кураççĕ. Вăл вĕрентекен ачасен пултарулăх ĕçĕсем (сăвви-калавĕсем) хаçат-журналсенче, литература пуххисенче пичетленеççĕ. Виталий Михайлов педагог-тĕпчевçĕ кăна мар, халăх академикĕ те. Чăваш халăх академийĕ ирттерекен ĕçлĕ ларусене хастар хутшăнать, академи кăларса тăракан “Чăваш халăх ăс-хакăлĕпе ỹнер академийĕн хыпарĕсем” ятлă ăслăлăх журналĕнче хăйĕн тĕпчев ĕçĕсене пичетлет. Общество ĕçĕнче те хастар. Вăл — районти Н. Янкас ячĕллĕ культурăпа искусство тата литература пĕрлĕхĕн правленийĕн пайташĕ, правлени председателĕн çумĕ, Н. Янкас ячĕллĕ преми парас енĕпе ĕçлекен комисси председателĕ, Красноармейски район энциклопедийĕн редакторĕ, Чăваш халăх ăслăлăхпа ỹнер академийĕн чăн член-корреспонденчĕ, районти Н. Янкас ячĕллĕ преми лауреачĕ (1999). Пултарулăхри çитĕнỹсемшĕн, пархатарлă ĕçсемшĕн В. Михайлов Чăваш Республикин тата Раççей Федерацийĕн Вĕрентỹ министерствисен Хисеп хучĕсене, “Вĕрентỹ” наци проектне пурнăçлас çĕрти ỹсĕмсемшĕн район администрацийĕн пуçлăхĕн премине, Чăваш Республикинчи тата Раççей Федерацийĕнчи “Чи лайăх вĕрентекен” конкурссен çĕнтерỹçи ятне, Чăваш Ен Пуçлăхĕн Тав хутне илме тивĕç пулнă. Вĕрентекене педагогика ĕçĕнчи çитĕнỹсемшĕн Чăваш халăх ăс-хакăлĕпе ỹнер академийĕн Г.Н. Волков ячĕллĕ медалĕпе чысланă. Вăл — Раççей Федерацийĕн пĕтĕмĕшле вĕрентĕвĕн хисеплĕ ĕçченĕ. Виталий Михайлович — юратнă мăшăр та, атте те, кукаçи те. Вăл хăйĕн мăшăрĕпе, Зинаида Петровнăпа, виçĕ ача (Алина, Анфиса, Алексей) пăхса ỹстерсе пурнăç çулĕ çине тăратнă. Вĕсем пурте аслă пĕлỹллĕ (экономист, врач, программист специальноçĕсене алла илнĕ). Хĕрĕсем çемье çавăрнă, ывăл-хĕрĕсене ỹстереççĕ: Алинăн 3 ача (Диана, Евгений, София), Анфисăн 2 ача (Аня тата Артем). Талантлă педагогăн, пултаруллă тĕпчевçĕн, хастар халăх академикĕн ырă та таса шухăш-ĕмĕчĕсем малашне те пурнăçланса пыччăр, сăваплă ĕçĕ-хĕлĕ çынсене пархатар кỹтĕр, пуçарулăхĕпе тăрăшулăхĕ Трак ен кун-çулне пуянлатса пыччăр.

    В. Данилов.

    Çыпăçтарнисем:
    Категори: | Миçе çын пăхнă: 414 | Кам хушнă: mixaj_58 | Тегисем: | Рейтинг: 0.0/0 |
    Пĕтĕмпе миçе комментари: 0


    Copyright © Аксар Чунтупай Cайт тăваканни: Михайлов Алексей (alex-net)