Виталий Михайловăн чăвашла сайчĕ


Чăваш кĕвви

skip_previous
play_circle
0:00 / 0:00
volume_up
skip_next

Кĕмелли форма

Категорисем
Шырав
    ЧĂВАШ ЧĔЛХИ ЯЧĔПЕ ПУРТЕ ПĔР ПУЛАР!
Вĕрентÿ хыпарĕсем
Кун тăрăм
«  Кăрлач 2021  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
    123
45678910
11121314151617
18192021222324
25262728293031
free clock for website часы для сайта
Архив

2019 Çул - ГЕННАДИЙ АЙХИ (ЛИСИН) çУЛĕ

Геннадий Айхи


Ыйтăм

Раççейри чăвашсен хăйсен ирĕклĕ патшалăхне йĕркелеме ирĕк пур-и?
Пурĕ миçе ответ: 18
Чат

Сайт тусĕсем
  • Сайт ту
  • Пĕтĕмпех веб-маçтăр валли
  • Пурне те кирлĕ программăсем
  • Санкт-Петербург чăвашĕсен сайчĕ
  • Рунетри чи лайăх сайтсем
  • Кулинари рецепчĕсем
  • Раççей уявĕсен календарĕ
  • Чăваш наци радиовĕ
  • ЧĂВАШ ЭСТРАДИН ФАН-КЛУБĔ
  • Чăваш эстрада юррисем
  • Виталий Михайловăн шкул сайчĕ
  • Чăваш чĕлхи вĕрентекенĕн музейĕ
  • Вĕрентекенсен порталĕ
  • Виртуаллă вĕренÿ пÿлĕмĕ
  • Калиниград чăвашĕсен сайчĕ
  • Самар чăвашĕсен сайчĕ
  • Красноярск чăвашĕсен сайчĕ
  • Раççей шкулĕсем

  • Чăваш ен телерадиокомпанийĕ
    Трак Ен сайчĕ
    Нестер Янкас пĕрлĕх сайчĕ
    Чăваш ачисем валли
    Тутар чăвашĕсен хаçачĕ
    "Кăмăл" веренÿ пĕрлешĕвĕ
    Чăваш халăх сайчĕ
    Красноармейски район сайчĕ


    GanGstA
    Статистика
    Top.Chuvash.Org


    Паян çак сайтра пулнă юзерсем:
    Праздники России
    Çанталăк
    Красноармейски ялĕ
    rp5.ru

    noscript>>

    Виталий Михайлов

    Раççей символики
              Чăваш патшалăх ялавĕ

    Хапăл тăватăр-и,       ырă тăванăмăрсем! Эпĕ ялан хавас Сире курмашкăн хамăн сайтра

    Тунтикун, 23.12.2024, 11:55
    Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх хыпарĕсем

    Чăваш чĕлхи. Электронлă пособи
    Тĕп страница » 2021 » Кăрлач » 8 » «Паттăр» е «Герой»: хăшĕ лайăхрах?» статья пирки
    «Паттăр» е «Герой»: хăшĕ лайăхрах?» статья пирки
    16:13
    Материал сăн ÿкерчĕкĕ

    «Хыпар» хаçатăн авăн уйăхĕн 15-мĕшĕнчи номерĕнче «Паттăр» е «Герой»: хăшĕ лайăхрах?» статья пичетленчĕ. Вырăнлă пулчĕ вăл, мĕншĕн тесен хаçат-журналта, радиопа телекуравра, çынсен калаçăвĕпе çырăвĕнче лексика тата грамматика йăнăшĕсем час-часах тĕл пулаççĕ. Материалта хускатнă ыйту пирки акă мĕн пĕлтерес килет: ăслăлăх тăван чĕлхере тивĕçлĕ сăмах пур чухне юта каймалла мар тет. «Паттăр» сăмаха кĕртекенсем маларахри ăрусен йăнăшне тÿрлетес тенĕ курăнать. Ку вара «Герой» сăмаха хăнăхнă çынсене килĕшмест. Ун пек чухне пĕр текстрах сăмахсемпе синоним пек усă курса пăхмалла пуль: малтанхи тапхăрта  çирĕпленнĕ «Совет Союзĕн Геройĕ» майлашура пысăкран çырнă «Герой» сăмаха илмелле, ытти çĕрте «паттăр» темелле. Майĕпен «Паттăр» сăмах патне куçсан та юрать пек. Лексика йăнăшĕ вăл тÿрех курăнать, чылай çыннăн куçне тăрăнать. Грамматика йăнăшне вара тÿрех асăрхаймастăн. Материалти «Герой» е «Паттăр» тени вырăнлăрах тата тĕрĕсрех» предложени тытăмĕпе вырăсла. «Мĕнле калани вырăнлă тата тĕрĕсрех: «Герой»,  тени-и е «Паттăр», тени-и?» тесен аванрахчĕ. Текст ятне: «Хăшĕ лайăхрах: «Паттăр»-и, «Герой»-и?»  тесен вырăнлăрахчĕ. «Паттăр»-и, «Герой»-и _ хăшĕ лайăхрах?» вариант та пулма пултарать. Ыйтăва палăртма «кам?», «ăçта?», «хăçан?», «мĕншĕн?» йышши ыйту сăмахĕсемпе тата «-и», «-ши», «-шим» татăксемпе усă курмалла. Ыйту сăмахĕсене сказуемăй умне юнашар лартсан лайăх. Татăксене сказуемăйран пачах уйăрма юрамасть. Манăн шухăшпа, пичетре, эфирта тăвакан йăнăшсем пирки «Хыпар» хаçат страницисенче малашне те çырмалла, час-часах тĕл пулаканнисене тупса чĕрĕ пуплевпе çыруран катертсе пымалла. Йăнăша кăтартнăшăн никамăн та кÿренмелле мар.

    Вĕренÿ кĕнекисен авторĕ Юрий ВИНОГРАДОВ доцент.

    Çыпăçтарнисем:
    Категори: | Миçе çын пăхнă: 699 | Кам хушнă: mixaj_58 | Тегисем: | Рейтинг: 0.0/0 |
    Пĕтĕмпе миçе комментари: 0


    Copyright © Аксар Чунтупай Cайт тăваканни: Михайлов Алексей (alex-net)