Виталий Михайловăн чăвашла сайчĕ


Чăваш кĕвви

Кĕмелли форма

Категорисем
Шырав
    ЧĂВАШ ЧĔЛХИ ЯЧĔПЕ ПУРТЕ ПĔР ПУЛАР!
Вĕрентÿ хыпарĕсем
Кун тăрăм
«  Çурла 2012  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
  12345
6789101112
13141516171819
20212223242526
2728293031
free clock for website часы для сайта
Архив

2019 Çул - ГЕННАДИЙ АЙХИ (ЛИСИН) çУЛĕ

Геннадий Айхи


Ыйтăм

Хисеплĕ вĕрентекенĕмĕр! Эсир шкулта ĕçлесе илнĕ тупăшăрпа çăмăл машина туянма пултарятăр-и?
Пурĕ миçе ответ: 27
Чат

Сайт тусĕсем
  • Сайт ту
  • Пĕтĕмпех веб-маçтăр валли
  • Пурне те кирлĕ программăсем
  • Санкт-Петербург чăвашĕсен сайчĕ
  • Рунетри чи лайăх сайтсем
  • Кулинари рецепчĕсем
  • Раççей уявĕсен календарĕ
  • Чăваш наци радиовĕ
  • ЧĂВАШ ЭСТРАДИН ФАН-КЛУБĔ
  • Чăваш эстрада юррисем
  • Виталий Михайловăн шкул сайчĕ
  • Чăваш чĕлхи вĕрентекенĕн музейĕ
  • Вĕрентекенсен порталĕ
  • Виртуаллă вĕренÿ пÿлĕмĕ
  • Калиниград чăвашĕсен сайчĕ
  • Самар чăвашĕсен сайчĕ
  • Красноярск чăвашĕсен сайчĕ
  • Раççей шкулĕсем

  • Чăваш ен телерадиокомпанийĕ
    Трак Ен сайчĕ
    Нестер Янкас пĕрлĕх сайчĕ
    Чăваш ачисем валли
    Тутар чăвашĕсен хаçачĕ
    "Кăмăл" веренÿ пĕрлешĕвĕ
    Чăваш халăх сайчĕ
    Красноармейски район сайчĕ


    GanGstA
    Статистика



    Паян çак сайтра пулнă юзерсем:
    Праздники России
    Çанталăк
    Красноармейски ялĕ
    rp5.ru

    noscript>>

    Виталий Михайлов

    Раççей символики
              Чăваш патшалăх ялавĕ

    Хапăл тăватăр-и,       ырă тăванăмăрсем! Эпĕ ялан хавас Сире курмашкăн хамăн сайтра

    Юнкун, 18.12.2024, 20:53
    Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх хыпарĕсем

    Чăваш чĕлхи. Электронлă пособи
    Тĕп страница » 2012 » Çурла » 26 » Николай ЕГОРОВ: "ЧĂВАШЛĂХ ĂСЧАХĔ" ("Самант", Шупашкар )
    Николай ЕГОРОВ: "ЧĂВАШЛĂХ ĂСЧАХĔ" ("Самант", Шупашкар )
    22:10
    Материал сăн ÿкерчĕкĕ
    Н.Егоров – тĕнче ячĕллĕ лингвист, филологи наукисен тухтăрĕ, профессор, Чăваш патшалăх гуманитари наукисен институчĕн чĕлхе пайĕн пуçлăхĕ. Хăйĕн сулмаклă сăмахне этнологи, истори, философи наукисенче те каланă. Паллă фольклорист, культуролог. Тюркологсен пĕтĕм тĕнчери ассоциацийĕн президиумĕн членĕ. Раççейри наукăсен академийĕнчи историпе филологи наукисен пайĕн çумĕнчи тюркологсен Раççей комитечĕн бюро членĕ. Пĕтĕм тĕнчери Тĕрĕк Академийĕн членĕ. 
    – «Хыпар» Издательство Çурчĕ» кăçал «Ăçтан эпир? Ăçта каятпăр?» сумлă кĕнеке кăларчĕ. Авторĕсем – А.П.Леонтьев тата Н.И.Егоров. Кĕнекере аллă виçĕ пысăк интервью, çĕр ытла сăн ÿкерчĕк. Николай Иванович, пĕр ÿркенмесĕр вăл кĕнекене виçсе пăхрăм – пĕр килограма кăшт кăна çитеймерĕ. Аптекăна кайса тĕп-тĕрĕс виçсе килесшĕнччĕ, ăнланмасăр тата психиатри пулăшăвне чĕнсе илĕç терĕм. 
    – Кайса пăхмаллаччĕ, кĕнеки мĕн йывăрăшне пĕлеттĕмĕрччĕ. Улт çĕр сакăр страница унта. Кашни страницинче пĕр ăслă шухăш пулсан та – пурĕ миçе вĕсем? Чăваш халăхĕ пирки пĕлтĕр кăна шутлама пикенмен, çавăнпа, пĕр мухтанмасăр калатăп, страница шутĕнчен чылай ăслă шухăш кĕнекере. Ăна кашни чăвашăн тĕплĕн тишкерсе тухмалла тесе пĕлтерместĕп, çапах тăван халăх шăпи, культури интереслентерет пулсан – ăна вуласа пăхмаллах. 
    – Сирĕн умăрта кĕнекине уçкаласа пăхнă телейлĕ çын ларнăран, çак аслă ĕç пурнăçăн пĕр тапхăрне вĕçлени, тĕпчев ĕçĕсене пĕтĕмлетни тесе калама çук. 
    – Пĕтĕмлетÿ турăм тени – çылăх еккипе кайни. Эпĕ вара çак кĕнеке çутă курнă хыççăн ыранах хĕвел анăçран тухать текен çын мар. Хальлĕхе çакнашкал шутлатăп тесе çеç палăртатăп. Кам пĕлет, тен, тепĕр сехетренех паян кунччен мĕн тĕпчени-çырни тĕрĕс пулман тесе йышăнăп, тĕнче пин кĕтеслĕ. Вĕр-çĕнĕрен пуçлама нихăçан та кая мар. Эпĕ телейлĕ çын çапах, хамăн тĕпчев ĕçĕсем тĕрĕс çулпах пыраççĕ тесе шутлатăп. Каламалли те, вĕрентмелли те, ăс памалли те пур, тупăнсах тăрать манăн. 
    – Юлашки вăхăтра «эпир чăваш та, пăлхар та мар, эпир – сувар» тени тăтăш илтĕне пуçларĕ. 
    – Хăйне май ухмаха тухма кашнин ирĕк пур. Эпидеми шайне çеç ан куçтăр «куçа та ăс-тăна уçакан» чир. Тĕрĕссипе вара, чăваш сăмахран хамăр та йĕрĕнме пуçларăмăр пулсан, ыттисенчен мĕн кĕтмелле; Халăх çухалса кайнине пĕлтерет тăрук «сувар-сăварсем» ĕрчесе кайни. Вĕсене чăвашла сăвар тени те килĕшмест, вĕсем чăн суварсем тет иккен. Чăваш халăхĕ ахаль те сахалланса пырать, çĕнĕ «пророксем» эпир сувар тесе астарни – халăха юри пайлани, çынсене пĕр-пĕринчен уйăрни. Йышра – хăват, тăрăшсах «суварлатни» вара ырă куккасем темле ырă тĕллевпе халăх вăйне хавшатни. 
    Пирĕн халăх истори çул-йĕрне ваклама, вĕтетме те меллĕ кун пек. Несĕлсем тахçан Еврази анлăшĕсенчен хăраман, пире вара пĕр йывăçа виç йывăç тесе – чăваш, пăлхар, сăвар хушшинче аташтарсшăн. Эпир Месопотамирен тухса Каспи тавра çаврăнса Атăл тăрăхне çитнĕ тениех чăваш истори пуянлăхне тĕппипе чухăнлатса хурать. Тахçан несĕлсем Хинган хысакĕнчен Маньчжури тÿремне курса тăнă, китаецсем вĕсенчен хÿтĕленес шутпа аптранипе ÿркенмесĕр Аслă стена хăпартнă. Несĕлсем анăçа куçа пуçласан тин Тĕп Ази çеçен хирĕсене унччен тайгара пурăннă монгол йăхĕсем туха пуçланă, вĕсем те чăваш несĕлĕсен чĕлхи витĕмне лексе ĕлкĕрнĕ. Монгол чĕлхинче авалхи чăваш сăмахĕсем йышлă. 
    – Апла «суварлăх» чăваш истори анинчи çум курăк кăна? 
    – Сăварсен несĕлĕсем Китай династи хроникисенче сяньби ятпа тĕл пулаççĕ. Паянхи «çĕнĕ суварсем» Инçет Хĕвелтухăç пирки шутламаççĕ, Каспи тинĕсĕ тавра шав пăтранса çÿреççĕ. Çĕнĕ «пророксен» Атăлçи Сăварне илес пулсан, пит кăкăр çапса мухтанмаллиех çук унта. Хальхи Дагестан тăрăхĕнче, сăварсем йышлăн пурăннă çĕрсенче, çиччĕмĕш ĕмĕр вĕçĕнче арабсемпе хазарсен вăрçисем пуçланса кайсан хăравçăрах сăварĕсем Атăлçи Пăлхара тарса килнĕ. Паянхи «çĕн суварсем» араб çĕр-шывĕсенче пăтранусем пуçланнăран аслă монгол императорĕн Менгун ывăлĕ Хулагу 1258-мĕш çултах аркатса тăкнă халифатран аранах, тинех хăрами пулчĕç пулмалла. 800-мĕш çулсенче Хазар патши Обадий халăхне иудей тĕнне йышăнтарас тесе пуçланă граждан вăрçи вăхăтĕнче те хавшак сăварсем каллех Атăлçи Пăлхара тарса килнĕ. 922-мĕш çулта Атăлçи Пăлхар патши Алмуш ислам тĕнне официаллă йышăннине вара иудей тĕнне Вăтам Атăл тăрăхне сарма чарни тесе хакламалла. Çавăнпа «çĕн сувар» тесе мухтанмалли пур-ши? 
    – «Çĕн суварлăх» пире тĕрĕк тĕнчинчен те уйăрасшăн туйăнать. 
    – «Çĕн суварсемпе» Пĕрлешÿллĕ Штатсен амбицийĕсем пĕр пекех, вĕсем Иран-Иракра тем тупасшăн. Чăваш тĕнчине авалхи Туран çывăх, паян вара унта тĕрĕксем пурăнаççĕ. Авалхи чăваш культурипе çыхăннă тухăç ирансем çук халĕ Туранра. 
    Ĕмĕрхи тĕрĕкьел – тĕрĕк тĕнчи – ăнлав пур. Паллах, вăл чăн малтан Аслă тюркют каганачĕпе çыхăннă. Паян ĕнтĕ лару-тăру урăхла, тĕрĕк халăхĕсене культура, чĕлхе хăвачĕ пĕрлештерет. Тĕрĕссипе, ывăннă чăваш халăхĕшĕн тĕрĕкьел – хевте донорĕ. Хамăра тĕрĕк мар тени тăван тĕнчепе çыхăнтаракан кăвапана касниех. Çакна та арпаштармалла мар: чăваш чĕлхи – чи авалхи тĕрĕк чĕлхи тени те тĕрĕсех мар, тĕрĕк тĕнчишĕн пăлхар-чăваш сăмахлăхĕ – çĕнĕ, çамрăк чĕлхе. Пирĕн несĕлсем анăç куçăмне пуçлакансем пулнă, тахçан хăватлă йышран паян эпир кăна тăрса юлнă. 
    – Апла пулсан, калаçăва тĕпчевсен вăрттăнлăхне уçнипе пĕтерер. 
    – Авалхи несĕлсем – огурсем – истори аренине тухни интереслентерет тейĕпĕр. Огурсен икĕ пысăк ушкăнĕ – хунну тата дунху пулнине пĕлетпĕр. Дунху хăй тата икĕ ушкăна пайланать, пĕрисем – сяньби, авалхи сăварсем, теприсем – ухуань, авалхи пăлхарсем. Вĕсен историне тĕпчеме авалхи Китай династи хроникисене пĕлмелле. Юлашки çулсенче ку тĕлĕшпе эпир Пекинри ăсчахсемпе тупăшлă ĕçлетпĕр. Çав вăхăтрах огур пĕрлĕхĕ тата ытти йăхсене, халăхсене те пĕрлештерсе тăнă. Халиччен пĕлмен хăватлă та анлă огур тĕнчи тухса тăрать ума. Пирĕн Атлантида тесе те хаклама пулать ăна. 
    Чăваш патшалăх гуманитари институчĕ Казахстан ăсчахĕсемпе те таччăн ĕçлет. Ыйтусем огур тĕнчипе тата тĕрĕкьел тытăмĕпе çыхăннă. Пĕтĕмĕшле каласан, тĕпчевсем çĕнĕ шая çĕкленмелле. 
    – «Камсем эпир? Ăçта каятпăр?» кĕнекере ыйтăвĕсем те ахальлисем мар. Мĕн кăна ыйтса пĕлмест Алексей Петрович Сиртен.
    – Ыр пурнăçран паман çавнашкал ыйтусене. Шел пулин те, шкул программинче чăваш халăх историйĕ, культури валли сехет сахал. Шкултан çамрăксем хамăр камне пĕлмесĕрех тухаççĕ темелле. Хальхи тĕнче пуш параппан çапма юратать, сассипе кăна мар, вăл тĕсĕпе те йăлтăркка та ултавлă. Чăвашлăх никĕсне шкултах хывса хăварайсассăн, наци мухтавлăхĕпе авăрласассăн вара – чăваш çамрă- кĕсемшĕн тĕнчен хитре суйи хăрушах мар, вĕсем чунне упраса хăварса çĕр-шыва юрăхлă, тахăш ĕçре те вăр-вар, нихăçан та пуçне усман, çĕнĕ япаласем шыраса тупакан чăваш ачисемех пулса юлаççĕ. Пурнăç хăйне хăех ăнса пырать. 
    Мĕн тăван, тĕрĕслĕхе те йышăнма пĕлмелле, чăваш чунĕ сахалланчĕ çут тĕнчере.

    Владимир Степанов калаçнă.
    Çыпăçтарнисем:
    Категори: | Миçе çын пăхнă: 704 | Кам хушнă: mixaj_58 | Тегисем: | Рейтинг: 5.0/1 |
    Пĕтĕмпе миçе комментари: 0


    Copyright © Аксар Чунтупай Cайт тăваканни: Михайлов Алексей (alex-net)