Виталий Михайловăн чăвашла сайчĕ


Чăваш кĕвви

Кĕмелли форма

Категорисем
Шырав
    ЧĂВАШ ЧĔЛХИ ЯЧĔПЕ ПУРТЕ ПĔР ПУЛАР!
Вĕрентÿ хыпарĕсем
Кун тăрăм
«  Кăрлач 2018  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
1234567
891011121314
15161718192021
22232425262728
293031
free clock for website часы для сайта
Архив

2019 Çул - ГЕННАДИЙ АЙХИ (ЛИСИН) çУЛĕ

Геннадий Айхи


Ыйтăм

Хисеплĕ вĕрентекенĕмĕр! Эсир шкулта ĕçлесе илнĕ тупăшăрпа çăмăл машина туянма пултарятăр-и?
Пурĕ миçе ответ: 27
Чат

Сайт тусĕсем
  • Сайт ту
  • Пĕтĕмпех веб-маçтăр валли
  • Пурне те кирлĕ программăсем
  • Санкт-Петербург чăвашĕсен сайчĕ
  • Рунетри чи лайăх сайтсем
  • Кулинари рецепчĕсем
  • Раççей уявĕсен календарĕ
  • Чăваш наци радиовĕ
  • ЧĂВАШ ЭСТРАДИН ФАН-КЛУБĔ
  • Чăваш эстрада юррисем
  • Виталий Михайловăн шкул сайчĕ
  • Чăваш чĕлхи вĕрентекенĕн музейĕ
  • Вĕрентекенсен порталĕ
  • Виртуаллă вĕренÿ пÿлĕмĕ
  • Калиниград чăвашĕсен сайчĕ
  • Самар чăвашĕсен сайчĕ
  • Красноярск чăвашĕсен сайчĕ
  • Раççей шкулĕсем

  • Чăваш ен телерадиокомпанийĕ
    Трак Ен сайчĕ
    Нестер Янкас пĕрлĕх сайчĕ
    Чăваш ачисем валли
    Тутар чăвашĕсен хаçачĕ
    "Кăмăл" веренÿ пĕрлешĕвĕ
    Чăваш халăх сайчĕ
    Красноармейски район сайчĕ


    GanGstA
    Статистика



    Паян çак сайтра пулнă юзерсем:
    Праздники России
    Çанталăк
    Красноармейски ялĕ
    rp5.ru

    noscript>>

    Виталий Михайлов

    Раççей символики
              Чăваш патшалăх ялавĕ

    Хапăл тăватăр-и,       ырă тăванăмăрсем! Эпĕ ялан хавас Сире курмашкăн хамăн сайтра

    Юнкун, 18.12.2024, 19:55
    Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх хыпарĕсем

    Чăваш чĕлхи. Электронлă пособи
    Тĕп страница » 2018 » Кăрлач » 15 » «МАН ХАЛĂХ – МАН ТĂВАН ÇĔР-ШЫВ» ПУЛТАРУЛĂХ КОНКУРСĔН ПОЛОЖЕНИЙĔ
    «МАН ХАЛĂХ – МАН ТĂВАН ÇĔР-ШЫВ» ПУЛТАРУЛĂХ КОНКУРСĔН ПОЛОЖЕНИЙĔ
    22:52
    Материал сăн ÿкерчĕкĕ

    «Чăваш наци конгресĕ» регионсен хушшинчи общество организацийĕ, «Хыпар» Издательство çурчĕн литературăпа культура тата искусство«Тăван Атăл» журналĕ,чăваш ачисен «Тантăш» хаçачĕИ.Я. Яковлев çуралнăранпа 170 çул çитнине халалланă«Ман халăх – ман Тăван çĕр-шыв» регионсен хушшинчи литература пултарулăхĕпе ал ĕç ăсталăхĕн конкурсне ирттереççĕ. Конкурса Чăваш Республикин тата Раççей Федерацийĕн тăрăхĕсен шкулĕсенче 4-11-мĕш класĕсенче вĕренекенсене, колледжсемпе аслă шкулсен студенчĕсене хутшăнма чĕнеççĕ. Регионсен хушшинчи литература пултарулăхĕпе ал ĕç ăсталăхĕн конкурсĕ 2018 çулхи кăрлач уйăхĕн 10-мĕшĕнчен пуçласа ака уйăхĕн 10-мĕшĕччен пырать.

    Конкурс тĕллевĕсем

    *чăваш чĕлхипе культурине, хутшăнупа пуплев культурин çыхăнăвĕсене аталантарасси;

    * пултаруллăшкул ачисемпе çамрăксене тупса палăртасси, вĕсене литературăпа ал ĕç ăсталăх ăмăртăвн еанлăрах явăçтарасси;

    * ачасемпе студентсене хăйсен пултараслăхне йĕркелеме, шухăш хастарлăхне аталантарма, литературăпа ал ĕç ăсталăхĕпе кăсăкланма хавхалантарасси;

    *И.Я. Яковлевăн ырă тĕслĕхĕпе халалĕ çинче вĕренекенсененаци тата этнос харпăр хăй ăнланулăхне йĕркелеме пулăшасси;

    *ачасемпе çамрăксен сăмахлăх пултарулăхĕпе ал ĕç ăсталăхне аталантарма учительсемпе ачасен ашшĕ-амăшне анлăрах явăçтарасси.

    Конкурс йĕркелекенсем

    *«Чăваш наци конгресĕ» регионсен хушшинчи общество организацийĕ;

    *«Хыпар» Издательство çурчĕн литературăпа культура тата искусство «Тăван Атăл» журналĕ, чăваш ачисен «Тантăш» хаçачĕ.

    Конкурса хутшăнакансем

    «Ман халăх – ман Тăван çĕр-шыв» ача-пăча пултарулăхĕн ăмăртăвне Чăваш Республикин тата Раççей Федерацийĕн тăрăхĕсен шкулĕсенче 4-11-мĕш класĕсенче вĕренекенсем, колледжсемпе аслă шкул студенчĕсем хутшăнма пултараççĕ.

    Хайлавсене йĕркелесе конкурса тăратасси

    Конкурс тăватă номинаципе иртет:

    чи лайăх сăвă,

    чи лайăх калав, очерк, тĕрленчĕк,

    чи лайăх пьеса,

    алăпа тунă чи лайăх япала (çыхса, тирсе, касса, тĕрлесе, эрешлесе, капăрлатса, çунтарса-ĕнтсе тата ытти мелпе тунă ал ăсталăх япалисем).

    Конкурс комиссийĕ литературăн тĕрлĕ жанрĕпе чăвашла çырнă ал çыру хайлавĕсене тата алăпа тунă япаласене йышăнать. Прозăпа пьеса хайлавĕсен калăпăшĕ 10-15 страницăран ытла мар, сăвăсен хисепĕ 3-рен кая мар пулмалла. Алăпа тунă япаласене конкурса темиçе тăратма та юрать. Ал çырусене компьютерпа А4 форматлă шурă хут листи çине Alt пусмалли Times New Roman шрифтпа, 12№-лĕ пысăкăшĕпе, 1,5 йĕрке хушшипе, пур енчен те хĕррисене (поля)2 см хăварса пичетлемелле.

    Çамрăк авторсен ал çыру хайлавĕсенче, алăпа тунă япаласенче конкурсăн номинаци ятне, хăйсен хушаматне, ятне тата ашшĕ ятне, хăш шкулта (колледжра е аслă шкулта), миçемĕш класра (ушкăнра)вĕреннине, район(хула), республика (область) ятне чăвашла, вырăсла тата пултарулăх ăмăртăвне хатĕрлекен вĕрентекенĕн хушаматне, ятне, ашшĕ ятне, кĕсье телефонĕн номерне кăтартса çырмалла. Конкурс ĕçĕсене 2018 çулхи ака (апрель) уйăхĕн 10-мĕшĕччен «Ача-пăча конкурсне» паллăпа çак адреспа йышăнаççĕ: электрон почти:congress21@maill.ru 428032, Чăваш Республики, Шупашкар хули, Воробьев композиторсен урамĕ, 10 çурт,Чăваш наци конгресĕ. Телефон:62-82-05

    Конкурс ирттермелли йĕрке

    Конкурс йĕркелекен комитет жюрие палăртать. Жюри пайташĕсем Чăваш Республикин паллă писателĕсемпе журналисчĕсем, ал ĕç ăстисем, тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕсем пулаççĕ. Жюри конкурса тăратнă ĕçсене пăхса тухса хак парать,призлă вырăнсене ÿсĕм тăрăх, 4-7,8-9 тата 10-11-мĕш классенче, колледжсемпе аслă шкул вĕренекенсен йышĕнчен кашни тăватă номинацире уйрăм палăртать. Пултарулăх ăмăртăвĕнче I,II,III вырăн йышăннисене дипломсемпе парнесем параççĕ. Жюри илемпе сăнарлăх енчен паха хайлавсемпе ал ĕç япалисене уйрăм ят пама пултарать.

    Конкурс пĕтĕмлетĕвне протокол çырса çирĕплетеççĕ. Çĕнтерÿçĕсемпе призерсен списокне Чăваш наци конгресĕн сайтĕнче вырнаçтараççĕ, «Тантăш» хаçатра пичетлеççĕ.

    Чыслани

    «Ман халăх – ман Тăван çĕр-шыв» конкурс çĕнтерÿçисемпе призерĕсене дипломсемпе парнесем парса чыслаççĕ. Конкурса хутшăннисене пурне те сертификат параççĕ. Çĕнтерÿçĕсемпе призерсене хатĕрленĕ вĕрентекенсене Тав хучĕпе чыслаççĕ.

    Чыслава хăçан тата ăçта ирттерессине уйрăм пĕлтереççĕ.Чи лайăх хайлавсене «Тантăш» хаçатра, «Самант» тата «Тăван Атăл»журналсенче пичетлеççĕ.

    Геронтий НИКИФОРОВ, конкурс йĕркелекен комитет пайташĕ

    Çыпăçтарнисем:
    Категори: | Миçе çын пăхнă: 1796 | Кам хушнă: mixaj_58 | Тегисем: | Рейтинг: 5.0/1 |
    Пĕтĕмпе миçе комментари: 0


    Copyright © Аксар Чунтупай Cайт тăваканни: Михайлов Алексей (alex-net)