Виталий Михайловăн чăвашла сайчĕ


Чăваш кĕвви

Кĕмелли форма

Категорисем
Шырав
    ЧĂВАШ ЧĔЛХИ ЯЧĔПЕ ПУРТЕ ПĔР ПУЛАР!
Вĕрентÿ хыпарĕсем
Кун тăрăм
«  Çĕртме 2013  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
     12
3456789
10111213141516
17181920212223
24252627282930
free clock for website часы для сайта
Архив

2019 Çул - ГЕННАДИЙ АЙХИ (ЛИСИН) çУЛĕ

Геннадий Айхи


Ыйтăм

Шкул директорĕсене демократиллĕ майпа вĕренекенсемпе вĕсен ашшĕ-амăшĕсем суйланине ырлатăр-и?
Пурĕ миçе ответ: 15
Чат

Сайт тусĕсем
  • Сайт ту
  • Пĕтĕмпех веб-маçтăр валли
  • Пурне те кирлĕ программăсем
  • Санкт-Петербург чăвашĕсен сайчĕ
  • Рунетри чи лайăх сайтсем
  • Кулинари рецепчĕсем
  • Раççей уявĕсен календарĕ
  • Чăваш наци радиовĕ
  • ЧĂВАШ ЭСТРАДИН ФАН-КЛУБĔ
  • Чăваш эстрада юррисем
  • Виталий Михайловăн шкул сайчĕ
  • Чăваш чĕлхи вĕрентекенĕн музейĕ
  • Вĕрентекенсен порталĕ
  • Виртуаллă вĕренÿ пÿлĕмĕ
  • Калиниград чăвашĕсен сайчĕ
  • Самар чăвашĕсен сайчĕ
  • Красноярск чăвашĕсен сайчĕ
  • Раççей шкулĕсем

  • Чăваш ен телерадиокомпанийĕ
    Трак Ен сайчĕ
    Нестер Янкас пĕрлĕх сайчĕ
    Чăваш ачисем валли
    Тутар чăвашĕсен хаçачĕ
    "Кăмăл" веренÿ пĕрлешĕвĕ
    Чăваш халăх сайчĕ
    Красноармейски район сайчĕ


    GanGstA
    Статистика



    Паян çак сайтра пулнă юзерсем:
    Праздники России
    Çанталăк
    Красноармейски ялĕ
    rp5.ru

    noscript>>

    Виталий Михайлов

    Раççей символики
              Чăваш патшалăх ялавĕ

    Хапăл тăватăр-и,       ырă тăванăмăрсем! Эпĕ ялан хавас Сире курмашкăн хамăн сайтра

    Шăматкун, 23.11.2024, 14:20
    Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх хыпарĕсем

    Чăваш чĕлхи. Электронлă пособи
    Тĕп страница » 2013 » Çĕртме » 29 » Л.П.Сергеев профессор Патшалăх премине тивĕçнĕ
    Л.П.Сергеев профессор Патшалăх премине тивĕçнĕ
    10:20
    Материал сăн ÿкерчĕкĕ
    Чăваш патшалăх педагогика университечĕн профессорĕ Л.П. Сергеев «Чувашский язык: диалектологический аспект. Том 1, 2» (Шупашкар: Чăваш патшалăх педагогика университечĕ, 2008) кĕнекешĕн Чăваш Республикин 2012 çулхи патшалăх премине илме тивĕçлĕ пулчĕ. Ку кĕнекере Чăваш Республикинче тата республика тулашĕнче пурăнакан чăвашсен пуплевĕн уйрăмлăхĕсене тишкернĕ, диалектологи карттипе çыхăннă ыйтусене пăхса тухнă.
    Кĕнекере учёнăйăн нумай енлĕ ĕçĕн чи кăсăкланса тунă пайне пĕтĕмлетнĕ теме пулать, мĕншĕн тесен Леонид Павлович ăслăлăх çулне диалектологирен пуçланă, хăйне яланах диалектолог тесе шутланă. 
    Диалектолог ĕçĕ — чи йывăр ĕç, мĕншĕн тесен яланах вĕçĕмсĕр çӳревре пулмалла, пур çĕрте те çынсемпе калаçмалла, çынсен калаçăвне итлеме тата илтме пĕлмелле, калаçнине çырса илме ĕлкĕрмелле, мĕн çисе ăçта выртса-тăрса пурăнас пирки те шухăшламалла. Тĕпчевçĕ йывăрлăхсенчен хăраман, çанталăк юрлă е çумăрлă пулнине пăхман – район хыççăн района кайнă, ял хыççăн яла утнă. Кутамккара куллен кирлĕ япаласем пулнă, алăра — пăт ытла таякан магнитофон. 
    Ăсчах хăй ĕçне аслă шкулта вĕренекенсене, шкулта чăваш чĕлхипе ĕçлеччĕр тесе пысăк программа тунă, ăна чăвашсем пурăнакан ялсене пĕтĕм Раççей çĕрĕпе салатнă. Тĕпчевçĕ программипе ĕçлекен кашни чăвашран каярахпа тăван ял калаçăвĕпе кăсăкланманни никам юлмарĕ теме юрать. 
    Кĕнекепе тĕпчевçисем кăна мар, ытти тĕрĕк чĕлхеçисемпе финн-угр чĕлхисен тĕпчевçисем те уса курма пултараççĕ, мĕншĕн тесен кунта тăван чĕлхемĕрĕн тата кӳршĕллĕ халăхсен чĕлхин тытăмне, историне, халăхсен кун-çулне ăнлантармалли нумай-нумай материал тупма пулать. Чăваш диалекчĕсене пĕлни пире литература чĕлхине пăхăнса калаçма тата çырма пулăшать. 
    Ăсчах тĕрĕк чĕлхеçисенчен чи малтан чăваш чĕлхин диалектологи карттине тунă. Ку картта, шел те, тĕрлĕ сăлтава пула (Совет Союзĕ арканни, укçа-тенкĕ çитменни т.ыт.те) паян кунччен те пичетленсе тухман. Апла пулин те ку ĕç те халăх вуламалла пуласса шанатпăр.

    Çыпăçтарнисем:
    Категори: | Миçе çын пăхнă: 742 | Кам хушнă: mixaj_58 | Тегисем: | Рейтинг: 0.0/0 |
    Пĕтĕмпе миçе комментари: 0


    Copyright © Аксар Чунтупай Cайт тăваканни: Михайлов Алексей (alex-net)