Виталий Михайловăн чăвашла сайчĕ


Чăваш кĕвви

Кĕмелли форма

Категорисем
Шырав
    ЧĂВАШ ЧĔЛХИ ЯЧĔПЕ ПУРТЕ ПĔР ПУЛАР!
Вĕрентÿ хыпарĕсем
Кун тăрăм
«  Çу 2020  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
    123
45678910
11121314151617
18192021222324
25262728293031
free clock for website часы для сайта
Архив

2019 Çул - ГЕННАДИЙ АЙХИ (ЛИСИН) çУЛĕ

Геннадий Айхи


Ыйтăм

Хисеплĕ вĕрентекенĕмĕр! Эсир шкулта ĕçлесе илнĕ тупăшăрпа çăмăл машина туянма пултарятăр-и?
Пурĕ миçе ответ: 27
Чат

Сайт тусĕсем
  • Сайт ту
  • Пĕтĕмпех веб-маçтăр валли
  • Пурне те кирлĕ программăсем
  • Санкт-Петербург чăвашĕсен сайчĕ
  • Рунетри чи лайăх сайтсем
  • Кулинари рецепчĕсем
  • Раççей уявĕсен календарĕ
  • Чăваш наци радиовĕ
  • ЧĂВАШ ЭСТРАДИН ФАН-КЛУБĔ
  • Чăваш эстрада юррисем
  • Виталий Михайловăн шкул сайчĕ
  • Чăваш чĕлхи вĕрентекенĕн музейĕ
  • Вĕрентекенсен порталĕ
  • Виртуаллă вĕренÿ пÿлĕмĕ
  • Калиниград чăвашĕсен сайчĕ
  • Самар чăвашĕсен сайчĕ
  • Красноярск чăвашĕсен сайчĕ
  • Раççей шкулĕсем

  • Чăваш ен телерадиокомпанийĕ
    Трак Ен сайчĕ
    Нестер Янкас пĕрлĕх сайчĕ
    Чăваш ачисем валли
    Тутар чăвашĕсен хаçачĕ
    "Кăмăл" веренÿ пĕрлешĕвĕ
    Чăваш халăх сайчĕ
    Красноармейски район сайчĕ


    GanGstA
    Статистика



    Паян çак сайтра пулнă юзерсем:
    Праздники России
    Çанталăк
    Красноармейски ялĕ
    rp5.ru

    noscript>>

    Виталий Михайлов

    Раççей символики
              Чăваш патшалăх ялавĕ

    Хапăл тăватăр-и,       ырă тăванăмăрсем! Эпĕ ялан хавас Сире курмашкăн хамăн сайтра

    Юнкун, 18.12.2024, 19:41
    Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх хыпарĕсем

    Чăваш чĕлхи. Электронлă пособи
    Тĕп страница » 2020 » Çу » 13 » Иванова Н.Г.: Учебника вĕрентекен валли çырман
    Иванова Н.Г.: Учебника вĕрентекен валли çырман
    00:37
    Материал сăн ÿкерчĕкĕ

    Надежда Иванова 1961 çулта Вăрнар районĕнчи Авшак Элмен ялĕнче çуралнă. И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУн историпе филологи факультетĕнче, Мускаври наци проблемисен институтĕнче вĕреннĕ, ЧР Вĕренÿ институтĕнче 30 çул ытла вăй хурать, 130 ытла наука ĕçĕ пичетленĕ. Раççей Федерацийĕн пĕтĕмĕшле вĕрентĕвĕн хисеплĕ ĕçченĕ, Иван Ивник ячĕллĕ литература преми лауреачĕ, пĕтĕм тĕнчери Митта Ваçлей ячĕллĕ литература премийĕн дипломне тата кĕмĕл медале тивĕçнĕ. Вăл – ЧР Вĕрентÿ министерстви çумĕнчи вĕренÿ тата методика пособийĕсем кăларас енĕпе ĕçлекен наукăпа методика канашĕн, Федерацин монополипе кĕрешекен службин Чăваш Енри управленийĕ çумĕнчи эксперт канашĕн членĕ, конкурссемпе фестивальсен жюри членĕ тата председателĕ.

    Чăваш, Тутар, Пушкăрт республикисенчи, Чĕмпĕр, Самар, Оренбург облаçĕсенчи чăваш чĕлхипе литература вĕрентекенĕсем, тăван культурăна чунтан парăннă çынсем Надежда Ивановăна аван пĕлеççĕ. РФ пĕтĕмĕшле вĕрентĕвĕн хисеплĕ ĕçченĕ 35 çул ĕç стажĕнчен 34-шне педагогикăпа çыхăнтарнă

    - Надежда Григорьевна, пурнăçăн тĕрлĕ тапхăрĕнче эсир садике çÿрекенсемпе, шкул ачисемпе, студентсемпе, вĕрентекенсемпе ĕçленĕ. И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУра пире вĕрентни асра. Тĕплĕн ăнлантараттăр, çирĕп ыйтаттăр. Кампа ĕçлеме çăмăлрах?

     - Педагог ĕçне Вăрнар районĕнчи Çĕрпел шкулĕнчен пуçларăм: эрнере 36 сехетчĕ, класра 28-31-шар ачаччĕ. Класс шавласран кашни урок умĕн мĕн пур вĕренекен валли дидактика материалĕ хатĕрлеттĕм. Çак опыта кайран, институтра ĕçлеме тытăнсан, республикăри учительсен хушшинче сартăм. Шкул хыççăн Шупашкарти садикре тăрăшрăм. Ĕçлеме пуçланă-пуçламан хула шайĕнче уçă занятисем ирттерме тиврĕ. Шкул тата студент вăхăтĕнче алла илнĕ мелсем унта та пулăшрĕç. Вĕренÿ институтĕнче ĕçлеме тытăнни асра. Хама шкулта вĕрентнĕ Людмила Васильевна курса килнĕ. Ăна асăрхасан чĕркуççи чĕтремеллех хумхантăм. Лекцисене пăхмасăр вĕренеттĕм. Хут çине пăхса нихăçан та вуламан. Паянхи кун та çак меслетпе ĕçлетĕп. Пăхса вулама тытăнсан çухалса каятăп. Чи телейлĕ самант – студентсемпе ĕçлени. Паллах, çирĕп ыйтаттăм. Ун пек ыйтма малтан тĕплĕ вĕрентмелле, материала тарăн пĕлмелле, пĕлÿ шайĕ пысăк пулмалла. Çирĕп ыйтсан та студентсем хисеплетчĕç. Чăваш патшалăх университечĕ лицензи илме тĕрĕслев тухнă май ирттернĕ «Факультетри чи лайăх преподаватель» ыйтăмра та эпĕ пĕрремĕш вырăн йышăннăччĕ.Тăрăшса вĕренекен, кашни занятие çÿрекен студентсем пурришĕн чун савăнатчĕ. Халĕ вĕсем – хамăр республикăра кăна мар, диаспорăра та паллă çынсем. Ача амăшĕ пулма хатĕрленекенсене билет ыйтăвĕсене хуравлаттармасăрах «пиллĕк» лартса параттăм. «Савăннипе тата хумханнипе çуратса ан пар», – тесе ăсататтăм. Ĕçе юратсан, хисеплесен, чуна парса тимлесен ваттипе те, вĕттипе те ĕçлеме йывăр. Нумай пĕлес, нумай вулас, ыттисенчен ялан малта пырас пулать.

     – ЧПУра вĕреннĕ чухне, мĕн пытармалли, 5-6-мĕш класс программине пĕлменнисем те пурччĕ йышра. «Пултаруллисен вырăнне йышăнатăр. Хăвăр пĕлместĕр пулсан кайран шкулта ачасене епле вĕрентетĕр?» – тесе чунăр ыратнăранах калаттăр. Паянхи студентсемпе вĕрентекенсен шайĕ унчченхисенчен уйрăлса тăрать-и?

     – Самай уйрăлса тăрать. Çакă университетсен вĕренÿ программинче методикăна, психологипе педагогикăна вĕрентме сахал сехет уйăрнинчен те килет. Факультетсене пĕрлештерни те сехетсене перекетлеме ыйтать. Эпĕ вĕренме кĕнĕ çул пĕр вырăна 6,5 çын ыйтса çырнă, 50 ачана çеç вĕренме илнĕ. Эпир мĕншĕн тарăн пĕлÿ илсе тухнă? Мĕншĕн тесен историе историксем пек пĕлнĕ, вырăс чĕлхипе литературине - шкул учителĕсем пек. Ют çĕршыв литературине те туллин шĕкĕлченĕ. Пире Ленинградра, Мускавра пĕлÿ илнĕ шурсухалсем вĕрентнĕ, çирĕп ыйтнă. 16 çул университетра ĕçлерĕм. Пĕр вырăна пĕтĕмпе те 2-3 çын çеç документ паратчĕ. Вĕренме килнĕ студентăн пĕлÿ шайĕ шкул учителĕн ĕçне кăтартатчĕ. Студентсемпе ĕçлени пысăк опыт пачĕ. Вĕренÿ институтне пĕлĕвне ÿстерме килнĕ учительсене мĕн тата мĕнле вĕрентмелли майсем пуçа хывăнчĕç. Паянхи кун вĕренме кĕрес текенсене çутă кунра хунарпа шыраса çÿретпĕр, уншăн чун ыратать, мĕншĕн тесен вĕсем - пулас учительсем. Шкул ачисемпе учительсен пĕлÿ шайĕ министерство, институт, кафедра мĕнле ĕçленинчен килет. Аслă ăрури учительсен шучĕ чакса пырать. Вĕсем предмета лайăх пĕлеççĕ, анчах юлашки вунă çуллăхри çĕнĕлĕхсене алла илме хăйсене ватă тесе шухăшлаççĕ. Университетран вĕренсе тухнă çамрăк хăйне шанать пулсан çеç шкула каять. Кашни хăйĕн вырăнĕнче ĕçе тĕплĕ, тăрăшса тусан, вĕрентекен çирĕп те пултаруллă пулсан шкул ĕçĕ-хĕлĕ тата çÿлерех шая çĕкленĕ. – Вĕрентекенĕн еплерех пулмалла? – Вĕрентекен – патшалăх çынни. Патшалăх тата ашшĕ-амăшĕ ăна ачасене ăс пама шаннă. Патшалăх лартнă тĕллевсене, предмет кăларса тăратнă задачăсене пуринпе те пурнăçламалла. Наяннисене кăсăклантарма учителĕн тимлĕхĕ, ăсталăхĕ кирлĕ. Эпĕ вĕрентекен класра йĕкĕреш Сидоровсем пурччĕ. Пур предметпа та ĕлкĕрсе пыраймастчĕç. Чăваш чĕлхипе литература урокĕсене хаваспах çÿретчĕç, лайăх паллă илсен питĕ савăнатчĕç. Эпĕ ачасен аллинчи вĕренÿ кĕнекинчи информацие урокра туллин каламастăм №учебника ача валли çырнă, учитель валли мар№, кĕнекере çуккине ăнлантараттăм. Чи кăсăкли – эпĕ кайсан Сидоровсем шкула çÿреме пăрахни. «Надежда Григорьевна каялла килсен вĕренме пырăпăр», – тенĕ вĕсем завуча.

     – Эсир - шкул учебникĕсемпе программăсен авторĕ те. Çав ĕçе мĕншĕн тытăнтăр: ыттисен ĕçĕ тивĕçтерменнипе-и е опытăра кура вĕрентÿ меслетне çĕнетес, ансатлатас килнипе-и?

     – Учебниксемпе программăсен авторĕ пулма мана Виталий Станьял шанса хăй патне ĕçлеме илчĕ. Шкулта чăваш чĕлхипе литературине вĕрентессине пирĕн кафедра йĕркелесе пынă май Михаил Скворцов мана авторсен списокне кĕртрĕ. Пурнăç улшăннă май вĕренÿ тытăмĕ те çĕнелет. Иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенчи уççăнлăх, çĕнйĕркелÿ вăхăчĕ «Чĕлхесем çинчен калакан саккун» пачах урăхла тĕллевсем кăларса тăратрĕç. Паллах, чăваш литературин программа концепцине пĕччен-иккĕн сÿтсе явман. Кафедрăра ĕçленĕ И.Андреев, И.Одюков, Г.Лукоянов, П.Метин, З.Антонова, В.Станьял тата ыттисем хутшăннă. Паянхи шкул валли хатĕрленĕ программа арман витĕр 4-5 хут сăвăрăнса тухнă. 2016 çулта пичетленнĕ «Тăван литература. Тĕслĕх программа: V-IX классем валли» наука ĕçĕнче самана улшăнăвĕсене шута илнĕ, вĕрентÿ меслетне çĕнетес, урăхлатас, тен, ансатлатас килнине те тĕпе хунă.

    – Хальхи шкул программине кĕртнĕ хайлавсем пирки калаçарха. Паянхи авторсен произведенийĕсен шайĕ сире тивĕçтерет-и? Шкул программине кĕртме тивĕç-и вĕсем?

     – Вăтăр çул хушшинче чăваш çыравçисен хайлавĕсене вуласа, тишкерсе, шкул валли юрăхлисене суйланă. Тăван литература хавалĕ чакман, вăйĕ пур... Паллах, паянхи чăваш çыравçисем пурте тенĕ пек хаçат-журнал ĕçĕ витĕр тухнă журналистсем. Хаçат стилĕ вĕсен хайлавĕсенче туллин палăрать. Чăваш классикĕсен шайне çитме вĕсене пултарулăх хавалĕ, тĕпленсе ĕçлеме вăхăт кирлĕ. XX ĕмĕрти çыравçăсем пек пусăрăнса ĕçлеме паян май çук, çапах тăван литература хускатнă темăсем вулакана тивĕçтереççĕ. Тăван литература ÿсекен ăрăвăн культурине, илем туйăмне аталантарать, тĕрĕслĕхе тĕпе хума вĕрентет. Илемлĕ литература çынлăх шайне çĕклеме пулăшать. Паянхи шкулта усă куракан программăри çĕнĕлĕхсенчен пĕри –  «Тăван литература тĕнче шайне сарăлни» пайра Геннадий Айхи чăваш сăмахне çĕклени çинчен калатпăр, вăл хатĕрленĕ тĕрлĕ чĕлхепе тухнă антологипе паллаштарса шкул ачин чунне тăван чĕлхепе, тăван халăхпа мăнаçланмалли туйăма вăрататпăр. «Тĕрĕк халăхĕсен литературинчен» пайра тутар, пушкăрт, азербайджан, узбек, туркмен, якут, тутар çыравçисен хайлавĕсемпе паллаштаратпăр, пĕрлĕх, тăванлăх туйăмне ăса хывтаратпăр, пĕр тымартан тухнă халăхсен тĕнче курăмне, ăсхакăлне, шухăшне сăнама-хаклама вĕрентетпĕр.

    - Федерацин вĕренÿ стандарчĕ хыççăн хăвалама тивнине хурласа калаçакан педагогсем пур. «Хут çырассишĕн ĕçлеме тивет, ачасене тарăннăн вĕрентме ĕлкĕрейместпĕр», - текелеççĕ вĕсем.

    - Педагог хăйĕн ĕçне юратса-хакласа тата вăхăтра пурнăçласан, кирлĕ пек йĕркелесен ĕлкĕрме пулать. Хальлĕхе вĕрентекенсем малтанхи вĕренÿ тытăмĕн серепинчен тухаймаççĕ. Пултаруллă та хастар, таçта та ĕлкĕрекен вĕрентекенсем çĕнĕлле ĕçлекенсен ретĕнче хушăнса пыраççĕ. – Хальхи вăхăтра вĕрентекенсемпе вĕренекенсен портфолиошăн нумай тапаçланма тивнĕ пек туйăнать. Садик çулĕнченех çавна пухма тытăнаççĕ. Кирлех-и вăл? – Кунта та сăмах ĕçе йĕркелеме пĕлни çинчен пырать. Портфолио учителĕн ĕçне те, ачанне те тĕрлĕ енлĕн аталантарма май парать. Вăл мĕн пур çитĕнĕве палăртма кирлĕ хатĕр. Тĕслĕхрен, вăтам вĕренекен ача олимпиадăра мала тухаймасть пулин те спортра е юрă-ташăра ăста, шăпах çакна кăтартма май парать çак мел. Малтанхи вĕрентÿ тытăмĕ пĕр енлĕрехчĕ, паянхи шкул ачана тĕрлĕ енлĕ аталантарма тĕллев лартнă.

    – Юлашки вăхăтра шкулсен дистанци мелĕпе ĕçлеме тиврĕ.

    – Çакă вĕрентекенсен, ачасемпе ашшĕ-амăшĕн умне нумай йывăрлăх кăларса тăратрĕ. Шкулти пур предметпа та Раççей тетелĕнче платформăсем ĕçлеççĕ, унта çак предметсене вĕрентме материал çителĕклĕ. Чăваш тата вырăс чĕлхиллĕ шкулсенче тăван №чăваш№ чĕлхипе литературине, тăван ен культурипе историне вĕрентекенсем валли ятарлă платформа пулман. Çак ĕçе 2007 çултанпа Çĕрпÿ районĕнчи Михайловка шкулĕн директорĕ Владимир Андреев йĕркелесе пырать. «Вĕренÿ порталне» пуянлатас ĕçре этнокультура вĕрентĕвĕн кафедрин ертÿçи Анна Егорова самай вăй хурать. Чăваш халăхĕн ниме йăлине тĕпе хурса дистанци мелĕпе ĕçлемелли платформăна йĕркелерĕмĕр, вăл ĕçлеме тытăнчĕ. Ĕç малалла пырать.

     - Педагогшăн чи хакли мĕн-ши?

     - Эпĕ вĕрентнĕ ачасенчен 15-шĕ тăван чĕлхепе литература вĕрентекенĕ пулчĕ. Вĕсем шкулта вăй хураççĕ. Паллах, ку манăн тивĕç кăна мар, эпĕ ĕçленĕ шкулта ман умĕн тăрăшнă М.Баюковăпа О.Печников педагогсен тÿпи те. Институтра манăн лекцисене итленĕ учительсем тав тăваççĕ. Анчах маншăн чи пысăк савăнăç – вĕсем эпĕ вĕрентнĕ мелпе меслетсене алла илни, ачасене çав ăслайсемпе урокра пĕлÿ пани.

    Мана анне аварирен сывă юлнă хыççăн пĕр уйăхран çуратнă. Нурăс пасарне кайнă чухне вĕсем ларса пынă машина Услапа тăвайккинче виçĕ хут çаврăнса ÿкнĕ. Кузовра пĕрле пулнă хĕр тÿрех вилнĕ. Анне тăватă урапа хушшинче чĕрĕ тăрса юлнă. Çуралнă хыççăн больницăран илсе килсен эпĕ пĕр килограмм çеç тайнă, хытă макăрнипе атте çĕрĕпе йăтса çÿренĕ. Каярахпа, чăн та, сусăрланни паллă пулчĕ: медиксем Киммерле аномалийĕ мĕнне пĕлеççĕ.  Пирĕн ял Çавал хĕрринче вырнаçнă. Пĕвеленĕрен юхан шыв сарлака та тарăнччĕ, авăрлăччĕ. Хам путнине паянхи кун та тĕлĕкре куратăп: шыв тĕпне анса пынă май хĕвел пайăркисем çухалса пыраççĕ. Мана хамăр ял ачи туртса кăларнă. Славик Хохладкин вилни чылай çул ĕнтĕ, анчах мана çак кун-çула вăл пилленине манмастăп. Пăтăрмах хыççăн 15 çул шыва кĕме хăраса пурăнтăм, 24-ра чухне Хура тинĕс хĕррине кайсан çеç ишме вĕрентĕм.  Шкул вăхăтĕнчи чуна кĕрсе юлнă самантсен хушшинче Людмила Васильевна чăваш чĕлхипе литературине юратса вĕрентни, анне Полина Капитоновна библиотекаре эрнере вулама виçĕ кĕнеке çеç памалла тесе асăрхаттарни, Георгий Анкер çыравçăн хĕрĕ Людмила Георгиевна вырăс чĕлхипе литературине вĕрентнĕ май сочиненишĕн «пиллĕк» мар, «улттă» лартни, аттестатпа пĕрле ашшĕн «Пурнăç пĕр килмест» кĕнекине парнелени асра.  Виталий Станьял вуланă лекцисем, вăл ирттернĕ кăсăклă занятисем, вăл йĕркеленĕ экспедицисемпе тĕлпулусем паянхи кун та ĕçре пулăшса пыраççĕ. Литературăпа çырнă курс тата диплом ĕçĕсен ертÿçи пулнă май вăл тĕпчеме, шырама, шухăшлама вĕрентрĕ. Унăн чăкăлташса-йĕплесе, вĕрентсе-хистесе каланă сăмахĕ тăрăшса ĕçлеме хистетчĕ. Вăл никам тĕпчемен-çырман темăсене сĕнетчĕ.  Пичетленнĕ пĕрремĕш кĕнекем - университетран вĕренсе тухнă чухне хÿтĕленĕ диплом ĕçĕ. Вăл икĕ томран тăрать: пĕри – лирика хайлавĕсене тишкерни, тепри – Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Сталинград патĕнче пуç хунă Максим Ястран сăвăçăн хайлавĕсен пуххи. Диплом ĕçне Виталий Петрович пичете сĕнчĕ, кĕнекене Петĕр Эйзин сăвăç шăнăрларĕ. Пĕрремĕш кĕнеке 1986 çулта «Максим Ястран. Сăвăсемпе поэмăсем» ятпа кун çути курчĕ. Унтанпа нумай пичетлерĕм, анчах чи пахи - пĕрремĕшĕ.  Садикре вăй хунă вăхăтрах учительсен пĕлĕвне ÿстерекен институтра ĕçлеме тытăнтăм. Чăваш словарĕн ашшĕ Михаил Скворцов хĕтĕртнипе-вĕрентнипе наука статйисем, методика кăтартăвĕсем, программа, учебник çыртăм. Кандидат диссертацине хÿтĕлемесĕрех 2005 çулта доцент ятне илтĕм. Санкт-Петербургра чăваш литературине наци шкулĕсенче вĕрентмелли концепцие хÿтĕлерĕм. Раççейри чăваш чĕлхипе литература кафедрисенчи доцент ятне илнĕ пĕрремĕш çын пултăм. («Хыпар» хаçатран)

    Çыпăçтарнисем:
    Категори: | Миçе çын пăхнă: 628 | Кам хушнă: mixaj_58 | Тегисем: | Рейтинг: 0.0/0 |
    Пĕтĕмпе миçе комментари: 0


    Copyright © Аксар Чунтупай Cайт тăваканни: Михайлов Алексей (alex-net)