Виталий Михайловăн чăвашла сайчĕ


Чăваш кĕвви

Кĕмелли форма

Категорисем
Шырав
    ЧĂВАШ ЧĔЛХИ ЯЧĔПЕ ПУРТЕ ПĔР ПУЛАР!
Вĕрентÿ хыпарĕсем
Кун тăрăм
«  Çĕртме 2014  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
      1
2345678
9101112131415
16171819202122
23242526272829
30
free clock for website часы для сайта
Архив

2019 Çул - ГЕННАДИЙ АЙХИ (ЛИСИН) çУЛĕ

Геннадий Айхи


Ыйтăм

Раççейри чăвашсен хăйсен ирĕклĕ патшалăхне йĕркелеме ирĕк пур-и?
Пурĕ миçе ответ: 18
Чат

Сайт тусĕсем
  • Сайт ту
  • Пĕтĕмпех веб-маçтăр валли
  • Пурне те кирлĕ программăсем
  • Санкт-Петербург чăвашĕсен сайчĕ
  • Рунетри чи лайăх сайтсем
  • Кулинари рецепчĕсем
  • Раççей уявĕсен календарĕ
  • Чăваш наци радиовĕ
  • ЧĂВАШ ЭСТРАДИН ФАН-КЛУБĔ
  • Чăваш эстрада юррисем
  • Виталий Михайловăн шкул сайчĕ
  • Чăваш чĕлхи вĕрентекенĕн музейĕ
  • Вĕрентекенсен порталĕ
  • Виртуаллă вĕренÿ пÿлĕмĕ
  • Калиниград чăвашĕсен сайчĕ
  • Самар чăвашĕсен сайчĕ
  • Красноярск чăвашĕсен сайчĕ
  • Раççей шкулĕсем

  • Чăваш ен телерадиокомпанийĕ
    Трак Ен сайчĕ
    Нестер Янкас пĕрлĕх сайчĕ
    Чăваш ачисем валли
    Тутар чăвашĕсен хаçачĕ
    "Кăмăл" веренÿ пĕрлешĕвĕ
    Чăваш халăх сайчĕ
    Красноармейски район сайчĕ


    GanGstA
    Статистика



    Паян çак сайтра пулнă юзерсем:
    Праздники России
    Çанталăк
    Красноармейски ялĕ
    rp5.ru

    noscript>>

    Виталий Михайлов

    Раççей символики
              Чăваш патшалăх ялавĕ

    Хапăл тăватăр-и,       ырă тăванăмăрсем! Эпĕ ялан хавас Сире курмашкăн хамăн сайтра

    Юнкун, 18.12.2024, 20:48
    Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх хыпарĕсем

    Чăваш чĕлхи. Электронлă пособи
    Тĕп страница » 2014 » Çĕртме » 1 » Гуманитари институчĕ орфографи ыйтăвĕ пирки хуравлани
    Гуманитари институчĕ орфографи ыйтăвĕ пирки хуравлани
    13:43
    Материал сăн ÿкерчĕкĕ


    Чăваш Республикин
    Пуçлăхне М.В. Игнатьева
    Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн
    Пуçлăхне Ю.А. Попова
    Чăваш Республикин вĕренÿ тата çамрăксен политикин
    министрне В.Н. Иванова
    Патшалăх Канашĕн социаллă политикăпа наци ыйтăвĕсен
    комитечĕн председателне П.С. Краснова

     

    Хисеплĕ Михаил Васильевич, Юрий Алексеевич,
    Владимир Николаевич, Петр Степанович!

     

    Пирĕн пата нумай çынран икĕ чĕлхепе - вырăсла тата чăвашла - çырнă сахал мар çыру килчĕ. Сăмах чăваш орфографийĕ пирки пынă май тата Чăваш Республикин «Чăваш Республикинчи чĕлхесем çинчен» Законĕпе килĕшÿллĕн пĕтĕм çырăва эпир чăвашла пĕр çырупа хуравлас терĕмĕр.

    Хальхи чăваш орфографине икĕ енлĕ пăхасси чăваш чĕлхин тытăмне уçса паракан теорисем епле аталаннипе, аслă тата вăтам шкул программисене мĕнле кĕрсе пынипе тата ик чĕлхелĕх витĕмĕпе çыхăннă.

    Иртнĕ ĕмĕрĕн 60-мĕш çулĕсем çитиччен чăваш чĕлхин грамматикине вырăс чĕлхи вĕрентĕвĕн теори картинчен тухмасăр ăнлантарнă, çав теорипе килĕшмен фактсемпе пулăмсене шута илмесĕр хăварнă. 50-мĕш çулсен иккĕмĕш çурринчен тытăнса чăваш чĕлхин грамматикине чĕлхере хăйĕнче мĕн пуррипе çуккине, мĕнлерех уйрăмлăхсем палăрнине тĕпе хурса тĕпчеме тытăнаççĕ, статьясем, кĕнекесем çыраççĕ.

    Хальхи чăваш чĕлхин грамматикине çĕнĕлле уçса паракан пирвайхи учёнăйсем И.П. Павлов доцентпа И.А. Андреев профессор пулнă. И.П. Павлов доцентăн учебник шучĕпе студентсем валли хатĕрленĕ морфологи кĕнеки (Павлов И.П. Хальхи чăваш литература чĕлхи. Морфологи. Шупашкар: Чăваш АССР кĕнеке издательстви. Шупашкар, 1965. 344 с.) 1965 çулта тухать. И.А. Андреев профессорăн синтаксис ыйтăвĕсене уçса паракан монографине икĕ кĕнекепе (Андреев И.А. Чăваш синтаксисĕн ыйтăвĕсем. 1 пайĕ. Шупашкар: Чăвашиздат, 1973. 176 с.; унăнах. Чăваш синтаксисĕн ыйтăвĕсем. 2 пайĕ. Шупашкар: Чăвашиздат, 1975. 208 с.) 1973, 1975 çулсенче кăлараççĕ. Çĕнĕлĕхе тĕпе хурса хатĕрленĕ учебниксем шкула 1978 çулта çитеççĕ.

    Чăвашлăх анинче ĕçлекенсен йышĕнче паян кун чăваш чĕлхине И.П. Павловпа И.А. Андреев кĕнекисемпе вĕреннисем те, вĕсен умĕнхи кĕнекисемпе вĕреннисем те пур. Çавăнпа чăваш чĕлхине пĕрисем кивĕлле, теприсем çĕнĕлле ăнланаççĕ.

    Сăмахсене пĕрле, уйрăм е дефиспа çырасси, тĕпрен илсен, хальхи вăхăтра чĕлхе пĕлĕвĕ анинче вăй хуракансемшĕн, чăваш чĕлхине аслă тата вăтам шкулта вĕрентекенсемшĕн нимĕнле йывăрлăх та кăларса тăратмасть. «Çĕнĕ правилăсем» тесе хаклакан орфографи правилисене йышăннăранпа çирĕм çул ытла иртнĕ, пĕтĕм учебника, вĕренÿ программине, хрестоматие, ĕç тетрадьне, меслетлĕх кăтартăвĕсене çак правилăсене шута илсе йĕркеленĕ, темиçе çĕр пин ача вĕсене ăса хывнă. Çамрăк ăрупа вăтам çултисен ăрăвĕшĕн кунта тавлашмалли çукпа пĕрех пулни курăнать. Çĕнĕ правилăсене йышăнманнисен йышĕнче пурте тенĕ пекех аслă ăру çыннисем.

    Çĕнĕ орфографи правилисене йышăнман çынсем чĕлхеçĕсене «чăваш чĕлхине пăсаççĕ», «чăваш чĕлхине улăштараççĕ», «чĕлхемĕре вырăслатаççĕ» тесе айăплаççĕ. Çакăн пирки Раççей ăслăлăх академийĕн член-корреспонденчĕ А.В. Дыбо профессор «Наукометрия в лингвистике: попытка критериев» ятлă стайинче çапла çырать: «Из всех эмпирических гуманитарных наук лингвистика ближе всего стоит к естественным наукам, так как отдельный индивид (будь он даже сколь угодно властным тоталитарным вождем или великим поэтом-словотворцем) не в силах ни создать новую естественную языковую систему (как средство обыденного общения) исторически сформировавшегося коллектива, ни уничтожить существующую естественную языковую систему (как средство обыденного общения), ни заменить одну естественную языковую систему на другую. Точно так же обстоит дело с составляющими языковую систему базовыми языковыми единицами и правилами их употребления: индивид не в силах ни создать, ни уничтожить базовую языковую единицу или правило, ни заменить одну базовую единицу (или правило) на другую» (http://trv-science.ru/2013/09/10/naukometriya-v-lingvistike-popytka-kriteriev/). Чĕлхене никам та улăштарма пултараймасть, вăл хăй тĕллĕн аталанса пыракан, пин-пин çул аталанса пынă, якалнă, вăхăт улшăнса пынă май тытăмне вăхăт ыйтнипе тивĕçлĕ улшăнусем кĕртекен пулăм, чĕлхеçĕсем çав пулăмсене сăнаса, тишкерсе, тĕпчесе пĕтĕмлетÿсем тăваççĕ, вĕсем пирки çырса кăтартаççĕ. Пĕр чĕлхеçĕ те чĕлхене улшăнусем кĕртеймест.

    Орфографи правилисем пирки тавлашусем чăваш халăхĕн анчах мар, тĕнчери ытти нумай халăхăн та нумай-нумай çул пыраççĕ. Хальхи орфографи правилисене тиркекенсем çакăн пирки пĕлмеççĕ пулмалла. Раççей патшалăх гуманитари университечĕн Лингвистика институчĕн директорĕ, вырăс чĕлхи кафедрин пуçлăхĕ М. Кронгауз профессор «Русский язык на грани нервного срыва» кĕнекин (Мускав, 2012) «Жить по «Правилам», или Право на старописание» пайĕнче вырăс орфографийĕ пирки пынă тавлашăва сăнласа панă. Вăл çырнă тăрăх, тĕпрен илсен чĕлхеçĕсем орфографие улăштарас текенсем пулнă, орфографие çаплах хăварас текенсенчен ытларахăшĕ – чĕлхеçĕ мар çынсем: «Мнения по поводу так и не состоявшейся реформы правописания разделились достаточно резко и по чрезвычайно простому признаку. Лингвисты в подавляющем своем большинстве были «за», не-лингвисты – «против». Причем, когда речь шла об аргументах, казалось, что противоположные стороны просто не слышат друг друга, а говорят о совершенно разных вещах. Лингвисты большей частью приводили лингвистические аргументы в пользу изменения правописания, а не-лингвисты просили или требовали, чтобы все оставили как есть» [Кронгауз, 2012, 386]. Çапла вара, халăх шухăшне шута илсе вырăс орфографине хальлĕхе тĕкĕнмесĕр хăварма йышăннă.

    Тĕпчевçĕсен шухăшĕпе, орфографи правилисене улăштарас е хăварас ыйтăва халăх татса пани лайăх, анчах та ăсчахсен чĕлхе ыйтăвĕсемпе ĕçлекенсем анчах мар, ытти енпе ĕçлекен çынсене те ăнланмалла чĕлхепе çырнă шухăшсем, çирĕплетÿсем хатĕрлемелле. Орфографи правилисене сÿтсе явнă чух нихăçан та шкул ачисен шухăшне шута илмеççĕ, референдум вăхăтĕнче те вĕсен суйлав прависем çук тесе вĕсене айккине сирсе хăвараççĕ [Кронгауз, 2012, 396–397]. Хальхи лару-тăру та çаплах пулса тухать: ачасенчен никам та «сирĕн кивĕ правилăсем патне таврăнас килет-и?» тесе ыйтмасть, вĕсен шухăшне шута илмест.

    Чĕлхеçĕсене «чăваш чĕлхине вырăслататăр» тесе айăплакансенчен ытларахăшĕ хăйсем вырăсланни курăнать. Нумай çын вырăсла шухăшлава куçать те чăваш чĕлхин вырăс чĕлхинче çук уйрăмлăхĕсене тăван чĕлхемĕрĕн çитменлĕхĕ тесе хаклама, кулăшла контекстсем ăсталама, вырăс чĕлхи шайне çитермелли саплаштарусем шырама пуçлать. Орфографие расна ăнланакансем те тупăнаççĕ паллах. Çырусенчен нумайăшĕнче «вырăсла «полгода», «полночи» сăмахсене чăвашла куçарăвĕнче уйрăм çырма хушаççĕ: «çур çул», «çур çĕр» тенĕ. Илсе панă чăвашла ăнлавсем вырăс чĕлхинчен куçарнă сăмахсем мар, чăваш чĕлхинче хăйĕнче пулса кайнă вырăс чĕлхинчи ăнлавсен тÿр килевĕсем е пĕр килĕвĕсем, урăхла каласан – эквивалентсем. Вĕсене вырăс чĕлхинче мĕнле çырнă, чăвашла та çаплах (пĕрле) çырмаллине пĕлтермест.

    Малалла чăваш чĕлхин орфографишĕн пĕлтерĕшлĕ хăш-пĕр уйрăмлăхĕсене кăтартса тухăпăр.

    Хальхи чĕлхе вĕрентĕвĕ тăрăх, чăваш пуплевĕнче сăмах майлашăвĕн интонацийĕ (пауза, пусăм) вырăссен пуплевĕнчи пек мар: пайсем интонаци енчен тачă пĕрлешеççĕ, пусăм яланах тĕп сăмах енне туртăнать (Андреев И.А. Структура именных синтагм в чувашском языке // Учёные записки ЧНИИ. Вып. 39. Чебоксары, 1968. С. 78–105; унăнах. Хальхи чăваш чĕлхи. Синтаксис. Шупашкар: Чăваш кĕн. изд-ви, 2005. 43–44 с.;унăнах. Чăваш чĕлхи: Чăваш шкулĕн 10–11-мĕш класĕсем валли. Шупашкар: Чăваш кĕн. изд-ви, 2003. С. 73–77). Танлаштарăр: синее небо – кăвак тÿпе, зелёный луг – симĕс улăх, деревянный дом – йывăç çурт, железная лопата – тимĕр кĕреçе т.ыт.те. Чĕлхе единици пулнă май кашни сăмах çырура харпăр тĕллĕн палăрса пымалла.

    Сăмах ушкăнĕ, уйрăм сăмах пекех, пĕр ăнлава пĕлтерет. Çитменнине, вырăссемпе танлаштарсан эпир сăмах майлашăвĕсене уйрăм сăмах вырăнĕнче те калатпăр: хăна çурчĕ – гостиница; сысна çури – поросёнок; кăвакал чĕппи – утёнок; ĕне ашĕ – говядина; вуласа тух – прочитать; çÿресе çаврăн, пулса кур – изъездить; юмăç яр, юмăç пăх – гадать; ăша хыв – усваивать; кăларса ывăт – выбросить; анса лар, çĕре (çĕр çине) анса лар – приземляться т.ыт.те. Çакă чĕлхе перекетлĕх законĕ пирĕн чĕлхере мĕнле палăрнипе çыхăннă (Андреев И.А. Типы языковой экономии и их взаимодействие в структуре чувашского языка // Известия Академии наук Чувашской Республики, 1993. № 1. Гуманитарные науки. Вып. 1. С. 37–50). И.А. Андреев çырнă тăрăх, чăваш чĕлхинче лексика перекетлĕхĕ хăйне майлă палăрать. Тĕслĕхрен, хĕрарăм хăш наци çынни пулнине кăтартма пирĕн чĕлхере вырăссенни пек ятарлă сăмахсем (русская, чувашка, татарка т.ыт.те.) çук. Çавăнпа нацие пĕлтерекен сăмах çумне яланах хĕрарăм сăмах хушса хума тивет. Танлаштарăр: русский – вырăс, чуваш – чăваш, татарин – тутар; русская – вырăс хĕрарăмĕ, чувашка – чăваш хĕрарăмĕ, татарка – тутар хĕрарăмĕ.Вырăссем 6 ăнлавшăн 6 сăмахпа усă кураççĕ, эпир вара – 4 сăмахпа кăна. Çакă, учёнăй ĕнентернĕ тăрăх, ку е вăл чĕлхе чухăн е пуян пулнине мар, унăн тытăмĕ хăйне майлă иккенне кăтартать. Сăмах май, 2005–2006-мĕш çулсенче тунă статистика тĕпчевĕ тăрăх, вырăсларан чăвашла куçарнă чухне М.И. Скворцов профессорăн словарĕсенче кашни 8-мĕш сăмах вырăнĕнче сăмах майлашăвĕпе усă курнă (Екатерина Комарова.Лексическая экономия в чувашском языке (по словарям М.И. Скворцова) // Народная школа, 2006. № 2. С. 32–34). Хăш чухне тата эпир вырăссен пĕр сăмахĕ вырăнĕнче предложени те калатпăр: изжога – кăкăр хĕртет, пыр хĕртет; тошнота, тошнит – ăш пăтранать; жажда, жаждать – ăш хыпать; беспокойство – ăш вăркатьт.ыт.те. Апла пулсан – сăмах йышне сăмах майлашăвĕн пайĕсене пĕрлештернипе ÿстерме хăтланни усăсăр ĕç.

    Куçăмлă пĕлтерĕше сăмах кăна мар, сăмах майлашăвĕ те йышăнать. Тĕслĕхрен, чăрăш тăрри ята чăвашсем курăк чăрăш тăрри майлă пулнине пăхса панă. Пулă хĕрлĕ çунат ята çуначĕ хĕрлĕ тĕслĕ пулнăран илнĕ. Йĕке хÿре ят чĕр чун хÿри йĕке майлă пулнипе çыхăннă.

    Кун пек ятсем вырăс чĕлхинче те тĕл пулаççĕ. Тĕслĕхрен: бычье сердце (чие ячĕ), дамские пальчики(томат ячĕ), львиный зев, вороний глаз (чечек ячĕсем), кошачий ус, пастушья сумка, козьи рожки, заячьи ушки (эмел курăкĕсен ячĕсем), павлиний глаз (лĕпĕш ячĕ).

    Куçăмлă пĕлтерĕшлĕ сăмах майлашăвĕсен пайĕсене вăйпа пĕрлештернипе те çĕн сăмах нумай тăваймăн, чĕлхемĕре «пуянлатаймăн» – ачасене асаплантарни кăна пулĕ.

    Хальхи орфографи правилисене, тĕпрен илсен, И.А. Андреев профессорăн теорийĕ çине таянса хатĕрленĕ, пулас ăрусене вĕренме çăмăлрах пултăр тесе тунă. Унччен пĕрле çырнă сăмах майлашăвĕсене кивĕллех çырма ирĕк парса – пĕрле çырас текенсен интересĕсене те шута илнĕ. Çитменнине, ятарлă асăрхаттарура каланă тăрăх, пĕрле е уйрăм çырассине текста тĕрĕс те уçăмлă ăнланассипе çыхăнтармалла. Çакна Наци конгресĕн аслисен канашĕ шута илмеллех.

    Правилăсене «сÿтсе явман», «вăрттăн йышăннă» тенине те йышăнма май çук: 1987–1990-мĕш тата 1992–1994-мĕш çулсенче туллин сÿтсе явнă. Дискуссие хутшăнакансен хăйсен шухăшне республика хаçачĕсемпе журналĕсенче пĕлтерме тулли май пулнă.

    Юлашкинчен çакна каласа хăвармалла:

    1) орфографи правилисене ялан улăштарса тăни, сăмахсене пĕрле, уйрăм е дефиспа çырассине кашни 15-20 çултан вылятса тăни чĕлхерен пистерет;

    2) тавлашу çуратнă сăмахсен йышĕ чăваш чĕлхинчи пĕтĕм сăмах йышĕпе танлаштарсан питĕ пĕчĕк, пурĕ те 100–150 сăмах. Çакна шута илсе ятарлă тĕпчевсем ирттермелле. «Чăваш чĕлхин орфографи словарĕ» (Шупашкар, 2002) кĕнекере çăлтăрпа панă сăмахсенчен хăш варианчĕ (пĕрле, уйрăм, дефиспа) ăнăçлăрах пулса тухнă, хăшне халăх йышăннă, çавсене шута илсе уйрăм справочник хатĕрлемелле, вăл калăпăшĕпе пысăках пулмĕ, хакла лармĕ;

    3) кивĕ орфографи правилисем патне таврăнмалла тени вырăнсăр çирĕплетÿ: кивĕ орфографи правилисем çук, ун чухне сăмахсене мĕнле çырмаллине йăлана кĕнĕ тăрăх, словарьсенче панă тăрăх йĕркелесе пынă, правилăсем пулман, çавăнпа шкул ĕçĕнче нумай йывăрлăх пулнă. Хальхи орфографи правилисем чи ăнăçлисем, вĕренÿ ĕçĕнче усă курма чи вырăнлисем пулаççĕ;

    4) кивĕ орфографи правилисем патне таврăнмалла текенсем нумай чухне сăмахсен чăваш чĕлхинчи пĕлтерĕшне шута илмесĕр, вырăсла куçарсан мĕнле çырнине шута илсе анчах пĕрле çырмалла тесе çирĕплетеççĕ. Ку шухăш пирĕн оппонентсем хăйсене хăйсем хирĕçлени пулать, мĕншĕн тесен вĕсем чĕлхеçĕсем чăваш чĕлхине вырăслатаççĕ тесе çирĕплетеççĕ, иккĕмĕшĕнчен, ытти чĕлхене куçарсан мĕнле çырни чăваш чĕлхин орфографи правилисемпе нимĕнле те çыхăнман;

    5) 2014-2015 çулсенче Чăваш Республикин правительстви тытăмĕнчи учрежденисене – Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕпе Чăваш Республикин Вĕренÿ институтне – орфографи правилисемпе çыхăннă çивĕч ыйтусене тишкерме хушмалла. Асăннă институтсем çак ĕçе пурнăçлама пултараççĕ те, хатĕр те. Орфографин çивĕч ыйтăвĕсене кăмăл-туйăм шайĕнче мар, ăслăлăх шайĕнче татса памалла, тавлашакан пур енсене те пухса ĕçлĕ калаçу ирттермелле. 2015 çулта республика шайĕнчи ăслăлăх конференцийĕ ирттерме палăртмалла. Орфографи ыйтăвне патшалăх шайĕнче татса париччен ăслăлăх шайĕнче татса памалла.

    Çак çырăва 2014 çулхи нарăсăн 27-мĕшĕнче Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институтĕнче чĕлхеçĕсен анлă ларăвĕнче сÿтсе явнă, Чăваш Республикин патшалăх органĕсене ярса пама йышăннă (2014 ç., нарăсăн 27-мĕшĕ, 2-мĕш протокол).

    Чăваш чĕлхеçисем:

    Исаев Ю.Н., филологи ăслăлăхĕсен кандидачĕ, доцент

    Кузнецов А.В., филологи ăслăлăхĕсен кандидачĕ

    Петров Л.П., филологи ăслăлăхĕсен кандидачĕ, доцент

    Егоров Н.И., филологи ăслăлăхĕсен докторĕ, профессор

    Яковлев П.Я., филологи ăслăлăхĕсен кандидачĕ, доцент

    Лебедев Э.Е., филологи ăслăлăхĕсен кандидачĕ

    Филиппов А.Л., филологи ăслăлăхĕсен кандидачĕ

    Долгова А.П., филологи ăслăлăхĕсен кандидачĕ, доцент

    Виноградов Ю.М., филологи ăслăлăхĕсен кандидачĕ, профессор

    Сергеев В.И., филологи ăслăлăхĕсен докторĕ, профессор

    Иванова А.М., филологи ăслăлăхĕсен докторĕ, профессор

    Егорова А.С., филологи ăслăлăхĕсен кандидачĕ, доцент

    Семенова Г.Н., филологи ăслăлăхĕсен докторĕ, профессор

    Денисова Т.В., филологи ăслăлăхĕсен кандидачĕ, доцент

    Андреева Е.А., филологи ăслăлăхĕсен кандидачĕ, доцент

    Ахвандерова А.Д., филологи ăслăлăхĕсен кандидачĕ, доцент

    Степанова Н.И., аслă преподаватель

    Çыпăçтарнисем:
    Категори: | Миçе çын пăхнă: 1273 | Кам хушнă: mixaj_58 | Тегисем: | Рейтинг: 5.0/1 |
    Пĕтĕмпе миçе комментари: 0


    Copyright © Аксар Чунтупай Cайт тăваканни: Михайлов Алексей (alex-net)