Шкулта тăххăрмĕш тата вун пĕрмĕш классенче вĕренекенсемшĕн яваплă кунсем пуçланчĕç - вĕсен патшалăхăн пĕтĕмлетÿллĕ аттестацийĕ витĕр тухмалла. Тăххăрмĕшсен пĕрремĕш экзаменĕ - çу уйăхĕн 25-мĕшĕнче, вун пĕрмĕшсен çу уйăхĕн 29-мĕшĕнче пулĕ. Кăçал патшалăх экзаменĕсенче мĕнле çĕнĕлĕхсемпе уйрăмлăхсем пулассине ЧР Вĕрентÿ министерствинче иртнĕ пресс-конференцире сÿтсе яврĕç.
Вĕрентÿ министрĕн çумĕ Алевтина Федорова аттестаци /ППА/ мĕнле иртессипе паллаштарнă май кăçалтан тытăнса тăххăрмĕшсем тытакан тăватă экзаменран кашниех аттестата витĕм кÿрессине пĕлтерчĕ. Ку таранччен пăрăнми икĕ экзамен кăтартăвĕсем кăна асăннă ыйтура вăйра пулнă. Экзаменра «иккĕ» илнисем резерв кунĕсенче тĕрĕслеве çĕнĕрен хутшăнаяççĕ. Икĕ предметпа кăна экзамена çĕнĕрен тытма юрать. Япăх кăтарту шучĕ ытларах пулсан - авăн уйăхĕччен тăхтама тивет. Кăçал тăххăрмĕшсен экзамен пункчĕсен- че те сăнав çирĕпрех пулĕ. Вĕсене тĕрĕслесе кĕртнĕ чухне те металлодетекторпа усă курĕç. Йĕркелÿçĕсем оффлайн-видеосăнав экзаменсе- не обĕективлă, йĕркене пăсмасăр ирттерме пулăшасса шанаççĕ. Пĕлтĕр, сăмахран, тăххăрмĕшсен йышĕнче 58 ачана экзаменран кăларса яма тивнĕ. Вĕсенчен 44-шне - кĕсье телефонĕ çумра пулнăран. Сăмах май, халĕ телефонпа е справочникпа экзаменра усă курнăшăн кăна мар, хатĕ- рсем çумра пулнăшăн та айăплаççĕ. Экзамен мĕнле пынине тĕрĕслев пункчĕсенчи сăнавçăсемсĕр пуçне Вĕрентÿ министерстви çумĕнчи Лару-тăрупа информаци центрĕнчен ятарлă портал урлă сăнаса тăрĕç. Онлайн-сăнав йĕркелени хăрушсăрлăхпа май пур таран çÿллĕ шайра тивĕçтерес, экзаменра чеелĕх-ултав енне сулăнакансен çулне пÿлес тĕллевпе çыхăннă. Кăçал чи пĕлтерĕшлĕ çĕнĕлĕх тĕрĕслев- хаклав материалĕсем тĕлĕшпе пулĕ. Хальччен конвертсене чиксе тухнăскерсене спецназ представителĕсене явăçтарса экзамен иртекен пунктсене валеçсе çÿренĕ. Чăваш Ен халĕ ĕçе çĕнĕ технологипе пуçласа йĕркелекен регионсен ушкăнне кĕнĕ. Çак тĕллевпе республикăри вĕрентÿ ведомстви федераци конкурсне хутшăнса 11 миллион тенкĕлĕх гранта тивĕçнĕ. Çĕнĕ меслетпе килĕшÿллĕн тĕрĕслев-хаклав материалĕсене ППЭ иртекен аудиторирех экзамен пуçланас умĕн темиçе минут маларах пичетлеççĕ. Хатĕр тĕрĕслев ĕçĕсене ППЭ штабĕнче сканерлаççĕ. Çапла майпа экзаменри материалпа вăхăт çитиччен маларах паллашас е транспортировка вăхăтĕнче тÿрлетÿсем тума май килмĕ /çĕршывра йĕркене çакнашкал мелпе пăснă тĕслĕх те чылай пулнă/. Çĕнĕ технологи хут перекечĕпе те çыхăннă. Малтанхи çулсенче тĕрĕслев-хаклав материалне экзамена хутшăнма ыйтса çырнă пур çын валли те хатĕрленĕ пулсан халĕ аудиторире ларакан выпускниксен йышĕ валли çеç пичетлеççĕ.
Содержани енчен материалсенче улшăну пулĕ-и? Хăш-пĕр предмет тĕлĕшпе пулать-мĕн. Физика, хими, биологи экзаменĕсене тест заданийĕсене кĕртмен. Çакнашкал ĕç ют чĕлхепе иртекен тĕрĕслевре çеç сыхланса юлнă. Биологипе экзамен вăхăтне çур сехет таран тăснă: заданисене пурнăçлама 3 сехет те 30 минут парĕç. Ку çĕнĕлĕх медицина факультетне вĕренме кĕрекенсен пĕлĕвне çирĕплетессипе çыхăннă. Республикăри информацие хатĕрлесе çитерекен центр директорĕ Галина Арзамасцева хăйĕн ĕçтешĕсем пĕрлехи экзаменсен пахалăхне ÿстерес тĕллевпе чылай тăрăшнине палăртрĕ. Галина Юрьевна ППЭре хăйĕн пĕлĕвне çуллен тĕрĕслет /тĕп тапхăрта мар паллах/. Биолог специальноçне алла илнĕскер нихăш çул та 75 балран кая пухман. Вĕрентÿ министерствинче нумаях пулмасть ĕçлеме тытăннă Алевтина Федоровăн, Шупашкарти 47-мĕш шкул ертÿçинче чылай çул тăрăшнăскерĕн, патшалăх аттестацийĕ йĕркелесе ирттерес енĕпе опычĕ çителĕклĕ. Директор тилхепине тытса пынă хушăра вăл вун пĕрмĕшсене истори предмечĕпе хăех вĕрентсе, экзамена хатĕрлентерсе пынă. Кăçал вара малтанхи тĕрĕслев вăхăтĕнче экзамена хăй хутшăнма кăмăл тунă. - Малтанхи минутсенче хумхантăм паллах - психологсем ку самант пулатех тесе ахальтен каламаççĕ. Кайран хама алла илтĕм те заданисене пурнăçлама тытăнтăм, - хăйĕн тĕслĕхĕпе вĕренекенсен пăшăрханăвне сирме тăрăшрĕ Алевтина Николаевна. - ППЭри ĕçсемпе ыйтусем кăткăс тени - анлă сарăлнă йăнăш шухăш. Тĕрĕссипе, темăсене вăхăтра ăнланса пынă каш- ни ачах патшалăх экзаменне вăтам шайран кая мар тытаять.
Кĕскен: ППЭне кĕме 6172 çамрăкран заявлени йышăннă, вĕсенчен 5249-ăшĕ вăтам шкултан кăçал вĕренсе тухать. ППА йĕркелесе ирттерме республикăра 36 пункт çирĕплетнĕ. Кăçал республикăра Патшалăхăн пĕтĕмлетÿллĕ атте- стацине хутшăнма тăххăрмĕш класран вĕренсе тухакан 11451 ача ыйтса çырнă.
«Хыпар» 73(27188) № 24.05.2017 Çыпăçтарнисем: |