Нарăс уйăхĕн 6 – мĕшĕнче И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университетĕнче Регионсем шайĕнчи чăваш чĕлхи тата литератури олимпиади иртнĕ. Мероприятие вĕренекенсен пултарулăхне аталантарас, тăван чăваш чĕлхене вĕренес кăмăлне ÿстерес, чĕлхе пĕлĕвĕпе культура тĕлĕшĕнчен çивĕч ăслă ачасене тупса палăртас тĕллевпе йĕркеленĕ. Регионсем шайĕнчи чăваш чĕлхи тата литератури олимпиадине 9, 10, 11-мĕш класра вĕренекенсем, олимпиадăн 2-мĕш тапхăрĕнче çĕнтернĕ тата иртнĕ çулхи Регионсем шайĕнчи чăваш чĕлхи тата литератури олимпиадин çĕнтерÿçисем, çавăн пекех республика (область) шайĕнчи олимпиадăсенче 1-мĕш вырăн йышăннă республика тулашĕнчи 9, 10, 11-мĕш класс вĕренекенĕсем хутшăннă.
Çыпăçтарнисем: |