Чÿк уйăхĕн 15-мĕшĕнче Кĕçĕн Шетмĕ шкулĕнче районти шкулсенче чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенсен методика пĕрлешĕвĕн черетлĕ ларăвĕ иртрĕ. Ку хутĕнче вăл "Чăваш чĕлхипе литератури урокĕсенче çĕнĕ технологисемпе усă курасси" темăпа пулчĕ. Вĕрентекенсене асăннă шкул ачисемпе учителĕсем çăкăр-тăварпа ăшшăн кĕтсе илчĕç, чăваш юрри-ташшипе савăнтарчĕç. Унтан ларăва пухăннисем 5 класра "Уçă сасăсен килĕшĕвĕ" темăпа уçă урок пăхрĕç. Урока çак шкулта чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекен Козлова Ирина Николаевна ирттерчĕ. Вăл, паянхи пурнăç ыйтакан çĕнĕлле технологисене алла илсе пыраканскер, урока методика тĕлĕшĕнчен питĕ ăста йĕркелесе пычĕ. Ачасемпе лăпкăн та камăллăн калаçни, темăна уçăмлăн та витĕмлĕн ăнлантарни, ачасене Федерацин патшалăх вĕренÿ стандарчĕ ыйтнă пек ĕçлеттерни пурне те килĕшрĕ. Ачасем чăвашла тĕрĕс те илемлĕ калаçни, тулли хуравсем пама пĕлни, хăйсен шухăшне уççăн палăртни вĕрентекенĕн ăсталăхĕ ÿссе пынине кăтартрĕ.
Ларура ытти ыйтусем тавра та калаçрĕç педагогсем. Трак шкулĕн вĕрентекенĕ Кузьмина Юлия Егоровна "Шкул ачисене тăван чĕлхепе литература урокĕсенче тăван халăхăн йăли-йĕркисене хисеплеме, юратма, вĕсемпе интересленме вĕрентекен формăсем" темăпа хăй еплерех ĕçлесе пыни çинчен каласа кăтартрĕ. Асăннă шкулта ĕçлекен Федорова Ирина Михайловна "Урок йĕркине проект мелĕсене кĕртесси" темăна уçса пачĕ. Пикшик шкулĕнче чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекен Тихонова Людмила Анатольевна "Шкул ачисене район шайĕнчи олимпиадăсене хатĕрлесси" çинчен тухса каларĕ. Кĕçĕн Шетмĕ шкулĕн учителĕ "Чăваш чĕлхипе литератури урокĕсенче çĕнĕ технологисемпе усă курасси" темăпа калаçнă май хăйĕн ĕç опычĕпе паллаштарчĕ.
Лару ĕçне Кĕçĕн Шетмĕ шкулĕн ертÿçи Соловьева Альбина Геннадьевна та хутшăнчĕ, шкул пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ çинчен, ачасемпе шкул коллективĕ çинчен каласа кăтартрĕ.
Районти методика пĕрлешĕвĕн ертÿçи Людмила Тихонова Кĕçĕн Шетмĕ шкул администрацийĕпе вĕрентекенĕсене ларăва ăнăçлă та тухăçлă йĕркелесе ирттерме майсем туса панăшăн, тараватлăн кĕтсе илсе ăсатса янăшăн тав турĕ.
Зинаида Михайлова, Красноармейски шкулĕн вĕрентекенĕ Çыпăçтарнисем: |