Чăваш Республикин вĕренӳ институтĕнче паян шкулсенче чăваш чĕлхине малашне мĕнле вĕрентессине сӳтсе яврĕç — пухăва Чăваш патшалăх университечĕн, Чăваш патшалăх педагогика университечĕн преподавателĕсем, вĕренӳ институчĕн ĕçчешĕсем, «Халăх шкулĕ» журнал ĕçченĕсем, хула шкулĕнче чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсем тата ытти чăваш хастарĕсем пуçтарăнчĕç.
Хальхи вăхăтра ФГОС пурнăçа кĕнĕ май хăш-пĕр шкулсем ачасене эрнере 6 кун вырăнне 5 кун вĕрентесшĕн, çапла май хăш-пĕр предметсен сехечĕсене пĕчĕклетме тивет имĕш. Çĕнĕ вĕренӳ стандарчĕпе вĕренӳ тытăмне шкул хăй йĕркелет имĕш. Хăш-пĕр шкулсем вара çак юхăма лексе 5 кунлăха куçнă чухне чăваш чĕлхипе литературин сехечĕсене катаççĕ иккен — тĕрлĕ çĕнĕлĕхе пула яланхилле тăван чĕлхе яваплă пулса тăрать. Пуçлăхсен «пуртти» айне ăна чи малтан чикеççĕ. Чăваш чĕлхине вĕрентес шайне сахалатман темех пуль министерствăри пуçсене пĕр шухăш пырса çапнă — 5 сехетрен иккĕшне хăварса виçĕ сехетне дистанцилле те вĕрентме пулать имĕш.
Пухăва пуçтарăннисем ку çĕнĕлĕхе сивлерĕç — пĕр енчен дистанцилле вĕрентме материалĕсем çук, тепĕр енчен программи таврашне йăлт çĕнĕрен шутласа кăларас пулать. Ку вăл пĕр-икĕ эрне ĕçĕ мар. Ачана инçет майпа вĕрентме тытăнас пулсан ашшĕ-амăшĕн компьютер таврашĕ илсе памалла, вĕрентекенĕн вара сехечĕсем çавăн чухлех юлаççĕ. Çапла май шкул тăкакĕсем те чакмаççĕ, ачана та çăмăллăх кӳмест. Япах енĕ кăна пур — ача чăвашла çителĕклĕ вĕренсе çитеймест. Унсăр пуçне хăш-пĕр япалана инçет майĕпе вĕрентейместĕн те — сăмахран пуплев пайне, кунта ачапа вĕрентекен хушшинче çыхăну кирлĕ.
Тухса калаçакансем: «Сехечĕсене сахаллатма тивет пулсан мĕншĕн ку чăваш чĕлхине кăна пырса тивет? Мĕншĕн çавăн пекех вырăс тата ют чĕлхинчен пĕрешкел илес мар? Мĕншĕн дистанцилле вĕрентессине чăваш чĕлхинчен пуçламалла?» — ыйтусем лартрĕç. Дистанцилле вĕрентесси саккунсене те хирĕçленине палăртрĕç.
Пĕтĕмлетнĕ май уçă çыру хатĕрлеме (пирĕн сайтра унăн Проектне тупма пулать) 5 çынран тăракан редколлеги йĕркелерĕç, 3 çынна суйласа Республика Пуçлăхĕ патне кайма элчĕ пулма суйларĕç. Чăваш патшалăх университечĕн тата Чăваш патшалăх педагогика университечĕн преподавателĕсем уйрăм çыру çырма пулчĕç.
Çăлкуç: Чăваш халăх сайчĕ Çыпăçтарнисем: |