«Вырăсла калăр-ха, эпĕ сире ăнланмастăп», - чарăнми калаçакан тутар хĕрарăмне сăмах хушрăм аранах. «Мĕнле, тутар мар-им вара эсир? Тутар пекех-çке», - тĕлĕннине пытармарĕ вăл. «Çук, мĕнле тутар ĕнтĕ эпĕ, «натуральнăй» чăваш», - мăнаçлăн пĕлтертĕм. Çакăнпа калаçу вĕçленчĕ. Унччен пĕр чарăнми шăкăлтатакан çĕнĕ пĕлĕшĕмпе кун хыççăн хутран-ситрен çеç сăмах чĕнкелерĕмĕр. Ĕç-пуç тĕрлĕ халăх çынни пухăннă санаторире пулса иртрĕ. Çĕр-шывăмăрăн пур кĕтесĕнчен те тенĕ пек килнĕ çынсенчен хăшĕ-пĕри чăвашсем çинчен пĕлмест те иккен. Тĕрĕсех тунă эппин ЮНЕСКО пирĕн чĕлхене çухалса пыраканнисен йышне кĕртсе. Çакна илтме чăнах та йывăр, чун ыратать. Ăс-тăнĕнче чăвашлăх туйăмĕ аталанман, вырăсланнă ентешсемшĕн çакă пĕлтерĕшлĕ те мар пулĕ. Ара, экспертсен хаклавĕ тăрăх, хальхи вăхăтра тĕнчере кашни уйăхра икĕ чĕлхе çухалать-çке. Кашниншĕн кулянса пĕтереймĕн... Манăн вара темле пулсан та анне вĕрентнĕ чĕлхепех калаçас килет. «Çав «пор», «çок»-сене хăçан манăн-ши? Хăçан тулккăш чăн чăвашла калаçма вĕренĕн», - тесе ÿпкелешнине пĕрре мар илтнĕ эпĕ хамăрла сăмахланăшăн. «Анне калаçăвĕшĕн ма вăтанмалла вара?» - хирĕçлеттĕм яланах. Хăть «моркка», хăть «кишĕр», хăть «кăçат», хăть «çăм атă», «выльăха пысаççĕ е чикеççĕ» - çакă пысăк пĕлтерĕшлĕ мар. Несĕлĕмĕрсен сăмах-юмахне тĕпе хурса калаçăва йĕркелени темрен паха. Асатте-кукаçин пуянлăхне упраса хăварса аталантарни чунран савăнтармалла. Анчах лару-тăру чăннипех те пăшăрхантарать. Чăваш юнĕ чупакан кашни çынах хăйĕн нацине калама вăтанмасан пирĕн пирки пур кĕтесре те илтмелле пек мар-и-ха? Раççейри пур регионта кăна мар, чикĕ леш енче те пурăнаççĕ-çке йăхташăмăрсем. «Чăваш терĕр-çке, анчах та ывăлăрăн вырăс ячĕ, - тĕлĕнет коми хĕрарăмĕ. - Пирĕн патра авалхи ятсемпе çыртараççĕ ачисене. Унччен те çапла пулнă. Пирĕн те вырăс чĕлхи патшалăхăн шутланать. Çапах эпир, уйрăмах - çамрăксем, асатте-асанне, кукаçи-кукамай е ытти тăван ячĕсене суйлама тăрăшатпăр. Коми чĕлхипе шăкăл-шăкăл пуплес килет. Анчах нумайăшĕ пĕлмест ăна. Пĕлекеннисем ватăсем кăна. Пирĕн тăрăхран лагерьсене нумай çынна илсе кайнă. Çавăнта юлнă та чĕлхемĕр», - хăйĕн нацийĕпе мăнаçланнине палăртса калаçрĕ тепĕр пĕлĕшĕм. Коми чĕлхи куç умĕнче çухалса пынине пĕлтерет хĕрарăм. Çав вăхăтрах çамрăксем ăна пĕтме памасса шанать иккен. «Авалхи ятсем тепĕр хут «модăна кĕни» - лайăх паллă. Шанăç пуррине палăртать вăл», - шухăшлăн калаçрĕ 20-рен иртнĕ çамрăк амăшĕ. Ăна итленĕ май йывăр шухăшсем ăс-тăна канăçсăрлантарма тытăнчĕç: «Пирĕн çамрăксем вара?..» Çак самантра миçе чăваш ячĕ аса килĕ? Алăри пÿрнесем те çитеççĕ пулинех. Вырăсланни пĕрре-иккĕ те аса илеймĕ-тĕр. Чăннипе, Салампи е Атил... ят суйланă ашшĕ-амăшне патриотсем вырăннех хуратпăр. Ав хăш-пĕр нацишĕн вара çакă - хăнăхнă йĕрке. Ырламалла ку пулăма. Нацилĕхе упрасси çакăнтан та килет вĕт, çакна пархатарлă тĕллеве пурнăçлассин пуçламăшĕ тейĕттĕм. Калăпăр, Илемпи тер-ха ачана - нивушлĕ ÿссе çитсен ят историйĕпе кăсăкланмĕ вăл? Хăйĕн тымарĕ пирки пĕлнĕскер, тен, хăйĕн тĕпренчĕкне те Нарспи е Сетнер тесе çыртарĕ. Кунпа кăна лару-тăрăва тĕпрен улăштараймăн, паллах, çапах ятран нумай килет теççĕ. Тен, чăнах та Нарпи чунĕпе чăн чăваш хĕрĕ пулса ÿсĕ? Шанас килет... Нацилĕхе упраса хăварас тĕлĕшпе уйрăмах çамрăксем кăмăл-туйăма улăштармасăр ку енпе ырă улшăнусем пулманни паллă ĕнтĕ. Çапах шанас килет... «Чăваш чĕлхи Канашран иртсен ним тума та кирлĕ мар», - теççĕ. Паллă поэт калашле, «чăлах чунлисен» юрри ку. Эпĕ çапах шанатăп...
Н.Кудряшова ("Чăваш хĕрарăмĕ")
Çыпăçтарнисем: |