Виталий Михайловăн чăвашла сайчĕ


Чăваш кĕвви

Кĕмелли форма

Категорисем
Шырав
    ЧĂВАШ ЧĔЛХИ ЯЧĔПЕ ПУРТЕ ПĔР ПУЛАР!
Вĕрентÿ хыпарĕсем
Кун тăрăм
«  Нарăс 2015  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
      1
2345678
9101112131415
16171819202122
232425262728
free clock for website часы для сайта
Архив

2019 Çул - ГЕННАДИЙ АЙХИ (ЛИСИН) çУЛĕ

Геннадий Айхи


Ыйтăм

Паянхи шкул ачин ятарлă тум-тир пулмалла-и?
Пурĕ миçе ответ: 15
Чат

Сайт тусĕсем
  • Сайт ту
  • Пĕтĕмпех веб-маçтăр валли
  • Пурне те кирлĕ программăсем
  • Санкт-Петербург чăвашĕсен сайчĕ
  • Рунетри чи лайăх сайтсем
  • Кулинари рецепчĕсем
  • Раççей уявĕсен календарĕ
  • Чăваш наци радиовĕ
  • ЧĂВАШ ЭСТРАДИН ФАН-КЛУБĔ
  • Чăваш эстрада юррисем
  • Виталий Михайловăн шкул сайчĕ
  • Чăваш чĕлхи вĕрентекенĕн музейĕ
  • Вĕрентекенсен порталĕ
  • Виртуаллă вĕренÿ пÿлĕмĕ
  • Калиниград чăвашĕсен сайчĕ
  • Самар чăвашĕсен сайчĕ
  • Красноярск чăвашĕсен сайчĕ
  • Раççей шкулĕсем

  • Чăваш ен телерадиокомпанийĕ
    Трак Ен сайчĕ
    Нестер Янкас пĕрлĕх сайчĕ
    Чăваш ачисем валли
    Тутар чăвашĕсен хаçачĕ
    "Кăмăл" веренÿ пĕрлешĕвĕ
    Чăваш халăх сайчĕ
    Красноармейски район сайчĕ


    GanGstA
    Статистика



    Паян çак сайтра пулнă юзерсем:
    Праздники России
    Çанталăк
    Красноармейски ялĕ
    rp5.ru

    noscript>>

    Виталий Михайлов

    Раççей символики
              Чăваш патшалăх ялавĕ

    Хапăл тăватăр-и,       ырă тăванăмăрсем! Эпĕ ялан хавас Сире курмашкăн хамăн сайтра

    Юнкун, 18.12.2024, 20:02
    Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх хыпарĕсем

    Чăваш чĕлхи. Электронлă пособи
    Тĕп страница » 2015 » Нарăс » 1 » Чӑваш чӗлхи вӗрентекенӗсем Патӑрьеле семинара пухӑннӑ
    Чӑваш чӗлхи вӗрентекенӗсем Патӑрьеле семинара пухӑннӑ
    22:20
    Материал сăн ÿкерчĕкĕ

    2015 ҫулхи кӑрлачӑн 29-мӗшӗнче Чӑваш РеспубликинПатӑрьел районӗн Патӑрьелӗн пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан пӗрремӗш вӑтам шкулӗнче литература тата К.В. Иванов ҫулталӑкне халалланӑ «Тӗрлӗ халӑх культури ҫыхӑнӑвӗсене аталантарассине тӗпе хурса ӗҫлесси» семинар иртрӗ.

    Семинара Патӑрьел район администрацийӗн вӗренӳ пайӗ тата чӑваш чӗлхипе литератури, тӑван ен историйӗпе культури вӗрентекенсен пӗрлешӗвӗ йӗркелерӗҫ. Унта Патӑрьелпе Шупашкар районӗн чӑваш чӗлхипе литератури тата тӑван ен историйӗпе культури вӗрентекенсем татаЧӑваш наци конгресӗн Президиумӗн пайташӗсем Юлия Анисимовӑпа Геронтий Никифоров, вӑлах Чӑваш Республикин учителӗсен ассоциацийӗ» общество организацийӗн чӑваш чӗлхипе литератури вӗрентекенсен секцийӗн ертӳҫи хутшӑнчӗҫ. Шупашкартан килнӗ хӑнасене Патӑрьелти пӗрремӗш шкул ачисем ҫӑкӑр-тӑварпа тата Первомайски шкулӗн ача-пӑча фольклор ансамблӗ (ертӳҫи — Елена Сорокина) юрӑ-ташӑпа кӗтсе илчӗҫ. Чаплӑ чысласа кӗтсе илнӗ хыҫҫӑн шкулӑн акт залӗнче ачасен тата вӗрентекенсен пултарулӑхӗпе паллашрӑмӑр, пӗчӗк концерт куртӑмӑр.

    Тӗп калаҫура 2014 ҫулта Патӑрьел районӗн чӑваш чӗлхипе литератури, тӑван ен историйӗпе культури вӗрентекенсен ӗҫӗ-хӗлӗпе паллашрӑмӑр. Тӑван чӗлхепе литература кунта чыс та хисепре. Ҫыравҫӑсемпе пуян районта йӑлана кӗнӗ мероприятисем ҫулсерен ирттереҫҫӗ: Марина Карягина,Геннадий Айхи, Раиса Сарпи вулавӗсем, «Ӑслӑлӑх. Тӗпчев. Аталану» пултарулӑх, «Уҫӑ урок» меслетлӗх тата «Туслӑх хӗлхемӗ» фестивальсем, предмет олимпиади, «Чӗвӗлти чӗкеҫ» вӑйӑ-конкурс, пултарулӑх каҫӗсем, «Ҫулталӑк учителӗ» конкурс тата ыттисем те.

    Патӑрьел районӗнче чӑваш, тутар, вырӑс, ирҫе-мӑкшӑ халӑхӗ пурӑнать. Тутар ялӗсем темиҫе те. Тӗслӗхрен, Шӑнкӑртам, Тутар Сӑкӑчӗ, Ксыл-Чишма тата ытти ялсем. Районӑн тӗрлӗ халӑхӗ те, ачисем те пӗр-пӗринпе туслӑ пурӑнаҫҫӗ. Чылайӑшӗ пӗрле пӗр шкулта вӗренет. Учительсем тӗрлӗ халӑх культури ҫыхӑнӑвӗсене аталантарассине тӗпе хурса ӗҫлеҫҫӗ.

    Патӑрьел районӗн шкулӗсенче чӑваш чӗлхипе литератури вӗрентмелли сехет шутне чакарманни пире савӑнтарать. Пултаруллӑ вӗрентекенсен йышӗнче В. Яковлева, М. Табакова, М. Мадюкова, Г. Хлебникова, С. Кулакова, Е. Сорокина тата ытти ӗҫтешсем районта тата ун тулашӗнче иртекен меслетлӗх семинарӗсене, тӗрлӗ пултарулӑх ӑмӑртӑвӗсене хастар хутшӑнаҫҫӗ.

    К.В. Иванов ҫулталӑкӗнче иртекен тӗп мероприятисем, «Ҫӗнӗ ятсем уҫатпӑр» пултарулӑх конкурсӗ» тата «Илпек Микулайӗн юбилейӗпе «Хура ҫӑкӑр» роман тӑрӑх викторина ҫинчен» калаҫу пулчӗ.

    Литература тата К.В. Иванов ҫулталӑкне халалланӑ «Тӗрлӗ халӑх культури ҫыхӑнӑвӗсене аталантарассине тӗпе хурса ӗҫлесси» семинара хутшӑнакансем канашлӑва тухӑҫлӑ ӗҫлесе пӗтерсен темиҫе йышӑну турӗҫ. Вӗсенчен чи курӑмлисем, пахалӑхлисем ҫаксем пулчӗҫ: шкул вӗрентӗвӗ валли халӗ тухакан кӗнекесене ҫӗнӗлле кӑлармалла, грамматика таблицисен электронлӑ варианчӗ пулмалла, шкул вӗрентӗвӗнче хальхи орфографие сыхласа хӑвармалла, кашни чӑваш чӗлхипе литератури вӗрентекенне компьютер оборудованийӗпе тивӗҫтермелле, тӑван ен историйӗпе культурине эрнере 1 сехет вӗрентмелле, 9 класс вӗренсе пӗтерекенсене вӗренӳ ҫулӗ вӗҫӗнче шкулта чӑваш чӗлхипе экзамен тыттармалла, экзамен формине шкул хӑйӗн суйласа илмелле.

    Çăлкуç: http://www.chuvash.org/news/8174.html

    Çыпăçтарнисем:
    Категори: | Миçе çын пăхнă: 1403 | Кам хушнă: mixaj_58 | Тегисем: | Рейтинг: 5.0/1 |
    Пĕтĕмпе миçе комментари: 0


    Copyright © Аксар Чунтупай Cайт тăваканни: Михайлов Алексей (alex-net)