Хусансен «Идель Реалии» сайтĕнче нарăсăн 20-мĕшĕнче «Чувашский продержится не более 50 лет?» интервью тухнă, ăна пуш уйăхĕн 2-мĕшĕнче Чăваш наци библиотекинче Ваттисен канашĕн ларăвĕнче сÿтсе яврĕç, калаçăва канаш ертÿçи Виталий Станьял ăсчах ертсе пычĕ. Мĕншĕн эпир, XX ĕмĕрте 2 миллиона яхăн çынлă пулнă халăх, юлашки 15-20 çулта çур миллиона яхăн чакрăмăр? Вырăсланса пырассине чарас, чăвашлăха, чĕлхене упраса хăварас, аталантарас тесен мĕн тумалла? Мĕншĕн чăваш ялĕнчи ача та вырăсла калаçма пуçларĕ? Çак ыйтусем тавра йĕркеленчĕ калаçу. Чи малтан сăмах илнĕ «çирĕп шăнăрлă пайташ» еврейсем, тутарсем, ытти халăх çыннисем чăваш чĕлхине вĕреннĕ тахçанхи тĕслĕхсене илсе пачĕ. Анчах хальхи вăхăтра чăвашла вĕренекенсем пур-ши? Чăвашла вĕренме çынна мĕнпе кăсăклантармалла? Чăваш пичетĕнче чылай çул тăрăшнă, «Хыпар» ИÇ ертÿçи пулнă Алексей Леонтьев шкулсенче, уйрăмах хуласенче, чăваш чĕлхине кирлĕ пек вĕрентменни, чăваш чĕлхипе ППЭ тĕрĕслевĕ туса хумалли пирки каларĕ. «Чăваш тĕнчинче, чĕлхере эпир йĕркелесе çитереймен ĕç-пуç пулса иртет. Хăй вăхăтĕнче Наци конгресне шăпах чăвашлăха аталантарас тĕллевпе туса хунăччĕ. Паян вара ăна салатсан та нимĕн те улшăнмасть: лайăх енне те, япăх енне те. «Хамăр çемьесене чăвашла калаçтараймастпăр. Сăлтавĕ чăваш арĕн чун хăвачĕ-хавалĕ иксĕлнинче мар-и? Хулара чăвашлăх театрсемпе концертсенче çеç. Ăçта чăваш хулин культури? Çук вăл», - пăшăрханчĕ «Сувар ТВ» Интернет-телеканал тытса тăра- кан Ултияр Цыпленков. Чăвашлăх ĕçĕн хастарĕн Тимĕр Тяпкинăн вичкĕн сăмахĕ- сем ватăсене килĕшмерĕç пулĕ те - чăн сăмахăн суйи çук. «Çакăнта пуçтарăннă хисеплĕ ватăсен ачи-пăчи чăваш пулса çитĕннĕ-и? Атте-анне, асатте-асанне, кукаçи-кукамай тесе чăвашла чĕнтерекеннисем пур-и хулара пурăнакансен йышĕнче? - хĕрÿленчĕ вăл. - Чăвашла калаçакан ачасене садике вырăс ушкăнне яма тивет. Чăваш валли чăваш ача сачĕ ăçта? Çук!» «Аптăранă кăвакал кутăн чăмнă» тенешкел «чăвашсем аяла анса çитмен-ха. Анса çитеспе тĕпĕнчен тапса çĕкленĕç», «Глобализацирен пытанса юлма çук, пĕтĕм тĕнче пĕрпекленет. Вырăсланнă чăваш ачисем тĕнчере хăйсен телейне шыраççĕ» тенисем те пулчĕç. Ваттисен канашĕ 5 пунктран тăракан йышăну кăларчĕ. Унта чă ваш ăс-хакăлне упраса хăварасси ку чухнехи чи çивĕч ыйту пулнине палăртрĕç вĕсем. Йышăнура асăнни сăмах хальлĕн юлмас- са, пуçăннă ĕç чăваш чĕлхи аталану çулне тăмалли утăм пулнине шанас килет.
Эльвира ИВАНОВА Çыпăçтарнисем: |