Виталий Михайловăн чăвашла сайчĕ


Чăваш кĕвви

Кĕмелли форма

Категорисем
Шырав
    ЧĂВАШ ЧĔЛХИ ЯЧĔПЕ ПУРТЕ ПĔР ПУЛАР!
Вĕрентÿ хыпарĕсем
Кун тăрăм
«  Пуш 2019  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
    123
45678910
11121314151617
18192021222324
25262728293031
free clock for website часы для сайта
Архив

2019 Çул - ГЕННАДИЙ АЙХИ (ЛИСИН) çУЛĕ

Геннадий Айхи


Ыйтăм

Шкул директорĕсене демократиллĕ майпа вĕренекенсемпе вĕсен ашшĕ-амăшĕсем суйланине ырлатăр-и?
Пурĕ миçе ответ: 15
Чат

Сайт тусĕсем
  • Сайт ту
  • Пĕтĕмпех веб-маçтăр валли
  • Пурне те кирлĕ программăсем
  • Санкт-Петербург чăвашĕсен сайчĕ
  • Рунетри чи лайăх сайтсем
  • Кулинари рецепчĕсем
  • Раççей уявĕсен календарĕ
  • Чăваш наци радиовĕ
  • ЧĂВАШ ЭСТРАДИН ФАН-КЛУБĔ
  • Чăваш эстрада юррисем
  • Виталий Михайловăн шкул сайчĕ
  • Чăваш чĕлхи вĕрентекенĕн музейĕ
  • Вĕрентекенсен порталĕ
  • Виртуаллă вĕренÿ пÿлĕмĕ
  • Калиниград чăвашĕсен сайчĕ
  • Самар чăвашĕсен сайчĕ
  • Красноярск чăвашĕсен сайчĕ
  • Раççей шкулĕсем

  • Чăваш ен телерадиокомпанийĕ
    Трак Ен сайчĕ
    Нестер Янкас пĕрлĕх сайчĕ
    Чăваш ачисем валли
    Тутар чăвашĕсен хаçачĕ
    "Кăмăл" веренÿ пĕрлешĕвĕ
    Чăваш халăх сайчĕ
    Красноармейски район сайчĕ


    GanGstA
    Статистика



    Паян çак сайтра пулнă юзерсем:
    Праздники России
    Çанталăк
    Красноармейски ялĕ
    rp5.ru

    noscript>>

    Виталий Михайлов

    Раççей символики
              Чăваш патшалăх ялавĕ

    Хапăл тăватăр-и,       ырă тăванăмăрсем! Эпĕ ялан хавас Сире курмашкăн хамăн сайтра

    Юнкун, 18.12.2024, 20:38
    Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх хыпарĕсем

    Чăваш чĕлхи. Электронлă пособи
    Тĕп страница » 2019 » Пуш » 21 » Академиксем алă усса лармаççĕ
    Академиксем алă усса лармаççĕ
    21:08
    Материал сăн ÿкерчĕкĕ

    Мартăн 16-мĕшĕнче наци библиотекинче Чăваш таврапĕлÿçисен пĕрлĕхĕн çулталăкри ĕçĕсене пĕтĕмлетекен пуху иртрĕ. Унта пĕтĕмпе республикăн тĕрлĕ районĕсенчен, Тутар Республикипе Чĕмпĕр облаçĕнчен 100 ытла таврапĕлÿçĕпе хаклă хăнасем хутшăнчĕç. Пухăва пĕрлĕх ертÿçи Сергей Сорокинпа унăн секретарĕ Ольга Тимофеева ертсе пычĕç. Сергей Сорокин малтанах çулталăк хушшинче туса ирттернĕ ĕçсемпе паллаштарчĕ. Таврапĕлÿçĕсен пĕрлĕхĕ пуçланса кайнăранпа (1921 ç.) 98 çул тата Чăваш таврапĕлÿçисен пĕрлĕхне йĕркеленĕренпе 28 çул çитрĕ. Çак тапхăрта таврапĕлÿçĕсем нумай тĕпчев ĕçĕсемпе кĕнекесем кăларнă. "Пирĕн пĕрлĕх Чăваш Енри чăвашсене кăна мар пĕтĕм тĕнчери чăвашсене пĕрлештерсе тăрать. Эпир Чăваш халăх йăли-йĕркине, тĕрĕслĕхне упратпăр. Манăçнă паттăрсене шыраса тупатпăр. Çитĕнсе пыракан ăрăва тăван çĕршыва юратма вĕрентетпĕр",- терĕ Сергей Сорокин пухăва пуçарса.

    Ольга Тимофеева таврапĕлÿçĕсене Виталий Станъял академик пухăва янă "Пĕлмелли татах нумай, чарăнса тăрас çук" ятлă çырăвне вуласа пачĕ. Унта автор малашлăха курса пĕтĕмлетнĕ 5 сĕнÿ тăратнă. «Пĕрлĕхе нумай çулсем ирĕк çул уçса пынăшăн, пĕтĕм библиотекăна Бичурин орденĕпе вымпелсене парса чыслама сĕнетĕп»,- тенĕ Виталий Станъял хăйĕн 2-мĕш сĕнĕвĕнче. 3-мĕшĕнче: «Чемен картинчи - Туризмпа краеведени центрĕнче - шкул тĕпчевçисен икĕ е виçĕ район тĕлпулăвӗсене, республика семинарĕсене, вĕренÿ похочĕсене, ăмăртăвĕсене тата çамрăк таврапĕлÿçĕсен слечĕсемпе фестивалĕсене йĕркелесе яма май пурри» çинчен те каланă.

    Малалла калаçăва пĕрлĕх ертÿçин 1-мĕш çумĕ, Чӑваш Республикин наци библиотекин "Чăваш кĕнеки" центрӑн ертÿçи Галина Соловьева тăсрĕ. Иртнĕ çулхи тапхăрта таврапĕлÿçĕсем хăйсен вăйĕпе 60 кĕнеке пичетлесе кăларнă пулсан, вĕсенчен 38-шне таврапĕлÿçĕсен çулсерен иртекен пĕтĕмлетÿсен конкурсне тăратнă. "Чăваш таврапĕлÿçисен пĕрлĕхĕ 100 çула çитнĕ тĕле Чăваш таврапĕлÿçисен кĕнекине кăлармалла. Кашни район пĕрлĕхне ертсе пыракан таврапĕлÿçĕсен, 100 çул хушшинче камсем таврапĕлÿ ĕçне тĕпченĕ, мĕнле ĕçсем туни çинчен отчет çырса памалла. Эпир сирĕнтен информаци кĕтетпĕр. Кĕнекен 1-мĕш пайĕнче республикăри таврапĕлÿçĕсен пĕрлĕхĕн аталанăвне, 2-мĕшĕ - районсенчи, 3-мĕшĕ республика тулашĕнчи пĕрлĕхсен аталанăвне кăтартăпăр. "Хисеплĕ таврапĕлÿçĕ" ята илнисен ячĕсене, паллă çынсен ячĕллĕ номинацисене тивĕçнĕ авторсене те кĕнекене кĕртĕпĕр",- терĕ Галина Соловьева.

    3 сехете яхăн тăсăлнă пухура 13 таврапĕлÿçĕ трибуна умне тухса калаçрĕ, сĕнÿсем пачĕ. Пухăннисен умĕнче таврапĕлÿçĕсен кĕнекисен конкурсĕн пайташĕ Станислав Отрыванов ăсчах, Хĕрлĕ Чутай уйрăмĕн ертÿçи Валерий Романов, Канашри краеведени музейĕн директорĕ Маргарита Данилова, Шăмăршă районĕн уйрăмĕн пайташӗ Герман Ларшников, "Сăвар" фончĕн ертÿçи Владимир Алмантай, Шупашкарти 44-мĕш шкулăн вĕрентекенĕ Елена Леонтьева, Муркаш районĕнчи Калайкасси шкулĕн директорĕ Татьяна Ершова, Тутар Республикинчи Чăваш таврапĕлÿçисен уйрăмĕн ертÿçи Александр Семенов, Чĕмпĕрти чăваш таврапĕлÿçисен уйрăмĕн ертÿçи Николай Казаков, Хĕрлĕ Чутайри Валерий Ельцов таврапĕлÿçĕ пулчĕç, хăйсен ĕçĕсемпе паллаштарчĕç.

    "Чи лайӑх кĕнекесене суйласа илсе вĕсен авторӗсене чысласси ырă-йăлана кĕчĕ. 2018 çулта кун-çути курнă 38 кĕнекене пăхса тухнă, тишкерсе хак панă. Пур кĕнекесен авторĕсем те вĕсене хăйсен укçипе кăларнă. Гост ыйтнине 10-шĕ кăна тивĕçтерет",- терĕ Станислав Отрыванов кĕнекесенчи йăнăшсене палăртса. Маргарита Данилова Канаш краеведени музейĕ хăйĕн 50 çулхи юбилейне паллă туса ирттернĕ тĕле музей тата унăн ĕçĕ çинчен каласа паракан кĕнеке кăларнă. Вăл пухăннисене кĕнекепе тата музей ĕçĕпе паллаштарчĕ. Александр Семенов Тутар Республикинчи Аксу районĕнчи ял ячĕсем Çавал юхан шыв тăрăхĕнчи ялсен ячĕсемпе пĕр килни çинчен каласа пачĕ. Тĕслĕхрен, Аксу - шурă шыв, авал Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Шуршăл та Шурсул ятлă пулнă. Вĕсен тăрăхĕнче Чăваш Шупашкарĕ ятлă ял та пур. Вăл кăтартнă пир тĕртмелли ĕлĕкхи станокăн пĕр пайĕ çине "чăх ури" тăмха ÿкерсе хунă. Вăл Тейвĕс - "Турă" палли, çар палли Алтайпа Скандинави çĕршывĕсенче те сыхланса юлнă. Тутарстанра 16-мĕш ĕмĕр пуçламăшĕнче сарнă "Чăваш çулĕ" пур. 922 çулта араб çул çÿревçи Ахмед ибн Фадлан вĕсен тăрăхĕнче икĕ уйăх пурăннă.

    Чĕмпĕрти Николай Казаков Константин Прокопьев историне документсем тăрăх тĕпчени ҫинчен каласа пачӗ. Кивĕ япаласемпе кĕнекесене кăларса пăрахиччен, патшалăх музейĕсемпе архивсене пама сĕнчĕ вăрман хуçалăхĕнче ырми-канми тăрăшакан тĕпчевçĕ.

    Ывăнма пĕлмесĕр, хастаррăн тăрăшнă таврапĕлÿçĕсем ертÿçĕсен аллисенчен Хисеп хучĕсемпе наградăсене тивĕçрĕç. "Хисеплĕ таврапĕлÿçĕ" ята 15-ĕн тивĕçрĕç. Вĕсен шутĕнче Канашри краеведени музейĕнче 33 çул хушши тимлекен Надежда Шмонинăпа Роза Захарова пулнине те палăртмалла. "Чăваш халăхĕн ăс-хакăл ăсти" ята 10-ăн тивĕçрĕç. Вĕсен йышĕнче Красноармейски шкулĕн вĕрентекенĕ, район энциклопедийĕн тĕп редакторĕ Виталий Михайлов та пур. Таврапĕлÿ аталанăвне пысăк тÿпе хывнăшăн Никита Бичурин ячĕллĕ ордена пĕрлĕх председателĕ Сергей Сорокин Чăваш таврапĕлÿçисен Чĕмпĕр облаçĕнчи уйрӑмӗн ертÿçин Николай Казаковăн кăкăрĕ çине çакрĕ.

    Шупашкар районĕнчи Шупашкаркассинчи Леонид Захаров ертсе пыракан "Шурăмпуç" тата Кÿкеçри Наталия Арсентьева ертсе пыракан "Телей" пултарулăх ушкăнĕсем залра ларакансене юрă-ташăпа савăнтарчĕç. Пухăва килнӗ çынсене пурне те пĕр тĕллев пĕрлештерчĕ - чăвашлăхпа унăн историне тĕпчесе сыхласа хăварасси, кĕнекесенче çырса кăларасси тата çак ĕçе çитĕнекен ăрăва явăçтарасси.

     

    Николай Cмирнов, Атăлъял

    Çыпăçтарнисем:
    Категори: | Миçе çын пăхнă: 458 | Кам хушнă: mixaj_58 | Тегисем: | Рейтинг: 0.0/0 |
    Пĕтĕмпе миçе комментари: 0


    Copyright © Аксар Чунтупай Cайт тăваканни: Михайлов Алексей (alex-net)