Виталий Михайловăн чăвашла сайчĕ


Чăваш кĕвви

Кĕмелли форма

Категорисем
Шырав
    ЧĂВАШ ЧĔЛХИ ЯЧĔПЕ ПУРТЕ ПĔР ПУЛАР!
Вĕрентÿ хыпарĕсем
Кун тăрăм
«  Ака 2014  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
 123456
78910111213
14151617181920
21222324252627
282930
free clock for website часы для сайта
Архив

2019 Çул - ГЕННАДИЙ АЙХИ (ЛИСИН) çУЛĕ

Геннадий Айхи


Ыйтăм

Хисеплĕ вĕрентекенĕмĕр! Эсир шкулта ĕçлесе илнĕ тупăшăрпа çăмăл машина туянма пултарятăр-и?
Пурĕ миçе ответ: 27
Чат

Сайт тусĕсем
  • Сайт ту
  • Пĕтĕмпех веб-маçтăр валли
  • Пурне те кирлĕ программăсем
  • Санкт-Петербург чăвашĕсен сайчĕ
  • Рунетри чи лайăх сайтсем
  • Кулинари рецепчĕсем
  • Раççей уявĕсен календарĕ
  • Чăваш наци радиовĕ
  • ЧĂВАШ ЭСТРАДИН ФАН-КЛУБĔ
  • Чăваш эстрада юррисем
  • Виталий Михайловăн шкул сайчĕ
  • Чăваш чĕлхи вĕрентекенĕн музейĕ
  • Вĕрентекенсен порталĕ
  • Виртуаллă вĕренÿ пÿлĕмĕ
  • Калиниград чăвашĕсен сайчĕ
  • Самар чăвашĕсен сайчĕ
  • Красноярск чăвашĕсен сайчĕ
  • Раççей шкулĕсем

  • Чăваш ен телерадиокомпанийĕ
    Трак Ен сайчĕ
    Нестер Янкас пĕрлĕх сайчĕ
    Чăваш ачисем валли
    Тутар чăвашĕсен хаçачĕ
    "Кăмăл" веренÿ пĕрлешĕвĕ
    Чăваш халăх сайчĕ
    Красноармейски район сайчĕ


    GanGstA
    Статистика



    Паян çак сайтра пулнă юзерсем:
    Праздники России
    Çанталăк
    Красноармейски ялĕ
    rp5.ru

    noscript>>

    Виталий Михайлов

    Раççей символики
              Чăваш патшалăх ялавĕ

    Хапăл тăватăр-и,       ырă тăванăмăрсем! Эпĕ ялан хавас Сире курмашкăн хамăн сайтра

    Шăматкун, 14.12.2024, 16:31
    Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх хыпарĕсем

    Чăваш чĕлхи. Электронлă пособи
    Тĕп страница » 2014 » Ака » 25 » Ака уйăхĕн 25-мĕшĕ - Чăваш чĕлхи кунĕ
    Ака уйăхĕн 25-мĕшĕ - Чăваш чĕлхи кунĕ
    23:14
    Материал сăн ÿкерчĕкĕ

    "Тӑван чӗлхе — халӑхӑн аваллӑхӗ, тӑван чӗлхе — халӑхӑн сумлӑ та телĕйлĕ малашлӑхӗ", — тенӗ Г. Н. Волков ӑсчах. Чӑваш чӗлхи чуна лӑпкӑн ачашлать, канӑҫ кÿрет. Ман шутпа, хӑйне хисеплекен кирек мӗнле халӑх та хӑйӗн тӑван чӗлхине пысӑк пуянлӑх вырӑнне хурса хаклать. Сӗм авалтан чĕлхе ҫынсене сӑмахлӑх, юрӑ-кӗвӗ, ташӑ-ҫемӗ, йӑла-йӗрке урлă пӗр-пӗринпе ҫывӑххӑн хутшӑнса пурӑнма пулӑшнӑ. Эпӗ тӑван чĕлхепе калаҫса хамӑн шухӑш-туйӑма палӑртатӑп, чуна уҫатӑп, кӑмӑла ҫӗклетӗп. Мана ӳстернӗ анне те чӑвашлах калаҫать. Вӑл ҫеҫ те мар, кӳршӗ-аршӑ, тус-юлташ чӑвашла пуплет. Апла пулсан чӑвашлӑхӑн пуласлӑхӗ пысӑк.

    Эпир тӑван чӗлхе урлӑ халӑхӑн культурипе паллашатаӑр, йӑла-йӗркене ӑша хывса пыратпӑр. Тӑван чӗлхе — халӑх ывӑл-хӗрӗшӗн чи ҫывӑххи. Тӑван киле, тӑван ҫӗре, ҫывӑх ҫынсене ас тутарса тăраканни. Çавă­нпа та Чӑваш чӗлхи кунне пур чăваш халӑхӗ ҫитӗнÿпе кӗтсе илет пулĕ тетӗп. Эпир пӗр пулсан пурте пулать.

    Ман шутпа, тӑван чӗлхене хисеплени вăл тӑван халӑха хисеплени пулать. Чăваш чӗлхин тасалӑхне упрасси чи малтанах çемье ӑшшинчен, атте-аннерен нумай килет. Шкул ҫулне ҫитсен малалла эпир те хамӑр чӗлхене юратма, йӑла-йӗркене упрама вӗренетпӗр. Ашшӗпе амӑшӗ ачине чӑвашла сӑпка юрри каласа сиктереҫҫӗ пулсан, ҫав ача епле унӑн ачашлӑхне манма пултарӗ! Нумайӑшӗ вара пӗчӗкренех тӗпренчӗкӗпе вырӑсла калаҫма хӑтланать, ачан чӗлхине хуҫать. Тен, малтан амӑш чӗлхипе таса калаҫма хӑнӑхтармалла, ӳсерехпе ача хӑех тӗрӗс ҫул суйласа илӗ. Эпир те, хаклӑ ҫыннӑмӑрсем, сирӗнпе чӑвашлах калаҫса ӳснӗ. Уншӑн ӑс-пуҫран катӑк-ши вара эпир?!

    Тӑван чӗлхе кашни ҫын пурнӑҫӗнче питӗ пысӑк пӗлтерӗшлӗ пулни каламасӑрах паллӑ. Вӑл пулӑшнипе эпир пурнӑҫа ӑнланатпӑр, ҫут ҫанталӑк илемне курма хӑнӑхатпӑр, шухӑшлама вӗренсе пыратпӑр. Чӑваш ҫынни ӑҫта пулсан та хӑй ятне яман. Апла пулсан ку чĕлхепе калаҫнинчен вӑтанма кирлӗ мар.

    Хисеплӗ ӳсекен ӑру! Чӗлхе вăл — нации тӗп палли. Эппин чӑваш чӗлхине малалла аталантарасси пирӗн, сирӗн тивӗҫ. Тӑван чӗлхене пӗлни вара ытга чӗлхесене тӗплӗнрех пӗлме, вӗренме ҫеҫ пулӑшать.

    Ҫеҫпĕл Митттши тӑван чӑваш тĕнчине чунтан юратнӑ, чӗлхе аталанайманшӑн куляннӑ, ӑна вӑй-хӑват кӗртессишӗн тӑрӑшнӑ. "Чӑваш чӗлхи ячӗпе пурте пӗр пулар!" — тесе йыхӑрнӑ. Апла пулсан, юратнӑ ҫыннӑмӑрсем, эпир те пӗрле пулса чӑвашӑн пуласлӑхӗшӗн тӑрӑшар. Капӑр чӗлхене пирӗн манса кайма мар, ӑна аталантарассишӗн вӑй хумалла, унпа мухтанмалла. Ҫеҫпӗл сӑмахӗсене те яланах асра тытар:

    Эпир тата, вӗри чунсем!

    Кӑвар чунсем, яшсем, хӗрсем!..

    Тӑван ҫӗр-шывӑн чӗлхине

    Мухтав тума манса кайман-и?

    Чӑваш чĕлхин хӗвеллӗ илемне

    Чунтан савса тӑма манман-и?

    "Манман", — тесе калас килет манӑн пур чӑваш ячӗпе. Манпа пӗрле ҫапла калас те-кенсем татах нумай пуласса эпӗ шанатӑп. Апла пулсан чӑвашла савӑнсах калаҫар. Чӑваш юррисене те киленсех юрлар, итлер. Юрӑ-кӗвӗпе пурӑнакан ҫын вӑл пуян чун-чӗреллӗ, ырӑ шухӑшлӑ. Чăваш наци радиовӗ пурри мана ҫав тери савӑнтарать. Эпӗ кил-те ӗҫ тунӑ чухне те, каннӑ вӑхӑтра та ҫакӑнти передачӑсене итлеме юрататӑп. Чӑн чӑвашла калаҫни чуна хӑпартлантарать.

    Ман шутпа, халӑхӑн чунӗ хавшаман-ха. Чунӗ пур пулсан, чӗлхе пӗтмест. Унӑн чунӗ пурри музыка, ӳнер, театр аталанӑвӗнчен пит лайӑх курӑнать. Чӑваш юрри малалла та тӗнчипех янратӑрччӗ, тӗрри вара пурне те савӑнтартӑрччӗ.

    Эй, ҫамрӑксем! Халӑх ӑс-хакӑлӗн пуянлӑхӗпе вӗрентĕвне пӑрахӑҫа кӑларас марччӗ. Асатте-асаннесен чипер тӗслӗх вырӑнӗнчи паха йӑли-йӗркине, ырӑ кӑмӑллӑ пуян чун-чӗрине, саваплӑ туртӑмла пехил-халалне асра тытасчӗ. Ҫак еткерлӗхе ӗмӗр тӑршшӗпе ҫӗклесе пырасчӗ. Чӗлхе пур пулсан эпир те яланах пур. Яковлев халалне асра тытар. Чун халалӗнче чӑваш халӑхне ҫутта кăларассишӗн пӗтӗм пурнӑҫне хывнӑ ҫын хӑйӗн тивлетне Турӑ ирӗкӗ пек ӑнланса чӑвашсене таса чунлӑ та мал туртӑмлӑ пулма пиллет. Вӗренетекенӗмӗрӗн ятне сӑваплӑн яланах асра тытар. Вӑл ӑс парса хӑварнисем пур вӑхӑтшӑн та вырӑнлӑ пулнине эпир сирӗнпе пурте чунпа туятпӑр. Пӗр-пӗринпе сапӑр пурӑнар. Пӗр-пӗрне пулӑшма яла­нах ҫунса тӑрар. Хамӑрӑн чӗлхене манар мар.

    В, ВАСИЛЬЕВА,

    Упи вӑтам шкулӗн чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенӗ

     

    Çыпăçтарнисем:
    Категори: | Миçе çын пăхнă: 3962 | Кам хушнă: mixaj_58 | Тегисем: | Рейтинг: 5.0/1 |
    Пĕтĕмпе миçе комментари: 0


    Copyright © Аксар Чунтупай Cайт тăваканни: Михайлов Алексей (alex-net)