Эпĕ ялта — Çырмапуç Карайра çуралса ÿснĕ. Ман куç умĕнче, çур ĕмĕрте, ял шкулĕ нумай енлĕ улшăнса пычĕ. Эпĕ шутлатăп та, мана вĕрентекенĕн профессине "парнелекенсем” хамăр хушăрах, вĕсене аякра шырама кирлĕ мар.
Учитель çулталăкĕнче хама ача чухне вĕрентсе ăс панă ветеран-педагогсене аса илес кăмăлăм пысăк. Карай вăтам шкулĕнчи учительсем вĕсем, мана çын çине тухма пулăшнă маттурсем. Яланах ырăпа аса илетĕп вĕсене. Пуçламăш класра ăс-тăн парса аталантарнă Федосия Федоровнăпа Алексей Васильевич Сорокинсене, вырăс чĕлхипе вĕрентекен Ю. Ф. Васильева (унпа пĕрле мĕн тĕрлĕ конкурса хутшăнман пулĕ, çав шутра республика шайĕнчисене), шкул директорĕ пулнă П. В. Васильев военрук, историпе обществознанине вĕрентнĕ В. Е. Ефимов, нимĕç чĕлхипе пĕлÿ панă А. П. Прокопьева, класс тулашĕнчи ĕçсен организаторĕ Е. М. Маркова, халĕ тĕп хулари пĕр шкулта директорта вăй хурать, Л. М. Павлова биологпа мăшăрĕ, директор пулнă В. А. Павлов, класс ертÿçисем — М. С. Семеновапа Р. Т. Железнова. Пурне те каласа пĕтерме çук пулĕ. Анчах та вĕсенчен мана чăваш чĕлхине юратма вĕрентнĕ Е. А. Маркова уйрăмах çывăх. Эпир унпа тăван чĕлхе кружокĕнче спектакльсем хатĕрлесе канмалли кунсенче ялсем тăрăх тухса каяттăмăр. Хамăр тăрăхра халăх сăмахлăхне пухаттăмăр. Сăвă-калав хайласа, историлле халапсем пуçтарса, алăпа çырса пĕчĕк журналсем кăлараттăмăр. Çак хăнăху вара мана ĕçре питĕ пулăшрĕ. Асăрхатăр-и, кăна тума пире университетра çеç вĕрентмен. Райцентрти иккĕмĕш вăтам шкулта чăваш чĕлхи вĕрентнĕ май манăн архивра халĕ çакăн йышши ĕçсем çĕршер. Тата хамăн автор библиотекинче халĕ 18 кĕнеке-брошюра. Елена Антоновна вара чунĕпе халĕ те çамрăк. Иртнĕ кунсенче вăл, манпа тупăшмалла тейĕн, Шупашкарти "Перфектум” типографире "Манăçми çулсем” ятлă кĕнеке калăпласа кăларчĕ. Ăна ватă иртнĕ вăрçăра Çĕнтерÿ тунăранпа 65 çул çитнине халалланă. Эпир ача чухне кружокра тăрăшса хайланă, ял тăрăхĕнче пуçтарнă халăх сăмахлăхĕ çине таянса çырнă вăл вĕсене. "Сая ан кайччăр сирĕн ĕçсем”, — тет вăл умсăмахра. Паян кун та вĕрентекенсен ретĕнче 85 çулхи ветеран. Çĕр çултан кая мар пурăнмалла пултăрах ăна!
Эпĕ астăвасса ял учителĕсем пурте обществăлла ĕçсене хастар хутшăнатчĕç. Халăх умне тухса лекцисемпе докладсем вулатчĕç, спектакльсемпе концертсем кăтартатчĕç, ашшĕ-амăшĕсен пухăвĕсене ĕçлĕ лару-тăрура ирттеретчĕç. Вĕрентекенсем тăван хуçалăх ĕçне хутшăнма манмастчĕç: ытти ял ĕçченĕсем пекех купăста, кăшман, ытти пахча çимĕç анисем илсе çитĕнтеретчĕç. Акă камсем пулнă манăн наставниксем, паян та маншăн тĕслĕх пулса тăраççĕ, ман чунра вĕсем ĕмĕрлĕхех ырă йĕр хăварнă. Пĕр сăмахпа ял учителĕ общество пурнăçĕпе, сывлăшĕпе, аталанăвĕпе пурăннă, пурăнать те. Вĕсем çинче ял культури тытăнса тăрать.
Паянхи шкул тĕпрен улшăнса пырать. Пурăпа çырмалли доска вырăнне электронпа çыракан мультимедиллĕ доска, тетрадь-кĕнеке вырăнне компьютер, ручка кăранташ вырăнне вара — пÿрне пусса çапмалли клавиш-раскладкăсем. Интернет вара пирĕн ăс-пуçа та, сăн-сăпата та ылмаштарчĕ. Видеоконференци, чат, мастер-сесси, электронлă дневник çĕнĕ ăнлавсем килчĕç пирĕн чĕлхене. Класс пÿлĕмĕнчен тухмасăрах мĕн кăна тума пулмасть паян. Акă хамăн иртнĕ вĕренÿ çулĕнчи кăтартусене илем-ха. Вĕсенчен ытларахăшне Интернет пулăшнипе çĕнсе илнĕ. Акă республикăри çĕнĕ технологисен центрĕ экономика предмечĕпе ирттернĕ икĕ инçет олимпиадăра призлă 7 вырăн çĕнсе илме пултартăмăр, вĕсенчен виççĕшĕ — пĕрремĕш. Çĕрпÿ районĕнчи Михайловка шкулĕн никĕсĕ çинче ĕçлекен республикăри чăваш чĕлхин инçет вĕренÿ центрĕ К. Иванов поэт-классик çуралнăранпа 120 çул çитнине халалласа ирттернĕ чăваш чĕлхин олимпиадинче Диана Михайлова (5-мĕш кл.) çĕнтерчĕ. Пĕтĕм Раççейри финанс рынокĕн аталанăвĕн темипе ирттернĕ олимпиадăна та хутшăнтăмăр эпир, япăхах мар кăтартусемпе палăртăмăр. Хамăн ывăлăмпа Алексейпе Пĕтĕм тĕнчери "Симĕс планета” ача-пăча экологи форумĕн конкурсĕнче (ăна РФ Патшалăх Думипе пĕрле йĕркелесе ирттереççĕ) икĕ çул ĕнтĕ çут çанталăка сыхлас-упрас темăпа тунă сайтсен конкурсĕнче лауреат ятне çĕнсе илтĕмĕр. Район администрацийĕн вĕрентÿ пайĕн аппаратĕнче ĕçлекенсем пулăшнипе Мускаври тĕп форума та кайса килтĕмĕр. Чăваш чĕлхин пĕлтерĕшĕ ÿссе, аталанса пытăр тесе чăвашла темиçе сайт уçрăм эпĕ Интернетра. Хамăн портфолио-сайтра ĕç опытĕнчен кăна мар, республикăри тата ун тулашĕнчи ĕçтешсен опытне вырнаçтартăм. Ют çĕр-шыв çыннисем час-часах кĕрсе тухаççĕ унта, ытларах пайĕ — тăван чĕлхешĕн тунсăхланă чăвашсем. Тата эпĕ Красноармейски район сайчĕн чăвашла версине тытса пыратăп, хальлĕхе кун евĕр опыт-практика Трак енре кăна-ха. Сирĕн халăха усăллă, питĕ кирлĕ статья е инфломаци пур пулсан — ăна çак сайтăн страницине вырнаçтарăр. Çапла майпа эсир хăвăр ĕçĕр-хĕлĕр çинчен пĕтĕм тĕнчене пĕлтерме пултаратăр, район чыс-сумне çĕклетĕр. Н. Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх сайчĕ те, чăваш ачисем валли уçнă сайт та (унта хамăр ачасене вĕренÿре кирлĕ дидактика материалĕсене, вĕсен чи лайăх сочиненийĕсене вырнаçтартăм) Интернет тетелĕнче хăйсен вырăнне тупрĕç. Республикăри "Чĕвĕлти чĕкеç” конкурс сайтне эпĕ пулăшнипе уçрĕç. Районти темиçе вĕрентекене чăвашла сайт уçма пулăшу кÿтĕм.
Ку таранччен хам та Интернет урлă миçе инçет олимпиада, викторина тата конкурс ирттермерĕм пуль… Тăватă вĕренÿ çулĕ хушши ĕнтĕ хамăр шкул никĕсĕ çинче виçĕ турпа "Çамрăк ăсчах” конкурс йĕркелетĕп. Асăннă тупăшура Трак енре чăваш чĕлхин историпе грамматикине чи лайăх пĕлекен ачана палăртатпăр, ăна "Çамрăк ăсчах” медаль-паллă çакса яратпăр. Хамăр ентеш Н. Янкас поэт çуралнăранпа 100 çул çитнине палăртса республика шайĕнчех олимпиада ирттертĕмĕр. Унта республикăри тата Пушкăрт Республикинчи чăваш ачисем хутшăнчĕç. Электрон почтипе пурĕ 249 хурав килчĕ. Пĕтĕмпе 15 районти 39 шкултан. Трак ен 75 çул тултарнине халалласа район историйĕпе культурине лайăх пĕлекенсем хушшинче олимпиада тата литературăри пултарулăх конкурсĕ ирттертĕмĕр. Олимпиадăна хамăр район ачисем кăна мар, Шупашкарти шкулсенче вĕренекенсем те хутшăнчĕç. Пурĕ 61 ача. Литература пултарулăхĕн конкурсне вара 50 ытла хайлав килчĕ.
Халĕ çĕнĕ проектпа хавхаланса таврăнтăм республикăри учительсен августри канашлăвĕнчен: районти шкулсенче чăваш чĕлхи вĕрентекен хастар педагогсемпе пĕрле "Чăваш чĕлхине чăваш шкулĕнче вĕрентесси” электронлă интернет пособи хатĕрлеме пуçласшăн. Ку сайтпа усă курса чăваш чĕлхине вĕрентекен кирек хăш урока та, кирек ăçта та ăнăçлă ирттерме пултартăр.
Шел те, паянхи ял шкулĕн пуласлăхĕ уçăмлах мар. Ялта тивĕçлĕ ĕç вырăнĕ çуккипе тивĕçлĕ ĕç укçи ĕçлесе илеймен пирки унта çамрăксем юлманни, ача сахал çурални, çавна май шкулсемпе клубсем хупăнни — паянхи вăхăтăн çивĕч ыйтăвĕсем. Патшалăх ялта пурăнаканăн пурнăç условийĕсемшĕн тăрăшмасан тепĕр вунă çултан унăн шăпи пирки калама хĕн. Эпир ватăлатпăр , кам килĕ пирĕн вырăна ĕçлеме? Учитель статусне, шел пулин те, Вĕрентекен çулталăкĕнче те кирлĕ шая çĕклеймерĕмĕр. Шкулсенчен вĕренсе тухакан ачасем педагогика пĕлĕвĕ паракан институтсене каякансем сахал. Кăçал Санкт-Петербургра иртнĕ педагогсен обществăлла форумĕнче учитель статусне патшалăх служащийĕнне памалла тесе резолюци йышăннă. Çакна çÿлтисем илтессе шанатпăр. Унсăрăн ял шкулĕнчен нимĕн те юлмĕ.
Апла пулин те пирĕн вĕрентÿçĕ-наставниксен ырă йăлисене манмалла мар, вĕсене малалла аталантармалла, çĕнĕ сĕм кĕртмелле. Мĕншĕн тесен учителе нимĕнле машинăпа та улăштарма май çук. Вĕрентекен сăмахĕ чĕр сăмах, вăл ача чунне, ăс-пуçне, ăс-тăнне чи хăвăрт тата чĕре çумне тарăннăн кĕрсе вырнаçать. Тăван сăмахпа калани вара пушшех те. Хальхи ĕмĕрте пĕр дефицит — чун апачĕ. Чун апатне ача умне вĕрентекен çеç туллин хурса пама пултарать. Ăна тума учителĕн ачасене юратмалла, хăйĕн ĕçне чунтан парăнса тумалла.
В.М.Михайлов