Виталий Михайловăн чăвашла сайчĕ


Чăваш кĕвви

Кĕмелли форма

Категорисем
Манăн статьясем [9]
Шырав
    ЧĂВАШ ЧĔЛХИ ЯЧĔПЕ ПУРТЕ ПĔР ПУЛАР!
Вĕрентÿ хыпарĕсем
Кун тăрăм
Архив

2019 Çул - ГЕННАДИЙ АЙХИ (ЛИСИН) çУЛĕ

Геннадий Айхи


Ыйтăм

Хисеплĕ вĕрентекенĕмĕр! Эсир шкулта ĕçлесе илнĕ тупăшăрпа çăмăл машина туянма пултарятăр-и?
Пурĕ миçе ответ: 27
Чат

Сайт тусĕсем
  • Сайт ту
  • Пĕтĕмпех веб-маçтăр валли
  • Пурне те кирлĕ программăсем
  • Санкт-Петербург чăвашĕсен сайчĕ
  • Рунетри чи лайăх сайтсем
  • Кулинари рецепчĕсем
  • Раççей уявĕсен календарĕ
  • Чăваш наци радиовĕ
  • ЧĂВАШ ЭСТРАДИН ФАН-КЛУБĔ
  • Чăваш эстрада юррисем
  • Виталий Михайловăн шкул сайчĕ
  • Чăваш чĕлхи вĕрентекенĕн музейĕ
  • Вĕрентекенсен порталĕ
  • Виртуаллă вĕренÿ пÿлĕмĕ
  • Калиниград чăвашĕсен сайчĕ
  • Самар чăвашĕсен сайчĕ
  • Красноярск чăвашĕсен сайчĕ
  • Раççей шкулĕсем

  • Чăваш ен телерадиокомпанийĕ
    Трак Ен сайчĕ
    Нестер Янкас пĕрлĕх сайчĕ
    Чăваш ачисем валли
    Тутар чăвашĕсен хаçачĕ
    "Кăмăл" веренÿ пĕрлешĕвĕ
    Чăваш халăх сайчĕ
    Красноармейски район сайчĕ


    GanGstA
    Статистика



    Паян çак сайтра пулнă юзерсем:
    Праздники России
    Çанталăк
    Красноармейски ялĕ
    rp5.ru

    noscript>>

    Виталий Михайлов

    Раççей символики
              Чăваш патшалăх ялавĕ

    Хапăл тăватăр-и,       ырă тăванăмăрсем! Эпĕ ялан хавас Сире курмашкăн хамăн сайтра

    Вырсарникун, 17.11.2024, 16:20
    Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх хыпарĕсем

    Чăваш чĕлхи. Электронлă пособи
    Тĕп страница » Статьясем » Манăн статьясем

    Нестер Янкаса халалласа
    (05.04.2009 11:39)  Трак ен тăрăхĕнче Красноармейски районĕнчи Янкас ялĕнче çуралса ӳснĕ чăвашсен паллă поэчĕ Нестер Янкас çуралнăранпа 100 çул çитнине халалланă ĕçсем вĕçленмен-ха. Акă, хальхи кунсенче республикăри районсем хушшинче шкул ачисен Интернет урлă ирттерекен инçет викторина пырать. Ăна йĕркелекенĕ — Красноармейски иккĕмĕш шкулĕнче чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекен, Нестер Янкас ячĕллĕ Преми лауреачĕ Виталий Михайлович Михайлов. Викторина хуравĕсем шкул сайчĕ урлă килеççĕ. Паянхи куна 59 хурав килнĕ те ĕнтĕ. Викторина Чăваш чĕлхи кунĕ умĕн ака уйăхĕн 23-мĕшĕнче вĕçленет.
      Ака уйăхĕн 6-мĕшĕнчен пуçласа 23-мĕшĕччен районти шкулсенче чăваш чĕлхине чи лайăх пĕлекен аслă класра вĕренекенсем хушшинче "Çамрăк ăсчах" вăйă-конкурс иртмелле. Ку конкурса та Виталий Михайлович Михайлов учитель йĕркелесе пырать. Вăл виçĕ турпа иртет. Пĕрремĕш турĕ шкулсенче иртет, унта шкулти чăваш чĕлхине чи лайăх пĕлекен ачана суйласа илеççĕ. Иккĕмĕш турта вара виççĕмĕш тура лекессишĕн тупăшаççĕ. Виççĕмĕш турĕ ака уйăхĕн 23-мĕшĕнче пулать. Вăл чăваш чĕлхине чи лайăх пĕлекен 5 ача хушшинче иртĕ. Ку конкурс виççĕмĕш çул иртет ĕнтĕ. Виçĕмçул «Çамрăк ăсчах-2007» ята Трак чăвашла-нимĕçле гимнази вĕренекенĕ Татьяна Степанова çĕнсе илнĕччĕ. «Çамрăк ăсчах-2008» ята Пикшик шкулĕн вĕренекенĕ Надежда Анисимова тивĕçнĕччĕ.
      Ака уйăхĕн 23-мĕшĕнче Красноармейски иккĕмĕш шкулĕнче пысăк уяв пулать. Ăна Чăваш чĕлхи кунне тата чăваш чĕлхин вунă кунлăхне халалланă. Уява пичет ĕçченĕсем, районти шкулсенче чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенсем, Нестер Янкас ячĕллĕ Преми лауреачĕсем, "Кăмăл" литературăпа краеведени вĕренӳ пĕрлешĕвĕн членĕсем хутшăнаççĕ.
      Ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче вара чаплă лару-тăрура инçет викторинăпа вăйă-конкурса пĕтĕмлетеççĕ.

    http://chuvash.org/


    Категорисем: Манăн статьясем | Хушнă: alex-net (12.04.2009)
    Уçса пăхнă: 890 | Рейтинг: 5.0/3 |
    Комментарисем: 0
    Коментарине регистраци тухнисем çеç хушма пултараççĕ
    [ Регистраци | Кĕр ]

    Copyright © Аксар Чунтупай Cайт тăваканни: Михайлов Алексей (alex-net)