Виталий Михайловăн чăвашла сайчĕ


Чăваш кĕвви

Кĕмелли форма

Категорисем
Шырав
    ЧĂВАШ ЧĔЛХИ ЯЧĔПЕ ПУРТЕ ПĔР ПУЛАР!
Вĕрентÿ хыпарĕсем
Кун тăрăм
«  Раштав 2014  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
1234567
891011121314
15161718192021
22232425262728
293031
free clock for website часы для сайта
Архив

2019 Çул - ГЕННАДИЙ АЙХИ (ЛИСИН) çУЛĕ

Геннадий Айхи


Ыйтăм

Шкул директорĕсене демократиллĕ майпа вĕренекенсемпе вĕсен ашшĕ-амăшĕсем суйланине ырлатăр-и?
Пурĕ миçе ответ: 15
Чат

Сайт тусĕсем
  • Сайт ту
  • Пĕтĕмпех веб-маçтăр валли
  • Пурне те кирлĕ программăсем
  • Санкт-Петербург чăвашĕсен сайчĕ
  • Рунетри чи лайăх сайтсем
  • Кулинари рецепчĕсем
  • Раççей уявĕсен календарĕ
  • Чăваш наци радиовĕ
  • ЧĂВАШ ЭСТРАДИН ФАН-КЛУБĔ
  • Чăваш эстрада юррисем
  • Виталий Михайловăн шкул сайчĕ
  • Чăваш чĕлхи вĕрентекенĕн музейĕ
  • Вĕрентекенсен порталĕ
  • Виртуаллă вĕренÿ пÿлĕмĕ
  • Калиниград чăвашĕсен сайчĕ
  • Самар чăвашĕсен сайчĕ
  • Красноярск чăвашĕсен сайчĕ
  • Раççей шкулĕсем

  • Чăваш ен телерадиокомпанийĕ
    Трак Ен сайчĕ
    Нестер Янкас пĕрлĕх сайчĕ
    Чăваш ачисем валли
    Тутар чăвашĕсен хаçачĕ
    "Кăмăл" веренÿ пĕрлешĕвĕ
    Чăваш халăх сайчĕ
    Красноармейски район сайчĕ


    GanGstA
    Статистика



    Паян çак сайтра пулнă юзерсем:
    Праздники России
    Çанталăк
    Красноармейски ялĕ
    rp5.ru

    noscript>>

    Виталий Михайлов

    Раççей символики
              Чăваш патшалăх ялавĕ

    Хапăл тăватăр-и,       ырă тăванăмăрсем! Эпĕ ялан хавас Сире курмашкăн хамăн сайтра

    Эрнекун, 19.04.2024, 16:10
    Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх хыпарĕсем

    Чăваш чĕлхи. Электронлă пособи
    Тĕп страница » 2014 » Раштав » 21 » Пурнăçăн аслă çулĕ тăван чĕлхе айккипе иртсе каймĕ
    Пурнăçăн аслă çулĕ тăван чĕлхе айккипе иртсе каймĕ
    22:18
    Материал сăн ÿкерчĕкĕ

    Фоторепортаж

    2014 çулхи раштав уйăхĕн 18-мĕшĕнче Чăваш Республикин Красноармейски салинче «Хальхи тапхăрта чăваш чĕлхине упраса хăварасси тата аталантарасси: çивĕч ыйтусем тата малашлăх» темăпа конференци иртрĕ. Конференцие Красноармейски район ертÿçисем, чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенсем, шкул тата ача сачĕсен ертÿçисем, культура ĕченĕсем, тавра пĕлÿçĕсем, Чăваш наци конгресĕн Красноармейски уйрăмĕн правленийĕн пайташĕсем тата Шупашкартан килнĕ Чăваш наци конгресĕн хастарĕсем (Ю.Е.Анисимова, Г.Л.Никифоров), «Чăваш Республикин учителĕсен ассоциацийĕ» общество организацийĕн чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенсен секцийĕн пайташĕ Л.В.Анисимова, «Самант» журналăн редактор. В.В.Степанов хутшăнчĕç.

    Тĕп калаçу Çеçпĕл Мишши çуралнăранпа 115 çул çитнине халалланă 2014 çулхи чÿк уйăхĕн 27-мĕшĕнче Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕнче чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсен вырăнти ертÿçисен «Чăваша - чăваш чĕлхи кирлĕ» форумĕн резолюцийĕпе паллашасси, резолюцире палăртнă хушусемпе сĕнÿсене тишкересси, вĕсене пурнăçлас енĕпе тумалли ĕçсене палăртасси пулчĕ.

    Тухса калаçакансем Красноармейски районĕн чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенсен пултарулăх ушкăнĕн тата ЧНК Красноармейски уйрăмĕн ертÿçи З.П.Михайлова (доклад тексчĕ кунта), ЧНК Президиумĕн пайташĕ Ю.Е.Анисимова, «Чăваш Республикин учителĕсен ассоциацийĕ» общество организацийĕн чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенсен секцийĕн председателĕ тата ЧНК вĕренÿпе ăслăлăлăх комитечĕн пайташĕ Г.Л.Никифоров, Упи шкулĕн чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенĕ В.В.Васильева, Пикшик шкулĕн чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенĕ Л.А.Тихонова тата „Çеçпĕл“ ача сачĕн музыка ертÿçи Н.Б.Николаева чăваш чĕлхине шкулта тата ача сачĕсенче вĕрентессипе, пуплев тасалăхĕпе, чăвашла хутшăну талккăшне сарассипе тата ыттипе çыхăннă хальхи çивĕч ыйтусене тишкерчĕç. Пăшăрхантаракан ыйтусен йышĕнче чĕрĕ пуплев тата çыру культури хавшани, район шкулĕсенче музыка предметне вĕрентекен специалистсем çитменнине палăртни, ÿнер шкулĕнче çак енĕпе профориенетаци ĕçне вăйлатма сĕнни тата ыттисем пулчĕç.

    Канашлăва хутшăнакансем пирĕн республикăн патшалăх органĕсем, общество пĕрлешĕвĕсем чăваш чĕлхипе литератури сехечĕсен йышне чакарас юхăма чарса лартнине, шкулсенче 6 кунлăх вĕренÿ эрнине сыхласа хăварнине ырларĕç, чăвашла пуплев талккăшне сармалли мелсене (класс тулашĕнчи ĕçсемпе уявсене тата ашшĕ-амăшĕ пухăвĕсене чăвашла ирттерни, халăх ăслăлăхĕпе халăх вĕрентĕвне (этнопедагогикăна) йăлана кĕртни, ача сачĕсенче чăвашла калаçма вĕрентни, К.В.Иванов çулталăкне, Чăваш чĕлхи тата Тăван чĕлхе кунĕсене ирттерни, ачасене чăваш чĕлхипе тата литературипе экзамен тытма хавхалантарни, Раççей Федерацийĕн, Чăваш Республикин тата Красноармейски районĕн Гимнĕсене юрлама пĕлни, ача ашшĕ-амăшĕпе килĕштерсе ĕçлени, районта конференци йышăнăвне пурнăçа кĕртессине йĕркелесе тата сăнаса тăмашкăн ЧНК Красноармейски уйрăмĕ çумĕнче обществăлла майпа ĕçлекен Чăваш чĕлхи комиссине йĕркелени тата ыттисене те) палăртрĕç. Чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенсем «Ял пурнăçĕ» район хаçатĕнче ачасемпе ашшё-амăшĕ тата халăх валли тăван чĕлхе пĕлтерĕшне, унăн пуплев тасалăхне тата пурнăçри витĕмлĕхне çутатса паракан статьясене тăтăшрах пичетлеме тата радиопа телевиденире чăваш чĕлхипе литератури тата ача-пăча кăларăмĕсен йышне ÿстерме сĕнчĕç. Чăваш нацин телевиденийĕн хуçисене ял халăхне чăвашла кăларăмсене цифрланă хумсемпе курма май туса пама пĕлтерме ыйтрĕç.

    Конференци хăйĕн ĕçне пĕтĕмлетсе йышăну турĕ. Пурте харăс ĕçлесен - чăваш чĕлхине вĕрентессинче йывăр лав тапранĕ тата пурнăçăн аслă çулĕ тăван чĕлхе айккипе иртсе каймĕ.

    Конференци резолюцийĕ

    Геронтий Лукиянович Никифоров, «Чăваш наци конгресĕ» регионсем хушшинчи общество организацийĕн вĕренÿпе ăслăлăх комитечĕн пайташĕ, «Чăваш Республикин учителĕсен ассоциацийĕ» общество организацийĕн чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенсен секцийĕн председателĕ.

    2014 çулхи раштав уйăхĕн 20-мĕшĕ, ЧНК сайчĕ

    Çыпăçтарнисем:
    Категори: | Миçе çын пăхнă: 613 | Кам хушнă: mixaj_58 | Тегисем: | Рейтинг: 5.0/1 |
    Пĕтĕмпе миçе комментари: 1
    0  
    1 mixaj_58   (21.12.2014 23:16) [Материал]


    Copyright © Аксар Чунтупай Cайт тăваканни: Михайлов Алексей (alex-net)