Виталий Михайловăн чăвашла сайчĕ


Чăваш кĕвви

Кĕмелли форма

Категорисем
Шырав
    ЧĂВАШ ЧĔЛХИ ЯЧĔПЕ ПУРТЕ ПĔР ПУЛАР!
Вĕрентÿ хыпарĕсем
Кун тăрăм
«  Ака 2010  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
   1234
567891011
12131415161718
19202122232425
2627282930
free clock for website часы для сайта
Архив

2019 Çул - ГЕННАДИЙ АЙХИ (ЛИСИН) çУЛĕ

Геннадий Айхи


Ыйтăм

Раççейри чăвашсен хăйсен ирĕклĕ патшалăхне йĕркелеме ирĕк пур-и?
Пурĕ миçе ответ: 18
Чат

Сайт тусĕсем
  • Сайт ту
  • Пĕтĕмпех веб-маçтăр валли
  • Пурне те кирлĕ программăсем
  • Санкт-Петербург чăвашĕсен сайчĕ
  • Рунетри чи лайăх сайтсем
  • Кулинари рецепчĕсем
  • Раççей уявĕсен календарĕ
  • Чăваш наци радиовĕ
  • ЧĂВАШ ЭСТРАДИН ФАН-КЛУБĔ
  • Чăваш эстрада юррисем
  • Виталий Михайловăн шкул сайчĕ
  • Чăваш чĕлхи вĕрентекенĕн музейĕ
  • Вĕрентекенсен порталĕ
  • Виртуаллă вĕренÿ пÿлĕмĕ
  • Калиниград чăвашĕсен сайчĕ
  • Самар чăвашĕсен сайчĕ
  • Красноярск чăвашĕсен сайчĕ
  • Раççей шкулĕсем

  • Чăваш ен телерадиокомпанийĕ
    Трак Ен сайчĕ
    Нестер Янкас пĕрлĕх сайчĕ
    Чăваш ачисем валли
    Тутар чăвашĕсен хаçачĕ
    "Кăмăл" веренÿ пĕрлешĕвĕ
    Чăваш халăх сайчĕ
    Красноармейски район сайчĕ


    GanGstA
    Статистика



    Паян çак сайтра пулнă юзерсем:
    Праздники России
    Çанталăк
    Красноармейски ялĕ
    rp5.ru

    noscript>>

    Виталий Михайлов

    Раççей символики
              Чăваш патшалăх ялавĕ

    Хапăл тăватăр-и,       ырă тăванăмăрсем! Эпĕ ялан хавас Сире курмашкăн хамăн сайтра

    Эрнекун, 26.04.2024, 16:29
    Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх хыпарĕсем

    Чăваш чĕлхи. Электронлă пособи
    Тĕп страница » 2010 » Ака » 24
    Материал сăн ÿкерчĕкĕ
    Тăваттăмĕш çул ĕнтĕ Чăваш чĕлхи кунне халалласа Трак-Красноармейски тăрăхĕнче тăван чĕлхепе литература вĕрентекен педагогсен творчествăлла ушкăнĕ йĕркеленипе (ертÿçи – Михайлова З.П.) чăваш чĕлхипе грамматикине лайăх пĕлекен ачасем хушшинче «Çамрăк ăсчах» вăйă-конкурс иртет. Проект авторĕ – Красноармейски иккĕмĕш шкулĕнче чăваш сăмахлăхне вĕрентекен Михайлов Виталий Михайлович. 
    Кăçал та вăйă-конкурс виçĕ турпа иртрĕ. Пĕрремĕш тур районти мĕн пур шкулсенчи 9-10-мĕш классенче вĕренекен ачасем хушшинче иртрĕ. Унта шкул шайĕнче чăваш чĕлхине чи лайăх пĕлекене палăртрĕç. Шкулта çĕнтернисем (вĕсем пурĕ вуннăн) иккĕмĕш турта хăйсен пĕлÿ шайне кăтартрĕç.. Вĕсем чĕлхе наукин лексика, фразеологи, лексикографи, фонетика, морфологи, сăмах пулăвĕ, синтаксис, пунктуаци пайĕсем тăрăх панă кăсăк ыйтусене тишкерчĕç тата «Тăван çĕрĕн тусанĕ те тăван, пылчăкĕ те пылак» (Геннадий Волков) темăпа эссе çырчĕç. Вунă ачаран пиллĕкĕшĕ чи матуррисем пулчĕç. Вĕсем вара финалта, 3-мĕш турта, тупăшрĕç. Ачасем анлă тест çырчĕç.
    «Çамрăк ăсчах – 2010» вăйă-конкурс ... Малалла вула »
    Миçе çын пăхнă: 652 | | Комментарисем (0)| Хăш кун хушнă: 24.04.2010 | Рейтинг:

    Материал сăн ÿкерчĕкĕ
    Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институтĕнче Иван Яковлевич Яковлев çуралнă кунĕ умĕн «çавра сĕтел» ирттересси йăлана кĕнĕ. Кăçал ăна «Чăваш чĕлхи кунĕ: малашлăхпа çĕнĕлĕх» ят панă. Кун йĕркине 3 пая уйăрнă. «Чĕлхемĕрпе ăс-хакăлăн паянхи çутлăхĕ» пайра Чăваш Енре тĕпленнĕ халăх пултарулăхне, пуçарулăхне, унăн ăс-тăн, культура шайне тăван чĕлхепе пуянлатассине сÿтсе явма палăртнă. Иккĕмĕшĕнче «Чĕлхесем çинчен калакан» саккунпа килĕшÿллĕн 2012 çулчченхи программăпа ĕçлессине, чăваш чĕлхин ăнлантару словарĕ, пысăк калăпăшлă «Вырăсла-чăвашла словарĕпе» «Чăвашла-вырăсла словарьне», лексикăн электрон тулли версине хатĕрлессине пăхса тухма тĕв тытнă. Виççĕмĕш пая чĕлхемĕрĕн тĕрлĕ ыйтăвне çутатса тата тишкерсе 2009 çулта институт пичетленĕ кĕнекесемпе паллаштарассине кĕртнĕ.
    Чĕлхе ыйтăвĕсемпе çыхăннă ларусем тавлашуллă та шавлă иртеççĕ. Кашни ăсчах хăйĕн шухăшне ĕнентересшĕн тăрăшать. Çавна асра тытсах ЧР Вĕрентÿ институчĕн кафедрин ертÿçи Ю.М.Виноградов пухăннисене саламлас вырăнне: «Паян кунта мĕнле революци пулать?» - тесе ыйтрĕ. Чĕлхе пĕр вырăнта хытса тăмасть, унăн лексики пуянланмалла, грамматики çĕнелмелле...
    Малтанах ЧПГĂИ чĕлхе пĕлĕвĕн пайĕн ăслăлă ... Малалла вула »
    Миçе çын пăхнă: 858 | | Комментарисем (0)| Хăш кун хушнă: 24.04.2010 | Рейтинг:

    Материал сăн ÿкерчĕкĕ
    Тинех! Мăнкун тĕлне Вăл чăваш çĕрне çитрĕ. Уяв çимĕçĕ пек хĕрлĕ питлĕ хулăн Кĕнеке – Кĕнекесен кĕнеки. Турă çырăвне малашне эпир те пĕтĕмпех чăвашла вулаятпăр. Пирĕн те Библи пур. Эпир те – Турă кĕнекиллĕ халăх. Чăваш чĕлхи – Библи чĕлхи. Чĕлхемĕр çĕн сывлăш илчĕ!
    Истори тĕпчевçисем каланă тăрăх, пирĕн мăн асаттесен пĕрремĕш кĕнеки – Турă кĕнеки – Варачанта /Кавказ Хунлăхĕнче/ 544 çулта тухнă. Анчах шăпамăр синкерлĕ килнĕ: кĕнеки те çухалнă, çырулăхĕ те манăçнă.
    XIX ĕмĕр пуçламăшĕнче çĕнĕ шанчăк çуралнă. 1820 çулта Хусанта 4 Евангелие чăвашла пичетлесе кăларнă. Лайăх пуçланнă ĕç кĕçех путланнă: Библин малалли пайĕсем ун чух кун курайман.
    XIX ĕмĕр вĕçнелле И.Я.Яковлев ушкăнĕ çĕнĕ çырулăх йĕркелесе янă, Библи йышне кĕрекен кĕнекесене пĕрин хыççăн теприне кăларма пуçланă. Турă çырăвĕн тулли пуххине чăвашла вулас ĕмĕт ÿтленсе пынă. Анчах ХХ ĕмĕр пуçламăшĕнче тĕнче вăрçи тапраннă, çĕршыва пăлхавăр кисретнĕ. Пурнăç пач тепĕр май кайнă...
    Иртнĕ ĕмĕрĕн вĕçĕнче – 1991 çулта – Библие чăвашла куçарса кăларас шухăш çĕнĕрен тĕвĕленнĕ. Çав тĕллеве пурнăçа кĕртмелли çул-йĕр ку хутĕнче те тумхахлă пулнă. Çапах та Турă пулăшнипе чăрмав-йы ... Малалла вула »
    Миçе çын пăхнă: 735 | | Комментарисем (0)| Хăш кун хушнă: 24.04.2010 | Рейтинг:


    Copyright © Аксар Чунтупай Cайт тăваканни: Михайлов Алексей (alex-net)