Виталий Михайловăн чăвашла сайчĕ


Чăваш кĕвви

Кĕмелли форма

Категорисем
Шырав
    ЧĂВАШ ЧĔЛХИ ЯЧĔПЕ ПУРТЕ ПĔР ПУЛАР!
Вĕрентÿ хыпарĕсем
Кун тăрăм
«  Ака 2010  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
   1234
567891011
12131415161718
19202122232425
2627282930
free clock for website часы для сайта
Архив

2019 Çул - ГЕННАДИЙ АЙХИ (ЛИСИН) çУЛĕ

Геннадий Айхи


Ыйтăм

Мĕн вăл Çĕнĕ Çул парни?

Пурĕ миçе ответ: 94
Чат

Сайт тусĕсем
  • Сайт ту
  • Пĕтĕмпех веб-маçтăр валли
  • Пурне те кирлĕ программăсем
  • Санкт-Петербург чăвашĕсен сайчĕ
  • Рунетри чи лайăх сайтсем
  • Кулинари рецепчĕсем
  • Раççей уявĕсен календарĕ
  • Чăваш наци радиовĕ
  • ЧĂВАШ ЭСТРАДИН ФАН-КЛУБĔ
  • Чăваш эстрада юррисем
  • Виталий Михайловăн шкул сайчĕ
  • Чăваш чĕлхи вĕрентекенĕн музейĕ
  • Вĕрентекенсен порталĕ
  • Виртуаллă вĕренÿ пÿлĕмĕ
  • Калиниград чăвашĕсен сайчĕ
  • Самар чăвашĕсен сайчĕ
  • Красноярск чăвашĕсен сайчĕ
  • Раççей шкулĕсем

  • Чăваш ен телерадиокомпанийĕ
    Трак Ен сайчĕ
    Нестер Янкас пĕрлĕх сайчĕ
    Чăваш ачисем валли
    Тутар чăвашĕсен хаçачĕ
    "Кăмăл" веренÿ пĕрлешĕвĕ
    Чăваш халăх сайчĕ
    Красноармейски район сайчĕ


    GanGstA
    Статистика



    Паян çак сайтра пулнă юзерсем:
    Праздники России
    Çанталăк
    Красноармейски ялĕ
    rp5.ru

    noscript>>

    Виталий Михайлов

    Раççей символики
              Чăваш патшалăх ялавĕ

    Хапăл тăватăр-и,       ырă тăванăмăрсем! Эпĕ ялан хавас Сире курмашкăн хамăн сайтра

    Шăматкун, 20.04.2024, 05:46
    Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх хыпарĕсем

    Чăваш чĕлхи. Электронлă пособи
    Тĕп страница » 2010 » Ака » 24 » Ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче И.Я.Яковлев çуралнă... тата чăваш чĕлхи кунĕ
    Ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче И.Я.Яковлев çуралнă... тата чăваш чĕлхи кунĕ
    19:31
    Материал сăн ÿкерчĕкĕ
    Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институтĕнче Иван Яковлевич Яковлев çуралнă кунĕ умĕн «çавра сĕтел» ирттересси йăлана кĕнĕ. Кăçал ăна «Чăваш чĕлхи кунĕ: малашлăхпа çĕнĕлĕх» ят панă. Кун йĕркине 3 пая уйăрнă. «Чĕлхемĕрпе ăс-хакăлăн паянхи çутлăхĕ» пайра Чăваш Енре тĕпленнĕ халăх пултарулăхне, пуçарулăхне, унăн ăс-тăн, культура шайне тăван чĕлхепе пуянлатассине сÿтсе явма палăртнă. Иккĕмĕшĕнче «Чĕлхесем çинчен калакан» саккунпа килĕшÿллĕн 2012 çулчченхи программăпа ĕçлессине, чăваш чĕлхин ăнлантару словарĕ, пысăк калăпăшлă «Вырăсла-чăвашла словарĕпе» «Чăвашла-вырăсла словарьне», лексикăн электрон тулли версине хатĕрлессине пăхса тухма тĕв тытнă. Виççĕмĕш пая чĕлхемĕрĕн тĕрлĕ ыйтăвне çутатса тата тишкерсе 2009 çулта институт пичетленĕ кĕнекесемпе паллаштарассине кĕртнĕ.
    Чĕлхе ыйтăвĕсемпе çыхăннă ларусем тавлашуллă та шавлă иртеççĕ. Кашни ăсчах хăйĕн шухăшне ĕнентересшĕн тăрăшать. Çавна асра тытсах ЧР Вĕрентÿ институчĕн кафедрин ертÿçи Ю.М.Виноградов пухăннисене саламлас вырăнне: «Паян кунта мĕнле революци пулать?» - тесе ыйтрĕ. Чĕлхе пĕр вырăнта хытса тăмасть, унăн лексики пуянланмалла, грамматики çĕнелмелле...
    Малтанах ЧПГĂИ чĕлхе пĕлĕвĕн пайĕн ăслăлăхăн ертсе пыракан ĕçченĕ А.П.Хусанкай сăмах илчĕ:
    - Чĕлхе çинчен калакан саккуна йышăннăранпа кĕркунне 20 çул çитĕ. Ăна пурнăçа кĕртмелли программăна пухăннисенчен ятарласа кам та пулин шĕкĕлченĕ-ши? Унта тăван чĕлхене пырса тивмен мероприяти чылай. Тĕслĕхрен, Республика кунĕнче çулсерен «Раççей çăл куçĕсем» фестиваль йĕркелеççĕ. Уява çĕршывăмăрти тĕрлĕ регионтан хăнасем çитеççĕ. Культура тĕлĕшĕнчен мероприяти пĕлтерĕшĕ пысăк, анчах тăван чĕлхене аталантарас ĕçе тумасть вăл. «Çавра сĕтел» йышши пухусене министерство ĕçченĕсем килеççĕ, кашни сăмаха хăлхана чикеççĕ. Лару-тăру çăмăл маррине туйса пуç усса тухаççĕ. Çакăнпа ĕç пăчланать. Хамăрăн вăя çеç шанма тивет.
    Пирĕн патшалăх чĕлхи - иккĕ. Хальлĕхе иккĕшĕнпе те пĕр тан усă курмастпăр. Мĕншĕн? Саккунсене вырăсла йышăнаççĕ, куçарса «Хыпар» хаçатра пичетлесе кăлараççĕ. Патшалăх Канашĕн ларăвĕсенче тăван чĕлхе пачах янăрамасть. Унччен влаçрисем чăвашла перкелешетчĕç. Министерствăсенче официаллă хутсене чăвашла çырмаççĕ. Çакă патшалăх тытăмĕсенче чăвашлăх пăчланнине пĕлтерет. Вĕрентÿ тытăмĕнче шанăç юлать, анчах кунта та савăнмалли çук. Калăпăр, республикăра пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан 511 учреждени. Вĕсенчен 65% - чăваш, 31% - вырăс, 3% - тутар тата 1% мордва чĕлхиллĕ шкулсем. Чăваш тата тутар чĕлхеллисенче уроксене 1-мĕш класран пуçласа 5-мĕш класс таран тăван чĕлхепе вĕренеççĕ. Эппин, чăваш чĕлхи пуçламăш шкулта çеç. И.Я.Яковлев вăхăтне таврăнтăмăр.
    Халăх ăстисен кĕнекисем вырăсла пичетленнĕ чухне ЮНЕСКО тĕпчевĕн пĕтĕмлетĕвĕпе тавлашма йывăр. Унпа килĕшÿллĕн çĕр çинчен çухалса пыраканнисен йышне 135 чĕлхе лекнĕ. Çак хыпар обществăна пăлхатнине шута илер. Пухусемпе «çавра сĕтелсем» иртрĕç. Хăрушă систерÿпе килĕшменнисем йышлăччĕ. Эппин, сывлатпăр-ха, хамăр çинчен пĕлтеретпĕр, - терĕ Атнер Петрович.
    Унăн сăмахĕсене хирĕçлекен тупăнмарĕ. Чĕлхе пуласлăхĕ иккĕлентерет.
    - Акă Г.С.Лебедев композитор çуралса ÿснĕ ялта шăпăрлансемпе çемьере вырăсла пуплеççĕ. Тап-таса чăвашла калаçакан аслашшĕ-асламăшĕ, кукашшĕ-кукамăшĕ, ашшĕ-амăшĕ ачана тăван сăмахсене вĕрентмест. Чăваш çемйинчен тухнă яш-кĕрĕмпе хĕр-упраç та аслă пĕлÿ илме пуçласанах тăван чĕлхерен писет, - пĕлтерчĕ ЧПГĂИ пай пуçлăхĕ Л.П.Петров. Чăваш наци конгресĕн вице-президенчĕ В.А.Абрамов пăшăрханăвне палăртма васкарĕ:
    - Атнер Петрович çĕкленĕ ыйтусем хыççăн çак шухăш патне çитрĕм. Пирĕн патшалăх чĕлхи пур, анчах вăл хăйĕн тупри çинчен манчĕ. Иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенче чĕлхе аталанăвĕ савăнтарчĕ, халĕ каялла чакма пуçларăмăр. Çакна «Чечня синдромĕ» темелле-ши? Мускаври национальноçсен палатинче хамăра хÿтĕлеттĕмĕр, паян аран-аран сывлатпăр. Ас тăватăр-и: абитуриентăн экзамена тăван чĕлхепе тытма ирĕк пурччĕ. Çавăн чухне филологи факультетĕнче вĕренме пĕр вырăншăн 7-8-ăн тупăшатчĕç. Халĕ чăваш чĕлхине университетра шĕкĕлчес тесен вырăс чĕлхипе, литературипе ППЭ тытмалла. Тăван литературăна пĕлнипе пĕлменни пĕлтерĕшсĕр.
    Чăваш наци музейĕнче кĕрлесе иртнĕ Раççейри халăхсен тăван чĕлхепе калаçас ыйтăва çĕкленĕ форум шăв-шав çĕклерĕ. Ун пирки Мускав хаçачĕсенче те çырчĕç, тавлашрĕç. Чылай халăхăн ĕмĕртен ĕмĕре ăрусене çыхăнтарнă чĕлхе хăрушлăха лекнĕ. Пурнăç малалла шăвать. Интернет, реклама тапхăрĕ пуçланчĕ. Кÿршĕ республикăра акă реклама плакачĕсем çине тутарла, вырăсла çырмалла. Çак йышăнăва кĕртес тесе ЧР Президенчĕ, хула администрацийĕн пуçлăхĕ патне яма çырусем хатĕрлетпĕр.
    Çĕнĕ ăру вырăнтан хускални çеç шанăç парать. Пĕлтĕр чăваш çамрăкĕсен «Хастар» обществи вăй илчĕ. Тин çеç яш-кĕрĕмпе хĕр-упраçăн «Салам» культура центрĕ йĕркеленчĕ. Ăмăртса ĕçлени паха, пĕр-пĕрне ура ан хурăр çеç. Кашни хăйĕн ĕçне туса пĕр тĕллев патне туртăнмалла, - терĕ Валентин Александрович.
    Çĕнĕ пĕрлешĕвĕн ĕçĕ сĕтел хушшине пухăннă ăсчахсене, студентсене кăсăклантарчĕ. «Салам» ертÿçи П.Н.Ермолаев тĕплĕ доклад хатĕрленĕ. Вăл юхăмăн тĕп тĕллевĕсемпе паллаштарчĕ.
    - 10 çул каялла хула урамĕсенче чăвашла сăмах илтейместĕмĕр. Паян лавккасенче, общество транспортĕнче тăван чĕлхепе пуплени хăлхана кĕрет. Манăн шухăшпа, чăваш культурипе ача садĕнченех паллаштарма пуçламалла, - терĕ Петр. - Пушă вăхăтра çамрăксем компьютер умĕнче лараççĕ. Социаллă сайтсенче ятарлă ушкăнсем тумалла. Пирĕн культура центрĕн хастарĕсем республика тулашне концертпа час-часах çÿреççĕ. Диаспорăра пурăнакансем калаçу кĕнекисем ыйтаççĕ. Вĕсене Г.А.Дегтярăв хатĕрленине пĕлетпĕр. Пĕр-пĕр тĕттĕм кĕтесре хăйсен черетне кĕтсе выртаканскерсене республика тулашне çитересчĕ. Чăваш чĕлхин грамматикин электрон кăларăмĕ те кашни шкула лекеймен.
    Тин çеç хальхи юрăсен пуххине пичетлесе кăлартăмăр, аудиоверсине хатĕрлерĕмĕр. Хулари шкулсенчи Чăваш чĕлхи эрнипе çыхăннă мероприятийĕсенче пулса курма тиврĕ. Шăпăрлансем тăван халăх юррисене килĕштереççĕ, телефонри ахаль шăнкăрав вырăнне вĕсене лартаççĕ, çырса илеççĕ. Ачасем пирĕн эстрада концерчĕсене кăмăлласа çÿреççĕ. Наци радио ялсенче пĕр чарăнмасăр «калаçать». Темшĕн-çке чăваш телекуравĕ хăйĕнпе мухтантармасть.
    Пĕрлешĕвĕн пуçламăш утăмĕсем курăмлă, вăл малашне тĕрĕс-тĕкел ĕçлессе шанас килет. М.И.Скворцов чĕлхеçĕ савăнтарчĕ те, хурлантарчĕ те:
    - Культура пурнăçĕ словарьсĕр пулма пултараймасть. Хăй вăхăтĕнче пирĕн пĕлÿ çăл куçĕ Совет Союзĕн территорийĕпех саланчĕ. Наци словарĕн çĕнетнĕ варианчĕ кирлех. Унччен ку ĕçре пуçлăхсем пулăшма шантарнăччĕ, халĕ: «Патшалăхăн майĕ çук, хăвăр шырăр», - теççĕ. Тĕлĕннипе çăвар кармалли çеç юлчĕ. Издательствăпа калаçса татăлтăмăр, укçа-тенкĕ çуккипе ĕç чарăнчĕ. Кĕске япала пулсан хăвăртах пичетлетчĕç. 80 пин тиражлă кĕнекен хăй хаклăхĕ пысăк. Пĕрне 2500 тенкĕпе сĕнме тивĕ. Çак ыйтăва халех татса парасчĕ. Çын шанăçсăр пурăнаймĕ. Акан 23-мĕшĕнче ЧР Журналистсен пĕрлĕхĕ çырулăх аталанăвĕн семинарне йĕркелет. Чăваш тĕлĕрмест: Пушкăрт Республикинче «Урал сасси», Чĕмпĕрте «Канаш», Хусанта «Сувар» хаçатсем кун çути кураççĕ. Редакцисем вырăнти хăй тытăмлах бюджетне пуç çапмаççĕ, вĕсене усламçăсем пулăшаççĕ. Пирĕн те ăс-тăн пур.
    Çакна асăнса хăварар: Тутарстан тулашĕнче тутарла 48 хаçат пичетленет. Вĕсем çĕршывра халăх шучĕпе - иккĕмĕш вырăнта. Эпир тăваттăмĕш пулнине шута илсен чăваш диаспоринче миçе хаçат тухмалла-ши?
    ЧПГĂИ ăслăлăхăн ертсе пыракан ĕçченĕ Г.А.Дегтярăв Правительство çуртĕнче чăваш чĕлхи урокĕсене вĕрентнине аса илчĕ. И.Я.Яковлев ячĕллĕ ЧППИн пĕр факультетĕнчи пирвайхи занятире вырăс ушкăнĕн студенчĕсем: «Нумай тытăнса тăраймăр. Сирĕн умĕнхи те тухса кайрĕ», - тенĕ. Геннадий Анатольевич хăйĕн çирĕплĕхне кăтартнă, çуркунне йĕкĕлтешнĕ çамрăксене зачет тыттарнă. Педагогика институтĕнчен министрсене тăван чĕлхе вĕрентме чупнă вăл, курс вĕçĕнче экзамен йышăннă. Ун чухне чĕлхе хисепре пулнă.
    Шупашкарти коопераци институтĕнчи тĕслĕхпе паллашсан хĕрÿ тавлашу пуçланчĕ. Аслă шкулта 16-мĕш çул тăрăшакан Л.А.Петрова чун ыратăвĕпе килнĕ:
    - Ушкăнсене 2 пая уйăрса ĕçлетпĕр. Унччен чăваш чĕлхи занятийĕсем çулталăк тăршшĕпе 72 сехетчĕ. Пĕлтĕр 36 тăрса юлчĕ. Студентсемпе халĕ 4 уйăх тăрмашатпăр. Вĕрентетпĕр тесе калама чĕлхе çаврăнмасть. Институтра ирçе, çармăс, тутар, çурма чăваш ачисем пĕлÿ пухаççĕ. Пирвайхи занятире пĕр-пĕринпе паллашатпăр, хăш шкултан пулнине тĕпчетĕп. Шупашкар çамрăкĕсем пирки уйрăммăн калас килет: хулара çуралса ÿснĕскерсем чăвашла 1-рен пуçласа 10 таран шутлаймаççĕ. Шкулсенче 9-мĕш класс таран мĕне вĕрентеççĕ-ши? «Нарспи» авторĕ Иван Яковлев, Çеçпĕл Мишши теççĕ. Вĕсене итлесе çÿç-пуç вирелле тăрать. Чăваш ачин çапла хуравламалла-и? Словарьпе ĕçлеме пĕлмеççĕ. «Юр ирĕлет те симĕс курăк тухать» предложение «Снег тает и зеленые грачи прилетают» тесе куçараççĕ. 18 занятире 100 таран шутлама, 100 ĕç-хĕл ятне вĕрентетĕп, пĕчĕк диктантсем çыртаратăп. Унччен «Эпĕ вырăс» текенскерсем «Эпĕ чăваш» теме пуçлаççĕ. «Шкулта мĕнле вĕреннĕ?» - ыйтрăм пĕррехинче. «Мана урокран яратчĕç», - хуравларĕ пĕр студент. Яш-кĕрĕмпе хĕр-упраç республика çинчен пачах пĕлмест. Атăл çинчи хуласенчен Хусана, Чулхулана асăнать, районсен шутне тĕрĕс калаймасть. Улатăрпа Пăрачкав районĕсен çамрăкĕсем чăваш чĕлхине ыттисенчен уйăракан ă, ĕ, ÿ, ç сас паллисем çинчен илтмен те. Çулсерен пĕлÿрен хавшакрах студентсем килеççĕ. Пирĕн, преподавательсен, ĕçлемех тивет.
    Пухăннисем хулари шкулта чăваш чĕлхи шайĕ тивĕçлĕ вырăн йышăннине, вĕрентекенсен тăрăшăвне асăнчĕç. Çамрăксем суйнине ĕнентерес текенсем те тупăнчĕç. Л.Петровăна çак сăмахсем лăплантараймарĕç.
    И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУн филологи факультечĕн кафедрин ертÿçи А.Р.Губанов çĕнĕлĕхпе паллаштарчĕ. Преподаватель чăваш сăмахĕсен пуххин электрон версине хатĕрлес ĕçе кÿлĕннĕ. Картотекăна 300 пин сăмах кĕртме палăртнă. Унта вĕсен пулăвне, пĕлтерĕшне, морфологине кăтартĕç. Ятарлă программа та йĕркеленĕ, сăмахсене вырнаçтарасси кăна юлнă. Планра - текстотека хатĕрлесси. Вăл чăваш çыравçисемпе поэтсен хайлавĕсемпе килтен тухмасăр паллашма май парĕ. Ларура çĕнĕлĕхе «сăмах пухмачĕ» тесе палăртрĕç. Вăл ялти шкул вĕрентекенĕсен кăмăлне каяссинче иккĕленмерĕç. ЧПУ профессорĕ В.И.Сергеев ял шăпи пирки шухăшлаттарчĕ:
    - Эпир Муркаш районĕнчи Тивĕш шкулĕнчен 10-мĕшсем тăватă класс вĕренсе тухрăмăр. Парта хушшинче 3-4 лараттăмăр. Иртнĕ кунсенче тăван ялăма çитсе куртăм. 17 хусах пурăнать. Вĕсем çемье çавăрасси пирки ĕмĕтленмеççĕ те. Чăвашăн ачи пулмасан пуласлăх çинчен калаçнин усси çук. Шкула хупрĕç, ăна çаратса пĕтерчĕç. Анчах хăпартса лартнă пĕлÿ çурчĕ пушă. Университетра пĕр курсра - 120, куçăмсăр майпа тепĕр 170 студент вĕренеттĕмĕр. Ял тыткăчи - шкул. Ачисене инçете яма тивнĕрен хĕрарăмсем çуратасшăн та мар пулĕ.
    «Çавра сĕтелĕн» пĕтĕмлетĕвне ятарласа тумарĕç. Кашни хăйĕн шухăш-кăмăлĕпе юлчĕ. Çамрăксем хăйсене канăçсăрлантаракан ыйтусен хуравĕсене илтеймерĕç. Тен, шурă сухалсем çапла туни тĕрĕс те. Пăтăрмахсене хамăр тĕллĕн парăнтарма хăнăхмалла. Пулăшакансем, ăс паракансем юлмасан кама шанăпăр?

    Çăлкуç: http://hypar.ru/nws/show/57/7265/index.php?id=s241701358289
    Çыпăçтарнисем:
    Категори: | Миçе çын пăхнă: 857 | Кам хушнă: mixaj_58 | Тегисем: | Рейтинг: 2.5/13 |
    Пĕтĕмпе миçе комментари: 0


    Copyright © Аксар Чунтупай Cайт тăваканни: Михайлов Алексей (alex-net)